Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкарти шкулсенчен пӗрин картишӗнче пиллӗкмӗш класси ача ҫине машина пырса кӗнӗ. Вӗрентекене «Тойота» машина рульне тытса пыракан хӗрарӑм-вӗрентекен суранлатнӑ. Урине хуҫнӑ ачана пульницӑна ӑсатнӑ. Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Шупашкарти Элкер урамӗнчи гимнази картишӗнче 14 сехет те 30 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. 43-ри вӗрентекен ача ҫине машинӑпа пырса кӗнине видеокадрта та сӑнланӑ. Пӗр ача шкул картишӗпе чупса пырать. Ҫав самантра сылтӑм енчен машина сиксе тухать. Шалти ӗҫсен министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗренӳ учрежденийӗсен кратишне уйрӑм ҫынсен хӑйсен транспорчӗпе кӗме юрамасть. Ҫул-йӗр правилине пӑснишӗн протокол ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле пульницин ача-пӑча уйрӑмӗнче тин ҫуралнӑ ача вилнӗ. Ӑна 28 ҫулти амӑшӗ пӗр эрне каялла, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ҫуратнӑ. Пӗчӗк хӗрача ҫӗрле хӑсӑкпа чыхӑнса вилнӗ. Шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлайман. Халӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку инкекре криминал ҫук. Тӗрӗслев хыҫҫӑн процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнакан 56 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ. Хайхи арҫынна хут уйӑрттармасӑр пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑма вӗлернӗшӗн явап тыттарасшӑн. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» хаҫат интернетри сайтӗнче хыпарланӑ. Официаллӑ верси тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле ҫак арҫын ӗҫре, хурал будкинче, пулнӑ. Унтах ҫырӑнмасӑр пӗрле пурӑнакан арӑмӗ пынӑ. Хайхискерсем эрех ӗҫнӗ. Тахӑш самантра харкашма тытӑннӑ. Унччен те пулман — арҫын хӗрарӑма ҫӗҫӗпе яшлаттарнӑ та тухса кайнӑ. Ахӑртнех, ҫапла майпа яваплӑхран тарма шухӑшланӑ вӑл. Хӗрарӑмӑн чӗри вара ҫавӑнтах тапма чарӑннӑ. Палӑртса хӑвармалла, арҫынна йӗрке хуралҫисем кӑштахранах тытса чарнӑ, судченех ирӗксӗр хӑварма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Иртнӗ эрнекун «Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» ҫул ҫинче лашасем машина айне лекнӗ. Вӗсем Канаш районӗнчи пӗр ял хуҫалӑх предприятийӗнчен тухса тарнӑ-мӗн. Виҫӗ лаша вӑрмантан ҫул ҫине ӑнсӑртран сиксе тухнӑ. 48 ҫулти водитель, сӗт турттараканскер, лашасене курсан тӑрук чарӑннӑ, ҫапах виҫӗ урхамах урапа айне лекнӗ. Пӗри ҫавӑнтах вилнӗ, тепри вӑйлӑ аманнӑ, ӑна фермер пусса какая янӑ. Виҫҫӗмӗш лаша вара ҫӑмӑл автомашина ҫине лекнӗ. Унӑн водителӗ ку кӗтмен ҫӗртен пулнӑран шок тӳснӗ. Юрать, лаша аманман, хӑраса ӳкнӗскер тӑнӑ та вӑрманалла чупса тарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи пӗр ялта пысӑк инкек пулнӑ. Ҫӗнӗ Пуянкасси ял тӑрӑхӗнче пӗчӗк хӗрача эмел тупнӑ та ӗҫнӗ. Шел те, ӑна тухтӑрсем ҫӑлса хӑварайман. Ку инкек пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ, ҫав тӑрӑхра пурӑнакан ҫын, пӗлтернӗ. «Эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, ача асламӑшӗ тата инкӗшӗ патӗнче вӑхӑтлӑх пулнӑ. Пӗчӗкскер тӑванӗн эмелне асӑрханӑ, вӑл курӑнмалли ҫӗртех выртнӑ. 2-ри хӗрача каҫхине вилнӗ. Ҫемйипе пӗрле хурланатпӑр. Эпир халӗ шокра», - тенӗ вӑл. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрача мӗншӗн вилнине палӑртаҫҫӗ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян ирпе Шупашкарта пассажир автобусӗ хыпса илнӗ. Инкек республикӑн тӗп хулинчи Кӑнтӑр поселокӗ тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Чӑваш Ен» патшалӑхӑн телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар Кӳкеҫрен Шупашкара 162-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобусра сиксе тухнӑ. ПАЗикра ирхине 10 ҫын ларса пынӑ. Тӗрлӗ ӗҫпе тӗрлӗ ҫӗре васканӑ вӗсем. Тӗлӗнмелле те савӑнмалла: инкек вӑхӑтӗнче водитель ҫухалса кайман — автобус алӑкне уҫнӑ, ҫынсем салонтан тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Ҫулӑма пула ҫапла вара никам та шар курман, таса сывӑ. Водитель ҫулӑма хӑех сӳнтернӗ. Анчах транспортӑн салонӗ йӑлтах сиенленнӗ. Чӑваш Енӗн ҫул-йӗр инспекторӗсем «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанине пӗлтернӗ тӑрӑх, автобусӑн двигателӗ юсавсӑр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Яранкассинче пурӑнакан кинемей ҫухалнӑ. Зинаида Михайловна Яранцева — 83 ҫулта. Килтен вӑл чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унӑн ҫывӑх ҫыннисем кинемее курнисемпе вӑл ӑҫтине пӗлекенсене пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Зинаида Михайловна — пӗчӗк пӳ-силлӗ, унӑн ҫӳллӗшӗ 150 сантиметр, начаркка, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, куҫӗ кӑвак тӗслӗ. Килтен тухса кайнӑ чух ватӑ ҫуркуннепе кӗркунне тӑхӑнмалли тӗксӗм кӑвак курткӑпа пулнӑ, ҫак ҫи-пуҫ тӑршшӗ — чӗркуҫҫирен аяларах. Чечеклӗ кӑвак платье, чӗркуҫҫи таран тӑршшӗ ҫутӑ хӑмӑр гольфа, хура атӑ тӑхӑннӑ. Шупашкар районӗнчи Яранкассинче пурӑнакан Зинаида Михайловна Яранцева пирки унӑн ҫывӑх ҫыннисем ӑс-тӑнӗ енчен аташма, вӑл манса кайма пултарнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӑваш Енри ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Атӑл – Сӗнтӗрвӑрри» ҫул ҫинче авари пулнӑ. Шел те, унта ҫынсем суранланнӑ, пӗри вилнӗ. Аварире 13 хӗрачан пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл салонра амӑшӗпе пулнӑ, ҫывӑх ҫынни руль умӗнче ларнӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ автоҫулӑн 9-мӗш ҫухрӑмӗнче хӗрарӑм руле итлеттереймен-ши – машина ҫаврӑнса ӳкнӗ. Руль умӗнчи хӗрарӑм тата пӗр пассажир суранланнӑ. 13-ри хӗрача вара вилмеллех аманнӑ. Асӑрханӑр: халӗ ҫулсем пӑрлак. Кун пирки ҪҪХПИ тепӗр хутчен аса илтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти туй халӑхӗ пакунлисене хӗненӗ. Ку пӑтӑрмах чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. «Инфореактор» сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи кафесенчен пӗринче туй иртнӗ. Сӑра сакки сарлака, туй-ҫуй таврашӗнче ӗҫмесӗр пулманах-тӑр. Тахӑш самантра тем пайлайман-ҫке — харкашу сиксе тухнӑ. Сӑмах ҫине сӑмах — ҫапӑҫмах тытӑннӑ. Кафере ӗҫлекенсем хӗрсе кайнӑ туй халӑхне чарма пӑхнӑ, анчах май килменнине кура пакунлисене чӗннӗ. Йӗрке хуралҫисем килсе ҫитсен те ҫапӑҫакансем чарӑнман. Унтан та ытларах — пакунлисене хӗнеме тытӑннӑ. Пысӑк ушкӑна ҫӗнеймессине ӑнланса лешсем хӑйсен ӗҫтешӗсене чӗнсе илнӗ. Кафери харкашӑва халӗ йӗрке хуралҫисем тишкереҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарассине ҫывӑх вӑхӑтра татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти вырӑс драма театрӗн артисчӗсем автоинкеке лекнӗ. Вӗсем Иваново облаҫӗнчи Кинешма хулинче гастрольте пулнӑ. Каялла килме каҫхи спектакль хыҫҫӑн тухнӑ. Ирпе Шупашкара таврӑнма палӑртнӑ. Ҫула тухсан, пӗр сехет кайсан, автобус пӑрлак ҫул ҫинче ҫаврӑнса ӳкнӗ, кювета чӑмнӑ. Рита Кириллова журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, салонта 20-е яхӑн ҫын пулнӑ. Турра шӗкӗр, пурте чӗрӗ-сывӑ. Анчах ыраттармасӑр пулман паллах. Ушкӑнри пӗр артистка самай суранланнӑ. Ӑна валли васкавлӑ пулӑшу машини чӗнме тивнӗ. Инкеке лекнӗ ҫынсем Кинешмаран автобус пырса илессе сехет ытла кӗтсе тӑнӑ. Сивӗ ҫӗрте. Уйра. Кайран вӗсене каялла илсе кайнӑ. Рита Кириллова шухӑшланӑ тӑрӑх, автобуссене каҫхине пассажирсене турттарма чармалла. Уйрӑмах — хӗлле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |