Хулара
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта фермермен мини-пасарӗсем татах пулӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин. Мини-пасарсем ҫӗнӗ кӑнтӑр тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗсенче, комбинатра пулӗҫ. Пӗлтӗр ҫакнашкал мини-пасар ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче уҫӑлнӑ. Унта унччен те пулнӑ-ха. Ҫав вырӑна ҫӗнетнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта та фермерсен хӑйсен продукцине сутмалли вырӑн пур. Пӗлтӗр ӑна та ҫӗнетнӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви кун пек мини-пасарсене ытти хулапа муниципалитетра та уҫма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗсем Шупашкар хулинчи нумай хутлӑ ҫуртсенчен пӗринче балкон тӗпренсе тӑрать иккен. Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, Эгер бульварӗнчи 20-мӗш ҫуртӑн балконӗсем халь-халь ишӗлсе анасла. Бетон катӑкӗсем час-часах ҫӗре ӳкеҫҫӗ. Вӗсем кӗмелли алӑк карлӑкӗ ҫине персе анаҫҫӗ. Асӑннӑ ҫӑлкуҫра пӗлтернӗ тӑрӑх, апла пулин те управляющи компани нимӗн те тӑвасшӑн мар имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче каҫхи 11 сехет ҫитеспе Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнче хӗрарӑм арҫын хыҫҫӑн: "Арҫын, тавара тавӑрса пар!" - тесе чупнӑ. Ҫав вӑхӑтра полици капитанӗ Валерий Горшков ӗҫ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ. Хӗрарӑм кӑшкӑрнине кура вӑл та арҫын хыҫҫӑн чупнӑ. Хайхискере тытса чарнӑ. Арҫын лавккаран пӗр ещӗк сӑра вӑрласа тухнӑ иккен. Ҫав кун вӑл ҫак лавккаран темиҫе хут та тавар йӑкӑртма тӑнӑ иккен. Палӑртмалла: 33 ҫулти арҫын унччен судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Хальлӗхе ӑна, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра, тухса ҫӳреме чарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() youtube.com сайтри сӑн Шупашкарта троллейбус водительне ултавҫӑсем шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Вӑл вӗсене 1,75 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Ку укҫана арҫын кредит илнӗ. Хӑй каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ун патне "Мускаври йӗрке хуралҫи" шӑнкӑравланӑ. Шупашкарти 38 ҫулти арҫын та самай пысӑк укҫасӑр юлнӑ. Хӑйӗнпе "Тӗп банк ӗҫченӗ" тесе паллаштарнӑ арҫын ӑна пухнӑ 755 пин тенкине урӑх счет ҫине куҫарма ӳкӗте кӗртнӗ. Кунсӑр пуҫне кредит илтернӗ. Ҫапла вӑл ултавҫа 2 миллион тенке яхӑн куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() t.me/pro_cheby сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти Строительсен урамӗнче пӗр ача выляма тухсан аманнӑ. Унта баскетбол вылямалли лапам пур иккен. Анчах унӑн тавра карта тытса ҫавӑрман. Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, баскетбол вылякансен мечӗкӗ айккинелле сирпӗнсе кайса 3 ҫулхи хӗрачана пуҫӗнчен пырса лекнӗ. Ача персе аннӑ, вӑл велосипед ҫине ӳкнӗ. Ача темиҫе хутчен суранланнӑ: баскетбол мечӗкӗ хытӑ лекнипе, велосипед ҫине персе аннипе. Асӑннӑ пӑтӑрмах пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ. Вӑйӑ лапамӗнче карта та тытса ҫавӑрман иккен, ӳксен аманасран резина сий те пӑхса хӑварман-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑн Транспорт министерстви Шупашкарта черетлӗ транспорт реформи иртессине пӗлтернӗ. Ӑна 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн палӑртса хунӑ. Ҫитес ҫултан пуҫласа республикӑн тӗп хулинчи общество транспорчӗшӗн Транспорт министерстви яваплӑ пулӗ. Муниципалитетри вӑл е ку маршрут сетне ылмаштарасси транспорт хуҫисемпе унччен тунӑ контракт хӑҫанччен пырассипе ҫыхӑннӑ. 1-мӗш номерлӗ маршрутпа ҫӳрекен троллейбуссен шучӗ 2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 40 единица таран пулӗ, вӗсенчен виҫҫӗшӗ — резервра. 22-мӗш маршрутпа 7 троллейбус хутлӗ. 5-мӗш номерлӗ автобус «Маштехникум» чарӑнуран пуҫласа Чапаев завочӗ патне ҫитекен пулӗ. 3-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбус маршручӗ 2024 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен «Ҫӗнӗ хула микрорайон – Грязелечебница – Ҫӗнӗ хула микрорайон» ятпа хутлӗ, вӑл «Парк», «Шупашкар проспекчӗ» чарӑнусенче чарӑнма тытӑнӗ. 2024 ҫулхи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫӗнӗ виҫӗ автобус маршручӗ уҫӑлӗ: 13-мӗш номерли «Грушевый микрорайон — ЖБК-9» маршрутпа ҫӳрӗ, 29-мӗш номерли — «Энергетиксен посёлокӗ — Грушевый микрорайон» маршрутпа, 31-мӗш — «Энергетиксен посёлокӗ — Кадыков урамӗ» маршрутпа. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb.mk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулин кунне уявланӑ чухне урамсене хупса хумӗҫ. Ытти ҫулхине Пултарулӑх бульварне ирттернӗ май Ленин проспектне вӑхӑтлӑха хупса хуратчӗҫ, общество транспорчӗн тата ытти машинӑн урӑх ҫулпа ҫӳреме тиветчӗ. Кӑҫал апла хӑтланмӗҫ. Пултарулӑх бульварне Шупашкар кӳлмекӗнче йӗркелӗҫ. Унтах пултарулӑх тата спорт лапамӗсем ӗҫлӗҫ. Шупашар хула кунне ҫурла уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗнче палӑртаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл ҫурла уйӑхӗн 19 тата 20-мӗшӗсене тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи ӳрӗк ватӑсем тивӗҫлӗ канура та ахаль лармаҫҫӗ. Вӗсем хулари халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрне ҫӳренӗ май тӗрлӗ ӑсталӑха вӗренеҫҫӗ. Унти «Мой социальный центр» (чӑв. Манӑн социаллӑ центр) клубра вӗсем касса ҫӗлеме вӗренме тытӑннӑ. Ҫак пултарулӑха вӗсене ӗҫ инструкторӗ Ирина Ковеза хӑнӑхтарать. Ваттисене вӑл пӗр-пӗр блузка е платье ҫӗлеме лариччен тӗрӗс виҫсе кӑларма та вӗрентет. Ватӑсем ҫӗнӗ япалана хаваслансах ӑша хываҫҫӗ, ку ӑсталӑха алла илме май пурришӗн савӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм пылесос туянас тенӗ. Лайӑхскерне, чаплӑскерне, хаклӑскерне. Ӑна вӑл маркетплейссенчен пӗри урлӑ саккас панӑ. Тавар килессе килнӗ-ха. Анчах пылесос вырӑнне шыв тултарнӑ канистра ярса панӑ. Улталаннӑ хӗрарӑм йӗрке хуралҫисем патне васканӑ, вӗсене ултавҫӑсене явап тыттарма ыйтса ҫӑхавланӑ. Пакунлисем РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш статйипе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта чӑваш агромаркечӗ пуласси, ун валли сасӑлав ирттерсе ят суйлани пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: агромаркет "Пехет" ятлӑ пулӗ. Ӑҫта вырнаҫӗ-ха "Пехет"? ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов унӑн эскизӗпе Телеграм-каналӗнче паллаштарнӑ. Агромаркет "Каскад" суту-илӳ центрӗнче вырнаҫӗ. Ӑна кӑҫал уҫма палӑртнӑ. Унта сутӑнакан пӗтӗм тавар экологи тӗлӗшӗнчен таса тата хамӑр патра туса кӑларни пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |