Пӑтӑрмахсем
![]() Малтан ӗҫнӗ, унтан пӑвнӑ Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тӑван амӑшне пӑвса вӗлернӗ. Вӑй питтине халӗ рФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплӗҫ. РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ та ӗнтӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче арҫын 55-ри хӑйӗн амӑшӗ патӗнче виски ӗҫнӗ. Хаяррине амӑшӗпе ывӑлӗ пӗрле сыпнӑ. Киккириксем хӗрсен иккӗшӗн тавлашу сиксе тухнӑ. Ҫутӑ кун парнеленӗ ҫывӑх ҫыннине ывӑлӗ хыҫалтан пырса кантрапа пӑвса лартнӑ. Хӗрарӑм вилнӗ. Тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫласан арҫын хай айӑпне ҫийӗнчех йышӑннӑ, эп мар тесе турткалашса тӑман. Амӑшне пӑвса вӗлернӗ этеме ӑслӑ-тӑнлах-и тесе судпа медицина тӗрӗслевӗ те ирттернӗ — пуҫӗ минренине тухтӑрсем тупса палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Элӗк районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан 55 ҫулти хӗрарӑмпа унӑн 32-ри ывӑлне ҫынна каварлашса ирӗкрен хӑтарнӑшӑн явап тыттарнӑ. Ҫамрӑк арҫынна вӗлерессипе хӑратнишӗн те айӑпланӑ. Ҫемьери пӑтӑрмах ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Хуҫалӑха тирпейлеме килӗшменшӗн арӑмӗ упӑшкине хытах кӳреннӗ курӑнать. Ӑна вӑл вӗренпе ҫыхса лартнӑ та сӗтел ҫумне туртса ҫыхнӑ. Амӑшне ывӑлӗ пулӑшнӑ. Арҫын хӑйне кӑмӑлпах ҫыхтарманнине кура ывӑлӗ ашшӗн пӳрнине пӑрса лартнӑ, ӑна хуҫса пӑрахнӑ. Тата вӑл ашшӗн куҫне чавса шӑтарассипе, пӗвене кайса путарассипе хӑратнӑ. Тарӑхнипе усалланнӑ амӑшӗпе ывӑлне суд ирӗкрен хӑтармасӑр айӑпламалла тунӑ. Хӗрарӑма — 3 ҫуллӑха, ывӑлне — 3 ҫул та 3 уйӑхлӑх. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслев вӑхӑтне 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ураскилт ялӗ Ӳсӗрле руль умне ларнипе Чӑваш Енри тата тепӗр депутат пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Хальхинче — Элӗк районӗнчи Ураскилт ял тӑрӑхӗнчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ. 45-ри арҫын хӗрӗнкӗ пуҫпа унччен те руль умне ларнӑ. 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ӑна административлӑ майпа айӑпласа 10 талӑклӑха хупса лартнӑ. Ҫулталӑк иртсен вӑл каллех ӳсӗрле ҫакланнӑ. Хальхинче 45-ри ҫав арҫын мопедпа ӳсӗрле ҫула тухнӑ. Халӗ ӑна пуҫиле майпах явап тыттарасшӑн. Пуҫиле ӗҫе нумаях пулмасть тӗпчесе пӗтернӗ. Иртнӗ уйӑхра Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫырмапуҫ ял тӑрӑхӗнчи 58 ҫулти депутат тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Вӑл та ӳсӗрле руль умне ларнӑ. Ҫапла майпа хайхи ҫул-йӗр инспекторӗсен аллине ҫакланнӑ, ӑна ун чухне явап тыттарнӑ. Ҫамрӑк мар арҫын пӗрех тӑна кӗмен курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, «Шупашкар-Сурски» автоҫуль ҫинче 9 ҫулти ачана таптаса кайнӑ. Инкек 18 сехет те 20 минут тӗлӗнче пулса иртнӗ. «Нива» автомашина рульне тытса пынӑ 71 ҫулти водитель ҫул-йӗр инспекторӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, ача ҫул ҫине кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ. Машинӑна вааскавлӑн та хӑвӑрттӑн чарса лартнӑ пулин те велосипедиста вӑл пырса тӑрӑннӑ.Аманнӑ арҫын ачана пульницӑна ӑсатнӑ. Сӑмах май ҫакна та шута илмелле: 7-14 ҫулсенчи велосипедистсен тротуарсемпе, ҫуран ҫӳрекенсен тата велосипедистсен ҫулӗсемпе ҫеҫ ярӑнма юрать. Вӗсен ҫул хӗррипе, автомобиль ҫулӗпе ҫӳреме ирӗк ҫук. Ҫул ҫитменнисем ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче 16-ӑн ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекнӗ, ҫав шутран 10 тӗслӗхӗнче ачасем суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канаш районӗнчи Шаккӑлта пурӑнакан 52-ри арҫын пӗр каҫра пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. Инкек ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, ҫурҫӗр иртни 1 сехет те 30 минут тӗлӗнче, тухнӑ. Ҫӗр хута вут-ҫулӑм алхаснине асӑрханисем пушар хуралӗн ӗҫченӗсене систернӗ. Шел те, кил хуҫин йывӑҫ пӳртне хӗрлӗ автан тӗп тумаллипех тӗп тунӑ. РФ Инкеклӗ ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем кил хуҫин хуралтисене ҫеҫ ҫӑлса ӗлкӗрнӗ. Инкек тухнӑ каҫ кил хуҫи килте пулман. Пушарсен тӗп сӑлтавӗ ҫутӑпа асӑрханмасӑр усӑ курнипе е юсавсӑр кӑмака хутнипе ҫыхӑнкалать те, Шаккӑлтин сӑлтавӗ урӑх тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Ҫӑлавҫӑсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, йывӑҫ пӳрте такам юри чӗртсе янӑ. Чӑаш Енри пушарсенче ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 80 миллион тенке яхӑнлӑх пурлӑх вутпа кӗлленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакан 71 ҫулти старик 11 ҫулти ачана куҫ хывнӑ. Пӑтӑрмахӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Йӗрке хуралҫисене ҫавӑн пирки хыпар тепӗр кунхине, кӑнтӑрла иртни 15 сехет тӗлӗнче, ҫитнӗ. Пакунлисем тӗлӗнтермӗш этеме часах тупса палӑртнӑ. 71 ҫулти арҫын Лакрей вӑрманӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне 11 ҫулти арҫын ача ҫумне ҫулӑхнӑ. Сак ҫинче пӗччен лараканскерпе вӑл сӑмах пуҫарнӑ. Ар хутшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа калаҫнӑ май килӗшӳсӗр япалана туса пӑхма сӗннӗ. Арҫын ача ҫумне ҫулӑхнӑ этем 2016 ҫулта тӗрмерен тухнӑ иккен. Ҫул ҫитменнисене пӗрре кӑна мар ирӗксӗрленӗшӗн унта вӑл 17 ҫул ларнӑ. Ирӗке тухсан арҫын каллех хӑйӗн чун киленӗҫӗ патне таврӑнма шут тытнӑ курӑнать, анчах пакунлисен аллине ҫакланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, икӗ арҫын виллине тупнӑ. 54 ҫулти кил хуҫипе ун патӗнче пулнӑ 53-ти пӗлӗшне ҫав ялтах пурӑннӑ тепӗр ҫын асӑрханӑ. Вӗсем мунчара пулнӑ. Пӗр вӑхӑталли икӗ арҫын, Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер хура мунча (хура тесе тӗтӗм тухса кайма мӑрье кӑларман мунчана калаҫҫӗ) кӗнӗ. Пӗр ял ҫынни пырса кӗрет те мунча алӑкне шалтан питӗрнине асӑрханӑ. Ырра мар сиссе вӑл алӑка пуртӑпа хирсе уҫнӑ. Тӗпчевҫӗсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, 54-ри кил хуҫипе унӑн 53-ри тусне сӗрӗм тивнӗ. Мунчара леш тӗнчене вӑхӑтсӑр ӑсаннӑ вӑй питтисен вилӗм сӑлтавне палӑртмашкӑн халӗ тӗрлӗ экспертиза тусах тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнче вырнаҫнӑ 1-мӗш типографире йывӑр-лару пулнине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Предприятине 2015 ҫултах панкрут тесе йышӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра унти 201 ӗҫчен умӗнчи парӑм 16,5 миллион тенкӗпе танлашать. Панкрут тесе йышӑннӑ предприятире юлашки вӑхӑтра конкурс управляющийӗ пуҫ пулса тӑнӑ. Ку вӑл — саккунпа килӗшӳллӗн пулса пыракан утӑм. Анчах ҫав ҫын хӑйӗн тивӗҫне йӗркеллӗ пурнӑҫласа пыман. Ҫавӑншӑн ӑна административлӑ майпа темиҫе хутчен явап тыттарнӑ. Хайхишӗн ик айкки те тӑвайкки пулнӑ-ши — вӑл йӗркеллӗ ӗҫлеме тытӑнман. Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс управляющине суд ултӑ уйӑхлӑха дисквалификацилесе ӗҫсӗр хӑварнӑ. Капла утӑма пирӗ республикӑра сайтра-хутра ҫеҫ тӑваҫҫӗ иккен. Юлашки хутчен ун пек тӗслӗх 2015 ҫулта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗ ҫывӑхӗнче пӗвере арҫын путса вилнӗ. Вӑл пӗлӗшӗсемпе пулла кайнӑ. Арҫын 43 ҫулта пулнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем пӗве патне ҫитсен расна ҫыран хӗррине вырнаҫнӑ. Кӑштахран пӗри теприне куҫран ҫухатнӑ. Малтанах япӑххи пирки шутламан-ха вӑл, лешӗ яла тӑванӗсем патне кайнӑ тесе шухӑшланӑ. Анчах пӗлӗшӗ ларнӑ вырӑнтан иртсе кайнӑ чухне йӑлтах ӑнланнӑ: путнӑ иккен. Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. МЧС асӑрхаттарать: пулӑра хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнмалла. Ҫакна шута илменни ав мӗн патне илсе ҫитерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрте пурӑннӑ 26 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ. Аса илтерер, ҫамрӑк ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ, унтанпа унран сас-хура пулман. 26 ҫулти каччӑн телефонӗпе докуменчӗсем килте юлнӑ. Килтен ҫамрӑк ирхи 8 сехетре тухнӑ. Малтанах тӑванӗсем ҫывӑх ҫынниШупашкара кайнӑ тесе шухӑшланӑ. Вӗсем тусӗсемпе пӗлӗшӗсем патне те шӑнкӑравланӑ. Анчах лешсем ҫамрӑка курманнине пӗлтернӗ. Каччӑна хӑйсем тӗллӗн тупаймасӑр аптӑранипе унӑн ҫывӑх ҫыннисем йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Ҫамрӑкӑн виллине паян, ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, тупнӑ. Ку усал хыпара пӗлтернӗ МИХсенчен пӗринче ҫӗнӗлӗхе комментарилекенсенчен пӗри ҫырнӑ тӑрӑх, ҫамрӑк хӑй ҫине алӑ хунӑ. Мӗн сӑлтав ҫапла тума хистенӗ-ши тесе пуҫ ватакансем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |