Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Элӗк районӗнчи Прашкушкӑнь ялӗнче ҫурта аҫа ҫапнӑ. Юрать, унта пурӑнакансем ҫӑлӑнса юлнӑ. Пӳртӗн пӗр пайӗ вара сиенленнӗ. Асӑннӑ ялта пурӑнакан 49 ҫулти арҫыннӑн ҫуртне аҫа ҫапнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳртре кил хуҫин арӑмӗ тата ачисем пулнӑ. Вӗсем тухса тарма ӗлкӗрнӗ. Урама тухсан хӗрарӑм пушарнӑйсем патне шӑнкӑравланӑ. Вырӑна виҫӗ техника ҫитнӗ. Юнашар ялти пушар командисен хӑйирӗкҫисем те ҫулӑма сӳнтерме пулӑшнӑ. Пушарта ҫурт тӑрри, мачча сиенленнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑкак 200 пин тенкӗпе танлашнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йывӑҫ чӳречесене пирӗнтен чылайӑшӗ пластикран тунисемпе ылмаштарма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Материалӗ сиенлӗ теҫҫӗ те, анчах лайӑх хупӑнать, ҫил вӗрсе тӑмасть, кӗркунне шӑтӑксене хутпа ҫыпӑҫтарма хӑтласа минремелле мар. Ырлӑх! Кантӑка яри уҫса хурсан шӑна-пӑван вӗҫсе кӗреймӗ: ятарлӑ ҫеткӑ вырнаҫтарнӑ. Анчах, шел те, ача-пӑча ҫавна пула шар курать. Ун пирки темле асӑрхаттарсан та инкек тупӑнсах тӑрать. Утӑ уйӑхӗн 14-18-мӗшӗсенче Чӑваш Енри тӗрлӗ вырӑнта ҫулталӑкран пуҫласа виҫӗ ҫулчченхи виҫӗ ача чӳречерен ӳкнӗ. Ӗнер, акӑ, инкек Патӑрьелте сиксе тухнӑ. Унта икӗ ҫулхи ача шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен ҫеткӑ ҫумне тӗршӗннӗ те иккӗмӗш хутран персе аннӑ. Пӗр кун маларах Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫулталӑк ҫурӑри ача иккӗмӗш хутран ӳкнӗ. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче унтах пиллӗкмӗш хутран ҫулталӑкри ача персе аннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пушар дачӑсене те шеллемест Иртнӗ талӑкра Чӑваш Енре икӗ хутчен вут-ҫулӑм тухнӑ. Иккӗшӗ те хӑрушсӑрлӑх правилине пӑснипе ҫыхӑнма пултарнӑ. Ҫак шухӑша Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче палӑртаҫҫӗ. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, 11 сехет те 38 минутра Шупашкар районӗнчи Атайкасси ҫывӑхӗнчи пахча юлташлӑхӗсенчен пӗринче дача ҫуртӗнче вут хыпса илнӗ. «Хӗрлӗ автан», малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хуҫине, 62-ри хӗрарӑма, 100 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Специалистсем инкек сӑлтавӗ газ оборудованийӗпе усӑ курнӑ чухне асӑрханусӑр пулни тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче 37-ри кил хуҫин 50x12 метр калӑпӑш кирпӗч склачӗ ҫунма тытӑннӑ. Инкек электрохатӗрпе тимсӗртерех пулнӑран тухнӑ пуль теҫҫӗ. Вута пула хуҫи, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫур миллион тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа пирӗн республикӑра 496 хут пушар тухнӑ. Вӗсенче 39 ҫын вилнӗ, 48-ӑн суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Ен каччи Мускава сройкӑна ӗҫлеме кайнӑ. Укҫа ӗҫлесе илес тенӗ ӗнтӗ вӑл. Ара, халӗ нумайӑшӗ пысӑк укҫа илес тесе шапаша ҫӳреҫҫӗ. Шел те, ҫак каччӑн пурнӑҫӗ сарӑмсӑр татӑлнӑ. Ҫамрӑкскер 21 ҫулта кӑна пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Етӗрнере ҫуралса ӳснӗскер стройкӑра 20-мӗш хутран ӳкнӗ. Инкек ирхи 9 сехетре пулнӑ. Кун пирки сарӑмсӑр вилнӗ каччӑн пӗлӗшӗсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗ ӗҫлет. Следовательсем хӑрушсӑрлӑх техникине пӑснипе пӑсманнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Канмалли кунсем шӑрӑх тӑнӑран ҫынсем шывра чӑмпӑлтатса уҫӑлнӑ. Икӗ кунра Шупашкарти тӗп пляжра 4 ҫынна путасран ҫӑлнӑ. Ҫӑлавҫӑсем 60 ҫулти хӗрарӑма, 5-ри тата 8-ти арҫын ачасене, 5-ри хӗрачана шывран кӑларнӑ. Шел те, канмалли кунсем инкексӗр иртмен. Утӑ уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче 55 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унӑн виллине ҫӑлавҫӑсем тепӗр кунхине кӑларнӑ. Утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Прометей» кану бази ҫывӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ 25 ҫулти каччӑ шыв айне кайнӑ. Икӗ тӗслӗхре те ҫынсем юраман ҫӗрте чӑмпӑлтатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ хули ҫумӗнчи Мӑн Ҫавал урлӑ хывнӑ кӗпере кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче юсаса пӗтерессине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерчӗ-ха. Ӗҫе юпа уйӑхӗнче вӗҫлессине, аса илтерер, «Волго-Вятскуправтодор» предприяти пуҫлӑхӗ Ильдар Мингазов шантарнӑ. Халӗ вара тата тепӗр хыпар илтрӗмӗр. Чӑваш Енӗн Гостехнадзор ӗҫченӗсем Ҫӗрпӳ кӗперне юсакан техникӑна тӗрӗсленӗ. Вӗсем хӑй тӗллӗн ҫӳрекен ултӑ техн икӑна хакланӑ. Техникӑн пӗр пайӗ хӑрушсӑр мар иккен. Пӗр тракториста-машинистӑн удостоверени пул ан. Гусеницӑллӑ эскаватора кирлӗ пек регистрацилемен. Автогрейдерӑн медицина аптечки тата ҫулӑм сӳнтерекен хатӗр пулман, Hitachiне гусеницӑллӑ эскаватора техтӗрӗслев витӗр кӑларман. Рейд вӑхӑтӗнче тӑватӑ протокол ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре шывра путнӑ тӗслӗх нумай пулни, статистика савӑнтарманни ҫинчен унччен хыпарланӑччӗ. Юлашки 2 эрнере 12 ҫын путса вилнӗ. Шел те, вӗсенчен 4-шӗ – ачасем. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче каллех ача путса вилнӗ. Шӑмӑршӑ районӗнче пӗвере 13 ҫулти ача шыв айне кайнӑ. Унӑн виллине ҫынсем кӑларнӑ. Ҫав кунах Ҫӗрпӳ районӗнче те инкек пулнӑ. Унта Ҫавалта 55 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Ӑна водолазсем шыранӑ, унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. ЧР Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ асӑрханмалли пирки аса илтерет. Уйрӑмах шыв хӗрринче ачасене куҫран вӗҫертмелле мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗпреҫ районӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗнче пурӑнакан 45-ри арҫынна волонтерсем шыранӑ. 1972 ҫулта ҫуралнӑ Владимир Николаевич Шуркин Улатимӗр облаҫӗнчи Александровски районӗнчи Анисимка ялне ӗҫлеме кайнӑ. Иртнӗ уйӑхӑн 6-мӗшӗнче вӑл хӑй пурӑннӑ вырӑнтан тухса утнӑ. Lizaalert.org сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна волонтерсем тепӗр куннех шырама тытӑннӑ. Сайтра ҫырнӑ тӑрӑх, арҫынна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ӑна пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, арҫын аташса калаҫма пуҫланӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, Ҫӗнӗ Выҫлине арҫын таврӑнман. Владимир Шуркин 172 сантиметр тӑршшӗ, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫутӑрах ҫӳҫлӗ, хӑмӑр куҫлӑ. Ҫийӗнче сӑрӑ футболка, хура спорт шӑлаварӗ, кӑвак тапочки пулнӑ. Вӑл ӑҫтине пӗлекенсем йӗрке хуралҫисене пӗлтерессе шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи Пысӑк Упакасси ялӗнчи фермӑра пушар алхаснӑ. 19 сехет ҫурӑра сӗт упрамалли вырӑнта ҫулӑм тухнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар шыв ӑшӑтмалли хатӗр хӗрсе кайнӑран тухнӑ. Тӑрӑ йӑлтах ҫунса кайнӑ, здани кӑштах сиенленнӗ. Фермӑри ытти хуралтӑ, телее, ҫунман. Пушарнӑйсем киличчен фермӑри ӗнесене, 100 ытла пуҫа, урама кӑларнӑ. Сӑмах май, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пасар ҫуннӑ, пулӑ павильонӗ сиенленнӗ. Халӗ пушар мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре 467 пушар тухнӑ. Ҫулӑмра 38 ҫын вилнӗ, 46-ӑн суранланнӑ. 236 ҫынна пушартан ҫӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Атӑл леш енчи физкультурӑпа спорт комплексӗн пуҫлӑхӗн ҫумне пӗлтӗр ҫын аманнӑшӑн кӑҫал айӑпласшӑн. Асӑннӑ комплекс Шупашкар хула администрацийӗн шутланать. Пуҫлӑх ҫумне ҫынсен пурнӑҫӗшӗн тата сывлӑхӗшӗн хӑрушсӑрлӑх кӑларса тӑратмалла кану йӗркеленӗшӗн айӑпласшӑн. Вӑл ҫын Атӑлӑн сулахай енчи ҫыранӗнчи пляжри канушӑн пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗччен явапли шутланнӑ. Катерпа ҫыхӑнтарнӑ шыв аттракционӗпе ярӑннӑ чух пассажирсенчен пӗри шыва ӳксе сылтӑм хул калакне амантнӑ. Сурана тухтӑрсем сывлӑха вӑтам сиен кӳнӗ тесе хакланӑ. Инккекшӗн пуҫлӑх ҫумӗ айӑплӑ тесе шухӑшлакан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна тӗпчесе пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкар хулин Мускав район судне ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |