Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнче пӗчӗк ачасем килте пӗчченех ларнине асӑрханӑ. Кун пирки пӑшӑрханса ӳкнӗ кӳршӗсем васкавлӑ медпулӑшӑва тата полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Тӑватӑ ача килте темиҫе кун аслисемсӗр пулнӑ. Чи кӗҫӗнни – 8 уйӑхра, ыттисем 3-ре, 6-ра тата 7 ҫулта. Пӗчӗкскерсене пульницӑна ӑсатнӑ. Вӗсем ОРВИпе чирленӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасен ашшӗ шапаша кайнӑ, амӑшӗ вара эрехпе айкашнӑ. Полици тӗрӗслевӗ ирттернӗ хыҫҫӑн ачасен шӑпине татса парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн пушара хирӗҫ кӗрешекен тытӑмӗ ҫӗнӗ транспортпа пуянланнӑ. Унта тӗрлӗ ҫулпа ҫӳреме пултаракан 17 автомобиль автоцистерна тата картлашкаллӑ пӗр пушар цистерни килсе ҫитнӗ. Вӗсене туянма 77 миллион та 200 пин тенкӗ тухса кайнӑ. Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ транспорта маларах асӑннӑ учрежденин мӗнпур пушар пайне ӑсатӗҫ. Автопарк ҫӗнӗ машинӑсемпе пуянланни инкек вырӑнне хӑвӑртрах ҫитме май парасса шанаҫҫӗ. Машинӑсене Йӑлӑмри, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи, Элӗкри, Патӑрьелти, Комсомольскинчи, Красноармейскинчи, Хӗрлӗ Чутайри, Муркашри, Пӑрачкаври, Шӑмӑршӑри, Елчӗкри, Тӑвайри уйрӑмсене парӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитетӗнче пӗлтереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри почтальонсем коммуналлӑ пулӑшу тата ытти тӳлев укҫине ҫынсенчен киле пырсах йышӑнаҫҫӗ. Мобильлӗ тӳлевпе касса терминалӗсене хальлӗхе 200 почтальона валеҫсе панӑ. Мобильлӗ терминал урлӑ тӳлени почта уйрӑмне ҫӳренинчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть. Укҫана почтальон вырӑнтах илет, ҫавна ӗнентерекен касса чекне алла тыттарать. Терминалсем пулӑшнипе коммуналлӑ пулӑшушӑн (ҫутӑшӑн, газшӑн т.ыт.те) ҫеҫ мар, «Ростелекомпа» та, налукпа та, ҫул-йӗр инспекторӗсене тӳлемелли штрафсемпе те татӑлма пулать. Квитанци йышӑннишӗн хушма тӳлев виҫи 5 тенкӗпе танлашать. Почтӑн хӑйӗн банк та пур, ҫыхӑну уйрӑмӗсенче тӗрлӗ тавар та сутаҫҫӗ, посылкӑсемпе тӗрлӗ бандероль те йышӑнаҫҫӗ, хаҫат-журнал та валеҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Ахазов урамӗнчи 13-мӗш ҫурт тата Эльгер урамӗнчи 13-мӗш ҫурт картишӗнче нумай хутлӑ ҫурт хӑпартасшӑн, ҫынсем вара ҫакна хирӗҫ. Ҫав вырӑнти нумай ҫул ӳснӗ йывӑҫсене те касма палӑртнӑ-мӗн. Халӑх вара йывӑҫсене упраса хӑварасшӑн. Вӗсем РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирттерекен «тӳрӗ линие» видео ярса парасшӑн. Видеона ӳкернӗ ӗнтӗ. Ӑна YouTube сайтне ӗнер кӑларнӑ. «Хисеплӗ Владимир Владимирович! Эпир, Шупашкарта пурӑнакансем, сиртен 40 ҫул ӳсекен хурӑнсен рашчине упраса хӑвармашкӑн пулӑшу ыйтатпӑр. Вӗсене касасшӑн. «Ахазовский» парк вырӑнӗнче нумай хутлӑ ҫурт тӑвассине эпир хирӗҫ», - тенӗ видеора. Ҫак ыйтупа ирттернӗ пухура 100 ытла ҫын стройкӑна хирӗҫ алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Транспортӑн пӗрлехи карттине Перекет банкӗнче онлайн майпа укҫа хума пӑрахтарни пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫак кунсенче сервис каллех ӗҫлеме тытӑннӑ. Малашне карточка ҫине электронлӑ енчӗк урлӑ та, Перекет банкӗнче онлайн майпа та укҫа хума май пулӗ. Аса илтерер: кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче сервиса тест режимӗнче ӗҫлеттерме тытӑннӑ, анчах укҫа пур чухне те карточка ҫине куҫман. Халӗ ҫитменлӗхсене пӗтернине ӗнентереҫҫӗ, халӗ ку мелпе карточка хуҫисен 98,5 проценчӗ усӑ курать-мӗн. Ҫапах укҫа тӳрех куҫмасан та пултарать, ҫак ӗҫ 48 сехет те пурнӑҫланать-мӗн. Харпӑр кабинетра укҫа куҫни карточкӑпа транспортра тӳлемесӗр те курӑнмасть-мӗн. Онлайн майпа укҫа хунӑ чухне пӑтӑрмах сиксе тухрӗ тӗк 36-33-30 номерпе шӑнкӑравламалла е transkarta@bk.ru почта ҫине ҫыру ямалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 14 сехетре НТВ телеканалпа «Пирӗн патра выляса илеҫҫӗ» кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта 288-мӗш «Ҫурт-йӗр лотерейине» выляттарнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ ҫынна лотерейӑра питех те ӑннӑ. Тӑваттӑмӗш турта пирӗн республикӑра туяннӑ икӗ билет вылянӑ. Телеертӳҫӗсем вӗсем тинӗс хӗрринче хваттер выляса илнине пӗлтернӗ. Сӑмах май, хальхинче лотерейӑра 10 хваттер тата суперпарне выляттарнӑ. Аса илтерер: кӑҫал нарӑс уй ӑхӗнче те Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын лотерейӑра 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсене 45 хатӗрленӗ. Кун пирки вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура каланӑ. Шыва кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе пирӗн республикӑра Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Муркашра, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Елчӗкре тивӗҫлӗ хатӗрленӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр шыва путнисенчен 75 проценчӗ ӳсӗр пулнӑ. Пӗлтӗр хӑшӗсем Атӑл урлӑ ишсе каҫма хӑтланса чутах шар курман. Юрать, ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра асӑрхаса вӗсене пулӑшнӑ. Хӗрӗнкӗ пуҫпа шыва кӗме тӑхтамалла. Пӗчӗк ачасемпе те питех сыхӑ тӑмалла, вӗсене куҫран вӗҫертме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти икӗ стадиона пӑхса ҫаврӑннӑ. Вӑл объектсене 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен пӗтӗм тӗнчери чемпионата хатӗрленмелли тренировка базисен малтанхи списокне кӗртнӗ. Элтеперпе пӗрле стадионсене республикӑн физкультурӑпа спорт министрӗ Сергей Шелтуков ҫӳренӗ. Министрпа республика ертӳҫи А.В. Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн «Олимпийский» (чӑв. Олимп) тата Шупашкар хула администрацийӗн «Спартак» стадионӗсенче пулнӑ. Паянхи куна стадионсене юсаса пӗтернӗ. Халӗ вӗсем тавралли территорие хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Аса илтерер, чемпионат пирӗн ҫӗршывра ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланса утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта тӗнчери 32 команда хутшӑнӗ. Вӗсен ӑмӑртӑвӗсем Раҫҫейри 11 хулара иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫынсене сӑвӑс тапӑнать. Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан, унран шар курнӑ тӗслӗх икӗ хута яхӑн нумайланнӑ. Пӗлтӗр 176 ҫын сӑвӑс тӑрӑннипе пульницӑна пулӑшу ыйтма килнӗ. Кӑҫал вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ 293 ҫынна кирлӗ пулнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 24-30-мӗшӗсенче сӑвӑсран шар курнӑ 83 ҫын пульницӑна пынӑ. Вӗсенчен 20-шӗ – ачасем. Шупашкарта 54 ҫынна сӑвӑс тапӑннӑ. Кӑҫалхи сезонра пӗтӗмпе 143 ҫынна сӑвӑс тӑрӑннӑ. Пӗлтӗр вара ку кӑтарту икӗ хут пӗчӗкрех пулнӑ: 88 ҫын. Чӑваш Енри гигиена тата эпидемиологи центрӗн лабораторийӗнче 140 сӑвӑса тӗпченӗ, 90-шӗ ҫын ӳтӗнчен кӑларни пулнӑ. Юрать-ха, пӗр сӑвӑс та энцефалит вирусӗллӗ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Игорь Поручиков Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче ҫуралнӑ Игорь Поручиков журналиста ӗнер юлашки ҫула ӑсатнӑ. «Пӗр класрисем» халӑх тетелӗнчи унӑн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игоре юлашки ҫула Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 14-мӗш ҫуртри 114-мӗш хваттертен ӑсатнӑ. Игорь Поручиков юлашки вӑхӑтра профсоюз организацийӗсенчен тытӑмӗнче пресс-службӑра ӗҫленӗччӗ. Унччен вӑл республикӑри тӗрлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тӑрӑшнӑ. Профсоюз тытӑмне куҫиччен Игорь Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫленӗччӗ. Игорь унта реклама менеджерӗ пулса тимленӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Игорь 51 ҫул тултарнӑ. Ӑна М-7 автоҫул ҫинче ҫурҫӗр ҫитеспе машина ҫапса кайнӑ. Ӗҫтешӗмӗр ҫемьеллӗ пулнӑ, хӗрпе ывӑл ӳстернӗ. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи вилнӗ. | ||
| Федоров Николай Васильевич, Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Егоров Иван Павлович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарта В.И. Чапаев музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта хӑвӑрт утакансен XXIII тӗнче кубокӗ уҫӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |