Хулара
![]() digitalocean.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан 52 ҫулти хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ирхине банк карточки ҫинчи 50 пин ытла тенки ҫухалнине асӑрханӑ та тӳрех полицие кайнӑ. Кӑштахран йӑлтах уҫӑмланнӑ: 9 ҫулти мӑнукӗ телефонра вӑйӑ вылянӑ иккен. Ача вӑйӑ валютине тата суперпӑшал илес тесе палламан ҫын мӗн ҫырнине йӑлтах пурнӑҫланӑ. Ҫапла вӑл 52-ри хӗрарӑмӑн банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Счет ҫинчи укҫа ҫийӗнчех ҫухалнӑ. Ачан амӑшӗ кун пирки пӗлсен телефонри вӑййа тасатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян 12 сехет иртсен Шупашкарти пӗр ҫуртӑн 12-мӗш хутӗнчи чӳречерен банкӑсем, эрех кӗленчисем, ытти ӑпӑр-тапӑр вӗҫме пуҫланӑ. Картишре ларакан темиҫе машина сиенленнӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Ҫакна тӑваканӗ - арҫын. Вырӑна полицейскисем, васкавлӑ медпулӑшу часах ҫитнӗ. Йӗрке хуралҫисем ҫав арҫынна ҫийӗнчех тытса чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкарта пурӑнакан Антонина Савельева 100 ҫул тултарнӑ. Вӑл Шупашкар районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Тутаркассинче ҫуралнӑ. Анчах унӑн ашшӗпе амӑшӗ часах вилнӗ. Ун хыҫҫӑн вӗсене, шӑллӗпе иккӗшне, Пӑрачкаври тӑванӗсем усрава илнӗ. Антонина шкулта сакӑр класс вӗреннӗ. 1943-1953 ҫулсенче милиционерта ӗҫленӗ. Пулас мӑшӑрӗпе Георгий Григорьевичпа ӗҫре паллашнӑ. Унтан мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Обкомра техничкӑра тӑрӑшнӑ. Савельевсем, хӗрпе ывӑл ҫуратса ӳстернӗ. «Пирӗн килте яланах килӗшӳпе ҫураҫу хуҫаланнӑ. Сасӑ хӑпартса калаҫнине эп илтмен», — каласа кӑтартать кинемейпе пӗрле пурӑнакан хӗрӗ Галина Георгиевна. Паян ватӑ ҫын вырӑнпах выртать. Ӑна хӗрӗ юратса пӑхать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Патшалӑх Думин сайтӗнчи сӑн Шупашкарти пӗр сквера Раҫҫейри паллӑ политик Владимир Жириновский ячӗпе хисеплеме сӗнни пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче ку ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Комиссири 6 ҫын сквера Жириновский ятне парассине ырланӑ. Пӗр ҫын хирӗҫ пулнӑ. Ҫапла ку ыйтӑва тивӗҫтернӗ. Шупашкарти хӑш сквера Жириновский ятне парассине каярах пӑхса тухӗҫ. Аса илтерер: хулари пӗр сквера Владимир Жириновский ячӗпе пама ЛДПР парти пайташӗ Эдуард Петров кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ezavi.ru сайтри сӑн Шупашкарти Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче ашшӗ-амӑшӗ тин ҫуралнӑ хӗрне Калина ят хунӑ. Ку - питӗ сайра тӗл пулакан ят. Ҫак ят славян тата грек чӗлхисенчен пулса кайнӑ. Грек чӗлхинчен куҫарсан вӑл «тӗп ҫӗнтерӳҫӗ, лайӑххи» тенине пӗлтерет. Калинин районӗн администрацийӗн ЗАГС пайӗнче кунашкал ята пӗрремӗш хут регистрациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Чебмедиа" архивӗнчи сӑн Чӳк уйахӗн 6-мӗшӗнче Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче, «Шупашкар» суту-илӳ ҫурчӗ ҫывӑхӗнче, «Бысто-деньги» текен офиса ҫаратнӑ. Унта микрозаймсем параҫҫӗ. Темӗнле арҫын таксирен аннӑ та офиса вирхӗнсе кӗнӗ. Хайхискер хачӑпа хӑратса унти укҫана йӑтса тухса тарнӑ. Ҫав таксиех ларса вӗҫтернӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Яндекс.карттаран илнӗ сӑнӳкерчӗк Шупашкарти икӗ вӗренӳ учрежденине пӗрлештерме йышӑннӑ. «Вӗренӳ мониторингӗн тата аталанӑвӗн центрӗ» автономи учрежденине «Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗрентӗвне аталантаракан центр» муниципалитетӑн автономи учрежденийӗпе пӗрлештерӗҫ. Кун пек йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Асӑннӑ икӗ учреждени те Эгер бульварӗнче вырнаҫнӑ. Пӗрне Ольга Захарова ертсе пынӑ, штатра — 17 ҫын. Теприн пуҫлӑхӗ – Татьяна Давыдова, штатра — 14 ҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() protumse.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленине ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пӗтермелле. Ҫапла каланӑ Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан Максим Семенов алӑ пуснӑ йышӑнӑва. Анчах ку троллейбус ӗҫӗ-хӗлне пырса тивмелле мар. Мӗншӗн тесен кӑҫал ака уйӑхӗнче Чӑваш транспорт управленине хута янӑ. Вӑл Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар троллейбус управленийӗсене тытса тарӗ. Шупашкарти управленине ҫуркуннех республика харпӑрлӑхне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Лиза Алерт" архивӗнчи сӑн Шупашкарта пурӑнакан Надежда Яковлева йӗп те ҫип ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗн нимеҫисем ӑна тӑваттӑмӗш кун шыраҫҫӗ. 58 ҫулти хӗрарӑм юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл ӑҫталла кайнине паянхи кун та пӗлмеҫҫӗ. Килтен тухса кайнӑ чухне мӗн тӑхӑнни те паллӑ мар. Надежда Яковлева 156 сантиметр ҫӳллӗш, туллирех кӗлеткеллӗ. Куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Эсир ӑна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравласа пӗлтерӗр: 8 800 700 54 52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() gorod3466.ru сайтри сӑн Шупашкарти Гузовский урамӗнчи лавкка сутуҫине, 52-ри хӗрарӑма, 18 ҫул тултарман ҫамрӑка сӑра сутнӑшӑн судра явап тыттарӗҫ. Ача ҫав лавккара сӑра туяннӑ та тӳрех полицие кайнӑ, унта хӑйне алкоголь сутни пирки каласа кӑтартнӑ. Палӑртмалла: ҫак хӗрарӑма кӑҫал ҫу уйӑхӗнче 16-ри хӗре эрех сутнӑшӑн административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Суд пуличчен хӗрарӑмӑн тухса ҫӳреме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |