Республикӑра
![]() Улатӑрти икӗ экс-полицейски суд сакки ҫине ларнӑ. Хайхискерсем сӗтев илнӗшӗн айӑпланнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсем ӳсӗр водителе чарнӑ, анчах протокол ҫырман, ҫурла уйӑхӗн 18-19-мӗшӗччен 20 пин тенкӗ сӗтев пама ыйтнӑ. Лешӗ ыйтнӑ укҫана вӑхӑтра парса татайман, инспекторсем ҫурлан 21-мӗшӗнче килне пырса ыйтнӑ, машинине арестлессипе хӑратнӑ. Водитель унӑн ун чухлӗ укҫа ҫуккине пӗлтернӗ, кун хыҫҫӑн полицейскисем авӑнӑн 1-мӗшӗччен парса татмалли срока палӑртнӑ. Тепрехинче вӗсем парӑм патне пӗлӗшне янӑ, лешӗ вара укҫа сӗтев пулние пӗлмен. Ҫапла майпа ҪҪХПИ ӗҫченӗсене поличнӑйпе ярса тытнӑ. Полицейскисене кашнине 1,4 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем йӗрке хуралӗн органӗнче 5 ҫул ӗҫлеймӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулас кӑмӑллӑ кандидатсенчен кадр резервне хатӗрленӗ. Кандидатсене ятарлӑ конкурс комиссийӗнче тишкернӗ. Конкурс комиссине ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ. Юстици министрӗн ҫум пулас кӑмӑллисем виҫҫӗн тупӑннӑ: Елена Михайловна Быкова, Дмитрий Сергеевич Неяскин тата Владимир Викентьевич Николаев. Вӗсенчен нихӑшне те кӳрентерес темен — пурне те: Елена Михайловна Быковӑна та, Дмитрий Сергеевич Неяскина та, Владимир Викентьевич Николаева та — кадр резервне кӗртнӗ. Дмитрий Сергеевич Неяскин, эпир тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Неяскинӑн ывӑлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тата тепӗр ялта урнӑ чир тупса палӑртнӑ. Ҫавна май карантин тесе йышӑннӑ. Хальхинче ку мерӑна Шупашкар районӗнчи Асакасси ял территорийӗнче йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ паян, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ. Маларах, сӑмах май, Куславкка районӗнчи Юпсар ялӗнче карантин тесе палӑртнӑччӗ. Шупашкар районӗнчи Ассакассинче, Куславкка районӗнчи Юпсарти евӗрех, йытӑ-кушак куравне йӗркелеме, килти чӗрчунсене сутма, йытӑ-кушакпа ҫав тӑрӑхран айккинелле тухса кайма юрамасть. Карантин тапхӑрӗ чӗрчун урнӑ чирпе юлашки хут чирленӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ уйӑхран тин хӑйӗн вӑйне ҫухатӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан 78 ҫулти хӗрарӑм участковӑй асӑрхаттарнӑ пулин те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Кӑҫал юпа уйӑхӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм телевизорпа рекламӑлакан тавара туяннӑ, ӑна килех килсе панӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та саккасшӑн 750 пин тенкӗ преми пама шантарнӑ. Анчах малтан страховка тумалла, счетшӑн тӳлемелле… Хайхи хӗрарӑм шутсӑр ӗненмелле калаҫнӑ, ватӑскер вара тӗрлӗ счетсем ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ. Амӑшӗ пӗрмай укҫа куҫарни ывӑлне пӑшӑрхантарнӑ, ҫавӑнпа вӑл участковӑйран пулӑшу ыйтнӑ. Пакунли ватӑскерпе калаҫнӑ, анчах лешӗ унӑн сӗнӗвӗсене шута та илмен. 70 пин тенкӗ ҫухатсан кӑна кинемей тӑна кӗнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Александр Граблюк Чӑваш Республикин Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчине ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Аса илтерер, ҫак пукана Юрий Акиньшин йышӑннӑччӗ. Тилхепене ӑна пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тыттарнӑччӗ. Юрий Акиньшин Ставропольти ял хуҫалӑх академийӗнче тата Ҫурҫӗр Кавказри патшалӑхӑн техника университетӗнче вӗреннӗ. Ставрополь крайӗнче тата федерацин влаҫ органӗсенче чылай ҫул ӗҫленӗ. Юрий Акиньшин 2009–2013 ҫулсенче РФ Росреестрӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Тулли праваллӑ элчӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама полпредӑн ҫумӗ Александр Граблюк пурнӑҫлӗ. Ӑна кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 12-мӗшӗнче ҫум пулма Иван Моторин премьер-министр ҫирӗплетнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Раҫҫей хули – наци суйлавӗ» проект 2012 ҫултанпа пурнӑҫланса пырать. Ҫынсем тӗнче тетелӗнче истори тата культура эткерӗпе пуян, наци символӗ пулма тивӗҫ хулана сасӑлав мӗлӗпе суйлаҫҫӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Шупашкар ку ята 2013 ҫулта тивӗҫнӗ. Хальлӗхе пирӗн хула списокра виҫҫӗмӗш, пӗрремӗш вырӑнта – Владикавказ, иккӗмӗш вырӑнта – Владивосток. Кӑҫал сасӑлав раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӗҫленет. Эппин, Шупашкаршӑн сасӑлама тепӗр 10 пур-ха. Сасӑлава хутшӑнас тесен ҫак каҫапа каймалла: https://xn----etbdra6aacodma.xn--p1ai/cheboksary. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Енӗн финанс министрӗн ҫумне ҫирӗплетнӗ. Ку пукана Ольга Владимировна Метелева йышӑннӑ. Ольга Метелевӑна министерствӑри яваплӑ пукана шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин паян, раштавӑн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута паянах Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ. ЧР Финанс министерствинче самай ҫӳллӗ те самай сумлӑ вырӑн йышӑннӑ Ольга Владимировна Метелева пирки ҫак йӗркесен авторӗ асӑннӑ ведомство сайтӗнчи хыпар тупаймарӗ. Анчах тӗнче тетелӗнчи уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкерсен Метелина унччен те Финанс министерствинче ӗҫлени паллӑ пулчӗ. Унта Ольга Владимировна хысна политикин пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри тӳре-шара кӑҫалхи Ҫӗнӗ ҫула хаваслӑ лару-тӑрура кӗтсе илмӗ. Ҫулталӑкри чи асамлӑ уява ача-пӑча кӗтет кӑна мар, ӑна аслисем сӗтел хушшинче саркаланса палӑртаҫҫӗ. Тӗрлӗ предприяти-организацире, учрежденире ӗҫлекенсем Ҫӗнӗ ҫул умӗн корпоратив текен уява пухӑнаҫҫӗ. Пӗр-пӗр чаплӑ кафе-ресторантах хавасланаҫҫӗ вӗсем. Сӗтел ури авӑнмалла апат-ҫимӗҫ саккас панипех ҫырлахмаҫҫӗ, пӗри тепринчен шукӑль тумланса сӑрланма, ҫӳҫе хитрелетме ӑнтӑлать. Чӑваш Енӗн Правительствинче вара кӑҫал саркаланса ларас темен. Кун пирки Александр Белов журналист пӗлтерет. Ӗнер иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи сессине пухӑннӑ депутатсем те уявласа ларман — вӗсене корпоратив пулмассине систернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура Красноармейски районӗнчи ял тӑрӑхӗсен администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарана тӗрӗсленӗ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тупӑшӗсем тата банк счечӗсем пирки суя информаци тӑратнӑ-мӗн. Ку пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ чухне иртнӗ конкурсра тата 2017 ҫулшӑн тӑкаксемпе тупӑшсене кӑтартнӑ чухне пулнӑ. Еншик Чуллӑ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне коррупципе кӗрешекен саккуна пӑснӑшӑн явап тыттарӗҫ. Прокуратура пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫлӑха дисциплинарлӑ майпа явап тыттарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗнчен пуҫласа пурте ҫӳп-ҫап тиесе кайнӑшӑн уйӑхсерен ҫын пуҫне 74,44 тенкӗ тӳлени пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре ку хак ӳсессе пӗлтереҫҫӗ. Ку ыйтӑва правительство ҫуртӗнче сӳтсе явнӑ. 2019 ҫулта НДС ставки ӳснӗрен ҫӳп-ҫап ыйтӑвне те пӑхса тухнӑ. Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре пурӑнакансен уйӑхсерен 75,70 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Аса илтерер: ҫӳп-ҫап тӑкнӑшӑн ялта пурӑнакансем те халӗ укҫа кӑларса хураҫҫӗ. Михаил Игнатьев ял ҫыннисем валли хака тепӗр хутчен пӑхса тухмалли пирки пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫӳп-ҫапӑн чылай пайне ҫунтараҫҫӗ, ҫӗртеҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫӳп-ҫапшӑн килнӗ квитанцисене халӑхӑн 40 проценчӗ кӑна тӳленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Малгай Иван Григорьевич, чӑаш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| МОрлов Арсентий Петрович (1918-1941), чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |