Республикӑра
![]() Александр Андреев депутат Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев Фейсбукра Улатӑрта нумай ачаллӑ ҫемьесене кӳрентернӗ фактпа паллаштарнӑ. Улатӑр хула администрацийӗ виҫӗ ачаллисене нумай ачаллисен йышне кӗртмен, ҫавна май вӗсене шкулта апатланма 50 процентлӑ ҫӑмӑллӑх паман иккен. Йӳнӗпе апатлантармалли йӗрке пулнӑ-ха унта, анчах татӑ е унран ытларах ачаллисене ҫеҫ шута илнӗ. Депутат виҫӗ ачаллисене хӳтӗлеме ыйтса прокуратурӑна ҫыру ҫырнӑ. Унта вӑл вырӑнтисен йышӑнӑвӗ республика тата федераци саккунӗсемпе килӗшсе тӑнипе тӑманнине тӗрӗслеме ыйтнӑ. Чӑваш Енӗн прокурорӗн ҫумӗ Александр Григорьев хуравланинче Улатӑр хула администрацийӗ саккуна пӑснине палӑртни сисӗнет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 68 ҫулти хӗрарӑма ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Хайхискерсем унран ыйтмасӑрах кредит хӑйсем валли илнӗ. Ултавҫӑсем ватӑ хӗрарӑмӑн паспорт даннӑйӗсене епле пӗлнӗ тетӗр-и? Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче вӗсем ун патне шӑнкӑравланӑ та общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн парне паратпӑр тесе суйнӑ, паспорт номерне, карточка реквизичӗсене ыйтнӑ. Ватӑ хӗрарӑм ыркӑмӑллӑх ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ. Кун хыҫҫӑн ултавҫӑсем ватӑскерӗн ячӗпе кредит илнӗ, 32 пин тенкӗ йӑкӑртнӑ. Халӗ ку тӗлӗшпе оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ. Асӑрханӑр: юлашки вӑхӑтра ҫакнашкал ултав анлӑ сарӑлма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Зинаида Захаровна Егорова ҫухалнӑ. 76 ҫулти кинемей хӑнана кайма тухнӑ, унтанпа ӑна никам та курман. Хӗрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл килтен нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Вӑл ялта пурӑнакан аппӑшӗ патне хӑнана каясси пирки пӗлтернӗ. Анчах кинемей яла ҫитмен. Тен, ӑна кам та пулин вокзалта курнӑ. Ватӑ хӗрарӑм хӑш чухне ӑс-тӑн енчен арпашӑнма пултарать. Тӑванӗсем пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Килтен тухса кайнӑ чухне Зинаида Захаровна хӗрлӗ калпак, хӗрлӗ кӑвак куртка, симӗс кроссовка, хура юбка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑнар ялӗ ҫывӑхӗнчи свалка ҫунма тытӑннӑ. Паянхи кун та ӑна сӳнтермен-ха. Унта пурӑнакан ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, таврара лайӑх мар шӑршӑ тӑрать. Свалка 100 тӑваткал метр ҫуннӑ, ҫавӑнпа ӑна сӳнтерме йывӑр. «Свалка ҫунма тытӑннӑ кун хӗвеллӗччӗ. Тен, вӑл хӗвел пайӑрки лекнӗрен ҫунма тытӑннӑ. Унта халӗ бульдозер ӗҫлет, вӑл ҫунакан вырӑнсене тӑпрапа хуплать. Ҫулӑма пичкепе кӳрсе килнӗ шывпа та сӳнтереҫҫӗ», - тенӗ управляющи компанийӗн директорӗ Владислав Яковлев. Ку лару-тӑрӑва ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви тӗрӗслесех тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӑвай районӗнче хӗрарӑм сӗт савутне ярса илме хӑтланнӑ. Кайран хайхискер унти ҫимӗҫсене вӑрланӑ. Ҫак хӗрарӑм савут ҫуртне сӗт юр-варӗ туса кӑларакан организацие тара панӑ. Вӗсем ҫулталӑкне 200 пин тенкӗ тӳлесси пирки калаҫса татӑлнӑ. 2017 ҫулхи нарӑс пуҫламӑшӗнче хайхискер хака тӑрук хӑпартнӑ: уйӑхне 5 миллион тенкӗ ыйтнӑ. Тара илекен организацие ку, паллах, килӗшмен. Кун хыҫҫӑн хӗрарӑм ҫурта пушатма ыйтнӑ, хурал тӑратнӑ та савута никама та кӗртмен. Унтан вӑл 20 арҫынна пухнӑ. Вӗсем 5 машинӑпа тата пӗр грузовикпе савута пырса кӗнӗ, чӑкӑтпа ҫу вӑрланӑ. Пӗтӗмпе – 3 миллион ытла тенкӗлӗх. Хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн ӑна тӗрмене 10 ҫуллӑха ӑсатма, 1 миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултарҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Вӗренӳ министерствин сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк Чӑваш Енри ултӑ шырав отрядне укҫа парса пулӑшӗҫ. Ку хушӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Халӗ ун пирки республикӑн Вӗренӳ министерстви те хыпарлать. Шырав отрячӗсенчен виҫҫӗшне 100-шер пин тенкӗ уйӑрма йышӑннӑ, тепӗр виҫҫӗшне — 75-шер. Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти вӑтам шкула — «Пропавших без вести возвращаем имена» (чӑв. Хыпарсӑр ҫухалнисен ячӗсене тавӑратпӑр), Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри шкула «Здесь шли бои…» (чӑв. Кунта ҫапӑҫусем иртнӗ...), Ҫӗнӗ Шупашкарти химипе механика техникумне «Помнить – значит делать» (чӑв. Асра тытни — туни) проектсем валли 100-шер пин тенкӗ тивӗҫӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн «Память» (чӑв. Астӑвӑм) шырав отрядне, «Студенческий Совет» (чӑв. Студентсен канашӗ) организацине, «Алые маки» (чӑв. Хӗрлӗ мӑкӑнь) шырав пӗрлешӗвне 75-шер пин тенкӗ лекӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Visualrian.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ пулчӗ те ҫавна май Раҫҫейӗн Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗнче пенси илекен театр ӑстисен йышне шутласа кӑларнӑ. «Театр тата театрпа курав организацийӗсен сцени ҫинче ӗҫлекенсене ватлӑхпа тӳлекен пенсие иртерех кӑлараҫҫӗ», — пӗлменнисене хыпарлать РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмен пресс-служби. Пирӗн республикӑра ун пек категорие кӗрекенсем 164 ҫын иккен. Вӗсем пурте тенӗ пекех, 159-шӗ, Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ. Театрсенче ӗҫлекен артистсене вӗсен ӗҫне тата стажне кура 15-30 ҫултан пенси тӳлеме пуҫлаҫҫӗ. Солист пулса балет артистӗнче 15 ҫултан кая мар тӑрӑшсан пенси тӳлеме пуҫлаҫҫӗ. Чӑваш Енре ун пеккисем — вунӑ ҫын. Вӗсенчен чи ҫамрӑкки — 37 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 2016 ҫулхи кӗркунне Комсомольски районӗнче пурӑнакан 50 ҫулти арҫыннӑн телефонӗ ҫине палламан номертен СМС-ҫыру килнӗ. Вӑл ӑна уҫса вуланӑ, кӗҫех картти ҫинчен 8 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫырура сиенлӗ компьютер программи пулнӑ-мӗн. Арҫын укҫа ҫухални пирки полицие пӗлтернӗ. Уголовлӑ шырав управленийӗн ӗҫченӗсем ҫав ҫырӑва кам янине тупса палӑртнӑ. Вӑл – Сахалин облаҫӗнче пурӑнакан 27 ҫулти арҫын. Ӑна хӑйсен регионӗнче те сиенлӗ программӑсем сарнӑшӑн явап тыттарнӑ. Ҫак арҫынна следстви изоляторне хупнӑ. Вӑл миҫе ҫыннӑн укҫине вӑрланине полицейскисем тӗпчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри Гидрометцентр ака уйӑхӗнче тӑрук ӑшӑтса ярсан ейӳ вӑйлӑ сарӑласси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Унти специалист Марина Китарьева каланӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республикӑри юханшывсенче пӑр кайӗ. Ака уйӑхӗнче ӑшӑтасси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ака пуҫламӑшӗнче сывлӑш температури 4-9 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫавна май хӑш-пӗр ҫурта шыв илме пултарать. Ейӳ хӑвӑрт сарӑлсан Шупашкарти ГЭСра шыв шайӗ хӑпарать, вӑл 57,2 метра ҫитсен Кокшайскри хӑш-пӗр ҫурт шыв айне каять. 2012 ҫулта темиҫе пӳрте шыв илнӗ. Ҫӑлавҫӑсем ейӳ сарӑличчен ишмелли хатӗрсем, беспилотниксем, ытти техника хатӗрлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне гидротехника сооруженийӗсене тата вырӑнти влаҫ ейӗве хатӗррипе хатӗр маррине тӗрӗслеҫҫӗ. Аса илтерер: 16 районти 55 ялта ейӳ сарӑлма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑк ҫын суд сакки ҫине ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 21 ҫулти каччӑна 5 ҫулти хӗрачана мӑшкӑлланӑшӑн явап тыттарнӑ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак ҫын ӳсӗр пулнӑ, ентешӗ патӗнче хӑналаннӑ. Хайхискер кил хуҫи пӳртрен тухнипе усӑ курнӑ: 5 ҫулти хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ. Ҫак хӗрача кӳршӗре пурӑнать, шӑп та лӑп ун чухне вӑл хӑнана каҫнӑ. Каччӑ пӗчӗкскере пусмӑрланине кил хуҫи хӗрарӑмӗ асӑрханӑ. Вӑл кун пирки йӗрке хуралне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Нумаях пулмасть суд пулнӑ. Каччӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 13 ҫул ҫурӑллӑха ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Шпилевский Сергей Михайлович, Атӑл тӑрӑхӗнчи археологине, авалхи историне тӗпченӗ вырӑс историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Адрианов Николай Константинович, пӗрремӗш чӑваш тухтӑрӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Фандеев Георгий Егорович, чӑваш кӗвӗҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мокеев Матвей Васильевич, патшалӑх тата общество ӗҫӗн паллӑ ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
| Цаплина Раиса Ионовна, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Ҫӗнӗ Пӑвара историпе тӑван ен тата этнографии музейне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |