Пӑтӑрмахсем
![]() Паркри электроподстанци Авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Арьитраж судӗнче республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствин ӗҫне пӑхса тухӗҫ. Андрей Иванов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, ведомство «Энергосервис» компанипе судлашать. Вӑл предприяти Шупашкара 500 ҫул паркра тӑвакан «Этника Чӑваш Енӗ» кластер валли ҫутӑ кӗртнӗ. Анчах хайхин электроподстанцине икӗ хутчен ҫаратнӑ имӗш: пӗрремӗшӗнче — 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче 3,6 миллион тенкӗлӗх, иккӗмӗшӗнче — 2017 ҫулхи ака уйӑхӗнче 4 миллионлӑх. Министерство «Энергосервисран» 35 млн тенкӗ ыйтать иккен, унпа ӗҫ килӗшӗвне татасшӑн. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков (парк хулара-ҫке) вара министерство малтан ӗҫе актпа йышӑннине, подстанцие кайран ҫаратнине пӗлтерни паллӑ. Пӑтӑрмахлӑ лару-тӑрура кам айӑплипе кам тӗрӗссине суд палӑртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Ачасем ҫӳллӗ хутран ӳкни пирки ҫу пуҫламӑшӗнче нумай калаҫаҫҫӗ. Халӗ ҫулла та иртсе кайрӗ ӗнтӗ, ҫынсем чӳречисене те ытлах уҫмаҫҫӗ. Ҫапах Ҫӗнӗ Шупашкарта каллех инкек пулнӑ. Авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхине 2015 ҫулта ҫуралнӑ хӗрача Пионер урамӗнчи ҫӳллӗ ҫуртӑн тӑваттӑмӗш хутӗнчен ӳкнӗ. Юрать, вилмеллех аманман вӑл. Пӗчӗкскере Хулари ача-пӑча пульницине часрах илсе кайнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ача самай суранланнӑ. Ҫав вӑхӑтра аслисем ӑҫта пулнӑ? Ача чӳрече ҫине епле хӑпарса кайнӑ? Халӗ йӗрке хуралҫисем йӑлтах уҫӑмлатаҫҫӗ. ЧР ШӖМӗ вара аслисене тимлӗрех пулмалли пирки асӑрхаттарать. Ачасене пӳлӗмре пӗччен хӑвармалла мар. Чӳрече уҫӑ пулсан – пушшех те. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӳкеҫри ваттисемпе сусӑрсен ҫуртӗнче 70 ҫулти арҫынна вӗлернӗ 61 ҫулти этем ӑсран тайӑлнӑ иккен. Ҫакна судпа медицина экспертизи тунӑ хыҫҫӑн палӑртнӑ. Аса илтерер, ватлӑхра е чире пула хӳтлӗхсӗр юлнисем хӳтлӗх шыракан ҫуртри пӑтӑрмах кӑҫалхи ака уйӑхӗн 4-мӗшенче пулнӑччӗ. РФ Следстви комитечӗн следователӗсем ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Тӗпчевҫӗсем ҫичӗ теҫеткери арҫынна пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ 61 ҫулти арҫын тӗп тунӑ тесе тӳрех тӗшмӗртнӗччӗ. Чӑн та, арҫынна пӗр пӳлӗмре пурӑннӑ тепӗр ҫын вӗлернӗ. Вӗсем иккӗшӗ хирӗҫсе кайнӑ та лешӗ ҫӗҫӗ ярса илсе 14 хутран кая мар чиксе пӗтернӗ. Сурана тӳсеймесӗр арҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ. Ҫӗҫӗпе чикнӗ арҫынна суд психиатри пульницинче хупса усрама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Елена Шахова Вырӑс патшалӑх драма театрӗнче ӗҫленӗ Елена Шаховӑна Уралти вӑрманта тупнӑ. Ун чухне вӑл сывламан. Актриса Шупашкарта 10 ҫула яхӑн ӗҫленӗ. Вӑл виҫӗ ҫул каяллах ҫухалнӑ, иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшне СМС-ҫыру янӑ, пӑшӑрханма ыйтман. Хӑй темӗнле ыйтусене татса парас енӗпе ӗҫлет имӗш. Елена Шаховӑна пултарулӑхне кура РФ Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн премийӗпе чысланӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Екатеринбургри «Волханка» театр центрӗнче ӗҫленӗ. Актрисӑна Уралти вӑрманта авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тупни пирки МИХсем ҫырнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна пусмӑрласа вӗлермен. Халӗ следовательсем ку ӗҫе уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Паян Шупашкарти темиҫе организаци-учреждение бомба хунӑ сӑмахпа ура ҫине тӑратнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерсе ӗлкӗрнӗччӗ. Маларах вӑл хыпара автор шанмасӑртарах йышӑнни сисӗнетчӗ пулсан, халӗ сӑмах-юмах чӑн пулни тӳрре килнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Бомба хунӑ тесе 10 сехет те 50 минутран пуҫласа 12 сехет те 10 минутчен «Звездный», «Восточный», «Рябинка», «Эльбрус», «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗсене, «Атӑл», «Ибис», «Раҫҫей», «Чӑваш Ен» хӑна ҫурчӗсене, «Центральный» универмага, Шупашкар хула администрацине, республикӑн тӗп хулин Мускав район судне шӑнкӑравланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн оперативлӑ мӗнпур тытӑм ура ҫине тӑнӑ. Турра шӗкӗр, бомба тупӑнман. Маларах асӑннӑ ҫуртсен таврашне халӗ те тимлӗн сӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Колони ҫуннӑПӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарти 3-мӗш юсанмалли колони ҫуннӑ. Пушар авӑн уйӑхӗн 16-мӗшӗнче тухнӑ. Каҫхи 9 сехетре ҫулӑм алхасма тытӑнсан васкавлӑ медпулӑшу тата МЧС ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Чӑваш Енри УФСИН пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм отрядсенчен пӗрин тӑрринче тухнӑ. Пушара асӑрхасанах айӑпланнӑ ҫынсене тепӗр пӳлӗме куҫарнӑ. 21 сехет те 20 минутра пушара сӳнтернӗ. Телее, учреждени ӗҫченӗсем те, айӑпланнӑ ҫынсем те шар курман. Халӗ пушар мӗншӗн тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Сӑмах май, 3-мӗш юсанмалли колонире пушар пӗрремӗш хут тухман. Унччен те унта унашкалли пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Асфальтпа бетон савучӗн пуҫлӑхӗ налука пула ята кӗнӗ. Чӑваш Енӗн тӗпчевҫисем предприяти пуҫлӑхӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сӑмах май, савут директорӗ предприяти харпӑрлӑхҫи иккен. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, савут пуҫлӑхӗ хушма хакран илекен налука 2013-2015-мӗш ҫулсенчи хӑш-пӗр кварталта, тупӑшран илекеннине 2013 тата 2015-мӗш ҫулсенче тӳлемен. Налукҫӑсене пӗтӗмпе 7 миллион тенкӗ ытла тӳлесе ҫитермен имӗш. Укҫана хӗссе хӑварассишӗн пурлӑх декларацинче, тӗслӗхрен, пӗчӗкрех цифрӑсем юри кӑтартнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Предприяти пуҫлӑхӗн тата хапӑрлӑхҫин пуҫиле майпа явап тытасран пӑрӑнма май пур. Чееленсе мар. Парӑма кӑмӑлпа татсан. Ку йӗркене РФ Уголовлӑ-процессуаллӑ кодексӗн 28-мӗш статйин 1-мӗш пайӗнче пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енри Транспорт полицийӗн ӗҫченӗсем 20 ҫулти икӗ каччӑна тытса чарнӑ. Хайхискерсене Шупашкарти чукун ҫул станцийӗ ҫывӑхӗнче вӑрттӑн вырӑна наркотик хунӑ чухне асӑрханӑ. Ҫамрӑксем 20 тӗрке хума хӑтланнӑ. Пӗтӗмпе 11 грамм ытла наркотик хуташӗ пулнӑ. Оперативниксем каччӑсем унччен наркотике ӑҫта тӗркесем тунине те тупса палӑртнӑ. Унта вара 390 ытла грамм наркотик тупнӑ. Ҫак икӗ каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗрре кӑна мар – иккӗ. Пӗрремӗшӗ – преступлени тума тӑнӑшӑн. Иккӗмӗшӗ – наркотике сарнӑшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» каҫхи клубра ҫурҫӗр иртни 2 сехетсенче 35 ҫулхи арҫынпа хуралҫӑ хушшинче тавлашу сиксе тухнине, хуралҫӑсем канма килнӗ ҫынна урайне ҫавӑрса хурса пӗр вӑхӑт ӑна ҫапла тытса тӑнипе арҫын сывлаймасӑр вилсе кайнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Каярах клуб хӑйсем арҫын вилнишӗн куляннине хыпарланӑччӗ. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенчи хӑйсен страницинче ҫырнӑччӗ. Клуб администрацийӗ тата уйрӑм ҫыннӑн хурал предприятийӗ следствипе тачӑ ҫыхӑну тытнине пӗлтернӗччӗ. Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ тӗпчевҫисем хуралҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки вӗсем паян пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Пӑтӑрмахсем
![]() Укҫа шута юратать тесе ваттисем мӗн авалтан каланӑ. Апла пулин те Хӗрлӗ Чутай районӗнчи хӑш-пӗр тӳре-шара урӑхларах шухӑшланӑ-ши — хысна «туприне» тухӑҫлӑ тӑкакламан. Ку факта ҫынсем ушкӑнпа ҫӑхавланӑ хыҫҫӑн прокуратура палӑртнӑ. Чӑваш Ен прокуратурине чутайсем хӑйсен тӑрӑхӗнчи Шукакасси ялӗнчи ҫула юсанӑ чух вырӑнти администраци укҫа-тенкӗпе тивӗҫлипе усӑ курмасть тесе евитленӗ. Асӑннӑ яла ҫул тума подряд организацийӗпе 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнчех килӗшӳ тунӑ-мӗн, анчах «Резон» подряд организацийӗ тивӗҫе кирлӗ пек пурнӑҫламан, ӑна ӗҫшӗн 49 процентне ҫеҫ тӳленӗ иккен. Строительство организацийӗ ӗҫе чарса лартнӑ пулин те Йӳҫпан ял тӑрӑхӗ нимӗнле мера та йышӑнман. Халӗ прокуратура подрядчик пирки прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрахттару хучӗ ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |