Хулара
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарта пурӑнакан Иван Кирилловичпа Галина Михайловна Львовсем пӗрле 50 ҫул пурӑннине паллӑ тунӑ. Вӗсем икӗ хӗр ӳстернӗ, халӗ тӑватӑ мӑнукпа савӑнаҫҫӗ. Иван Львович пурнӑҫӗн ытларах пайне строительствӑна халалланӑ, Шупашкарти пир-авӑр комбинатӗнче инженерта ӗҫленӗ. Галина Михайловна медицина тытӑмӗнче вӑй хунӑ. Вӑл иглорефлексотерапи мелӗпе хӗсӗрлӗхе сипленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта рельс тӑрӑх ҫӳремен пӑравуспа ярӑнтарӗҫ. Хӗрлӗ тӗҫлӗ ҫӗнӗ аттракциона Гостехнадхор инспекцийӗнче тӗрӗсленӗ. Унпа ярӑннишӗн 250 тенкӗ тӳлемелле. Пӗчӗк ачасене аслисемсӗр лартмӗҫ. Маларах эпир Гостехнадзор терӗмӗр те, аттракционсене тӗрӗслесе тӑрать. Пӑравуса туяннӑ чухне хула ертӳҫисем ӑна Мускав ҫыранӗпе ҫӳреттерес ӗмӗтлине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫемье архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлӗ ӑҫта пулнине чӳк уйӑхӗнченпе пӗлмест. Вӑл полицие пулӑшу ыйтма пынӑ. Руслан Любинарский чӳк уйӑхӗн 23-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Унтанпа вӑл килсе курӑнман, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман. Хӑйӗнпе ҫумӑн докуменчӗсем те пулман унӑн. Ҫухалнӑ кун Руслан хура куртка, сарӑ кофта, сӑрӑ джинс шӑлавар, хура пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Унӑн сулахай куҫ харши ҫийӗн суран йӗрӗ пур. Руслана куракансене полицие 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта юр ирӗлтерекен станци хута ярасшӑн. Вӑл Калинин районӗнче Трактор тӑвакансен проспектӗнче, Кӑкшӑм юханшывӗ ҫывӑхӗнче, пулӗ. Проекта патшалӑх эксертизине янӑ. Унпа килӗшӳллӗн, юр ирӗлтерекен установка лартма, урамри юра купаламалли лапам, хура каяшне упрама вырӑн тума палӑртнӑ. Юр шывне тасатакан сооруженисене ярӗҫ. Ӑшӑ ҫанталӑкра вӑл Кӑкшӑм юханшывне лекӗ, сивӗре вара – хулари хозфекал тытӑмне. Кунсӑр пуҫне тасатнӑ шывпа территорие шӑварӗҫ, установкӑна ӗҫлеттерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шупашкарти «Университет-2» микрорайон пӗр вӑхӑтлӑха ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫутта унти ҫуртсенче 17 сехет те 40 минутра сӳнтернӗ. Малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, Лукин тата Миначев урамӗсенчи нумай хваттерлӗ 12-14 ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ ҫуртсенчен чылайӑшӗнче уйрӑм газ кӑмакисем вырнаҫтарнӑ, вӗсем вара ҫутӑсӑр ӗҫлемеҫҫӗ. Апла пулсан, ҫутӑ сӳнсен хватерсенче ӑшӑ та пулмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() forum.zarulem.ws порталта вырнаҫтарнӑ скриншот Шупашкарти заливӗнчи картлашкана юртан тасаманни пирки хулари хастарсенчен пӗри Патшалӑх пулӑшӑвне кӳрекен портал урлӑ пӗлтернӗ. Хулари Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика тата транспорт управленийӗнче тротуара тата картлашкасене тракторпа тасатма май ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫынсене вара Шупашкар заливӗн дамби ҫинчи тротуарпа ҫӳреме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/tsur21 сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкартан Ҫӗрпӗве ҫӳрекен 173-мӗш номерлӗ маршрутӑн схемине ылмаштарма йышӑннӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 6-мӗшӗнчен вӑл Шупашкарти Хулаҫум автовокзалтан ҫӳреме тытӑнӗ, республикӑн тӗп хулинче унӑн юлашки чарӑнӑвӗ те ҫав вокзал пулӗ. Тепӗр майлӑ каласан, хула тӑрӑх Юханшыв портне ҫити кайма пӑрахӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cap.ru сайтри сӑн Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарта ретро-троллейбус ҫула тухӗ. Хальхинче ӑна Ҫӗнӗ ҫул уявне халалласа капӑрлатӗҫ. Троллейбусра Хӗл мучипе Юр пике пулӗҫ. Рейс 9 сехет те 6 минутра ҫула тухӗ те ӗҫе 16 сехет те 57 минутра вӗҫлӗ. Кӑнтӑрлахи апатра тӑхтав пулӗ. Салона гирляндӑсемпе, ытти япалапа капӑрлатӗҫ. «Ӑслӑ транспорт» сарӑмра ӑна «001Р» паллӑпа уйӑрса илме пулать. Раштавӑн 29-мӗшӗнче вара хулара «Хӗл мучи» операци» акци иртӗ. Ун чухне хула ҫыннисене Ҫӗнӗ ҫулпа саламлӗҫ, парнесем – канфетсем - парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() "Контактри" сӑн Шупашкарти 184-мӗш ача пахчине ҫӳрекенсем ҫурт тӑрринчен анакан Хӗл мучисене курсан савӑннӑ кӑна мар, тӗлӗннӗ те. ВСКСӑн тата Ресурс центрӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗсен хӑй ирӗкҫисем «Хӗл мучисен десанчӗ» акци ирттереҫҫӗ. Вӗсем хӗллехи асамҫӑ тумне тӑхӑнса, ятарлӑ снаряжени ҫаклатса ҫурт тӑрринчен анса ачасене Ҫӗнӗ ҫулпа саламланӑ. Шӑпӑрлансем Хӗл мучипе Юр пикене сӑвӑсем каласа парса парнеллӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() fotoxcom.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул каҫхин Шупашкарти троллейбуссемпе автобуссем ахаль чухнехинчен ытларах вӑхӑт ҫӳрӗҫ. Тӗп ҫулсемпе маршрута тухакан общество транспорчӗ ҫур ҫӗр иртсен тин, 1 сехетре, ӗҫлеме чарӑнӗ. Уяв кунӗсенче расписанире кӑштах улшӑнусем пулӗҫ. Коммуналлӑ службӑсем те вӑйлӑрах режимпа ӗҫлӗҫ. Раштавӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 8-мӗшӗччен ҫулсемпе тротуарсене юртан тасатакан ятарлӑ техника талӑкӗпех дежурствӑра пулӗ. Авариллӗ бригадӑсем те хатӗр тӑрӗҫ. Ҫӗнӗ ҫул каҫхине урамсене ҫӳп-ҫапран тасатакансем мероприятисем иртекен вырӑнсенче виҫӗ сменӑпа ӗҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |