Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Кирилл Степанов мӗн ҫуралнӑранпах курмасть. Унӑн – мрамор чирӗ. Ӑна шӑмӑ сӑссине куҫарса лартнӑ, химиотерапи тунӑ.

Нумаях пулмасть унӑн пысӑк ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ. Ҫичӗ ҫулти арҫын ача тахҫанах пуйӑс машинисчӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Ҫак кунсенче вӑл нимеҫӗсем пулӑшнипе пуйӑса ларса пускӑчсене пуснӑ, транспорта ҫӳреттернӗ. Паллах, Кирилпа юнашар машинист Александр Бологов пулнӑ.

Палӑртмалла: нумаях пулмасть Раҫҫейре йывӑр чирлӗ ачасен тата ватӑсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлама пулӑшакан проект хута кайнӑ. Вӑл «Манпа пӗрле ӗмӗтлен» ятлӑ. Пӗрремӗш ӗмӗт Шупашкарта пурнӑҫланнӑ. Телейлисен йышне шӑпах Кирилл кӗнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53276
 

Республикӑра

Шӑмӑршӑ районӗнчи хӗрарӑма 2008 ҫултах амӑшӗн прависӗр хӑварнӑ. Унӑн икӗ хӗрӗ ашшӗпе пурӑнаҫҫӗ. 33-ри амӑшӗ вӗсемшӗн алимент тӳлемен. Парӑм 1,3 милион тенке ҫитнӗ.

Суд ӑна алимент тӳлемелле тунӑ. Анчах хӗрарӑм пӗр пус та паман, ӗҫе вырнаҫма та шутламан. Алиментҫӑ ниҫта та ӗҫлемест, ӗҫлев центрӗнче шутра тӑмасть пулсан вӑл алимента Раҫҫейри вӑтам ӗҫ укҫи чухлӗ тӳлет. Ҫак хӗрарӑмӑн 10 ҫулта 1 миллион та 290 пин тенкӗ парӑм пухӑннӑ.

Амӑшӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 4 уйӑх тӳрленмелли ӗҫре тӑрӑшмалла. Шалӑвӗн 5 процентне патшалӑх валли тытса юлӗҫ.

 

Республикӑра

Ача пахчисенче хушма вырӑнсем тӑвасшӑн. Ҫавна май укҫа-тенке резерв фондӗнчен уйӑрма палӑртнӑ. Распоряжение ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ, документа ЧР влаҫ органӗсен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.

Кӑҫал резерв фондӗнчи укҫан тепӗр пайне ЧР Вӗренӳ министерствине уйӑрса пама йышӑннӑ. Пӗтӗмпе – 20 миллион та 524 пин тенкӗ. Ку нухратпа вӗренӳ организацийӗсенче 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫулти ачасем валли вырӑнсем тӑвӗҫ.

Палӑртмалла: ку тӗллевпе резерв фондӗнчен унччен 69 миллион та 753 пин тенкӗ уйӑрнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53252
 

Республикӑра

Муркаш районӗнчи Эхветкассине НТВ-канал «Сегодня» программа валли сюжет ӳкерме килнӗ. Кун пирки Юрий Пичугин ятлӑ ҫын юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Фейсбукра пӗлтернӗ.

Мӗн ӳкерни пирки постра ҫапла палӑртнӑ: «Тӗллевӗ — Игнатьева ӳкересси».

Анчах ку хыпар ытла та иккӗленӳллӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫак кунсенче Муркаша кайнине е НТВ-канал Правительство ҫуртӗнче пулнине ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче кӑтартман.

Эпир тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Китай ҫыннисем Эхветкасси ялӗнче сӗт тирпейлекен савут тӑвассине вырӑнтисем хирӗҫҫине ӳкерме килме пултарнӑ.

Шикли шикленнӗ, кӗрӗк пӗркеннӗ евӗр халӑх шӑв-шав ҫӗкленӗ, ҫынсем савут экологие витӗм кӳресрен хӑраҫҫӗ имӗш.

 

Республикӑра

Ӗнер, юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Михаил Игнатьев Элтеперпе Василий Пословский прокурор тӗл пулнӑ. Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнчи ӗҫлӗ курнӑҫура енсем килӗштерсе тухӑҫлӑ ӗҫлес ыйтӑва хускатнӑ. ЧР Элтеперӗн Админстрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, прокуратура ӗҫченӗсем ҫынсен конституцилле правине тата ирӗклӗхне хӳтӗлессипе, регионта саккунлӑха ҫирӗплетессипе ҫине тӑнӑшӑн Михаил Игнатьев Василий Пословские тав тунӑ.

Пресс-релизра ҫырнӑ тӑрӑх, республика территорийӗнче право йӗркелӗхне тытса тӑрассипе ҫыхӑннӑ ытти ыйтӑва та сӳтсе явнӑ. Михаил Игнатьев Элтеперпе Василий Павловский прокурор правӑна сыхлакан тата ӗҫ тӑвакан органсен республика территорийӗнчи пӗрлехи ӗҫӗсене те палӑртнӑ.

 

Республикӑра

Ача пахчишӗн тӳлев нумайран та 31 процент ӳсӗ. Проект постановленине паян ЧР Министрсен Кабинечӗ ирттернӗ ларура ырланӑ.

Ача ушкӑна 3-5 сехет ҫӳрет тӗк ашшӗ-амӑшӗн кунне 71 тенкӗ (унччен 54 тенкӗ пулнӑ) тӳлемелле. 8-10 сехетшӗн тӳлев 93 тенкӗрен 123-е ҫитӗ. Шӑпӑрлан ача пахчинче кунӗпех пулӗ тӗк 150 тенкӗ кӑларса хумалла. Ку, унчченхипе танлаштарсан, 35 тенкӗ нумайрах. Ача талӑкӗпех юлсан 158 тенкӗ тӳлемелле (унччен 120 тенкӗ пулнӑ).

Ашшӗ-амӑшӗ тӳленӗ укҫан пысӑк пайӗ ачасене ҫитернӗ ҫӗре тӑкакланать. Унчченхи тӳлев шӑпӑрлансене ҫителӗклӗ ҫитерме май паман, ҫавӑнпа ӑна хӑпартма йышӑннӑ.

 

Республикӑра

Елчӗк районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм Единство»коммерциллӗ мар организацирен кредит илмен. Анчах унта ӗҫлекенсем ӑна парӑма парса татма ыйтнӑ. Хӗрарӑм кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче унтан 30 пин тенкӗ займ илнӗ-мӗн.

Ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Ҫапла майпа кооператив ӗҫченӗ ҫав хӗрарӑмӑн персоналлӑ даннӑйӗсемпе усӑ курнине, ун евӗр алӑ пуснине, ун ячӗпе займ пама документсем хатӗрленине палӑртнӑ. Ҫав укҫапа вӑл хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ.

Кооператив ӗҫченӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Ҫул-йӗрпе патруль инспекторӗсем хӑйсем мӗнле ӗҫленине халӑх тетелӗсенчи страницисенче те ҫутатса тӑраҫҫӗ. Патшалӑх автоинспекцийӗ Инстаграмри страницинче инспекторсем ырӑ ӗҫ туни пирки ҫырнӑ. Вӗсем ҫухалнӑ кинемее киле ҫитме пулӑшнӑ.

Ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем Куславкка районӗнче машинӑпа пынӑ. Хайхискерсем ҫул хӗрринче кинемей алӑпа сулкалашнине курнӑ та чарӑннӑ. Ватӑскер ҫухалса кайнӑ-мӗн. Вӑл пакунлисене ывӑлӗ патне леҫсе яма ыйтнӑ.

«Кинемей ӑҫта пурӑннине палӑртрӑмӑр, ӑна киле ҫитертӗмӗр. Вӑл пире тав турӗ. Хамӑрӑн та чунра ӑшӑ туйӑм хуҫаланчӗ», - ҫырнӑ ҪҪХПИн халӑх тетелӗнчи страницинче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/auto/53221
 

Республикӑра

Паян Шупашкарти Пирогов урамӗнчи 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ психиатри пульницинчен обществӑшӑн хӑрушӑ пациент тухса тарнӑ. Ку 11 сехет тӗлнелле пулнӑ.

Атмалкин Александр Алекссевич унта суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн сипленнӗ. Вӑл 1991 ҫулта ҫуралнӑ, Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫ поселокӗнче пурӑнать. Атмалкин А.А. 2010 ҫулта ҫаратнӑшӑн, вӑрланӑшӑн тата машина хӑваласа тарнӑшӑн судпа айӑпланнӑ.

Тухса тарнӑ арҫын 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫӳҫӗ хӗрлӗ сарӑ, кӗске. Хӑй ӗҫ тумне тӑхӑннӑ пулнӑ.

 

Республикӑра

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Республика кунӗ Шупашкарта тата пӗр районта иртет. Ҫитес ҫул уява ӑҫта ирттерӗҫ-ха?

2019 ҫулта Республика кунӗнчи уявсем Шупашкарта тата Улатӑр районӗнче ирттерӗҫ. Ҫавна май муниципалитета грант уйӑрса парӗҫ. Ку укҫа-тенкӗпе районта хӑтлӑх, илем кӗртӗҫ.

Аса илтерер: кӑҫал Республика кунне Шупашкарта тата Красноармейски районӗнче ирттернӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 380, 381, 382, 383, 384, 385, 386, 387, 388, 389, [390], 391, 392, 393, 394, 395, 396, 397, 398, 399, 400, ...651
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -14 - -16 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пурнӑҫри ыйтусене ытти чухнехинчен урӑхларах татса парсан ӑнӑҫу кӗтӗ. Ӗҫри кӑткӑс лару-тӑруран хӑтӑлма пултаратӑр. Сирӗн чӑтӑмлӑ пулмалла, унсӑрӑн хирӗҫӳ тухӗ. Тахҫан ҫухалнӑ хутшӑну ҫӗнелме пултарӗ.

Раштав, 25

1911
114
Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1972
53
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ.
1980
45
Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та