Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче «Хравути поххи — 2017» Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫимӗк иртмелле. Ӑна Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, «Трактор тӑвакансен культура центрӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ йӗркелеҫҫӗ. Хравутин пуххине Шупашкар районӗнче тата вӑл тӑрӑхалли ялсенче пурӑнакан аслӑрах ҫулхи ҫынсем аван астӑваҫҫӗ. Кӑҫалхи уява пыракансене ирхи вунӑ сехетре регистрацилеме тытӑнаҫҫӗ, Ҫимӗк 11 сехетре пуҫланать. Уява Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен килсе ҫитмелле. Уявра юрӑ-ташӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсем пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Республику кунне хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ача-пӑча хорӗ юрлӗ. Мероприяти Анне палӑкӗ умӗнче пулӗ. Унта 1000 ача юрлӗ. Пирӗн республикӑран 614-ӑн хутшӑнӗҫ. Вӗсенчен 350-шӗ – Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килӗ. Хор 17 сехетре юрлама тытӑнӗ. Вӑл симфони оркестрӗпе пӗрле вырӑссен тата чӑвашсен паллӑ композиторӗсен 12 хайлавне шӑрантарӗҫ. Дирижер кам пулассине ӑнкарма йывӑр мар: Раҫҫей тата Чӑваш Ен халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин дирижер-хормейстерӗ Морис Яклашкин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри музейсенче туристсем валли сувенир продукцийӗ сутма пуҫлӗҫ. Ку сӗнӗве республикӑн Культура министерствинче иртнӗ эрне вӗҫӗнче пулнӑ канашлура министр ҫумӗ Иван Архипов каланӑ. Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» музея, тӗслӗхрен, туристсем Китайран та, ытти ҫӗртен те йышлӑн килеҫҫӗ. «Музейӑн хитре сувенир продукцийӗ тутарса мӗншӗн сутас мар?» — шухӑшне палӑртнӑ министерство ӗҫченӗ. Тӗрӗслевпе касса машинисемпе усӑ курасси ҫинчен калакан федераци саккунне пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче улшӑну кӗртнӗ. Музейсемпе сувенир продукцине музейсенче ним мар сутма пулать. Сутма тата укҫа тума. Маларах Чӑваш халӑх сайтӗнче Альбина Юрату сӑвӑҫ «Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама» статйи пичетленнӗччӗ. Унта вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи фольклор уявӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче кӗнекесемпе дисксем сутнишӗн аренда укҫи ыйтнишӗн кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Заволокинсем Ҫӗрпӳ ярмӑрккине ҫулсерен чаплӑран та чаплӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр Кӑвакарчӑнсен фестивалӗ, сывлӑш ҫӗленӗсен конкурсӗ, купӑсҫӑсем юрлани тата ытти те пулнӑччӗ. Ҫӗрпӳ ярмӑрккине кӑҫал Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Играй, гармонь любимая!» (чӑв. Кала, хаваслӑ купӑс) кӑларӑма ӳкерекенсем килмелле. Захар тата Анастасия Заволокинсем концерт кӑтартмалла. Аса илтерер, Ҫӗрпӳ ярмӑрккине ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ, 9-мӗшӗнче хупӑнӗ. Ӗлӗк ярмӑркка пирки пӗлсен Хусантан, Чулхуларан, Сӗверен, Чӗмпӗртен, Шупашкартан купсасем килнӗ. Ҫӗрпӳ купсисем сутмалли тавара маларах хатӗрлеме тытӑннӑ. Халӗ, ав, суту-илӳпе ҫырлахмаҫҫӗ: юрласа ташлаҫҫӗ, спорт вӑййисене те анлӑ ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх организаци» конкурсӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑнпа республика чӑннипех те мӑнаҫланма пултарать. Шупашкарти Мускав район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 2016-2017 вӗренӳ ҫулӗсен вӗҫӗнче Питӗрте Пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртнӗ. Унта ҫак конкурса та пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн патри ача-пӑча пултарулӑх ҫуртне лауреат тесе палӑртнӑ, медальпе тата дипломпа чысланӑ. Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн директорне Елена Воробьевӑна «Общественное признание. Педгогическая слава» медальпе чысланӑ. Сӑмах май, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ иртнӗ ҫул Раҫҫейри хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юрий Зорин тухтӑр Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗн, Шупашкар хулинчи анлӑ сарӑлнӑ шӑл клиникисенчен пӗрин тӗп тухтӑрӗн Юрий Зоринӑн Фейсбукри тусӗсем вӑл скандинави мелӗпе ирсерен залив хӗррипе утса ҫӳренине аван пӗлеҫҫӗ. Темле ҫанталӑкра та тухтӑр ятарлӑ икӗ туя алла илсе урама тухать. Спорт тумтирне тӑхӑннӑскер юрлӑ-ҫумӑрлӑ е ӑшӑ-сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах уҫӑлса ҫӳрет. Паян Юрий Зорин Т́ӑван радиора тата Чӑваш Енӗн Наци телевиденийӗнче харӑсах тӳрӗ эфира тухакан «Ирхи салам» кӑларӑмра пулнӑ. Унта та вӑл спорт тумӗпех пынӑ. «Кӑларӑм кӑсӑклӑ пулнине ӗненес килет — кӗске вӑхӑтра эпӗ сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗрки, стоматологи тата профлактика пирки усӑллӑ чылай канаш пама тӑрӑшрӑм», — тесе ҫырнӑ вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче паян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗменти уявра Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӗмен хулинче наци культурисен «Мост дружбы» (чӑв. Туслӑх кӗперӗ) облаҫри XXIII фестивалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Тюмень тӑрӑхӗнчи 20 ытла наци халӑхӗ хӑйсен апат-ҫимӗҫне ас тивтернӗ, концерт кӑтартнӑ, наци хӑй евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Кашни халӑхӑн тулли сӗтелӗ тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе илӗртнӗ. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тӗмен хулинче чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗччӗ. Вӑл тӑрӑхра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсемшӗн вӑл чӑн-чӑн уяв пулнине шута илсе Свердловск облаҫӗнчен ҫитнӗ ҫын та пулнӑччӗ. «Хӑшӗ-пӗри чӑвашла пӗлмест, анчах йӑх-несӗлӗсене сума сӑвать, хӑйӗнче чӑваш юнӗ чупнине лайӑх пӗлет. 75-ри Нина Волова, ав, Тюмене Свердловск облаҫӗнчи Богданович ялӗнчен ҫитнӗ», — хыпарланӑччӗ ун чух. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫей кунне халалласа Чӑваш Енре чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкарти Ӳнер музейӗ ку уява маларах хатӗрленнӗ. Унта халӑхсене туслӑхне халалласа курав уҫӑлнӑ. «Халӑхсен туслӑхне халалласа» ятлӑ курав ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Пӗтӗм тӗнчери курава Атӑлҫи, Сири, Украина ӳнерҫисен ӗҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Экспозицие живопиҫ, графика, сӑн ӳкерчӗк кӗреҫҫӗ. ЧР Культура министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, курава Сирири паллӑ ӳнерҫӗсенчен пӗри Ахмед Ибрагим та хутшӑнать. Вӑл Европӑра чылай курав ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Етӗрне районӗнче ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗччен Н.В. Овчинников ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери пленэр иртнӗ. Унта Шупашкарти, Волгоградри, Пензӑри, Ӗрӗнпурти, Хусанти, Самарӑри, Пенза облаҫӗнчи Сердобскри, Эстонири Таллинти паллӑ художниксем пухӑннӑ. Вӗсем Етӗрнери А. В. Асламас ячӗллӗ ача-пӑча ӳнер шкулӗнче вӗренекенсем валли ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасене ӑстасем живопиҫ вӑрттӑнлӑхӗпе паллаштарнӑ, пултарулӑх утӑмне епле туни ҫинчен те кӗскен каласа кӑтартнӑ. Хӑюллӑраххисем художниксене ыйтусем те панӑ, вӗсен пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатнӑ. Аслисем ачасемпе кӑмӑлтан калаҫнӑ, илем тӗнчинче пурин вырӑн епле тупнине ӑнлантарнӑ, илеме туйма пӗлмелле тесе каланӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта кӗҫех урамри кинон Пӗтӗм тӗнчери фестивалӗ старт илет. Тӗп хуламӑр унта кӑҫал та хутшӑнӗ. Фестиваль кӑҫалхипе тӑваттӑмӗш хут иртет. Фестивальпе килӗшӳллӗн, Раҫҫейри ҫамрӑк режиссерсен кӗске метражлӑ лентисене кӑтартӗҫ. Ҫынсем 6 кинокартина курма пултарӗҫ. Вӗсене 800 ытла заявкӑран суйланӑ. Ку – коммерциллӗ мар проект, ӑна Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче 2014 ҫулта пуҫарса янӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 4-мӗшӗччен 60 ҫӗршывра урамри кино фестивальне хутшӑнакан фильмсене кӑтартӗҫ. Кӑҫал фестиваль ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 21 сехетре Шупашкарти "Салют" культура керменӗ умӗнче пуҫланӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |