Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.0 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Республикӑра пӗр талӑкра типӗ курӑк ҫуннине пула икӗ пушар тухнӑ.

Вӗсенчен пӗри Шупашкарти «Травянка» сад юлташлӑхӗнче пулнӑ. Юрать-ха, пушарнӑйсем ҫулӑма ҫуртсем ҫине куҫма паман, вӑхӑтра сӳнтернӗ.

Тепӗр тӗслӗхӗ Улатӑр округӗнчи Стемас ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Унта типӗ курӑк пӗр гектар лаптӑк ҫинче ҫуннӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхне пӑхӑнмаллине аса илтереҫҫӗ. Республикӑра халӗ пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫавна май вӑрман ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма юрамасть. Уйрӑмах ҫиллӗ ҫанталӑкра асӑрхануллӑ пулмалла.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-17249389_18749
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Ҫӗнӗ Шупашкарта амӑшӗпе ачине машина ҫапса кайнӑ. Ку ӗнер 16 сехетре пулса иртнӗ.

Строительсен урамӗнче хӗрарӑм велосипедпа пыракан ачипе ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Вӗсем «зебрӑпа» каҫма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра иномарка вӗсем ҫине пырса кӗнӗ. Амӑшӗпе ачи велосипечӗ-качки ҫул хӗрринелле вӑркӑнса кайнӑ.

Амӑшӗпе ачи хӑйсене мӗнле туйни пирки официаллӑ информаци ҫук.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пилотсӑр вӗҫекен аппаратсене пула шар курнисен тӑкакӗсене республика саплаштарӗ.

Чӑваш Енре инкеклӗ лару-тӑру режимне йышӑннӑ хыҫҫӑн ЧР Элтеперӗ Олег Николаев канашлу ирттернӗ. Унта шар курнисене пулӑшасси, сиенленнӗ ҫуртсене юсасси пирки калаҫнӑ. Юлашки хыпарсем тӑрӑх, хулара БПЛАсене пула нумай хваттерлӗ 40 ҫурт сиенленнӗ.

Олег Николаев кӗске вӑхӑтра ҫурт-йӗр фондне тата социаллӑ инфратытӑма юсаса ҫӗнетме хушнӑ. Хальхи вӑхӑтра сиенленнӗ вырӑнсене йӗркене кӗртеҫҫӗ.

Кунсӑр пуҫне шар курнӑ ҫынсем матпулӑшу, ҫухатнӑ пурлӑхшӑн тӳлев тата сывлӑх сиенленнӗшӗн пособи илме пултараҫҫӗ. Заявленисене «Госуслуги» урлӑ е МФЦра йышӑнаҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Патӑрьел округӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пулнӑ пушарта кил хуҫи хӗрарӑмӗ шар курнӑ.

Пушар паян ҫӗрле пулнӑ. Ҫулӑм пӳлӗмри йывӑҫ стенасене ярса илнӗ. Пӗтӗмпе 9 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче ҫуннӑ.

51 ҫулти хӗрарӑм, телее, вӑранса ӗлкӗрнӗ, картише чупса тухнӑ. Анчах унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна пӗрремӗш медпулӑшу парса пульницӑна ӑсатнӑ.

Ҫӑлавҫӑсем пушарпа ҫур сехет кӗрешнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 403 пушар пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/id2128056868_gos
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

79 ҫулти хӗрарӑм ҫӳп-ҫап ҫунтарнӑ чухне чутах дачӑсӑр юлман.

Ку инкек паян Сӗнтӗрвӑрри округӗнчи «Гидростроитель» сад юлташлӑхӗнче пулнӑ.

79 ҫулти хӗрарӑм ҫурт ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫапа пуҫтарса ҫунтарма тӑнӑ. Анчах ҫулӑм типӗ курӑка ярса илнӗ те чутах ҫурт ҫине куҫман. Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм ҫулӑма хӑйех сӳнтернӗ, анчах унӑн ӳчӗ пиҫсе кайнӑ. Ӑна тухтӑрсем больницӑна илсе ҫитернӗ.

Аса илтеретпӗр: хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енре пушара хирӗҫ режим вӑйра. Ҫавна май ҫӳп-ҫап, типӗ курӑк ҫунтарма, кӑвайт чӗртме юрамасть. Йӗркене пӑсакансене штраф тӳлеттереҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура тунӑ сӑн
Прокуратура тунӑ сӑн

Шупашкарта Етӗрне ҫулӗ ҫинче вырнаҫнӑ гаражра 14 ҫулти каччӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унӑн вилӗмӗшӗн Шупашкарта пурӑнакан 35 ҫулти арҫынна айӑпласшӑн.

Ку инкек пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Гараж хуҫи машинӑна юсанӑ, ҫав вӑхӑтрах 15-ри ывӑлне тата унӑн 14 ҫулти тусне сӑнанӑ. Вӗсем гаража мотоцикл юсама килнӗ.

Арҫын, ӳсӗрскер, машина двигательне ӑшӑтма ҫутнӑ. Хӑй вара алӑка хупса тухса кайнӑ. Ачасем сӗрӗмпе наркӑмӑшланнӑ. 14 ҫулти ача вырӑнтах вилнӗ.

Гараж хуҫи айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Шупашкарти Мускав районӗн судне пӑхса тухма панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
ИИ хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗк
ИИ хатӗрленӗ сӑнӳкерчӗк

Шупашкара пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем тапӑннӑран ҫынсене вӑхӑтлӑх тӗпленме ятарлӑ пунктсем уҫнӑ.

Яваплӑ службӑсем паян ирхине пӗр пункт уҫнине пӗлтернӗччӗ-ха, халӗ вара вара ун пеккисене виҫӗ ҫӗрте уҫни паллӑ.

Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Станислав Трофимов МАХри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑхӑтлӑх тӗпленмелли вырӑнсене ҫак адрессемпе уҫнӑ:

✅ Шупашкарти 57-мӗш шкулта,

✅ Шупашкарти 1-мӗш шкулта,

✅ Шупашкарти 38-мӗш шкулта.

Хӗрӳ лини телефонӗ: 23-50-76.

Станислав Трофимов пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вырӑнсенче администраци ӗҫченӗсем тӑрӑшаҫҫӗ, психологсемпе тухтӑрсем ӗҫлеҫҫӗ. Хула пуҫлӑхӗ ҫынсене васкавлӑ службӑсен ӗҫне ӑнланса йышӑнма ыйтса тата официаллӑ ҫӑлкуҫсене ҫеҫ шанма чӗнсе каланӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Кӗҫӗрхи каҫ чӑннипех те канӑҫсӑр пулчӗ. Ракета хӑрушлӑхӗ пирки те ҫӗрле сиренӑпа та , хыттӑн пӗлтермелли хатӗрсем урлӑ систерчӗҫ, ир енне вара пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем килни пирки хыпарларӗҫ, каллех сирена янӑрама тытӑнчӗ.

Шупашкарта виҫӗ ҫын аманнӑ, шкулсенче инҫет ҫыхӑну мелӗпе вӗрентеҫҫӗ.

Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ВНИИРа тапӑннӑ хыҫҫӑн вӑл ҫунма тытӑннӑ, Ҫывӑхри инфраструктура сиенленнӗ, ҫав шутра — троллейбус линийӗ те.

Пичет ҫурчӗ патӗнчи ҫул ҫавринчен пуҫласа «Ромашка» патне ҫитичченхи ҫула вӑхӑтлӑха хупса хунӑ, унтан машинӑсене ҫӳреме чарнӑ.

Шупашкарта пӗр ҫын вӑтам суранланнӑ, тепӗр икӗ ҫын килте сипленет.

Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем паян ирхине каллех Шупашкара вӗҫсе килнӗ. Ҫак самантра каллех икӗ хутчен хулара тем кӗмсӗртетрӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, кӑнтӑрла Сӗнтӗрвӑрри хулинче харӑсах 8 дача ҫунса кайнӑ.

Ку йӑлтах – типӗ курӑк ҫуннине пула. «Дружба» сад юлташлӑхӗнче типӗ курӑк ҫунма тытӑннӑ. Пӗтӗмпе 1 гектара яхӑн лаптӑк ҫинче ҫулӑм алхаснӑ. Шел те, ӑна пула дачӑри 8 ҫурт ҫунса кайнӑ.

Аса илтерер: кӑҫал пӗрремӗш хут типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх Куславкка округӗнче ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Унта Елчӗк ялӗ хӗрринче 2000 тӑваткал метр ҫинче типӗ курӑк ҫуннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://max.ru/id2128056868_gos
 

Пӑтӑрмахсем
Территорие аталантаракан фонд сӑнӳкерчӗкӗ
Территорие аталантаракан фонд сӑнӳкерчӗкӗ

Канашри ишӗлсе пыракан ҫуртра пурӑнакансем Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Александр Полтинин патне пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсен ҫурчӗ Автовокзал урамӗнче вырнаҫнӑ иккен. Ҫав ҫурта 2018 ҫултах ишӗлекен ҫурт тесе йышӑннӑ. Анчах унта пурӑнакансен ыйтӑвӗ паян кун та татӑлман, вӗсен пурӑнма начар ҫуртра тӗпленсе пурӑнма тивет.

Александр Полтинин хӑйӗн патне йышӑнӑва пынӑ Канаш ҫыннисее тӗплӗн итленӗ, вӗсем илсе пынӑ хутсене тарӑннӑн тишкернӗ, унтан Канашри пайӑн тӗпчевҫисене ку ыйтупа пуҫиле ӗс пуҫарма хушнӑ.

Тӗпчевҫӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 293-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫармалла. Ӗҫ вырӑнӗнчи ҫынсем хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫламанран ҫынсем правине пӑссан шӑпах ҫав статьяпа явап тыттараҫҫӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, ...454
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 28

1956
70
Тарасов Арсений Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та