Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Республикӑра: Етӗрне районӗнчи ҫемье чи ӑнӑҫли пуласшӑн

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 30.05.2015 08:46 | 1412 хут пӑхнӑ
Республикӑра Етӗрне районӗнчи Алексеевкӑри Ильинсем
Етӗрне районӗнчи Алексеевкӑри Ильинсем

«Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи чи ӑнӑҫлӑ ҫемье» конкурса Чӑваш Енрен Етӗрне районӗнчи ҫемье хутшӑнать. Ун пек шайри ӑмӑртӑва асӑннӑ районти Алексеевка ялӗнчи Ильинсем кайма кӑмӑл тунӑ.

Владислав Африкановичпа Лариса Юриевна пӗр ҫемьене чӑмӑртанни 18 ҫул иртнӗ. Вӗсем пилӗк ача: тӑватӑ ывӑлпа пӗр хӗр — ӳстереҫҫӗ. Ҫемьери чи аслӑ ывӑл 17 ҫулта, кӗҫӗнни виҫҫӗре кӑна-ха. Ҫемьене хакланӑ чух вырӑнтисем вӗсем спортпа туслине палӑртаҫҫӗ. Ильинсем, чӑн та, кил хушшинче тренажерсем те вырнаҫтарнӑ иккен. Пӳртре вара бокс груши ҫакӑнса тӑрать-мӗн. Тӗрлӗ вӑйӑ валли те ҫемье нумай хатӗр туяннӑ.

Уявсене Ильинсем хӑйсен ҫемйипе ирттереҫҫӗ. Уҫӑлма та пӗрле тухса ҫӳреҫҫӗ-мӗн, ҫул ҫӳреме те юратаҫҫӗ, куравсемпе музейсене те ҫитеҫҫӗ иккен. Ильинсен ачисем шкулти мероприятисене хастар хутшӑннине палӑртаҫҫӗ. Ӳркенменскерсем республикӑра тата регионсем хушшинче иртекен конкурссене унччен те пӗрре кӑна мар хутшӑннӑ. Сӑмахран, ял ҫамрӑкӗсен «Ӑраскал» фестивальне, Пӗтӗм чӑвашсен «Кӗмӗл сасӑ» фестиваль-конкурсне.

Пӗлтӗр Ильинсем «Етӗрне районӗнчи чи лайӑх ҫемье–2014» конкурсра ҫӗнтернӗ.

Паян Ильинсем Ӗрӗнпурта иртекен округри фестивале хутшӑнаҫҫӗ. Унта Атӑлҫи федераци округӗнчи 13 ҫемье ӑмӑртать.

#Етӗрне районӗ, #фестивальсем, #конкурссем, #ачасем, #ҫемье, #Ӗренпур, #Алексеевка

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем