Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти кӑнтӑр районӗнчи пӗр шкултан 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ хӗр вилнӗ. Унӑн виллине патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗ умӗн тупнӑ. Вилене ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнче 13 сехетре асӑрханӑ. Кӗҫех математикӑпа экзамен иртмелле пулнӑ. «Ку хурлӑхлӑ хыпар пӗрле вӗреннисене тата вӗрентекенсене питӗ хурлантарать. Ашшӗ-амӑшне питӗ шел», - тенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ хӗрӗн тусӗ «Про Город» хаҫата. Хӗрӗн халӑх тетелӗнчи страницинче тусӗсем тӑванӗсемпе пӗрле хурланнине пӗлтерсе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() https://yandex.ru сайтри сӑн Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче арҫын вилнӗ. 44 ҫулти арҫын ирхине общество транспортӗнче хӑйне япӑх туйнӑ. «Ахӑртнех, вӑл чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑранӑ. Пассажирсем ӑна урама тухма пулӑшрӗҫ, васкавлӑ медпулӑшу чӗнчӗҫ. Тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлма тӑрӑшрӗҫ, анчах арҫыннӑн чӗри тапма пӑрахрӗ», - тенӗ халӑх корреспонденчӗ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын мӗншӗн вилнине уҫӑмлатмашкӑн специалистсем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускав облаҫӗнче Чӑваш Енри арҫын карьерта путса вилнӗ. Кун пирки inkotelniki.ru сайт пӗлтерет. Ку инкек ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Селикат микрорайонӗнче пулнӑ. Ӗҫлеме килнӗ икӗ арҫын эрех ӗҫнӗ, Пӗчӗк Люберецк карьер ҫыранӗнче канма шухӑшланӑ. Ҫав кун ҫиллӗ, анчах хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑнӑ. Хайхискерсем ӑшша пиҫнӗ пулмалла – шыва кӗме шут тытнӑ. Вӗсенчен пӗри шыва чӑмнӑ та тек тухайман. Тепри ӑна ҫыран хӗрринче кӗтсе тӑнӑ, кӑштахран ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Арҫын виллине ҫыран хӗррине кӑларнӑ, вӑл чӑнах та эрех ӗҫни паллӑ пулнӑ. Хайхискер шывпа чыхӑнса кайса вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Тӗнче тетелӗнче Шупашкарти тӳре-шара тата депутатсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе Наташа Королевӑпа юрланӑ кадр сарӑлнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернине вулакансем астӑваҫҫӗ пулӗ. Тӗнче тетелне лекнӗ видеокадрта Раҫҫей эстрадин ҫӑлтӑрӗ Наташа Королева тата пуҫлӑхсем депутатсем «Жёлтые-е тюльпа-а-а-ны, вестники разлуки…» тесе ӗнӗрлетчӗҫ. Тулли сӗтел йӗри-тавра тӑрса тухнисене пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче иртнӗ «Сильный президент — сильная Россия» (чӑв. Вӑйлӑ президент — вӑйлӑ Раҫҫей) уяв концерчӗ хыҫҫӑнхи корпоративра ӳкерсе илнӗ тесе хыпарларӗҫ. Концерт иртнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ Шупашкарти тӳре-шара ҫавӑн валли конкурс ирттерессине пӗлтернӗ сӑмах та тухрӗ кайран. Ӗнер Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарти «Творческий город» (чӑв. Пултарулӑх хули) автономи учрежденийӗн ӗҫченне административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку эрне пуҫламӑшӗнче Шупашкарта 22 ҫулти ҫамрӑк ҫухални пирки массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ҫырчӗҫ. Ӑна полици шыранӑ. Шел те, ҫамрӑкскер ку тӗнчере ҫук ӗнтӗ, паян Василий Архиповӑн виллине тупнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ ҫак факта ҫирӗплетет. Хальлӗхе вӑл мӗншӗн вилнине палӑртман, ку тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ, судпа-медицина тӗрӗслевӗ ирттереҫҫӗ. Каччӑн сывламан кӗлеткине «Садовый» тата «Байконур» микрорайонсен хушшинчи ҫырмара тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарти Мускав район администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хулара ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Телее, пӗчӗкскер пӗрремӗш хутран аялалла чӑмнӑ. 2 ҫулти шӑпӑрлана пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ вӑл Хулари ача-пӑча клиника пульницинче стационарта выртать. Ҫапла, ҫанталӑк шӑрӑхланнӑ май ҫынсем чӳречесене москитлӑ сетка караҫҫӗ. Вӑл вара ачашӑн питӗ хӑрушӑ. Пӗчӗкскер ун ҫине туянса тухса ӳкме пултарать. Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Романова ку енӗпе тимлӗ пулмаллине аса илтернӗ. Уйрӑмах – нумайх хваттерлӗ ҫуртра пурӑнакансен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти унччен лавкка пулнӑ ҫурта реконструкциленӗ чухне 37 ҫулти арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ку пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Совет урамӗнчи пӗр ҫуртра пулнӑ. Строительствӑпа монтаж ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чухне арҫын ҫине перегородка йӑтӑнса аннӑ та ӑна хӗстерсе лартнӑ. Вӑл йывӑр сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ. Арҫын унта субподрядчик пек килӗшӳ тумасӑр ӗҫленӗ. Инкек мӗншӗн сиксе тухнине уҫӑмлатмашкӑн судпа медицина экспертизи ирттерме палӑртнӑ. Тӗрӗслев ӗҫне Чӑваш Енри Ӗҫ патшалӑх инспекцийӗн специалисчӗсем те хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Йӗпреҫ район администрацийӗн сайтӗнче ку хыпара иртнӗ уйӑхӑн 19-мӗшӗнчех пичетленӗ-ха. Ӑна Киров ял тӑрӑхӗн сайтӗнче те вырнаҫтарнӑ. Хуйхӑллӑ хыпар «Актуаллӑ» баннерта тӑнӑран пирӗн куҫ тӗлне лекрӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Йӗпреҫри Васильевсен пӳрчӗ ҫуннӑ. Арӑмӗпе упӑшки Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи ҫар ӗҫ комиссариатӗнче ӗҫлеҫҫӗ иккен. Ачисем вак-ши е ӳссе ҫитнӗ-ши — кӗске хыпарта ӑна пӗлтерсе тӑман. Вӑрӑран юлать тесе ваттисем тӗрӗсех каланӑ. Пушар, шел те, йӑлтах тӗп тӑвать. Инкекри ҫемьене пулӑшма ыйтса ҫырнӑ. Укҫа куҫармашкӑн банк карттисен номерӗсене те кӑтартнӑ: «ВТБ 24» кредит учрежденийӗнче уҫнӑ карттӑ номерӗ — 5368 2900 1562 4572; Перекет банкӗнчи карттӑ номерӗ — 5469 7500 1086 2970. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Сергей Вязовский Чӑваш Енӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗ пулнӑ Сергей Вязовский ячӗпе приговор вуланӑ. Унпа ҫыхӑннӑ ӗҫе Шупашкарти Ленин район сучӗ пӑхса тухнӑ. Республика правительствинче тӳре-шарара ӗҫленӗскере асӑннӑ ҫуртра сауна тума пуҫланишӗн «турткалама» тытӑннӑччӗ. Суд Сергей Вязовские хупмалла мар айӑпланӑ тата ӑна амнистипе каҫарнӑ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат Галина Вронская юрист пӗлтерни тӑрӑх хакласан суд ӗнер, ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, пулнӑ. Тӳре экс-пуҫлӑха 1,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтармасӑр айӑпланӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа хӑй вӑхӑтӗнче ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин хӑш-пӗр категорие амнистилеме йышӑннине кура Сергей Вязовские каҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вӗрентекенне Шупашкарти Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи ӗҫ пӳлӗмӗнче вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 80-ри травматолог тухтӑрта та ӗҫленӗ, Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультечӗн экстремаллӑ кафедринче студентсене те вӗрентнӗ. Ватӑ профессора, медицина ӑслӑлӑхӗнсен докторне, Чӑваш Енӗн ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне 48-ти (халӗ вӑл 49-та) пӗлӗшӗ вӗлернӗ. Вӗсен иккӗшӗн тулли мар яваплӑ общество пулнӑ. Услампа ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх тавлашӑва ҫаврӑннӑ, ҫамрӑкки аслине вӗлернӗ. Ҫын ҫине алӑ ҫӗкленӗ этем унччен те судпа айӑпланнӑ иккен. Анчах малтан вӑл вӑрӑпа ҫакланнӑ. Халӗ ӑна 12 ҫуллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |