Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Суд приставӗсен республикӑри управленийӗ чи лайӑх пристава палӑртмалли конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрне ирттернӗ. Унта «Чи лайӑх суд-приставӗ исполнителӗ», «Шырав йӗркелекен чи лайӑх суд приставӗ», «Судсенчи йӗркене пӑхса тӑракан чи лайӑх суд приставӗ» тата «Чи лайӑх дознаватель» номинацисем пулнӑ. Чи лайӑх суд приставӗ-исполнителӗ ята Шупашкар хулин Мускав районӗнче тӑрӑшакан Александр Герасимов йышӑннӑ. Шырав енӗпе ӗҫлекенсенчен Улатӑр районӗнчи суд приставӗсен районти пайӗнче тӑрӑшакан Александр Балкаева ҫитекен тупӑнман. Судсенчи йӗркене вара Ҫӗрпӳ районӗнчи Сергей Алексеев пристав пек тытса тӑракна ҫук-мӗн. Красноармейски районӗнчи Павел Моисеев — чи лайӑх дознаватель. Хӑйсем чи лайӑххисене вӗсен тест ыйтӑвӗсене хуравласа, практика пӗлӗвне кӑтартса ӗнентерме тивнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен хӑйсем маттуррине Атӑлҫи федераци округӗ шайӗнче ҫывӑх вӑхӑтра ӗнентерме тивӗ. Унта та мала тухнисем финала тухӗҫ — 3-мӗш тапхӑрпа тупӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Куславкка хулинче «Михаил Кутузов» теплохода кӗтсе илнӗ. Пермьрен ҫитнӗ туристсене Куславкка халӑхӗ ӑшшӑн кӗтсе илнӗ. Чулман Атӑл аслӑ Атӑла юхса кӗнӗрен туристсем Атӑл хӗрринче вырнаҫнӑ курортсенче канма пултараҫҫӗ. Вӗсен йышӗнче — Куславкка хули те. Куславккана килекен туристсем ӑна Краснодар енӗн курорчӗсемпе ахальтен танлаштармаҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Куславкка пристанӗ ыттисенчен нимӗнрен те кая мар. Туристсем музее кӗрсе хӑйсен шухӑш-туйӑмӗсем пирки каласа кӑтартаҫҫӗ. Музейре хӑнасем валли экскурси ирттереҫҫӗ, Н.И.Лобачевский пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштараҫҫӗ. Унтан туристсене Куславкка хулинчи тата Куславкка районӗнчи экспонатсене кӑтартаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Элӗк районӗнчи пӗчӗк миссем Ҫӗртмен 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнче «Элӗкри пӗчӗк мисс» конкурс иртнӗ. Кунсӑр пуҫне районта Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли куна халалланӑ мероприяти те пулнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем валли конкурссем, спорт ӑмӑртӑвӗсем хатӗрленӗ. «Элӗкри пӗчӗк мисс» конкурса 7 хӗрача хутшӑннӑ. Вӗсем пурте Элӗкри шкул ачисем: Анастасия Архипова, Серафима Захарова, Юлия Иванова, Валерия Лазарева, Анна Семёнова, Арина Сорокина, Ольга Шорникова. Хӗрачасен 4 конкурса парӑнтарма тивнӗ. Чи малтанах вӗсем хӑйсем пирки, ҫемйи, ӗмӗчӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Пултарулӑх конкурсӗнче юрланӑ тата ташланӑ. Интеллектуаллӑ конкурсра пӗчекскерсем сӑвӑ илемлӗ вуланӑ, юрланӑ. Юлашкинчен хӗрачасем хӑйсем хатӗрленӗ хитре тумӗсене кӑтартнӑ. Пӗчӗкскерсене пултарулӑх ушкӑнӗсем хавхалантарнӑ: Йӑлкӑшри ача пахчин ушкӑнӗ, «Хӗвел» ача пахчин ташӑ ушкӑнӗ, Мария Ефимовӑн шоу-балечӗ… Хӗрачасене тӗрлӗ номинацире палӑртнӑ. «Сӑпайлӑ мисс» — Юлия Иванова, «Мисс артистка» — Серафима Захарова, «Йӑл-кулӑ мисӗ» — Арина Сорокина, «Ытарайманлӑх мисӗ» — Валерия Лазарева, «Модница мисс» — Ольга Шорникова, «Граци мисӗ» — Анастасия Архипова, «Черченлӗх мисӗ» — Анна Семёнова. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Раҫҫейӗн Патшалӑх Думинче Раҫҫей Федерацийӗн Коммунистсен партийӗ тӳресемпе вӗсен ҫемье членӗсене чикӗ леш енче сипленме чарасси пирки пуҫарнине сӳтсе явнӑ вӑхӑтра республикӑри парламентарисене ют ҫӗршыври клиникӑсен VIP-карттисене ярса панӑ», — тесе ҫырать хӑйӗн блогӗнче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Евсеев. Швейцари почтин штампне ҫапнӑ хитре конвертсене «Тӗнчери чи лайӑх клиникӑсенче сипленесси» буклет тата ылтӑн картта чиксе янӑ иккен. «Швейцари фирминчен мӗне кура кун пек илпеклӗх-ши?» — пуҫ ватать Евсеев депутат. «Тен, ку вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн делегацийӗ Швецари Конфедерацине кайса килнин ахрӑмӗ?» — тесе шухӑшлать депутат. Чӑн та, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗн йышӗ Швейцарие ӗҫлӗ виҫитпа кайнӑччӗ-ха. Евсеев хӑй патне килсе выртнӑ ылтӑн карттӑна чикӗ леш енчи сиплев кирлӗ ҫынна пама хатӗррине пӗлтерет. Анчах картта чӑннипе суйи пирки кӑна вӑл аптӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн халӑхӗ ака-суха пӗтнине уявланӑ. Унта ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева та хутшӑннӑ. Уяв Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче иртнӗ. Ял тӑрӑхӗсен наци йӑлипе килӗшӳллӗн капӑрлатнӑ автоколонна делегацийӗ культура центрӗнчен Этнографи музей комплексӗ патнелле ҫул тытнӑ. ЧР информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Валентина Андреева Йӗпреҫ районӗн халӑхне уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламланӑ. Унтан Валентина Владимировна Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене панӑ. ЧР ял-хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Ирина Кошкина, Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров тата ытти хисеплӗ ҫынсем тӑрӑшса ӗҫлекен халӑх пирки сахал мар ырӑ сӑмах каланӑ. Уявра хуҫалӑхсем, механизаторсем, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем, предприятисем, организацисем хушшинче иртнӗ экономика тупӑшӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Чи лайӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем те парнесӗр юлман. Районти чи лайӑх спортсменсене те палӑртнӑ. Официалла пай хыҫҫӑн сцена ҫинче пысӑк концерт пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ачан ҫемьере пурӑнмалла та… Анчах пурнӑҫра яланах кун пек пулса тухмасть ҫав. Хӑш-пӗр ачан путсӗр ашшӗ-амӑшне пула ача ҫуртӗнче пурӑнма тивет. Хӑшӗ-пӗрин шӑпи ҫапла. Улатӑрти ача ҫуртӗнче кун кунлакансем ашшӗ-амӑшне кӗтеҫҫӗ. Кунта 49 ача пурӑнать. Унта пурӑнмалли пур услови те пур-ха: ҫапах килти мар. Ачана ашшӗ-амӑшӗн ӑшши кирлех. Улатӑрти ача ҫурчӗн воспитанникӗсемпе квалификациллӗ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. Шӑпӑрлансем кунта хӑйсене хӑтлӑ туяҫҫӗ, «Эпир никама та кирлӗ мар», — тесе шухӑшламаҫҫӗ. Ҫавӑнпах кунта дефтологи тата сенсор пӳлӗмӗ пур. Ытти пӳлӗмсене те ҫӳреме пултараҫҫӗ шӑпӑрлансем. Шел те, Улатӑрти ача ҫуртӗнче пурӑнакансенчен чылайӑшӗ — хусканупа тӗрев енчен начартарах, ҫавӑнпа вӗсемпе ятарлӑ специалистсем ӗҫлеҫҫӗ. Унта «Ачана хускану савӑнӑҫӗ парнеле» ятарлӑ программа ӗҫлет. Паллӑ ӗнтӗ: ача ҫурчӗ темӗнле хӑтлӑ пулсан та шӑпӑрлан ҫемьерех пуранасшӑн. Ҫавӑнпа кунти ӗҫченсем вӗсене кил-йыш тупма пулӑшаҫҫӗ. Ку вӗсен — тӗп тӗллевӗ. 2013 ҫулта 40 шӑпӑрлан ҫемье ашшине тупнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа кунта 11 ача лекнӗ. Вӗсем халӗ пурте те хӳтлӗх тупнӑ: пӗрисене опекӑна илнӗ, теприсем ҫемйисене каялла таврӑннӑ, виҫҫӗмӗшӗсене усрава илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Масштаблӑ вӗренӳ иртӗ Ҫак уйӑхра Чӑваш Енре хӗҫпӑшаллӑ салтаксем, ҫар техники, ишмелли хатӗрсем тата авиаци кӗпӗрленнине курма тивӗ тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫакӑ республикӑра масштаблӑ ҫар вӗрентӗвӗ иртнипе ҫыхӑннӑ. Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енӗнри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗрентӗве Контртеррористла операцисене ертсе пыракан оперативлӑ штаб йӗркелет. Вӗрентӗве Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнче йӗркелӗҫ. Палӑртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама ҫар техникине, ишмелли хатӗрсене тата авиацие явӑҫтармалла. Ҫынсене лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ. Хӑрушсӑрлӑх мелӗсене пӑхӑнмалли, вӗренекенсене чӑрмантармалла марри пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Адюковсемпе Фунтиковсен ҫемйисем Ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Республикин делегацийӗ Кирова ҫемьесен «Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи лайӑх ҫемье» конкурс фестивале хутшӑнма тухса кайнӑ. Чӑваш Ен чысне унта икӗ ҫемье хӳтӗлӗ. Пӗри Елчӗк районӗнчи — Адюковсем (вӗсем республика шайӗнче иртнӗ «Ҫулталӑкри ҫемье — 2013» конкурсра ҫӗнтернӗ). Ҫемьере 5 ҫын: Александр (ҫемье пуҫӗ), Любовь (унӑн мӑшӑрӗ) тата ачисем — Екатерина, Юлия, Мария. Адюковсем пӗрле 19 ҫул пурӑнаҫҫӗ. Фунтиковсем Шупашкарта пурӑнаҫҫӗ. Андрейпа Ирина виҫӗ ача ӳстернӗ: Екатерина, Людмила, Михаил. Ҫемье куравсене, концертсене ҫӳреме кӑмӑллать. Фунтиковсем 17 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сорокин афганецӑн асӑну хӑми Ӗнер Шупашкар районӗнчи Ҫатра-Лапсарти шкулта Афганистанри хирӗҫ-тӑрура хӑй вӑхӑтӗнче пуҫне хунӑ Александр Сорокин ячӗпе асӑну хӑми уҫнӑ. Александр Сорокин асӑннӑ районти Ҫатракасинче 1964 ҫулхи ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче ҫуралнӑ, Ҫатра-Лапсарти шкулта вӗреннӗ. Афганистанра спецназ йышӗнче БМПн оператор-наводчикӗ пулнӑ. 1983 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вилнӗ. Ӑна Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗпе наградӑланӑ. Асӑну хӑмине уҫнӑ ҫӗре районти тӗрлӗ тӳре-шара тата пачӑшкӑ пырса ҫитнӗ. Асӑну хӑмине уҫма Афганистан ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсене шаннӑ. Хальхи вӑхӑтра теприсем «айван, никама кирлӗ мар вӑрҫӑ» тесе хаклакан ҫав хирӗҫ-тӑрура ҫар тивӗҫне пурнӑҫласа пуҫӗсене хунисене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнӑ. Сӑнсем (24) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йышӑнӑва пынӑ хӗрарӑмсенчен пӗри Ҫак уйӑхӑн вӗҫӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ каллех ҫынсене йышӑннӑ. Хальхинче ун патне пиллӗкӗн пынӑ. Кашнин — хӑйӗн ыйтӑвӗ. Ирина Трифонова ятлӑ хӗрарӑм Шупашкарти Граждан урамӗнчи 58-мӗш ҫуртӑн 2-мӗш корпусӗ адрепса вырнаҫнӑ нумай хваттерлӗ ҫуртра тӳпене кӗрсе хваттер тума тытӑннӑ. Анчах, вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫурта хута ярас вӑхӑт вӗҫӗм тӑсӑлса пырать: малтан пӗр вӑхӑт каланӑ, каярах — тепӗр. Хӗрарӑм ҫӗкленӗ ыйтӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ тӗрӗслесе тӑма шантарнӑ. Хӑй енчен вара вӑл ҫынсен хӑйсен те тимлӗрех пулмаллине палӑртнӑ. Юридици вӑйӗллӗ хутсене алӑ пусиччен ҫиччӗ виҫсе пӗрре касмалла тенине пӗлтерет-ха ӗнтӗ вӑл. Ольга Алексеева вара Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи коммерци меслечӗпе усӑ курмалли хваттере черетсӗр пама ыйтнӑ. Элтепер тишкернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм ҫемйин апла илме май пур. Ыйтӑва татма республика пуҫлӑхӗ Строймин ертӳҫине Олег Маркова тата Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Алексей Ладыкова хушнӑ. Анастасия Смирнова Элтепер патне сусӑр ачана ятарлӑ пахчана ярас ыйтупа ҫитнӗ, Елена Кувшинова та сусӑр ачана пахчана вырнаҫтарасшӑн. Шупашкар районӗнчи Атайкассинче пурӑнакан Светлана Яруткина ял урамӗсене хӑтлӑх кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |