Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта 18 ҫулти хӗр наркотик хурса ҫӳренӗ. Вӑл ӑна Маршак, Чапаев, Афанасьев, Красин, К.Иванов, Герцен урамӗсенче хунӑ.

Йӗрке хуралҫисем тытса чарнӑ чухне ун ҫумӗнче мефедонлӑ 29 чӗрке пулнӑ.

Хӗр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна 20 ҫул таран хупса хума пултараҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан 6 ҫын энергосбыт компанийӗн тесе шӑнкӑравлакансен капкӑнне ҫакланнӑ.

67 ҫулти хӗрарӑм патне те ют ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл хӑйӗнпе энергосбыт ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Хӗрарӑма ҫав ҫын хваттерте счетчик ылмаштармалла тесе ӗнентернӗ май телефонта приложени вырнаҫтарма сӗннӗ, ун урлӑ счётчик кӑтартӑвне пама меллӗ тесе каланӑ. Анчах ҫав каҫӑ сиенлӗ пулнӑ май банккарттӑ ҫинчен 17 пин тенкӗ ҫухалнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Улатӑрта пурӑнакан хӗрӗхри вӑйпитти сакӑр ҫулти арҫын ачана хӗнесе пурӑннӑ.

Арҫын пӗрле пурӑнакан хӗрарӑмӑн ывӑлне юратман. Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗччен вӑл ӑна темиҫе те хӗненӗ. Хӗрарӑмпа ача ҫав вӑхӑтра арҫын патӗнче пурӑннӑ. Халӗ вӗсем ун патӗнчен тухса кайнӑ.

Арҫынна вара кӗҫех суд тӑвӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Шупашкар округӗнчи Лапракасси ялӗнче мунча ҫунма тытӑннӑ. Шалта вара 38 ҫулти арҫын пулнӑ. Шел те, вӑл урама тухса ӗлкӗреймен.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтра мунчана хутман. Пушар сӳнтермен пирус тӗпӗшӗн тухма пултарнӑ тесе шутлаҫҫӗ.

25 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхасакан ҫулӑма сӳнтернӗ ҫӗре виҫе техника хутшӑннӑ.

Сӑмах май, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 83 пушар пулнӑ. Вӗсенче 4 ҫын вилнӗ, 12-ӗн аманнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Полицейскисем Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл 41 ҫулти ывӑлне вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ.

Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлачӑн 29-мӗшӗнче ашшӗпе ывӑлӗ пӗрле эрех ӗҫнӗ. Вӑрҫӑнса кайсан асли кӗҫӗннине ҫӗҫӗпе пуҫӗнчен тата мӑйӗнчен икӗ хутчен чикнӗ. Ывӑлӗ ҫавӑнтах вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome
 

Пӑтӑрмахсем

Улатӑрта 55 ҫулти педофил 11 ҫулти хӗрачана тапӑннӑ. Ӑна тытса чарнӑ, пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Следстви версийӗ тӑрӑх, кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑл нумай хваттерлӗ ҫурт подъездӗнче хӗрачана тапӑннӑ. Ача киле таврӑннӑ чухне пулнӑ ку. Вӑл унӑн вӑйсӑрлӑхӗпе усӑ курса ун тӗлӗшпе ясар шухӑшӗсене пурнӑҫланӑ.

Следстви комитечӗ ҫак санӳкерчӗке лайӑх сӑнама ыйтать. Тен, вӑл тата кама-тӑр пусмӑрланӑ. Кун пирки пӗлтерекенсен информацийӗ вӑрттӑнлӑхра пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome/2891
 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти хӗрарӑм криптовалютӑпа укҫа ӗслесе илес те хваттер туянас тенӗ. Анчах ӑна шӑнман пӑрпа лартса янӑ.

Вӑл пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче паллашу сайтӗнче пӗр арҫынпа паллашнӑ. Кӑштахран лешӗ ӑна пысӑк укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Хӑйӗн иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӗ Лев Австринче криптовалюта аналитикӗ пулнӑ май кӗске вӑхӑтрах хваттер туяннине ӗнентернӗ.

Хитре юмаха ҫамрӑк хӗрарӑм ҫеҫ мар, ӑна 4 миллион тенкӗ панӑ. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вӑл ҫав укҫаран 900 пинне тӗрлӗ счёт ҫине хунӑ, раштавра – 3 миллион та 250 пинне. Ҫапла вара укҫасӑр тӑрса та юлнӑ.

О том, что свыше четырех миллионов рублей отправила мошенникам, чебоксарка поняла под новый год.

 

Пӑтӑрмахсем
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ
21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарта пурӑнакан 71 ҫулти карчӑкран пӗлӗшӗ пулӑшу ыйтнӑ.

Ҫырӑва ватӑ ҫын мессенджерсенчен пӗринче илнӗ. Унта ӑна пӗлӗшӗ икӗ сехетлӗхе 29 пин тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ, ӑҫта куҫармаллине кӑтартнӑ. Карчӑк пӗлӗшӗ патне шӑнкӑравланӑ-ха, анчах лешӗ телефона тытман. Вара вӑл ӑна укҫана куҫарса панӑ.

Каярах вӑл пӗлӗшӗн мессенджерти аккаунтне такамсем ватнине пӗлнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ
chuvashia.sledcom.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 47 ҫулти хӗрарӑм пӗрле пурӑнакан арҫынна кӗвӗҫнипе ҫӗҫӗпе чикнӗ.

Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Харкашу ҫав каҫхине ҫурҫӗр ҫитеспе сиксе тухнӑ. Арҫынпа хӗрарӑм Винокуров урамӗнчи пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ хӗрарӑм арҫынна ҫурӑменчен ҫӗҫӗпе чикнӗ.

Хӗрарам тӗлӗшпе пуҫарна пуҫиле ӗсе суда ярса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ҫӗмӗрле хулинче 4 ҫулти арҫын ача шӑрпӑкпа выляса реанимацие лекнӗ. Ку инкек кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Интернационалистсен урамӗнче пулнӑ.

Унта 20 сехетре икӗ пӳлӗмӗ хваттер ҫунма тытӑннӑ. Амӑшӗ тӗпелте чухне ача залра шӑрпӑкпа вылянӑ иккен.

Хӗрарӑмпа ачине 32 ҫулти арҫын подъездран илсе тухнӑ. Виҫҫӗшӗ те тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑ. Амӑшӗпе ывӑлне пульницӑна илсе кайнӑ. Арҫынна та тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia
 

Страницӑсем: 1 ... 31, 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, [41], 42, 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, ...435
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй