Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Статистика

Статистика

Раҫҫейре урӑ регионсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Экспертсем тӗрлӗ тӑрӑхра тӗпленнӗ ҫынсем эрех-сӑра мӗн чухлӗ ӗҫнине тӗпченӗ.

Танлаштарӑма «Урӑ Раҫҫей» проектпа килӗшӳллӗн хатӗрленӗ. Ку ӗҫе Общество палати ҫумӗнчи экспертпа аналитика центрӗ те хутшӑннӑ.

Танлаштарӑма мӗне кура хатӗрленӗ-ха? Регионта эрехпе мӗн чухлӗ ҫын наркӑмӑшланса вилнине, «симӗҫ ҫӗлен» тыткӑнне лекнисем мӗн чухлӗ пулнине, ӳсӗрсем мӗн чухлӗ преступлени тунине шута илнӗ.

Чи урӑ регион — Чечня Республики. Унтан — Ингушети, Дагестан. Магадан облаҫӗнче, Чукотка автономи облаҫӗнче тата Коми Республикинче эрех нумай ӗҫеҫҫӗ. Чӑваш Ен 85 регион йышӗнче 32-мӗш вырӑна лекнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38098
 

Статистика

Чӑваш Енре темиҫе кун пӑрлӑ ҫумӑр ҫуни чылайӑшӗшӗн инкекпе вӗҫленнӗ. Ҫав кунсенче шкул ачисем те шар курнӑ. Юрать, вӑйлӑ аманнисемех пулман.

Шуҫлак ҫул ҫинче шкула ҫӳрекен 96 ача шар курнӑ. Вӗсен хушшинче алӑ-ура хуҫакан та пулнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 10–14-мӗшӗсенче 1077 ҫын суранланнӑ. Вӗсенчен 118-шӗ — ачасем. 93 ҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Вӗсенчен 6-шӗ — ачасем. Вилекен, телее, пулман.

Ҫанталӑк япӑх пулнӑ чухне вӗрентекенсене ачасене шкула пымалли пирки асӑрхаттарма хушнӑ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗ патне СМС-ҫырусем янӑ, пӑрлӑ ҫанталӑкра ачасене килте лармалли пирки асӑрхаттарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37965
 

Статистика

РФ Сывлӑх сыхлав министрӗ Вероника Скворцова ҫӗршывӑн вунӑ регионӗнче ВИЧ-инфекци пысӑк хӑвӑртлӑхпа сарӑлнине пӗлтернӗ.

Роспотребнадзор тытӑмӗнчи федерацин СПИДпа кӗрешекен ӑслӑлӑхпа методика центрӗн ӗҫченӗ Наталья Ладная «Коммерсант» кӑларӑма пӗлтернӗ тӑрӑх, Самар, Свердловск, Кемӗр, Иваново, Иркутск, Тӗмен, Ленинград, Челябинск, Оренбург облаҫӗсем тата Пермь крайӗ яланхиллех ку енпе малта. Унтан та ытларах — списока ҫирӗм регион таран кӗртме пулать. Ун йышшисен шутне Ази ҫӗршывӗсенчен наркотик килекен субъектсем кӗреҫҫӗ.

ВИЧ-инфекци наркотикпа айкашнӑ чух та, гетеросексуаллӑ ҫыхӑну вӑхӑтӗнче те пӗр пек вӑйлӑ сарӑлать иккен. Ҫакна сывлӑх сыхлав специалисчӗсем кӑҫалхи кӑтартусем тӑрӑх пӗтемлетнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.kommersant.ru/doc/3138306
 

Статистика

РФ Общество палати ҫӗршыври чи ырӑ чунлӑ пурӑнакан хуласен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Шупашкар унта 4-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.Акци пуҫланнӑранпа пирӗн хула ҫыннисем 24 ырӑ ӗҫ тунӑ.

Танлаштарӑмра пӗрремӗш вырӑна Мускав тухнӑ. Иккӗмӗш йӗркере Питӗр вырнаҫнӑ. Виҫҫӗмӗш йӗркене Якутск йышӑннӑ.

Танлаштарӑма кунсерен ҫӗнетсе тӑрӗҫ. Пӗтӗмлетӗве чӳк уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тӑвӗҫ.

Акцие хутшӑнас тесе добродела.рф сайтра регистрациленмелле. Унтан задани ҫырнӑ ҫыру килӗ. Ӑна пурнӑҫланине ӗнентерсе сӑн ӳкерӗнмелле. Ӑна ярса памалла та тепӗр задание пурнӑҫламалла. Пӗр ҫынна 5 ырӑ ӗҫ тутараҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37428
 

Статистика

Чӑвашстат республикӑра мӗн чухлӗ ҫын ӗҫленине тишкернӗ. Тулли мар ӗҫ кунӗпе вӑй хуракансене, ӗҫрен кӑларса янисене те тишкернӗ.

Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи утӑ-авӑн уйӑхӗсенче ӗҫпе тивӗҫтерекен организаци-предприяти пуҫарӑвӗпе 3000 ытла ҫынна тулли мар ӗҫ кунӗ ҫине куҫарнӑ. Штата кӗскетнине пула ӗҫрен кӑларса янисене вара пушшех те йывӑртарах. Унашкаллисем кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта – 1090 ҫын.

20 пин ытла ҫынна вара тӳлевсӗр отпуска янӑ. 13 пин ытла хӗрарӑм декрет отпускӗнче ларать. Статистикӑна пӗчӗк предпринимательлӗхре вӑй хуракан ҫынсене шута илмесӗр хатӗрленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37417
 

Статистика

Ӗҫлетӗн-ӗҫлетӗн — ӗҫ укҫине вара тӳлемеҫҫӗ. Республикӑра шалу парӑмӗ темиҫе миллион тенкӗ пухӑннӑ. Кун пирки Чӑвашстат пӗлтерет.

Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне парӑм 26 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Авӑн уйӑхӗнчипе танлаштарсан, ку хисеп 14 миллион тенкӗ чакнӑ.

Организацисем мӗншӗн шалу тӳлеймеҫҫӗ-ха? Ытларах чухне ку укҫа ҫуккипе ҫыхӑннӑ. Парӑмӑн ытларах пайӗ — ял хуҫалӑх предприятийӗсен. Ытларах Шупашкар ҫыннисем укҫасӑр лараҫҫӗ (16 миллион тенкӗ). Шупашкар районӗнче те парӑм виҫи пӗчӗк мар: 4,6 миллион тенкӗ.

Республикӑри 17 районпа 3 хулара ӗҫ укҫин парӑмӗ пачах ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37064
 

Статистика

Чӑваш Енре вилекен ҫынсем ҫуралнисенчен йышӗнчен пӗчӗкрех. Ку — савӑнмалли кӑтарту.

Кӑҫалхи 7 уйӑхра пирӗн республикӑра 11326 ача ҫуралнӑ. Вилнисен йышӗ пӗчӗкрех — 10900 ҫын.

Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 29 ача ытларах кун ҫути курнӑ. Вилекен ҫынсен йышӗ вара чакнӑ — 127-ӗн сахалрах пурнӑҫран уйрӑлнӑ.

Ведомство хыпарланӑ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗнче 4145 ҫемьере пӗрремӗш ача ҫуралнӑ. Ҫынсем ытларах чухне юн ҫаврӑнӑшӗн чирӗсене, апат ирӗлтерекен тытӑм тата сывлав органӗсен чирӗсене пула вилеҫҫӗ. Инкекре куҫ хупакан та нумай. Кӑрлач-ҫурла уйӑхӗсенче 39 ача вилнӗ.

Тата ҫакна палӑртмалла: кӑҫал пӗрлешекенсен йышӗ чакнӑ. Ҫемье арканнӑ тӗслӗх вара нумайланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36708
 

Статистика

Пӗтӗм Раҫҫейри «Таса алӑ» Коррупципе кӗрешекен общество приемнӑйӗ ҫӗршыври коррупци шайӗ пирки доклад пичетлесе кӑларнӑ. Документа ӗненес-тӗк, Чӑваш Ен коррупци енӗпе малтисен йышне кӗнӗ.

Пирӗн республика танлаштарӑмра 5-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех Ставрополь енӗ, Архангельск, Курган, Липецк, Чӗлепи, Белгород, Чулхула, Новосибирск, Тамбов облаҫӗсем, Мӑкшӑ Республики, Ингушети малтисен ретне лекнӗ. Ҫак регионсенче коррупци шайӗ 1,8 процентпа танлашнӑ.

Танлаштарӑма Мускав «ертсе» пырать. Унта ку кӑтарту 28,9 процентпа танлашнӑ. Унтан — Мускав облаҫӗ. Унта коррупци шайӗ — 5,6 процент.

Доклад авторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ытларах коррупци пирки суд тытӑмӗнче ҫӑхав нумай килет. Унтан — полицие, прокуратурӑна, следстви комитетне. Чи «таси» — ФСБ.

Сӗтевӗн вӑтам укҫи кӑҫал 809 пин тенкӗпе танлашнӑ. Унччен 613 пин тенкӗ пулнӑ.

 

Статистика
Михаил Игнатьев Элетпер мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна суйлавра
Михаил Игнатьев Элетпер мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна суйлавра

Ҫак самантра мӗнпур суйлав участокӗнче суйлав малалла пырать: участоксем 20 сехетчен ӗҫлӗҫ. Хӑш суйлав участокне каймаллине пӗлменнисем валли, республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Найди свой избирательный участок» (чӑв. Хӑвӑн суйлав участокне шыраса туп) ресурс ӗҫлет.

Республикӑн Тӗп суйлав участокӗ 15 сехет тӗлне пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре суйлавҫӑсен 41,74 проценчӗ суйланӑ. Районсемпе илсен цифрӑсем ҫапларах: Улатӑр районӗнче — 53,22%; Улатӑр хулинче — 41,35%; Элӗк районӗнче — 50,54%; Патӑрьел районӗнче — 66,35%; Вӑрнар районӗнче — 55,08%; Йӗпреҫ районӗнче — 53,65%; Канаш районӗнче — 54,04%; Канаш хулинче — 33,88%; Куславкка районӗнче —59,51%; Комсомольски районӗнче — 53,65%; Красноармейски районӗнче — 55,04%; Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 55,32%; Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 45,77%; Муркаш районӗнче — 59,87%; Ҫӗнӗ Шупашкарта — 31,98%; Пӑрачкав районӗнче — 57,19%; Вӑрмар районӗнче —46,76%; Ҫӗрпӳ районӗнче — 53,32%; Шупашкарти Калинин районӗнче — 32,79%; Шупашкарти Ленин районӗнче — 32,46%; Шупашкарти Мускав районӗнче — 35,77%; Шӑмӑршӑ районӗнче — 63,21%; Ҫӗмӗрле районӗнче — 45,12%; Ҫӗмӗрле хулинче — 30,82%; Етӗрне районӗнче — 45,64%; Елчӗк районӗнче — 64,76%; Тӑвай районӗнче —65,43%; Шупашкар районӗнчи 37-мӗш округпа — 42,48%; Шупашкар районӗнчи 38-мӗш округпа — 45,25%; Канашри 37-мӗш округпа — 42,73%; Шупашкарти 38-мӗш округпа — 40,75%.

Малалла...

 

Статистика

Чӑвашстат ӗҫ укҫи парӑмӗсен кӑтартӑвне шутланӑ. Ҫур ҫулта парӑм темиҫе теҫетке миллион таран ӳснӗ-мӗн.

Ку енӗпе Канаш тата Шупашкар малта. Чӑвашстат специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ӗҫ укҫин парӑмӗ 40 миллион тенке ҫитнӗ.

Конкурс производствин процесӗнчи организацисенче парӑм 15 миллион тенке ҫитнӗ. Чылай компани ӗҫ укҫине мӗншӗн тӳлеменни те паллӑ: «кӗмӗл» ҫук. Палӑртма кӑмӑллӑ: республикӑри 19 районта тата 2 хулара парӑм пачах ҫук. Канашра вара ҫынсене пӗтӗмпе ӗҫ укҫи 20,7 миллион тенкӗ тӳлемен. Шупашкарта ку кӑтарту 14,7 миллион тенкӗпе танлашнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/36320
 

Страницӑсем: 1 ... 20, 21, 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, [30], 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, ...47
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫу ӑнӑҫлӑ сыпӑнӑ. Ҫавна май карьера картлашкипе хӑпарма пултаратӑр е шалу ӳсӗ. Официаллӑ учрежденисенчен пулӑшу ыйтма ӑнӑҫлӑ эрне. Коллективра ӗҫтешсемпе ӑнланманлӑх, хирӗҫӳ сиксе тухнӑ тӑк халӗ шӑпах уҫӑ калаҫу йӗркелеме, ыйтусене мирлӗ татса пама лайӑх вӑхӑт.

Утӑ, 07

1922
103
Чичканов Петр Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ. ҫуралнӑ.
1986
39
Яков Ухсай, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
2000
25
Пятницкая Ольга Васильевна, нумай ҫул хушши ачасене вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ педагог вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть