Культура
![]() Конференци саманчӗ Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкарта «Волковские чтения» (чӑв. Волков вулавӗсем) ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Ӑна тӗнче шайӗнче йӗркеленӗ. Мероприятие Геннадий Волков этнопедагог ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалланӑ. Конференцие К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫтарӑннӑ. Геннадий Волкова асӑнса йӗркеленӗ мероприятие хамӑр республикӑри тата Мари Эл, Тутарстан, Калмӑк Республикинчи, Алтайри, Пушкӑртстанри, Якутинчи, Хакас Республикинчи, Чечняри, ҫавӑн пекех Казахстанри, Туркменистанри, Молдавинчи, Беларуҫри, Узбекистанри, Китайри ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем килсе ҫитнӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. Тухса калаҫакансем Геннадий Волковӑн ӗҫне пӗр шухӑшлӑн пысӑка хурса хакланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Куҫма Чулкаҫ шухӑшласа кӑларнӑ сӑнара, Лапшу Ҫтапанне, пӗлмен чӑваш ҫук та пулӗ. Чулкаҫ Жюль Верн, Свифт, Мамин-Сибиряк, Гайдар хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа кӑҫал 110 ҫул ҫитнӗ. Ҫак ятпа Литература музейӗнче уяв йӗркеленӗ. Куҫма Чулкаҫ чӑваш литературинче «Лапшу Ҫтаппанӗ», «Упа тытни», «Кӗтӳ ачи», «Хӑвӑл каска», «Пулӑҫӑ халапӗсем» тата ытти хайлавпа палӑрнӑ. Унӑн сӑнарӗсем кирек мӗнле лару-тӑрура та ҫухалса каймаҫҫӗ. Ҫыравҫӑ хӑй те йывӑр пурнӑҫа шӳтпе ҫемҫетме пӗлнӗ. Куҫма Чулкаҫ выҫлӑх ҫулӗсенче Чулхулара ача ҫуртӗнче пурӑннӑ, ӑна вырӑссем пулӑшнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳ районӗнчи Виҫҫӗмӗш Вӑрманкасра ҫуралнӑ. Унта унӑн ятне манмаҫҫӗ. Литература каҫне унӑн ентешӗсем, ҫыравҫӑсем, тӗпчевҫӗсем килнӗ, Куҫма Чулкаҫа аса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче «Хравути поххи — 2017» Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫимӗк иртмелле. Ӑна Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, «Трактор тӑвакансен культура центрӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ йӗркелеҫҫӗ. Хравутин пуххине Шупашкар районӗнче тата вӑл тӑрӑхалли ялсенче пурӑнакан аслӑрах ҫулхи ҫынсем аван астӑваҫҫӗ. Кӑҫалхи уява пыракансене ирхи вунӑ сехетре регистрацилеме тытӑнаҫҫӗ, Ҫимӗк 11 сехетре пуҫланать. Уява Раҫҫейӗн тӗрлӗ регионӗнчен килсе ҫитмелле. Уявра юрӑ-ташӑ, спорт ӑмӑртӑвӗсем пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Республику кунне хӗрсех хатӗрленеҫҫӗ. Кӑҫал, ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, ача-пӑча хорӗ юрлӗ. Мероприяти Анне палӑкӗ умӗнче пулӗ. Унта 1000 ача юрлӗ. Пирӗн республикӑран 614-ӑн хутшӑнӗҫ. Вӗсенчен 350-шӗ – Шупашкар ачисем. 384 ача Раҫҫейри 32 регионтан килӗ. Хор 17 сехетре юрлама тытӑнӗ. Вӑл симфони оркестрӗпе пӗрле вырӑссен тата чӑвашсен паллӑ композиторӗсен 12 хайлавне шӑрантарӗҫ. Дирижер кам пулассине ӑнкарма йывӑр мар: Раҫҫей тата Чӑваш Ен халӑх артисчӗ, Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин дирижер-хормейстерӗ Морис Яклашкин. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Чӑваш Енри музейсенче туристсем валли сувенир продукцийӗ сутма пуҫлӗҫ. Ку сӗнӗве республикӑн Культура министерствинче иртнӗ эрне вӗҫӗнче пулнӑ канашлура министр ҫумӗ Иван Архипов каланӑ. Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫре вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи самана» музея, тӗслӗхрен, туристсем Китайран та, ытти ҫӗртен те йышлӑн килеҫҫӗ. «Музейӑн хитре сувенир продукцийӗ тутарса мӗншӗн сутас мар?» — шухӑшне палӑртнӑ министерство ӗҫченӗ. Тӗрӗслевпе касса машинисемпе усӑ курасси ҫинчен калакан федераци саккунне пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче улшӑну кӗртнӗ. Музейсемпе сувенир продукцине музейсенче ним мар сутма пулать. Сутма тата укҫа тума. Маларах Чӑваш халӑх сайтӗнче Альбина Юрату сӑвӑҫ «Кӑларса ҫапап сана кӗнекӳсемпе пӗрле урама» статйи пичетленнӗччӗ. Унта вӑл кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнчи фольклор уявӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче кӗнекесемпе дисксем сутнишӗн аренда укҫи ыйтнишӗн кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Заволокинсем Ҫӗрпӳ ярмӑрккине ҫулсерен чаплӑран та чаплӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗлтӗр Кӑвакарчӑнсен фестивалӗ, сывлӑш ҫӗленӗсен конкурсӗ, купӑсҫӑсем юрлани тата ытти те пулнӑччӗ. Ҫӗрпӳ ярмӑрккине кӑҫал Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Играй, гармонь любимая!» (чӑв. Кала, хаваслӑ купӑс) кӑларӑма ӳкерекенсем килмелле. Захар тата Анастасия Заволокинсем концерт кӑтартмалла. Аса илтерер, Ҫӗрпӳ ярмӑрккине ҫулсерен ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче ирттереҫҫӗ. Кӑҫал вӑл утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ, 9-мӗшӗнче хупӑнӗ. Ӗлӗк ярмӑркка пирки пӗлсен Хусантан, Чулхуларан, Сӗверен, Чӗмпӗртен, Шупашкартан купсасем килнӗ. Ҫӗрпӳ купсисем сутмалли тавара маларах хатӗрлеме тытӑннӑ. Халӗ, ав, суту-илӳпе ҫырлахмаҫҫӗ: юрласа ташлаҫҫӗ, спорт вӑййисене те анлӑ ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ Пӗтӗм Раҫҫейри «Ачасене хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх организаци» конкурсӑн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫакӑнпа республика чӑннипех те мӑнаҫланма пултарать. Шупашкарти Мускав район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, 2016-2017 вӗренӳ ҫулӗсен вӗҫӗнче Питӗрте Пӗтӗм Раҫҫейри конференци иртнӗ. Унта ҫак конкурса та пӗтӗмлетнӗ. Пирӗн патри ача-пӑча пултарулӑх ҫуртне лауреат тесе палӑртнӑ, медальпе тата дипломпа чысланӑ. Ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн директорне Елена Воробьевӑна «Общественное признание. Педгогическая слава» медальпе чысланӑ. Сӑмах май, Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ иртнӗ ҫул Раҫҫейри хушма пӗлӳ паракан чи лайӑх 100 организаци йышне кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Юрий Зорин тухтӑр Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗн, Шупашкар хулинчи анлӑ сарӑлнӑ шӑл клиникисенчен пӗрин тӗп тухтӑрӗн Юрий Зоринӑн Фейсбукри тусӗсем вӑл скандинави мелӗпе ирсерен залив хӗррипе утса ҫӳренине аван пӗлеҫҫӗ. Темле ҫанталӑкра та тухтӑр ятарлӑ икӗ туя алла илсе урама тухать. Спорт тумтирне тӑхӑннӑскер юрлӑ-ҫумӑрлӑ е ӑшӑ-сивӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах уҫӑлса ҫӳрет. Паян Юрий Зорин Т́ӑван радиора тата Чӑваш Енӗн Наци телевиденийӗнче харӑсах тӳрӗ эфира тухакан «Ирхи салам» кӑларӑмра пулнӑ. Унта та вӑл спорт тумӗпех пынӑ. «Кӑларӑм кӑсӑклӑ пулнине ӗненес килет — кӗске вӑхӑтра эпӗ сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗрки, стоматологи тата профлактика пирки усӑллӑ чылай канаш пама тӑрӑшрӑм», — тесе ҫырнӑ вӑл Фейсбукри хӑйӗн страницинче паян. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Тӗменти уявра Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӗмен хулинче наци культурисен «Мост дружбы» (чӑв. Туслӑх кӗперӗ) облаҫри XXIII фестивалӗ иртнӗ. Унта Чӑваш Ен делегацийӗ те хутшӑннӑ. Тюмень тӑрӑхӗнчи 20 ытла наци халӑхӗ хӑйсен апат-ҫимӗҫне ас тивтернӗ, концерт кӑтартнӑ, наци хӑй евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Кашни халӑхӑн тулли сӗтелӗ тӗрлӗ ӗҫме-ҫимепе илӗртнӗ. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Тӗмен хулинче чӑвашсен Акатуйӗ иртнӗччӗ. Вӑл тӑрӑхра пурӑнакан йӑхташӑмӑрсемшӗн вӑл чӑн-чӑн уяв пулнине шута илсе Свердловск облаҫӗнчен ҫитнӗ ҫын та пулнӑччӗ. «Хӑшӗ-пӗри чӑвашла пӗлмест, анчах йӑх-несӗлӗсене сума сӑвать, хӑйӗнче чӑваш юнӗ чупнине лайӑх пӗлет. 75-ри Нина Волова, ав, Тюмене Свердловск облаҫӗнчи Богданович ялӗнчен ҫитнӗ», — хыпарланӑччӗ ун чух. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫей кунне халалласа Чӑваш Енре чылай мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкарти Ӳнер музейӗ ку уява маларах хатӗрленнӗ. Унта халӑхсене туслӑхне халалласа курав уҫӑлнӑ. «Халӑхсен туслӑхне халалласа» ятлӑ курав ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Пӗтӗм тӗнчери курава Атӑлҫи, Сири, Украина ӳнерҫисен ӗҫӗсем хутшӑнаҫҫӗ. Экспозицие живопиҫ, графика, сӑн ӳкерчӗк кӗреҫҫӗ. ЧР Культура министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, курава Сирири паллӑ ӳнерҫӗсенчен пӗри Ахмед Ибрагим та хутшӑнать. Вӑл Европӑра чылай курав ирттернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |