Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем Калмӑк Республикинче иртнӗ наци театрӗсен «Кееда» фестивальне хутшӑннӑ. Унта ачасемпе ҫамрӑксем валли лартнӑ спектакльсене кӑтартнӑ. Театр форумӗ юпа уйӑхӗн 1—5-мӗшӗсенче Элиста хулинче иртнӗ. Фестиваль Калмӑк Республикинчи Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртнӗ. Ӑна йӗркелеме Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗ йӗркелеме пулӑшнӑ. Фестивале Мӑкшӑ Республикинчи, Мари Элти, Ҫурҫӗр Осетинчи, Азербайджанри тата Чӑваш Енри театрсем хутшӑннӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Ҫамрӑксен театрӗ юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче С. Беловӑн тата С. Куваевӑн «Не хочу быть собакой!» юмахне лартнӑ. Элиста хулинче иртнӗ фестивальте чӑваш артисчӗсене те кӑмӑлтан йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗ кӑҫал чӳк уйӑхӗн 13—17-мӗшӗсенче иртӗ. Чӑваш Енӗн Кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви йӗркеленӗ кинофестивале кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче кинофильмсене 14 номинаципе хаклӗҫ. Чӑваш киноискусствине аталантарма тӳпе хывнӑ фильмсене уйрӑм номинаципе палӑртӗҫ. Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивальне чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта уҫӗҫ. Фестиваль вӑхӑтӗнче тӗрлӗ мероприяти: фильм авторӗсемпе тӗл пулусем, хӑтлавсем тата мастер-классем — ирттерме палӑртаҫҫӗ. Фестиваль фильмӗсене Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче, «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта тата Электрон документацийӗн архивӗнче тӳлевсӗр кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ черетлӗ премьерӑна хатӗрлет. Унта «Юрату пурах иккен!» спектакле лартассипе ҫине ӗҫлеҫҫӗ. Халӗ театрта репетици малалла пырать. Ҫӗнӗ спектакле иртнӗ эрнекун Элӗкри культура ҫуртӗнче пуҫласа лартнӑ. Спектакле район центрӗнче тата районта пурӑнакансем курнӑ. «Юрату пурах иккен» музыка комедине Дмитрий Петров режиссер лартнӑ, пьеса авторӗ – Чӑваш Енӗн искусствин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн искусствӑсен факультечӗн квартечӗ пӗтӗм тӗнчери конкурсран 6 медаль илсе килнӗ. Ланчано хулинче иртнӗ конкурса 11 ҫӗршывр 60 ытла ҫын пухӑннӑ. ЧПУран 4 мусӑкҫӑ кайнӑ. Алиса Попова ав 3-мӗш курсра Наталья Иванова доцент патӗнче вӗренет. Вӑл тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи конкурссенче лауреат ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Италире иртнӗ конкурсра квартет, трио йышӗнче тата соло юрланӑ. Илья Алексеев аккордеонист та премие тивӗҫнӗ. Вӑл ЧПУра вӗрентет тата Чӑваш патшалӑх симфони капеллинче юрлать. Марина Саприко пианистка та маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Чӑваш Енри ушкӑн ятарлӑ наградӑна тивӗҫнӗ. Владимир Зубицкий чӑвашсене партитура тата хӑйӗн концерчӗн клавирне парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Форума ҫамрӑксене Вячеслав Оринов пил парса ӑсатнӑ. Ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Ен хастарӗсем Хусанта иртекен пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен «Тӗрӗксен ылтӑнӗ» форумне тухса кайнӑ. Халӑхӑмӑрӑн ятне ҫӳлте тытма, чӑваш сӑнне тивӗҫлипе кӑтартма вӗсене культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов пил панӑ. Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак форум Хусанта Раҫҫейӗн нацисен ӗҫӗсен агентстви тата Тутарстан правительстви пулӑшнипе иртет. Иккӗмӗш хут йӗркеленекен форума ҫӗршыври 15 регионти тюркологипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртекен 150 ҫамрӑк хутшӑнать. Хастар яшсемпе хӗрсем ҫак кунсенче хӑйсен проекчӗсемпе программисем пирки ыттисене каласа кӑтартӗҫ, паллӑ тӳре-шарапа, артистсемпе, спортсменсемпе тата усламҫӑсемпе тӗл пулӗҫ. Форум уяв концерчӗпе хупӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Ҫичӗпӳрт ялӗнче пурӑнакан Анна Николаева «Поле чудес» (чӑв. «Тӗлӗнтермӗш уй») телекӑларӑмра пулнӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Анна Николаева кӑларӑма чӑваш наци тумӗпе килнӗ. Вӑл Леонид Якубович патне пӗччен мар ҫитнӗ. Унпа пӗрле телекӑларӑма фольклор ушкӑнӗ те пынӑ. Ансамбль куракансене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Вӗсем чӑваш тумӗпе чӑвашла юрланӑ. Пирӗн ентешсем сцена ҫине ҫӑпата сырса тухнӑ. Кӑларӑм эфира тухнӑ хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри ҫакна сивлесе калаҫнӑ. Чӑвашсем ҫӑпатапа тухса чӑваш ятне янӑ имӗш. Анчах, манӑн шухӑшпа, ку ята яни мар, тӗнчене чӑвашсен ӗлӗкхи йӑли-йӗрки пирки пӗлтерни. Маттур, ҫичӗпӳртсем! Чӑваш хӗрарӑмӗ пушӑ алӑпа килмен. Вӑл телеертӳҫе картина, кӗнеке, наци тумне тӑхӑнтартнӑ пукане, кучченеҫ илсе парнеленӗ. Леонид Якубович канихвета тӳрех ачасене валеҫнӗ. Шел те, Анна Николаева финала тухайман. Параппан ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн вӑл тӗрӗс мар саспалли каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Геннадий Афанасьев Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн йышӗнчи хастарсенчен пӗрне, Геннадий Афанасьев поэта, сӑвӑ кӗнеки пичетлесе кӑларма вӑл тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлӗхӗ тата облаҫ Думин депутачӗ Артем Зайцев (вӑл та чӑваш) пулӑшӗ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫуртне ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова пӗлтернӗ. Геннадий Афанасьев Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ чӑваш иккен. Анчах вӑл Ҫурҫӗрте ӗҫлесе пурӑннӑ. Пӗлтӗр поэт Тӗмене куҫса пынӑ. Сӑввисене вырӑсла ҫырать. Хальлӗхе унӑн пӗр кӗнеке пичетленнӗ те иккен. Иккӗмӗшне кун ҫути кӑтартма «Тӑван» ассоциаци тата Тӗмен облаҫӗн Думин депутачӗ Артем Зайцев чӑваш пулӑшӗ. Геннадий Афанасьев вырӑнти чӑвашсен ассоциацийӗ Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе вырӑнти хастарсене пухса ирттернӗ уявра аякри ватӑ йӑхташӑмӑрсене хай ҫырнӑ сӑввипе саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти икӗ шкул вӗренекенӗсем Раҫҫейри ача-пӑча хорӗн солисчӗсен йышне кӗнӗ. 500 ачаран 19-шӗ ҫеҫ сумлӑ ята тивӗҫнӗ. «Артек пысӑкӑш шкул» 10-мӗш пултарулӑх сменине Раҫҫейри 65 регионти ачасенчен тӑракан Раҫҫей ача-пӑча хорӗ хутшӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 20-мӗшӗччен ачасем концерт программине хатӗрленисӗр пуҫне хорти чи лайӑх солист ятне илессишӗн тупӑшнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, чи лайӑх 19 солист йышне Шупашкарти 47-мӗш шкулта ӑс пухакан Юлия Чапрасова тата 49-мӗш шкулта пӗлӳ илекен Евгений Сбитнев кӗнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫӗнӗ «Артек-Арена» комплексра сцена ҫине тухнӑ. Чи лайӑх солистсен Кремльти патшалӑх керменӗн сцени ҫине тухмалла пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленнӗ литературӑри тата ӳнерти ӗҫсемшӗн патшалӑх премийӗ парассипе тимлекен комисси кӑҫалхи ҫулшӑн ӗҫсене юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен йышӑнма пуҫлать. Комисси конкурса художество енчен пысӑк пахалӑхлӑ поэзи, проза, драма ӗҫӗсене, литературӑпа искусствоведенири пысӑк пахалӑхлӑ ӗҫсене, искусствӑпа архитектурӑри, халӑхӑн художество тата прикладной пултарулӑхри хайлавсене йышӑнассине пӗлтерет. Конкурс материалӗсем 5 ҫултан кая мар хатӗрленисем пулмалла. Конкурсчен ҫур ҫултан хальтерех ҫырнисене те йышӑнмӗҫ. Ӗҫсене ҫитес ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗччен Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 8 (8352) 64-20-68. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ умӗн «Советская Чувашия» хаҫат ветерансемпе тӗлпулу ирттернӗ. Калем ӑстисем хаҫатра ӗҫленӗ ҫулсене, ӗҫтешӗсене аса илнӗ, унчченхи сӑнӳкерчӗксене пӑхнӑ. Сӑмах май, кӑҫал хаҫат 100 тултарчӗ. Ӑна вӑл К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн ҫутӑ та илемлӗ залне ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫтарӑнса сумлӑн уявланине эпир пӗлтернӗччӗ. Хаҫатӑн паянхи ӗҫне ӗнер редакцире тӑрӑшнисемпе тишкернӗ чухне: «Хаҫата халӗ мӗн ҫитмест?» — тесе те кӑсӑкланнӑ. «Вырӑс чӗлхине юратӑр. Халӗ «озвучить» сӑмаха «пӗлтернӗ, каласа кӑтартнӑ» пӗлтерӗшпе усӑ курма юратаҫҫӗ. Эпӗ ку сӑмахӑн 20 синонимне тупрӑм. Сӑмахсем вырӑнлӑ пулмалла», — кӗскен сӗннӗ Николай Пейков ветеран. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.08.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Мирон Ефимович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Казанов Аркадий Петрович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кӑтак ял ятне улӑштарнӑ — Первомайски пулса тӑнӑ. | ||
| Абрамова Нина Михайловна, психиатр-тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Александров Павел Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |