Пӑтӑрмахсем
![]() Сылтӑмри — Сергей Викторов Чӑваш Енӗн Патшалӑхӑн ӗҫлӗх службине ертсе пынӑ Сергей Викторова сӗтев илнӗ тесе айӑплӗҫ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх 2015 ҫулхи ҫурла тата раштав уйӑхӗсенче вӑл Шупашкарта тата Мускавра коммерци организацийӗсен икӗ ертӳҫинчен тӑватӑ хутчен сӗтев илнӗ. Компьютер программипе тивӗҫтерекенскерсенчен тӳре-шара кӗсйине 244 пин тенкӗ кӗнӗ. Укҫана вӗсем хӑйсен продукцине вырнаҫтарма тӳре-шара пулӑштӑр тесе тыттарнӑ. Пуҫиле ӗҫе Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем пуҫарнӑ, кайран РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ малалла тӑснӑ. Аса илтеретпӗр, ӗҫ биографине С. Викторов 1997 ҫулта Патӑрьел районӗнчи налук инспекцийӗнче пуҫланӑ. 2005 ҫулта ӑна Патӑрьел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне лартнӑ. Кайран темиҫе ҫул район администрацийӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарӑн Хӗвеланӑҫ-Кӑнтӑр районӗнче кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн ҫурринче пулса иртнӗ ку пӑтӑрмах. Йышра виҫӗ хӗрарӑмпа икӗ арҫын пулнӑ. Пӗрле эрех ӗҫекенскерсем тем пайлаймасӑр хирӗҫсе кайнӑ. 31 тата 42-ри хӗрарӑмсем 26-ри хӗрарӑма тытса хӗненӗ. Унтан ушкӑнри 41 ҫулхи арҫын, вӑл хӗнекенсенчен пӗрин пӗлӗшӗ пулнӑ, патак ҫинӗ хӗрарӑма мӑшкӑлланӑ. Следовательсем пӗлтернӗ тӑрӑх, тепӗр уйӑхра ҫав арҫын ҫакӑнса вилнӗ. Шар кӑтартнине унтан тӗп сакайне хупса хунӑ. Ҫичӗ сехет ларнӑ лешӗ унта. Мӑшкӑл тӳснӗ хӗрарӑмӑн паллаканӗ шыраса килсен ҫеҫ ирӗке кӑларнӑ. Халӗ йышри икӗ хӗрарӑма тата вӗсен 27-ри тусне суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Хӗрарӑмсене ушкӑнпа мӑшкӑлланӑшӑн айӑплӗҫ, 42-ри хӗрарӑма тата 27-ри арҫынна унсӑр пуҫне ҫынна ирӗксӗр ирӗкрен хӑтарнӑшӑн суд тӑвӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское/Женское» телекӑларӑмра ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарти Зинаида Киргизовӑпа, вӑл пӑхакан ачапа Ярославпа тата виҫҫӗри арҫын ачан амӑшӗпе ҫыхӑннӑ сюжет кун ҫути курчӗ. Пӑтрашуллӑ историрен ҫакӑ палӑрчӗ. Хӗрарӑм икӗ уйӑхри тӗпренчӗкне няньӑна парса хӑварнӑ. Пӑхнишӗн вӑл укҫа тӳлесе тӑнӑ, анчах ачипе кӑсӑкланман. Чирлесен те пӗчӗкскерпе пульницӑна няня выртнӑ. Зинаида Киргизован пӗлӗшӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, Надя (ньянӑна вӑл хӑйӗнпе малтанласа Регина тесе паллаштарнӑ. — Авт.) ӳтне сутса пурӑнать. Халӗ унӑн тепӗр ача, хӗр, ӳсет. Кӑларӑма Надьӑн шӑллӗ, йӑмӑкӗ тата амӑшӗ килнӗ. Вӗсен ялти пӳртне те кӑтартрӗҫ: пӗчӗк, кивӗ йывӑҫ пӳрт, хуралтисем те кивӗ. Анчах сысна та мӑйракаллӑ шултра выльӑх тытаҫҫӗ. Надя вӗсене ачана ашшӗпе тата асламӑшӗпе усрани пирки каланӑ пулать. Ярослав шӑпине, вӑл кампа пурӑнассине суд татса парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Челепири йӗрке хуралҫисем Чӑвашри ҫамрӑка тытса чарнӑ. Право хуралӗнчисен аллине 1989-мӗш ҫулхи арҫын контрафактлӑ таварпа ҫакланнӑ. Чӗрӗскер хулари Артиллери урамӗнчи суту-илӳпе кану комплексӗн территорийӗнче пирус сутнӑ. Ку продукцие йӗрке хуралҫисем контрафакт паллиллӗ тесе хаклаҫҫӗ тата тавар ҫине паллӑ брендсен тавар паллине вырнаҫтарнӑ. Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ арҫын продукцие туянакансене тӗнче тетелӗ урлӑ шыранӑ. Саккас паракансем тупӑнсан вӑл тавара илсе кайса панӑ. Йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланнӑ чух унӑн 6430 сигарет пачки пулнӑ. Ӑна 264 480 тенкӗпе хакланӑ. Контрафакт сутакан тӗлӗшпе административлӑ майпа ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна административлӑ майпа штрафлама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енре чиркӳрен турӑшсемпе ытти эреше вӑрланӑ ҫынсене тытса чарнӑ. Йӗксӗксем пирӗн республикӑра кӑна мар, кӳршӗ регионта та палӑрма ӗлкӗрнӗ. Улатӑрти арҫынсен мӑнастирӗнчен ылтӑн эреш ҫухални пирки юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче полицие пӗлтернӗ. Унччен кӑшт маларах икӗ ҫамрӑк ҫын сентрене питӗ лайӑх сӑнанӑ, ыйтса пӗлнӗ. Анчах нимӗн те туянман. Тӳрех ҫавсем вӑрланӑ тесе шухӑшланӑ. Вӗсем Улатӑр районӗнчи темиҫе храмра та пулнӑ. Вӗсем пекрех ҫынсем Мари Республикинче те хурахла ӗҫсем тунине пӗлтернӗ. Каччӑсене Шупашкарта тытса чарнӑ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти чиркӳре те хаклӑ япаласем ҫухалнӑ. Ахӑртнех, ку ӗҫе те вӗсем тума пултарнӑ. Халӗ вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 4 сехет те 40 минутра Елчӗк районӗнчи полицие Ҫӗнӗ Пӑва ҫыннисенчен шӑнкӑрав килнӗ. Яла кӗнӗ ҫӗрте машина ҫунса кайни пирки пӗлтернӗ вӗсем. Ҫулӑма сӳнтерсен Аслӑ Шӑхальте ҫуралнӑ 20 ҫулти каччӑ виллине тупнӑ. Халӗ Патӑрьелти районсен хушшинчи следстви уйрӑмӗ следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттерет. Ҫулӑм машинӑна йӑлтах пӗтернӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, каччӑ сӗрӗмпе чыхӑнса вилнӗ. Халӗ тӗрлӗ экспертиза ирттерӗҫ. Ахӑртнех, каччӑна никам та ятарласа вӗлермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Пӑтӑрмахсем
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен хӗрарӑмсем чирлисем патне кайма кӗтсе ларнӑ вӑхӑтра авкаланса та хуҫакаланса ташланине, ҫав видео халӑх тетелне лекнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Кӗтмен-туман ҫӗртен аптӑраса ӳкнисене хӑвӑрттӑн пулӑшма хатӗр профессие суйланӑскерсене шансон шӑрантаракан Катерина Голицынан «Какая дама пропадает» юрри килӗшнӗ. Черчен чунлӑ хӗрарӑмсене унта чуна тивмелле сӑмахсем пур: «Красива, умна, но только одна, одна на свете. Свободная, как птица. Себе-то цену знаю. У всех на виду, по жизни иду, но пропадаю. А целый мир еще не знает, какая дама пропадает!». Чӑвашла каласан, хӗрарӑмӗ хитре, ӑслӑ тет, анчах пӗччен. Хӑй тата кайӑк пекех ирӗклӗ. Пӗтӗм ҫын умӗнче тӗнче тӑрӑх утса пынӑ чухнех пӗтетӗп тет. Ҫак сӑмахсен тарӑн пӗлтерӗшне ӑнланса илейменнисене юрӑҫ: «Оглянитесь вокруг, и поймете вы вдруг, что я — одна такая!» — тесе калать. Тепӗр майлӑ каласан, суккӑр арҫынсене ҫаврӑнса пӑхма ыйтать. Лешсем, хайхи тӑнкӑр-тӑнкӑр этемккесем, мӗн тери чаплӑ хӗрарӑм пӗтнине пӗлмеҫҫӗ те курӑнать. |
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен хӗрарӑмсем Катерина Галицына юррипе авкаланса ташланӑ. Видео халӑх тетелне лекнӗ. Ӗҫ тумтирӗпе пулнӑран тухтӑрсем службӑра пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫынсене васкавлӑ пулӑшма хатӗр тухтӑрсенчен пӗри, ҫӳллӗ кӗлӗллӗ хитре пушмак тӑхӑнни, самай хуҫкаланать. Тепӗр ӗҫтешӗ те унпа ташлать. Виҫҫӗмӗшӗ видео ӳкерет. Хӑйсен ташшине пысӑка хурса хакланӑ май видеона курсан пурте тӳнсе кайӗҫ тесе калаҫҫӗ. Видео ӳкеренни: «Секси-хырӑмӑрсене кӑтартӑр», — тесе сӗннӗрен тухтӑрсенчен пӗри тумтирне ҫӗклесе хырӑмне кӑштах кӑтартса илет. Видеоролик вӗҫӗнче хӗрарӑмсем: «Секси скорой помощи, кугесинская подстанция!» (чӑв. Васкавлӑ пулӑшу сексийӗ, Кӳкеҫ подстанцийӗ!) — тени илтӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Элӗк районӗнчи Элеккӗнушкӑнь ялӗнче юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле лавккана ҫаратнӑ. Сентресем ҫинчен апат-ҫимӗҫ, эрех-сӑра, пирус ҫухалнӑ. Ку ӗҫе кам тунине тӳрех тупса палӑртнӑ. Ҫак ялтах пурӑнакан 54 ҫулти арҫын хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ тума хатӗрленнӗ-мӗн. Ӗҫмелли-ҫимелли туянса укҫа пӗтермен — кайнӑ та лавкка ҫаратнӑ. Ҫаратнӑ лавккана полицейскисем Аза ятлӑ йытӑпа тӑрӗсленӗ. Вӑл шӑршӑпа шӑпах ҫав арҫын патне илсе ҫитернӗ. Лешӗ вӑрланӑ япаласене кил картишӗнчи ҫӑла пытарнӑ. Халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Палӑртмалла: унччен те вӑл судпа айӑпланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи шкулсенчен пӗрин тӗп бухгалтерӗ вӗренӳ заведенийӗ тата шалу валли куҫарнӑ укҫана хӑйӗн расчет счечӗ ҫине куҫарни паллӑ. Пӑтӑрмаха асӑннӑ районти прокуратура палӑртнӑ. 2015 ҫулта тӗп бухгалтер пӗтӗмпе 200 пин тенкӗ ытла укҫа вӑрланӑ. Ҫӗртме уйӑхӗнче унӑн ӗҫрен пӑрахнӑ икӗ ҫынна усӑ курман отпускшӑн 7 пин тенкӗ ытларах куҫарса памалла пулнӑ. Шкулта йӗркелесе ҫырса пынӑ хутсене ӗненсен, куҫарнӑ пек курӑннӑ-ха. Анчах бухгалтер «кӗмӗле» хӑйӗн расчет счечӗ ҫине куҫарса янӑ. Вӗренӳ учрежденине шалу тӳлеме тесе хыснаран 197 пин тенкӗ субсиди ҫитернине те бухгалтер никама та паман, хӑйне валли куҫарнӑ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталаса пурӑннӑ шут ӗҫченне кӗҫех суд тенкелӗ ҫине лартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьев Пётр Григорьевич, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кульков Юрий Петрович, философи ӑҫлӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн 1000-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Петров Сергей Николаевич, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тренерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |