Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗ 94-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Кӑрлачӑн 16-мӗшӗнчен пуҫласа нарӑсӑн 10-мӗшӗччен унта «Историпе паллаш» акци иртет. Музей ҫак кун ҫынсенчен чӑваш тӑрӑхӗн историйӗпе культурине сӑнлакан тӗрлӗ япала йышӑнать. Тӳлевсӗр. Ҫынсенчен йышӑннӑ хатӗр-хӗтӗр музей фондӗнче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ. Парнелекен ҫынсен ячӗсене Чӑваш наци музейӗн Хисеп кӗнекине кӗртӗҫ. Кунсӑр пуҫне унта Чӑваш наци музейне 2010–2015 ҫулсенче килнӗ япаласен куравӗ уҫӑлӗ. Музейре ӗҫлемелли кунсенче ирхи 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен кӗтеҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон — 62-41-24. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑри тата районти хаҫатсен тӗп редакторӗсемпе ҫавра сӗтел ирттернӗ. Унта МИХсем тата влаҫ органӗсем халӑх ыйтӑвӗсене татса панӑ ҫӗрте мӗнле вырӑн йышӑнни пирки калаҫнӑ. Чи малтанах Михаил Васильевич редакторсене професси уявӗпе саламланӑ. Хальхи МИХсене мӗн ҫитмест? Ку ыйтӑва Михаил Васильевич ҫапла палӑртнӑ: чӑн журналиста пысӑк квалификаци ҫеҫ ҫителӗксӗр. Унӑн совеҫӗ тата тирпейлӗхӗ пулмалла-мӗн. Ҫавра сӗтелре влаҫ органӗсемпе пресса ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки те калаҫнӑ. «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Валери Туркай вара «Чӑваш Республикин хисеплӗ журналисчӗ» ята ҫирӗплетесси пирки сӗнӳ панӑ. Ӑна ҫавра сӗтеле хутшӑнакансем ырланӑ ҫеҫ. Сӑнсем (30) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Борис Филатов тунӑ сӑнсем Паян Чӑваш патшалӑх драма театрне журналистсем Пичет кунне паллӑ тума пухӑннӑ. Калем ӑстисене ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ. Уява ытти сумлӑ хана та ҫитнӗ. Михаил Васильевич хӑйӗн сӑмахӗнче МИХсем общество пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Элтепер журналистсене наградӑсемпе чысланӑ. «ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» ята Наци телерадиокомпанийӗн пай пуҫлӑхне Елена Гальперинӑна, «Шупашкар хыпарӗсем» хаҫатӑн яваплӑ секретарьне Елена Казаринӑна, Чӑваш кӗнеке издательствин ӳнер редакторне Ирина Калентьевӑна, «Грани» Издательство ҫурчӗн пай ертӳҫине Сергей Петрова, Вӑрмар район хаҫачӗн тӗп редакторне Зинаида Павловӑна, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн реклама менеджерне Галина Хрисановӑна панӑ. Нумаях пулмасть 75 ҫулхи юбилейне уявланӑ Виталий Станьяла тата Аристарх Дмитриева ЧР Элтеперӗн сехечӗпе чысланӑ. Ҫавӑн пекех уявра ҫулсерен Журналистсен пӗрлӗхӗн премийӗсене тивӗҫнисене чысланӑ. Ҫемен Элкер ячӗллӗ премие кӑҫал ЧР Наци радиовӗн ӗҫченӗ Роза Деменцова тата «Хыпар» хаҫатӑн корреспонденчӗ Ирина Клементьева тивӗҫнӗ. Николай Никольский ячӗллӗ премие «Чӑваш журналистикин энциклопедине» хатӗрленӗ Владимир Зырянова, Надежда Осиповӑна тата Чӑваш кӗнеке издательствин директорне Валерий Комиссарова панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Галина Мясниковӑн ӗҫӗсем Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Тӑвайри таврапӗлӳ музейӗнче ҫӗнӗ курав уҫӑлнӑ. Ӑна Тӑвайра пурӑнакан алӗҫ ӑсти Галина Аполосовна Мясникова йӗркеленӗ. Хӑй вӑл Красноармейски районӗнче ҫуралнӑ, Хусанти ветеринари институтне пӗтернӗ. Вӑл Тӑвайри ветеринари станцинче тухтӑрта ӗҫленӗ. Халӗ вӑл Тӑвайри ветеринари аптекинче вӑй хурать. Галина Мясникова ҫыхассипе ачаранпах кӑсӑкланнӑ. Вӑл пуканесем, юмах сӑнарӗсем валли тум ҫыхнӑ. Кашнинех тумлантарма кӑмӑллать. Куравра — унӑн 59 ӗҫӗ. Кашнинех илемлӗ, тӗплӗн пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех музейра Вӑрманхӗрри ялӗнче ҫуралнӑ Геннадий Васильевич Козловӑн картинисемпе паллашма пулать. Курав нарӑс уйӑхӗн варриччен ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яланах мар та, анчах ыранпа шӑматкун ҫул-йӗр инспекторӗсем «Ҫуран ҫӳрекен. Ҫуран ҫӳрекенсем каҫмалли вырӑнсем» профилактика мероприятийӗ иртнӗ май ҫул-йӗр инспекторӗсем машинӑсӑррисен хӳттине кӗрессе шанма пулать. Республикипех иртекен акци вӑхӑтӗнче пакунлисем ҫынсем уйрӑмах йышлӑ каҫакан вырӑнсенче пӑхса тӑма шантараҫҫӗ. Ятарлӑ акци ирттерни ытахальтен мар. Ҫуран ҫӳрекенсем ҫине пӗлтӗр машинӑсем 606 хутчен пырса кӗнӗ. Инкекре 74 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 559-ӑн суранланнӑ. Ҫул-йӗр правилине ҫуран ҫӳрекенсем хӑйсем те пӑхӑнманни пулкалать. Вӗсене пула 280 инкек сиксе тухнӑ. Сарӑмсӑрлӑха пула 48 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 237-ӗн суранланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кураври ӗҫсем Хӗллепе, Ҫӗнӗ ҫулпа ҫыхӑннӑ алӗҫӗсен куравне Вӑрмарти «Колосок» (чӑв. Пучах) ача пахчи йӗркеленӗ. Курава темӗн тӗрлӗ ӗҫ те хутшӑннӑ: чӑрӑшсене салфеткӑсенчен, ҫипрен, хаҫатран, канихветран, хӑмпӑран тата ытти япаларан ӑсталанӑ. «Ҫулталӑк палли» номинацире те хӑйне евӗр теттесем пулнӑ. Унта — сурӑхсем, путексем, качакасем. Йӑлтах — алӑпа ӑсталанисем. Куравра кашни ачах хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ. Паллах, ачисене ашшӗ-амӑшӗ те пулӑшнӑ. Йӗркелӳҫӗсем ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. «Ҫулталӑк палли» номинацире Вадим Максимов ҫӗнтернӗ. Арина Владимировӑпа Карина Павлова — 2-3-мӗш вырӑнсене пайланӑ. Чӑрӑшсем ӑсталас енӗпе Маргарита Грико ҫӗнтернӗ. Унтан — Женя Гурьев тата Коля Васильев. «Юр кӗлетке» номинацире малти вырӑнсене Антон Федоров, Полина Никитина, Даша Михайлова тухнӑ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Улатӑр районӗнче пурӑнакан арҫын ҫурта пӗлтӗр ака уйӑхӗнче ҫеҫ туяннӑ. Нумаях пулмасть, раштав уйӑхӗнче, вӑл кил хуҫалӑхӗнче тӗрлӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ. Ф-1 гранатӑна шӑпах ҫавӑн чухне сакайӗнче тупнӑ вӑл. Хӑрушӑ япала пирки тӳрех полицие пӗлтернӗ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна гранатӑна хӑй ирӗкӗпе панӑшӑн укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Ӑна 5 пин тенкӗ памалла. Халӗ граната мӗнле майпа унта лекнине тӗпчеҫҫӗ. Ведомство хӗҫ-пӑшала хӑйсен ирӗкӗпе пани пуҫиле ӗҫрен хӑтарнине аса илтерет. Кунсӑр пуҫне укҫан хавхалантараҫҫӗ. Унӑн виҫине муниципалитетсем хӑйсем палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре коммуналлӑ тӑкаксен тӳлевӗ ҫитес ҫур ҫулта улшӑнмасса пӗлтереҫҫӗ. Анчах — ҫуллаччен ҫеҫ. Улшӑнусем утӑ уйӑхӗнче пулмалла. Ытларах ҫакна Ҫӗнӗ Шупашкартапурӑнакансем туйса илӗҫ. Унта тарифсем 15% ӳсӗҫ. Шупашкарта, Ҫӗнӗ Лапсарта, Ҫӗмӗрлере ку кӑтарту кӑшт сахалрах — 12% яхӑн. Ытти ҫӗрте 11,2 процент хӑпарӗ. Ӑшӑ энергийӗ 100% шайра юлӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара 8,8% хӑпарӗ. Сивӗ шывшӑн тата ӑна юхтарса кӑларнишӗн кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗнчи пекех тӳлемелле. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 12,2% ытларах тӳлеме тивӗ. Ҫулла электроэнерги те 7,5% хӑпарать. 1 киловатшӑн 2 тенкӗ те 80 пус кӑларса хумалла пулӗ. Ялта пурӑнакансем 1 тенкӗ те 96 пус тӳлӗҫ. Ҫутҫанталӑк газӗ пирки хальлӗхе нимӗн те каламан. Анчах вӑл та 7,5% хӑпарма пултарать. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЖКХ хакӗсем ӳснӗ чухне сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пулӑшмаллине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Шупашкар районӗнче 15 сехетре оперативниксем 6 ҫынна тытса чарнӑ. Вӗсене ЧР Элтеперне ӳкернӗ эрех кӗленчи салатнӑшӑн айӑпласшӑн. Пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, паллӑ мар ҫынсем Янӑш ялӗнче Михаил Игнатьева сӑнлӑ кӗленчесем салатнӑ. Шалта вара — эрех. Икӗ урапана тытса чарнӑ. Водительсене тата пассажирсене тӗпчеме палӑртнӑ. Тытса чарнисенчен виҫҫӗшӗ Нефтюганск хулинче регистрациленнӗ. Ыттисем — Чӑвашра. Ханты-Манси автономи округӗнчи ҫынсем кунта епле майпа тата мӗн тӗллевпе ҫитнӗ? Ҫитменнине, Михаил Игнатьевӑн тӑван ялне, Янӑша, унӑн ҫуралнӑ кунӗнче ҫитнӗ. Мӗн тума? Ыйтса тӗпчӗҫ. «Хӑнасем» Чӑваша ӗҫ шырама килнине ӗнентереҫҫӗ. Шупашкарта хваттер тара тытнӑ, урапана та тара илнӗ-мӗн. Пакунлисене Нефтюганск ҫыннисем чаплӑ урапапа ӗҫ шырани тӗлӗнтернӗ. «Ҫыхӑнура» халӑх тетелӗнчи страницисенче кӑтартнӑ тӑрӑх, вӗсем унти масс-медиасенчен ӗҫлеҫҫӗ. Чӑвашри ҫынсем ыйтса тӗпченине хирӗҫленӗ. Пӗри усламҫӑ пулнине, Ҫӗнӗ Шупашкарта суту-илӳ точки пулнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑвашри уйрӑмӗ Чӑвашпотребсоюзпа пӗрле «Шӑккалат — ачасене» акцие 10 ҫул ытла ирттерет. Кӑҫал вӑл чӳкӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 10-мӗшӗччен иртнӗ. Анчах Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи ачасем акцие тӑсма шухӑшланӑ. Вӗсем ӑна ыран ҫеҫ вӗҫлӗҫ. Кивӗ ҫӗнӗ ҫул умӗн шкул ачисем пухнӑ шӑккалатсене ача ҫурчӗсемпе интернатсене валеҫӗҫ. Шкулта фойере контейнер вырнаҫтарнӑ. Ачасем акципе пӗрремӗш кунранах кӑсӑкланма пуҫланӑ. Контейнер тепӗр кунхинех парнесемпе тулма пуҫланӑ. Ав 8-мӗш классем вӑл хӑвӑртрах тултӑр тесе 3-шер шӑккалат та янӑ. Чи кӗҫӗннисем те акцие хастар хутшӑннӑ. Шкултан вӗренсе тухнӑ, канмалли кунсенче шкулти спортзала килнӗ ҫынсем те айккинче юлман. Пурне те талӑхсен шӑпи пӑшӑрхантарнӑ, пурте вӗсене савӑнтарасшӑн ҫуннӑ. Чӑваш Сурӑмӗсем мӗн чухлӗ шӑккалат пухнине ыран пӗлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.