Культура
![]() Нумаях пулмасть пултарулӑх ушкӑнӗсем Раҫҫей правительствин премине тивӗҫнӗ. Ҫак хавхалантарӑва пурте мар, чи маттуррисем кӑна илейнӗ. Раҫҫей правительствин «Раҫҫей кӑмӑлӗ» премине 15 ушкӑн тивӗҫнӗ. Вӗсем халӑх пултарулӑхӗн аталанӑвне нумай тӳпе хывнӑшӑн преми илнӗ. Лауреатсен йышне пирӗн ентеш те кӗнӗ. Владимир Павлов Комсомольски районӗнчи «Каҫал» халӑх фольклор ансамбльне ертсе пырать. Вӑл «Йӑлана кӗнӗ халӑх культури» номинацире ҫӗнтернӗ. Владимир Павлов 100 пин тенкӗ премие, кӑкӑр паллине тата преми лауреачӗн дипломне тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Инди студенчӗсем «Мост дружбы: Индия - Чувашия» (чӑв. туслӑх кӗперӗ: Инди — Чӑваш Ен) пултарулӑх конкурсне хутшӑнса Шупашкарти «Радуга» культурӑпа курав центрӗнчи «Махараджа» Инди культурипе информаци центрӗнче пулнӑ. Пултарулӑх конкурсне унтисем тата Индин элчелӗхӗ тата асӑннӑ «Махараджа» центр йӗркеленӗ. Конкурса И.Н. Ульянво ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче тухтӑра вӗренекен ҫамрӑксем те хутшӑнаҫҫӗ. «Махараджа» центрта хӑй вӑхӑтӗнче Индин Чрезвычайлӑ тата Тулли праваллӑ элчисем Канвал Сибал тата Аджай Малхотра пулнине пӗлсен студентсем хытах тӗлӗннӗ. Тата тепӗр япала та тӗлӗнтернӗ вӗсене. Чӑваш культурин экспозицийӗнче ҫамрӑксене пир тӗртмелли станокпа паллаштарнӑ. Чӑваш хӗрарӑмӗ кунне 8-9 метр тӑршшӗ пир (Инди хӗрарӑмӗсен сари валли шӑпах ҫавӑн тӑршшӗ пусма кирлӗ) тӗртнине пӗлсен вӗсем станок умне ларса пӑхма шут тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Ен пики, 16 ҫулти Елизавета Ащеулова, «Ты супер! Танцы» телекурав проекчӗн суйлав тапхӑрне хутшӑннӑ. Тӳрех палӑртар, ку проекта тӗрлӗ сӑлтава пула ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ ачасем хутшӑнаҫҫӗ. Лиза та тӑлӑх. Вӑл хӑй «ПроГород Чебоксары» журналистне каланӑ тӑрӑх, питӗ ир тӑлӑха юлнӑ. Ӑна, тин ҫуралнӑскере, амӑшӗ ҫуралсанах хӑйӗн ашшӗ патӗнче пӑрахса хӑварнӑ. Лешӗ ӗҫке ярӑннӑ, ачана пӑхман. Опека органӗн специалисчӗсем пӗчӗкскере кравать айӗнче тупнӑ та ача ҫуртне панӑ. «Япӑх пурӑнатӑп тесе каламӑп. Анчах ачисене ҫуратса пӑрахса хӑваракансене ӑнланмастӑп. Ма ҫуратаҫҫӗ-ши тульккӑш?» — тенӗ Елизавета Ащеулова «ПроГород Чебоксары» журналистне. Чӑваш Ен пики бал ташшисемпе кӑсӑкланать, нумай ӑмӑртура мала тухнӑ вӑл. Телекурав проектӗнче вара сцена ҫинче импровизациленӗ, тӳресен виҫӗ сассине тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли валли чаплӑ аккордеон туяннӑ. Музыка инструментне юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче илнӗ. «Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли» республикӑн хысна предприятийӗ музыка инструментне малтанласа 1,5 миллион тенкӗ парса илес шухӑшлине пӗлтернӗ. Кайран, аукцион вӑхӑтӗнче, аккордеона 200 пин тенкӗ йӳнӗрехпе туяннӑ. Ҫапла вара капеллӑн «Scandalli Extreme 47» Италире кӑларнӑ инструмент пулӗ. Ют чӗлхерен вырӑсла куҫарсан аккордеон ячӗ «Экстремальные скандалы» (чӑв. Экстремаллӑ тавлашу) тесе куҫать иккен. Чаплӑ аккордеона туянма Чӑваш Енӗн хыснинчен кӗмӗл уйӑрнӑ. Аса илтерер, филармонире халӗ юсав пырать, ҫав вӑхӑтра симфони капеллине Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищине тата Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Паян, юра уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Патӑрьел салинчи Тӗп клуб тытӑмӗн культурӑпа кану центрӗнче «КиноБатыр» кинозал уҫӑлнӑ. Кинозала Кино фончӗ укҫа уйӑрса пулӑшнӑ. Ун валли Тӑван ҫӗршыври кинематографие аталанма пулӑшас енӗпе ӗҫлекен ҫав фонд укҫана хальхи вӑхӑтри кино- тата сасӑ оборудованийӗ, сарлака экран туянма тупра панӑ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Вӑрнарта кинозал уҫнине пӗлтернӗччӗ. Вӗсене те федералсем укҫа уйӑрса панӑччӗ. «Тӳпе — ҫӑлтӑрпа, «Звездный» кинозал ҫӑлтӑрпа тулли пултӑр», — теҫҫӗ вӑрнарсем. Малашне вӗсем пысӑк кинозалта кино курма пултарӗҫ», — хыпарланӑччӗ маларах сайтра. Аса илтерер, Чӑваш Енре 2016 ҫулта ҫӗнӗ йышши чаплӑ 5 зал уҫӑлнӑччӗ, кӑҫал вара – 7. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче республикӑра Ял кинофестивалӗ уҫӑлӗ. Ку мероприятие кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут ирттерӗҫ. Хальхинче кинофестивале Чӑваш Енри Ашшӗпе Амӑшӗн ҫулталӑкне халаллӗҫ. Ҫавна май куракансене «Мамы», «Отцы», «Дневник мамы первоклассника», «Дочь», «Страна хороших деточек» фильмсене кӑтартӗҫ. Фильмсене «Киномобиль» пулӑшнипе кӑтартӗҫ. Вӑл пулӑшнипе кинотеатра кирек хӑш вырӑнта та йӗркелеме пулать. Пилӗк кунра киномобиль Элӗкри, Йӗпреҫ поселокӗнчи, Шупашкар районӗнчи икӗ ялти лапамсенче ӗҫлӗ. Малтанах Ҫӗньялта фильм кӑтартӗҫ. Унтан киномобиль Пархикассине куҫӗ. Каярахпа черет элӗксемпе йӗпреҫсем патне ҫитӗ. Фильмсене 14 сехетре кӑтартма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри чи лайах 100 предприятипе организаци – 2017» конкурсра пӗр номинацире ҫӗнтернӗ. Кермен «Хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх учреждени» номинацире палӑрнӑ. Конкурсӑн эксперт канашӗ Шупашкарти пултарулӑх керменне пысӑк хак панӑ. Тӗплӗнрех каласан, вӗсем керменӗн инноваци хастарлӑхне, хушма пӗлӳ парассин пур енӗпе те ӗҫленине палӑртнӑ. Номинаци ҫӗнтерӳҫине асӑнмалӑх статуэтка тата диплом парнеленӗ. Палӑртмалла: Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче паянхи кун 300 ытла пӗрлешӳре пултарулӑх ӗҫне йӗркеленӗ. Вӑл 2013 тата 2016 ҫулсенче те конкурса мала тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарта Швед киновӗн фестивальне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Культура мероприятийӗ юпа уйӑхӗн 23-29-мӗшӗсенче иртӗ. Ӑҫта? «Полигон» культура пространствинче. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енре пурӑнакансене юлашки ҫулсенче ӳкернӗ лайӑх фильмсене кӑтартӗҫ. Вӗсен йышӗнче мелодрамӑсем, хоррорсем, ҫамрӑксен драмисем, документлӑ фильмсем пур. Ҫак фильмсем пурте тӗнче шайӗнчи кинофестивальсенче ҫӗнтернӗ. Вӗсене курнӑ чухне йӑлтах ӑнланмалла пулӗ: субтитрсене вулама май пур. Палӑртмалла: ку проект «Содружество» регион аталанӑвӗн фончӗ «Кино музейӗ» проектпа килӗшӳллӗн пурнӑҫланать. Ӑна Швецин Мускаври посольстви тата Швед институчӗ пулӑшнипе йӗркелеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() 2018 ҫулӑн пӗрремӗш ҫур ҫулӗнче Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫата ҫырӑнакансем валли редакци парне хатӗрленӗ. Юпа уйӑхӗн 5—15-мӗшӗсенче Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырӑнтару вунӑ кунлӑхӗ акци иртнӗ май чун апачӗн хакӗ те йӳнелнӗ. «Авангард» хаҫат редакцийӗ ҫак тапхӑрта ҫырӑннисем валли парне хатӗрленӗ. Хавхалантарӑва пӗрремӗш илекенни Аслӑ Чементи Н. Мартынов пулнӑ. Николай Сергеевич ҫемйи 1973 ҫултанпа район хаҫатне илсе тӑрать иккен. «Мана «Авангард» питӗ килӗшет. Ӑна вуламасен темӗскер ҫитмест пекех туйӑнать. Район пурнӑҫӗпе хаҫат туллин паллаштарать. Ҫӗнӗлӗхсене те вӑхӑтра ҫутатать. Ҫанталӑк мӗнлерех пулассине пичетлеме пуҫлани те лайӑх. Уйрӑмах утӑ хатӗрленӗ вӑхӑтра хӑҫан ҫумӑр ҫӑвасси, хӗвел пӑхасси интереслентерет», — тенӗ Н. Мартынов блокнотпа ручкӑллӑ пулнӑ май. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӑлана кӗнӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивалӗ кӑҫал та иртӗ. Аса илтерер: М.Д. Михайлов ячӗпе хисепленет. Хальхинче фестиваль чӳк уйӑхӗн 17—21-мӗшӗсенче иртӗ. Унта тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнчен: Италипе Румынирен, Китайпа Казахстанран, Беларуҫран тата Европӑри тӗрлӗ ҫӗршывран килсе ҫитӗҫ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче «Любовный напиток» оперӑна йыхравлӗҫ. «Риголетто» оперӑна чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче лартӗҫ. Фестиваль «Евгений Онегин» оперӑпа уҫӑлӗ. Кӑҫалхи сумлӑ мероприяти вӑхӑтӗнче «XXI ӗмӗрти тенорсем» концерт пулмалла. Унта пухӑннӑ куракансене тӗрлӗ хайлавпа паллаштарӗҫ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Фестиваль чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче гала-концертпа вӗҫленӗ. Унта ҫӗршыври тата чикӗ леш енчи сцена ӑстисем пухӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |