Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан виҫӗ ҫулти ача валли Ҫӗнӗ ҫул тӗлне парне хатӗрлӗ. Республика ертӳҫин Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Игнатьев ӗнер РФ Патшалӑх Канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ. Мероприятие, сӑмах май, РФ Президенчӗ Владимир Путин ертсе пынӑ. Ӗнерех «Елка желаний» (чӑв. Ӗмӗт ёлки) акци иртнӗ. Унта ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗн ертӳҫи пулнӑ. Кремльти ёлка ҫине тӗрлӗ регионти тӑлӑх е нумай ачаллӑ ҫемьесенчи, чирлӗ ачасен ӗмӗтне ҫырса вырнаҫтарнӑ. Михаил Игнатьев Ҫӗнӗ Шупашкарти ачан шарне илнӗ. Виҫҫӗри Трофим илемлӗ масссаж сӗтелӗ пирки ӗмӗтленет-мӗн. Республика ертӳҫи Михаил Игнатьев ачан ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртӗ. Ҫӗнӗ ҫулччен парне ача патне ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Енри 42 ача Мускава савӑк кӑмӑл-туйӑмпа тухса кайнӑ. Вӗсем Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫӗнӗ ҫул елкине лекӗҫ. Делегаци йышӗнче – тӑлӑх ачасем тата ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлнӑ шӑпӑрлансем. Ҫавӑн пекех йышлӑ ҫемьесенчи тата ҫитӗнӳсем тунӑ ачасем, ҫар ҫапӑҫӑвӗсене хутшӑннӑ ашшӗсен шӑпӑрланӗсем пур. Ӗнер шкул ачисем Патшалӑх Кремль керменӗнче Ҫӗнӗ ҫул спектаклӗ курнӑ, тӗрлӗ вӑйӑпа конкурса хутшӑннӑ, пылак парнесем илнӗ. Ачасем Ҫӗнӗ ҫул умӗн капӑрланнӑ Мускава та курса киленӗҫ, Д.Ю.Куклачев ячӗллӗ театрта, «Мосфильм» киностудин музейӗнче пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта тӑхӑр ҫулти ачана ватӑ ҫынна ҫӑлнӑ. Ютскере мар-ха. Хӑйӗн ват асламӑшне (тен, ват кукамӑшне-ши... Вырӑсла пурне те прабабушка теҫҫӗ те) пулӑшнӑ вӑл. Ватӑ хӗрарӑм урамра персе аннӑ. Ҫӗр ҫине вӑл пуҫӗпе шаплатнӑ. Ача ҫухалса кайман: ӑна пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ, тухтӑрсене чӗнсе илнӗ. Пӑтӑрмахӗ раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пулнӑ. Шкултан килсен ача урок тума ларнӑ. Ватӑ ҫын килте чылайранпа ҫукки ӑна сисчӗвлентернӗ. Ӑна шырама вӑл урама тухнӑ. Унта вӑл тӑнсӑр врытакан ҫывӑх ҫыннине тупнӑ. Хӗрарӑмӑн пуҫӗ юн тухмаллах аманнӑ. Вӑл тӑн ҫухатнӑ. Ача ватӑ ҫынна ура ҫине тӑратнӑ. Киле илсе кӗнӗ. Ыраттарнӑ вырӑнне юра алшӑлипе чӗркесе тытнӑ. Кайран вӑл васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ. Лешсем пульницӑна илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑрта район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Андрей Сазонов ирттернӗ канашлура электроэнерги вӑрлани пирки калаҫнӑ. Унта район администрацийӗн структура подразделенийӗсен ертӳҫисем, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсем хутшӑннӑ. Электроэнерги вӑрлани электроснабжени пахалӑхне чакарни пирки калаҫнӑ. Ҫутӑ ан вӑрлаччӑр тесен халӑхпа калаҫмалла, йӑлтах ӑнлантармалла. Каласа хӑвармалла: энергетиксем электроэнерги вӑрлакансене тупса палӑртас тӗллевпе ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ. Кӑҫал 11 уйӑхра «Чӑвашэнерго» филиалӗн ӗҫченӗсем кунашкал 363 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Улатӑр районӗнче ун пекки – 10. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енри чи лайӑх служащисене чысланӑ. Тӳре-шаран конкурсне хутшӑнакансене саламлама хутшӑннӑ ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев служащисен шучӗ юлашки 10 ҫулта чӗрӗке яхӑн чакнине палӑртнӑ. Ҫавна май тӳре-шаран ӗҫӗ нумайланнӑ-мӗн. Паянхи кун йыш 1275 ҫынпа танлашать. Юрий Васильев ӗҫ вырӑнӗсем нумай тапхӑр пушӑ тӑнине, патшалӑх граждан служащийӗсем час-час ылмашни пирки те асӑнса хӑварнӑ. «Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн чи лайӑх служащийӗ» ята республикӑн Финанс министерствин Казначейство управленийӗн пуҫлӑхӗ Игорь Смирнов тивӗҫнӗ. Муниципалитетсенчи служащисенчен Шупашкарӑн Ленин район администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Марина Богданова тата Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ял тӑрӑхӗнчи Елена Никитина ҫӗнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнче Хӗл мучисемпе Юр пикесем парада тухнӑ. Унта районти культурӑпа кану учрежденийӗсенчи ӗҫченсем хутшӑннӑ. Парада 50 ытла Хӗл мучипе Юр пике ҫитнӗ. Вӗсен хушшинче юмахри сӑнарсем те пулнӑ. Илемлӗ тум тӑхӑннӑскерсем районти культура ҫуртӗнчен пуҫласа вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс таран утнӑ, унтан администраци ҫурчӗ патне ҫитнӗ. Урам тӑрӑх утакан Хӗл мучисемпе Юр пикесем, юмахри сӑнарсем район ҫыннисен кӑмӑлне ҫӗлкенӗ. Мероприятие пухӑннисене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Кузнецов Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Парад хыҫҫӑн ҫынсем вӑйӑ картинче савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр хулинче пурӑнакансем ҫӳп-ҫап турттарманшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ. Вырӑнтисем тӗнче тетелӗсенчи халӑх ушкӑнӗсенче йӗркеленӗ пабликсенче ку ыйтӑва ҫине-ҫинех хускатнӑ. Хӑйсем ытахальтен пӑшӑрханманнине ӗнентерме сӑн ӳкерчӗксем ҫеҫ мар, видео та вырнаҫтарнӑ. «Ҫӳп-ҫап хула администрацийӗ умне кайса тӑкар», — тесе тарӑхакансем те пур. Ҫак йӗркесен авторне паян Улатӑр хула администрацийӗн архитектура, хула строительстви, транспорта, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗпе Сергей Черкасовпа ҫыхӑнма май килчӗ. Сергей Владимирович ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап турттаракан регионти оператор пӗр организацие тепринпе ылмаштарнӑ. Хайхи ҫӗнӗ подрядчикӑн ҫӳп-ҫап турттармалли икӗ машина пур. Вӑл хушма контейнерсем те туянса вырнаҫтарса тухнӑ. Хула администрацийӗнче тӑрӑшакан тӳре-шара лару-тӑру йӗркеленсе каяссине шантарчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Васкавлӑ медпулӑшун пӗр станцин пуҫлӑхне руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн тытса чарнӑ. «Антидилер» юхӑмӑн Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ҫӗнӗ васкавлӑ медпулӑшу машинисен уҫҫисене панӑ хыҫҫӑн пулнӑ. Ҫав кун ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Улатӑрти, Ҫӗрпӳри, Канашри, Ҫӗмӗрлери, Етӗрнери тата Патӑрьел районӗнчи васкавлӑ медпулӑшу подстанцисем валли туяннӑ 70 машина уҫҫине панӑ. Каҫхине вара пӗр подстанцин пуҫлӑхне ӳсӗр тытса чарнӑ. «За рулем» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑмах Ҫӗрпӳри подстанци пуҫлӑхӗ пирки пырать. Вӑл, руль умне ӳсӗр ларнӑскер, тытса чарнӑ чухне ҪҪХПИ ӗҫченӗсемпе хӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Олимп вӑййисен чемпионӗ Владимир Воронков «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат кӑҫал пирӗнтен уйрӑлнӑ паллӑ ҫынсене аса илнӗ. Вӗсенчен пӗри — Чӑваш Енри пӗрремӗш милиционер, профессора тухнӑ Валентин Милюткин. Сӑмах май каласан, вӑл — Шупашкар район ҫынни. 1935 ҫулта Иккасси ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш Енӗн Верховнӑй Совечӗн председателӗ пулнӑ Эдурад Кубарев пуш уйӑхӗнче вилчӗ. Шупашкар хулин КПСС комитечӗн пӗрремӗш секретарӗ пулнӑ Константин Ефремова та аса илнӗ. Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн балет ӑсти Айдар Хисамутдинов, Олимп вӑййисен чемпионӗ Владимир Воронков, физкультурӑпа спорт министрӗ пулнӑ Сергей Шелтуков, футбол тренерӗ Владимир Соломаха, Иосиф Дмитриев-Трер режиссер, Чӑваш халӑх артисчӗ, Мускаври Пысӑк театр артисчӗ Максим Михайлов та текех ҫук ӗнтӗ... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ЧӑвашЕн Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑра ӗҫлесе пысӑк хисепе тивӗҫнисене Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх наградисемпе чысланӑ. «Эпир лайӑхран та лайӑхраххисене, чи пултаруллисене, пысӑк хисепе тивӗҫнисене саламлама пуҫтарӑннӑ. Вӗсемпе эпир мӑнаҫланатпӑр. Пирӗн хушӑмӑрта — Раҫҫей Федерацийӗпе Чӑваш Республики умӗнче пысӑк хисепе тивӗҫнӗ ентешсем. Вӗсем хӑйсене професси тӗлӗшӗнчен ҫӳллӗ шайра кӑтартма пӗлнӗ. Ырӑ тӗслӗхӗ ҫитӗнекен ҫамрӑксемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӗсем ыттисене ҫӗнӗ ӳсӗм тума вӑй-хӑват кӳреҫҫӗ, пуҫаруллӑ ӗҫлеме хавхалантараҫҫӗ», – тенӗ Михаил Игнатьев. Пысӑк наградӑна тивӗснисем те парӑмра юлман — Элтепере тав тунӑ май малашне те тӑрӑшса ӗҫлеме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Думилин Илья Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Сидор Игнатьевич, «Хыпар» хаҫат редакторӗ, пултаруллӑ журналист тата публицист вилнӗ. | ||
| Ефимов Георгий Андреевич, — чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |