Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Чӑваш Енӗн Информаци политикипе массӑллӑ коммуникаци министерстви компьютерсем туянать. Хӑйӗн валли ҫеҫ мар, Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем валли илесшӗн.

Компьютерсене туянма конкурс ирттереҫҫӗ. Ун вӑхӑтӗнче 690 единица техника илесшӗн. Кашни компьютершӑн вӑтамран 49 пин те 466 тенкӗ те 67 пус тӑрать. Компьютерсемшӗн пурӗ 34 миллион та 132 пин тенкӗ тӳлеме хатӗр. Техникӑпа пӗрлех вӗсен драйверсем, утилитӑсем пулмалла. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви тӳре-шара валли, паллах, ҫӗнӗ оборудовани илесшӗн. Ҫакна конкурс документацийӗнче кӑтартнӑ.

Республикӑн ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем валли компьютер сутас кӑмӑллисен заявкисене кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗ таран йышӑнаҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре полковника «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ строителӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ю.Н. Тульчева строительствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн тата нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн ҫапла хавхалантарма йышӑннӑ.

Шалти ӗҫсен службин полковникӗ Юрий Николаевич Тульчев — Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерствин капиталлӑ строительство йӗркелессипе ӗҫлекен уйрӑм пуҫлӑхӗ.

Полковника хисеплӗ ят парасси ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян хушу кӑларнӑ.

5-мӗш номерлӗ ӗҫлӗ хута паянах Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» (чӑв. саккунсем) ярӑмра вырнаҫтарнӑ.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, полковник пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче 50 ҫул тултарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Тольяттинчи ҫар училищинче вӗреннӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енре алимент парӑмӗ 1 миллиарда ҫывхарнӑ. Пӗлтӗр 350 миллион тенке шыраса илме май килнӗ-ха, ҫапах та парӑм виҫи ытла та пысӑк.

Алиментпа ҫыхӑннӑ парӑма паян иртнӗ республикӑн Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче хускатрӗҫ. Кун йӗркинчи ыйту алиментпа тӳрремӗн ҫыхӑнманччӗ-ха, сӑмахӗ Чӑваш Енре тӳлевсӗр юридици пулӑшӑвне кӳресси ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртесси пирки калаҫнӑ чух хускалчӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, тӳлевсӗр пулӑшӑва тивӗҫ категорисене сӳтсе явнӑ май ачисене пӗччен ӳстерекен ашшӗ-амӑшӗ пирки сӑмах пулчӗ.

Чӑваш Енӗн юстици министрӗ Наталья Тимофеева пӗлтӗр 350 миллион тенкӗ алимент шыраса илме май килнине каларӗ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев парӑмӑн пӗтӗмӗшле виҫипе кӑсӑкланчӗ те министр 1 миллиарда яхӑннине пӗлтерчӗ. Михаил Игнатьев яваплисен алимент шыраса илессипе ҫине тӑмаллине палӑртса хӑварчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://hypar.ru/cv/node/26940
 

Республикӑра

Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпром» ҫитес вӑхӑтрах пысӑк пахалӑхлӑ сӳнтернӗ акшар кӑларма тытӑнӗ. Кун пирки ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерствинче иртнӗ канашлура пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ предприяти пысӑк пахалӑхлӑ сӳнтернӗ акшар туса кӑларма кирлӗ оборудование кӳрсе килнӗ те ӗнтӗ. «Химпром» ертӳлӗхӗ ӑна сутлӑх валли ҫулсерен 40-шер пин тонна янтӑласшӑн. Ҫӗнӗ производствӑна предприяти 2 миллиона яхӑн доллар хывма палӑртса хунӑ. Сӳнтернӗ акшарӑн пирвайхи партийӗ сутлӑха ҫак ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринчех тухӗ.

Асӑнса хӑварар, сӳнтернӗ акшарпа ытларах чухне предприятисем строительство материалӗсем туса кӑларнӑ ҫӗрте усӑ кураҫҫӗ. «Химпромра» ӑна сӳнтермен паха акшартан хатӗрлӗҫ, ҫавӑнпа хапӑл туса туянакансем тӳрех тупӑнӗҫ.

 

Республикӑра

Предприяти-организацисенче, халӑха пулӑшу кӳрекен ытти учрежденире иртнӗ ҫул вӗҫӗнче ҫаврӑнӑша кӗнӗ 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫана йышӑнассипе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑха уҫӑмлатма ҫак кунсенче пирӗн республикӑра хӗрӳ лини ӗҫлет.

Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗнче шӑнкӑрава 58-25-95 номерпе йышӑнаҫҫӗ, Чӑваш Енӗн Гигиена тата эпидемиологи центрӗнче — 56-46-66, 56-29-01, 56-29-00 номерсемпе. Специалистсем патне хӗрӳ лини вӑхӑтӗнче ирхи 9-тан 12-ччен тата 13-рен 16-ччен кӑрлачӑн 25-мӗшӗ таран шӑнкӑравлама май пур. Хӗрӳ линие Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн районсемпе хуласенчи уйрӑмӗсенче те йӗркеленӗ.

Вак укҫа йышӑнман, киввине тиркенӗ тӗслӗхсемпе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑхсем пирки те ыйтса пӗлме юрать.

 

Республикӑра
Айӑплава пурнӑҫа кӗртекенсем
Айӑплава пурнӑҫа кӗртекенсем

Ку шухӑша Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑрлач уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн анлӑ ларӑвӗнче палӑртнӑ.

Айӑплава пурнӑҫа кӗртекен учрежденисенче хӑйне евӗр производствӑсем йӗркеленӗ: ҫӗлеҫҫӗ, тӗрлӗ продукци кӑлараҫҫӗ. Управлени пуҫлӑхӗ Алексей Робота пӗлтӗр учрежденисем 914 миллиона яхӑн тенкӗлӗх продукци туса кӑларнине пӗлтернӗ.

«Потребитель рынокӗнчи йывӑрлӑха пӑхмасӑрах производство хӑватне ӳстерни, ҫӗнӗ йышши продукци туса илме пуҫлани сисӗнет. Эсир паха продукци кӑларатӑр, ӑна тухӑҫлӑ вырнаҫтаратӑр», — ырланӑ Элтепер.

Михаил Игнатьев айӑпланнӑ ҫынсем ирӗке тухсан «ӗҫе вырнаҫса халӑхшӑн усӑллӑ ӗҫсем тума вӗренччӗр тенӗ, вӗсен шухӑш-кӑмӑлне тӗпрен ырӑ енне улӑштарассишӗн ҫине тӑрса пурин те тӑрӑшмаллине палӑртнӑ, пурнӑҫӑн ырӑ енӗсене курма вӗрентмеллине каланӑ». Ҫапла хыпарлать ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Элтепер Администрацийӗн пресс-служби.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗнче пурӑнакан Владимировсем сурӑх ҫӑмӗнчен ӑсталакан япаласене хамӑр ҫӗршыври тӗрлӗ регионта ҫеҫ мар, чикӗ леш енчен те хаваспах туянаҫҫӗ.

Пӗчӗк чухнех ал ӗҫне хӑнӑхнӑ Оксанӑран пуҫланнӑ ҫак чун киленӗҫӗ кӑштахран услама ҫаврӑннӑ. Тӗрлесе илемлетнӗ ҫӑматӑна кил хуҫи хӗрарӑмӗ тӗнче тетелӗнчи хӑйӗн страницинче вырнаҫтарнӑ та Мускаври пӗр арҫын саккас пама шут тытнине пӗлтернӗ. Ҫапла пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ытти хатӗре те ҫӑмран йӑвалама хӑнӑхса кайнӑ. Паян ку ӗҫе мӑшӑрӗ Владимир та, 15-ри Иван ывӑлӗ те хутшӑнать. Аслисене кура 7-ри Александр та усӑ кӳме тапаҫланать.

Владимировсен ҫӑмран ӑсталанӑ ҫӑматтине, тапочкине, калпакне, пальтоне, йытӑ-кушак валли тунӑ пӗчӗк пӳрте ыйтакансем Германире, Италинче, Францинче, Казахстанра, Туркменистанра ыйтакан тупӑннӑ. Францинче вырӑс чӗлхи вӗрентекен хӗрарӑм ҫӑматӑна сувенир вырӑнне туяннине пӗлтернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chgtrk.ru/news/18128
 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ «элита» салонсен хуҫисемпе чӗрре кӗнине «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫак кунсенче пӗлтернӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкарӑн Ленин районӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти прокурорсем маларах пакунлисем эротика массажӗ тӑвакан салонсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарман йышӑнусене пӑрахӑҫланӑ.

Вӑрттӑн-хӗрттӗн вырӑнсене килентерес ӗҫе пуҫарнисенчен хӑшӗ те пулин суд тенкелӗ ҫине ларасси пирки Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Игорь Моляков ҫапах та иккӗленет-мӗн.

Эротика массажӗ тӑвакан салона упӑшки иленни пирки депутат патне йышӑнӑва пынӑ хӗрарӑм пӑшӑрханса пӗлтернӗ иккен. Депутат шухӑшланӑ тӑрӑх, эротика массажӗ тунипех ҫырлахмаҫҫӗ вӗсенче ӗҫлекен чипер хӗрарӑмсем, укҫа тӳлесен ытти енпе те килентерме пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Чӑваш Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухрӗ. Унта депутатсемсӗр пуҫне ял-хула пуҫлӑхӗсем, ӗҫ тӑвакан ытти влаҫ органӗсен ертӳҫисем, общество хастарӗсем хутшӑннӑ.

Транспорт тӑрӑмӗ пирки калаҫнӑ чух республика ертӳҫи Михаил Игнатьев кӑҫал ҫӗнӗрен 5 километр ҫул сарассине хыпарланӑ.

«Чувашавтотранс» (чӑв. Чӑвашавтотранс) тата «Чебоксарское троллейбусное управление» (чӑв. Шупашкарти троллейбус управленийӗ) предприятисенчи «кӑткӑс лару-тӑру» пирки каланӑ чух «лайӑх вариант тупма» тата «йӗрке тума» сӗнсе хӑварнӑ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫат онлайн-трансляци пирки пӗлтернинче: «Турра шӗкӗр, халӗ йӑлтах ӑнланмалла», — тесе ҫырнӑ май асӑннӑ кӑларӑм журналисчӗсем Ҫырура татӑклӑ сӗнӳ пулманнине палӑртма ӑнтӑлни сисӗнет.

Транспорт инфраструктури пирки сӑмаха малалла тӑснӑ май Элтепер Шупашкарти аэропорт ӗҫне вӑйлатма кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта автостоянка тума сӗннӗ имӗш.

 

Республикӑра
Замир Шкахов. «Про Город» архивӗнчи сӑн.
Замир Шкахов. «Про Город» архивӗнчи сӑн.

Шупашкарти аэропорт иртнӗ ҫул вӗҫӗнче амбулифт туяннӑччӗ. Ӑна илме суд пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ сусӑрсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртӑвне килнӗ спортсмен Замир Шкахов самолетран кӑлтӑксӑр анайманнине пула йышӑну кӑларнӑ. Ун чухне хайхи спортсмен самолетран кӳмепе анма тӑнӑ та ятарлӑ хатӗр ҫуккине асӑрханӑ. Ӑна грузчиксем анма пулӑшассине пӗлтернӗ. Сусӑр спортсмен кунпа килӗшмен, ҫакӑ ӑна хӑйне багажпа танлаштарнӑ пек туйӑннӑ. Самолет трапӗ тӑрӑх вӑл алли ҫине таянса аннӑ.

Шупашкарти аэропорт амбулифт туяннине пӗлнӗ Замир Шкахов халӗ хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. «Ун чухнехи пӑтӑрмах халӑха ҫивӗч ыйту пуррине пӗлме май пачӗ. Малашне сусӑр ҫынсем Шупашкара ҫӑмӑллӑнах вӗҫсе килсе каялла вӗҫме пултарӗҫ. Чӑваш Енре сусӑр спортсменсен ӑмӑртӑвӗсем ҫулленех иртнине шута илсен — пушшех те. Шантарнине пурнӑҫланӑшӑн Шупашкарти аэропорт ертӳҫисене тав тӑватӑп», — тенӗ Замир «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») журналистне.

Асӑнса хӑварар, Шупашкарти аэропортра амбулифтпа усӑ куракан пулнӑ та ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/47229
 

Страницӑсем: 1 ... 355, 356, 357, 358, 359, 360, 361, 362, 363, 364, [365], 366, 367, 368, 369, 370, 371, 372, 373, 374, 375, ...582
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере сирӗн профессипе ҫыхӑннӑ шухӑшсене тивӗҫлипе хаклӗҫ. Тен, яланхи пурнӑҫ йӗрки пӑсӑлӗ. Тепӗр тесен, кирек мӗнле улшӑну та усса кайӗ. Сирӗн ас-тӑна ӗҫлеттерме тивӗ. Анчах ыттисен куҫк умӗнче хӑвӑр епле курӑнасси пирки ан манӑр. Шӑматкун плансене юлашки самантра улӑштарма тивӗ - хатӗр пулӑр.

Ҫу, 29

1924
100
Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри ҫуралнӑ.
1934
90
Дьяконов Николай Васильевич, космос аппарачӗсене ӗҫлеттерсе пӑхаканӗ, подполковник ҫуралнӑ.
1955
69
Абянова Руфия Минетулловна, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ.
1988
36
Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
2010
14
Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ