Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта 20 ҫулхи каччӑ усал шухӑшлӑ ҫынна тытса чарма пулӑшнине ЧР Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби пӗлтерет. Пӗтӗмпех утӑ уйӑхӗн 30-мӗш каҫхине пулса иртнӗ. 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнче палламан арҫын хаҫат киоскӗн чӳречине ватнӑ. Усал шухӑшлӑ ҫын сахаллипе ҫырлахнӑ: пирус тата вак-тӗвек илнӗ. Ҫав вӑхӑтра 20 ҫулти Шупашкар каччи ҫывӑхра пулнӑ. Курнине вӑл карас телефонӗпе ӳкерме пуҫласан вӑрӑ-хурах ҫуртсен картишне кӗрсе тарнӑ, вӑрланӑ япалисене унта персе хӑварнӑ. Курнине каччӑ йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ. Часах вӑрӑна тытса чарнӑ. Вӑрланӑ япаласене персе хӑварнӑ ҫурт патне вӑл таврӑннӑ. Ӑна ШӖМӗн уйрӑмне илсе кайнӑ. Каччӑна йӗрке хуралҫисем гражданла шухӑшне палӑртнӑшӑн чысласшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нумаях пулмасть Шупашкарти пӗр пляжра 11 ҫул каялла ҫухалнӑ каччӑпа хӗр виллисене тупнӑ. Вӗсем Атӑлта путнӑ машинӑра пулнӑ. Ҫамрӑксем 2006 ҫулта ҫухалнӑ. ВАЗ-21099 машинӑна ҫыран хӗррине кӑларсан каччӑпа хӗр виллисене тупнӑ. Салонра 25 ҫулти каччӑн паспортне, водитель удостоверенине, машинӑна регистрациленӗ патшалӑх свидетельствине тупнӑ. Хальлӗхе машина мӗнле путни, каччӑпа хӗр мӗнле вилни паллӑ мар. Следовательсем ҫакна тӗпчеҫҫӗ. Машинӑна шывран кӑларнӑ чухне каччӑн ашшӗ-амӑшӗ те пулнӑ. 11 ҫул вӗсем ӑна кӗтсе пурӑннӑ, экстрасенссем патне те кайнӑ. Вӗсенчен пӗри каччӑ хӑйӑрлӑ ҫӗрте шывра выртнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Красноармейски районӗн прокурорӗ 42 ҫулти вырӑнти ҫын тӗлӗшпе йӗрке хуралҫисем пуҫиле ӗҫе саккунлӑ тата ӑна тӗрӗсех пуҫарнине тӗрӗсленӗ. Следстви органӗсем арҫын РФ Пуҫиле кодексӗн 282-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе преступлени тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. вӑл статьяпа курайманлӑх тата хирӗҫ-тӑру ҫуратакансене айӑплаҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫ материалӗсенчен Красноармейски арҫынни 2016 ҫулта компьютерпа усӑ курса хӑйӗн интернет-страницинче тӗрлӗ аци ҫыннисене хирӗҫтерекен видеофайл лартни курӑнать. Специалистсем пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫав видеофайл экстремистла материал шутланать, мӗншӗн тесен тепӗр наци тата урӑх тӗн ҫыннисене курайманлӑх ҫуратать. Уншӑн 300 пинтен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран, пӗр ҫултан пуҫласа 4 ҫул таран ирӗксӗр ӗҫлеттерме, икӗ ҫултан пуҫласа пилӗк ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Ҫӗрпӳ районӗнчи Тапанар ялӗ патӗнчен иртекен федераци трасси ҫинче пысӑк инкек сиксе тухнӑ. Унта виҫӗ ҫын вилнӗ, ултӑ ҫынна пульницӑсене ӑсатнӑ. Сӑмах май, вӗсенчен пӗрин сывлӑхӗ уйрӑмах начар — вӑл реанимацире выртать. Инкек кӑнтӑрла иртни пӗр сехет ҫурӑсенче пулнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, инкек сӑлтавӗ йывӑр тиевлӗ «MAN» машинӑра. Унӑн урапи шӑтса кайма пултарнӑ, ҫавна май вӑл «Peugeot» пӗчӗк автобуспа ҫапӑннӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫул-йӗр ҫинчи йывӑр инкеке лекнисене тухтӑрсем епле пулӑшнине Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов Михаил Игнатьев Элтепере каласа кӑтартнинчен вырӑна васкавлӑ пулӑшу машинисем тӑваттӑн тан пырса ҫитни паллӑ. Аманнисен пурнӑҫне ҫӑлассишӗн шурӑ халатлисем тӑрӑшаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ку хӑрушӑ ӗҫ утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта пулнӑ. 20 ҫулти каччӑ ашшӗне тискерле вӗлернӗ, унтан амӑшне тапӑннӑ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 20-ри каччӑ ашшӗне вӗлернӗ те ӑна вакланӑ. Кӑштахран хваттере амӑшӗ таврӑннӑ. Хваттерте юн пулнине курсан ывӑлӗнчен мӗн пулни пирки ыйтнӑ. Кайран диван айӗнче упӑшкин вакланӑ виллине курнӑ. Хӗрарӑм аппӑшӗ патне шӑнкӑравласа мӗн пулни пирки каланӑ. Ҫав вӑхӑтра ывӑлӗ ӑна пуҫӗнчен, кӑкӑрӗ тӗлӗнчен суранлатнӑ. Юрать, амӑшӗ тухса тарма ӗлкӗрнӗ, кӳршисенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ывӑлӗ вара хваттерте пӗччен юлсан хӑйӗн ҫине алӑ хума хӑтланнӑ. Амӑшӗпе ывӑлне пульницӑна илсе кайнӑ. Каччӑ утӑн 23-мӗшӗнче унта вилнӗ. Амӑшӗ халӗ хӑйне лайӑхрах туять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре Раҫҫей пуштин филиалӗн — Федерацин пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырса панӑ. Республика прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, надзор органӗ пуштӑрисем ҫынсене ҫырусене вӑхӑтра ҫитерсе паманнине тӗрӗсленӗ. Прокуратурӑна кун пирки систерекенсем тупӑннӑ. Ҫитменнине тата кунта сӑмах прокуратура хуравӗсем пирки пырать. Вӗсене пуштӑрисем пырса паманнине надзор органне темиҫе ҫын та пӑшӑрханса пӗлтернӗ. Хуравсене саккас ҫырупах янӑ прокуратура. Апла пулин те адресатсене вӗсене ҫитермен. Алла паман ҫырусене пуштӑрисем прокуратурӑна та каялла тавӑрса паман. Раҫҫей пуштин филиалӗн — Федерацин пуштӑ ҫыхӑнӑвӗн республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе Шупашкарти Ленин районӗн прокуратури кӑлтӑка пӗтерме хушса асӑрхаттару ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чечняри вӑрҫӑна хутшӑнса Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ Евгений Борисова паттӑр ятне тавӑрса пама йышӑннӑ. Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче ултӑ ҫынна астармӑш вӑйӑсем йӗркеленӗшӗн, сӗтев панӑшӑн судпа айӑпланӑччӗ. Ҫав шутра Евгений Борисов та пулнӑччӗ. Ӑна 6 ҫул ҫурӑллӑха ҫирӗп режимлӑ колоние ӑсатнӑччӗ. Кунсӑр пуҫне ӑна 10 миллион тенкӗ штраф тӳлемелле тунӑччӗ. Тата ӑна суд Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр хӑварнӑччӗ. Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗн президиумӗ иртнӗ эрнере Евгений Борисовӑн Раҫҫей Геройӗн ятне тавӑрма йышӑннӑ. Самах май, Раҫҫей Геройӗн ячӗсӗр тӑрса юлнӑ Евгений Борисов ячӗпе иртнӗ ҫулта ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин Ҫӗнтерӳ кунӗпе салам янине те эпир пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Мускавра Чӑваш Енре ҫуралнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм хӑрушла вилӗмпе пурнӑҫпа сывпуллашнӑ. 30 ҫултискере чӗрӗллех чӗртсе ҫунтарнӑ. Ку пӑтӑрмах утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑма Ленинград проспектӗнчен пульницӑна илсе ҫитернӗ. «Москва» хула хыпарӗсен агентствин порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫамрӑкскер эрех-сӑрапа айкашнӑ. Ку инкек юлташӗсемпе пӗрле эрех ӗҫнӗ чухне пулнӑ. Тахӑш самантра пирӗн ентеш хальлӗхе палӑртман сӑлтава пула ҫунма тытӑннӑ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пульницӑра вилнӗ. Пӗлӗшӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл пирус чӗртме тӑнӑ та ҫӳҫне тивертнӗ. Анчах полици пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пакунлисен шухӑшӗпе, хӗрарӑма бензин сапса чӗртсе янӑ. Ҫав ҫынна халӗ шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Нумай хутлӑ ҫуртран каллех ача ӳксе шар курнӑ. Ашшӗ-амӑшне шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сетка пур чухне тимлӗхе самантлӑха та ҫухатмалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Анчах ҫакна хӑшӗ-пӗри хӑлхана чикмест. Хальхинче те инкек шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сеткӑна пула сиксе тухнӑ. Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртӑн улттӑмӗш хутӗнчен арҫын ача тухса ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра хваттерте амӑшӗ те пулнӑ. Ача чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та шӑна-пӑванран хӳтӗлекен сетка ҫине таяннӑ. Лешӗ чӑтайман, пӗчӗкскер аялалла ӳкнӗ. Юрать, ача чӗрӗ юлнӑ. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ. Халӗ тухтӑрсем ӑна пӑхса тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Вӑрмар районӗнчи Арапуҫ ялӗнче ҫурҫӗр иртни 2 сехетре пушар тухнӑ. РФ МЧСӗн Чӑваш Енри тӗп управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурт аҫа ҫапнине пула ҫунма тытӑннӑ. Кил хуҫисем темӗн шартлатнипе вӑранса кайнӑ. 62 ҫулти арҫын картише тухнӑ та ҫурт тӑрри ҫуннине асӑрханӑ. Пушарпа кӗрешекенсем киличчен вӗсем ҫулӑма шлангран сирпӗтсе сӳнтернӗ. Ҫӑлавҫӑсем пушара 10 минутран тӗп тунӑ. Телее, ҫурта сыхласа хӑварма май килнӗ. Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗнче пурӑнакан 71 ҫулти кинемейӗн сарайне те аҫа ҫапнӑ. Вӑл ҫурҫӗр иртни 1 сехетре ҫунма тытӑннӑ. Юрать, пушарпа кӗрешекенсем икӗ метрта ларакан ҫурта сыхласа хӑварайнӑ. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Канаш районӗсенче те пушар тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |