Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Пушӑн 22-мӗшенче ЧР Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа ирттернӗ видеоконференцире ЧР ҫурт тӑвӑм министрӗ Олег Марков 2014–2015 ҫулсенче «Таса шыв» тӗллевлӗ программӑнпа килӗшӳллӗн 2 миллиард тенкӗлӗх тӗрлӗ проект пурнӑҫланассине пӗлтернӗ. Чи малтанах Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Комсомольски районӗсенчи ушкӑн водоводне туса пӗтерӗҫ. Ку 65,9 пин ҫынна, 102 ял-салана таса шывпа тивӗҫтерме май парӗ. Пӑрачкаври, Ҫӗмӗрле тата Канаш хулисенчи объектсене ҫӗнетесси те пӗрремӗш вырӑнта.

Министр каланӑ тӑрӑх, 2005–2013 ҫулсенче ҫынсене таса шывпа тивӗҫтермешкӗн 5 миллиард тенкӗ ытла тӑкакланӑ. Ҫак укҫапа 57 ялти объекта хута янӑ, Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенчи, Улатӑр районӗнчи Киря поселокӗнчи шывпа тивӗҫтерекен икӗ тытӑма тунӑ.

Михаил Игнатьев хула тата район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене шыв объекчӗсене юсамашкӑн бюджетри мар укҫана илӗртес ӗҫе вӑйлӑлатмаллине каланӑ.

 

Республикӑра

Республикӑн Патшалӑх Канашӗн ҫак кунсенче иртнӗ сессийӗнче нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗрпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан республика саккунне улшӑну кӗртессине пӑхса тухнӑ. Унта нумай ачаллисене республика тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗре кӑна мар, федераци пуянлӑхӗ шутланаканнине те виҫӗ е ытларах ачаллисене уйӑрса пама йышӑннӑ. Халӗ ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ алӑ пусасси кӑна юлать.

Сӑмах май каласан, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗ тӗлне вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсенче нумай ачаллисене 4 259 ҫемьене шута илнӗ. Вӗсенчен 2 200-шӗ ҫӗрлӗ пулса тӑнӑ. Ҫак йышран 1 346-шӗ ҫӗре пӳрт тума тесе илнӗ, 809-шӗ — хушма хуҫалӑх валли, 45-шӗ — дача валли.

 

Республикӑра

Ҫӗрпӳ ҫывӑхӗнчи Сӑнав шкулӗ «Ташлакан шкул» проекта 2011 ҫултанпа пурнӑҫлать. Унта пурте хутшанаҫҫӗ: ачасем те, ашшӗ-амӑшӗ те, педагогсем те. Ташӑ — ӳнерӗн хӑйне евӗр тӗсӗ, кӑмӑла ҫӗклет.

Пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пур класс та, 1-мӗшӗнчен пуҫласа 11-мӗш таранах, «Пӗрле ташлатпар, пурте ташлатпӑр» флеш-моб конкурсне хутшӑннӑ. Ку мероприяти чӑн-чӑн ташӑ уявӗ пулса тӑнӑ. Куракансем 15 тӗрлӗ флеш-мобпа киленнӗ. Пурте — интереслӗ, илемлӗ.

Шкул директорӗ Г.Г.Фадеева «Ташлакан шкул» проект ачасен туслӑхне тата вӑйлӑрах ҫирӗплетнине, вӗсен пултарулӑхне аталантарма пулӑшнине палӑртнӑ.

Ҫамрӑк ташӑҫӑсем пултарулӑхне шкулта кӑна кӑтартмаҫҫӗ, район, республика, тӗнче шайӗнче иртекен ташӑ конкурсӗсене те хутшанаҫҫӗ, малти вырӑнсене тивӗҫеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Ҫӗнтерӳ кунне уявлама хатӗрленет. Яланхи пекех концертсем, куравсем пулӗҫ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пирки кӗнекесем кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫак кун тӗлне ҫӗнӗ аллейӑсем тӑвӗҫ, конкурссем, акцисем йӗркелӗҫ. Ҫитес ҫул мероприятисем тата анлӑрах пулӗҫ. 2015 ҫулта Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 70 ҫул ҫитӗ.

Пултарулӑх конкурсӗсем старт илнӗ ӗнтӗ. Кӗвӗҫӗсем хушшинче патриотлӑх тата гражданлӑх темисемпе юрӑ хатӗрлес тӗллевпе «Ҫӗршывӑма савса юрлатӑп» конкурс иртет. Кунсӑр пуҫне «Истори — архив докуменчӗсенче» ӑслӑлӑхпа тӗпчев тата таврапӗлӳ ӗҫӗсен конкурсне ӗҫсем йышӑнаҫҫӗ.

Иккӗмӗш ҫурҫулта Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа сценари пултарулӑхӗн конкурсне, «Эпир пурӑнмашкӑн астӑватпӑр: Таван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи манӑн ял (хула)» таврапӗлӳ конкурсне йӗркелӗҫ. Ҫитес ҫул ҫар тематикипе конференцисем, ҫавра сӗтелсем ирттерӗҫ, республикӑри 1941–1945 ҫулсенчи периодика изданийӗсен электрон пухмачне тӑвӗҫ, Борис Вахтин пьеси тӑрӑх «Эта синяя-синяя речка» (чӑв. «Ҫак кӑн-кӑвак юханшыв») спектакль премьерине кӑтартӗҫ, «Салют, Ҫӗнтерӳ!» гражданлӑхпа патриотлӑх акцине, алӗҫӗсен «Ҫӗнтерӳ паллисем» куравне йӗркелӗҫ.

Малалла...

 

Республикӑра

Халӑха кӗнекепе ытларах вулама илӗртес, ҫӗннисемпе паллаштарас тӗллевпе Вӑрнар районӗнчи Уйкас Кипек вулавӑшӗнче «Чӑваш Ен литератури: чи нумай вуланакан кӗнеке — 2012» курав йӗркеленнӗ.

Кӑҫал чӑвашла тата вырӑсла 151 хайлав «тупӑшӑва» тухнӑ. Пурте куравра вырӑн тупнӑ. Вӗсем пурте вулакансен кӑмӑлне кайнисем: Сергей Павловӑн «Тӗтре», Улькка Элменӗн «Упраймарӑм сана», Аркадий Казновӑн «Ырату», Нелли Петровскаян «Тухатмӑш» хайлавӗсем тата ыттисем.

Вулакансем вырӑсла кӗнекесене те килӗштереҫҫҫӗ: В.Долгов «Любовь всему начало», В.Пугачев «Тэсс — тише!», Ф.Уяр «Близ Акрамова». Вулавашра хайлавсене сӳтсе яваҫҫӗ, тишкереҫҫӗ, ыйтӑм ирттереҫҫӗ, формулярсенне тишкереҫҫӗ. Кусем чи нумай вуланакан кӗнекене тупса палӑртма пулӑшаҫҫӗ.

Формулярсене тишкерсе вулакансем килӗштерекен авторсене тупса палӑртма тытаннӑ. Вӗсен йышӗнче: Сергей Павловӑн «Тӗтре», Нелли Петровскаян «Тухатмӑш», Улькка Эльменӗн «Упраймарӑм сана», Аркадий Казановӑн «Ырату» хайлавӗсем.

Малалла...

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ ҫӗрсене уҫма тытӑннӑранпа кӑҫал 60 ҫул ҫитет. Ҫавна май Шупашкарта унта хутшӑннисен пухӑвне ирттернӗ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче ҫӗнӗ ҫӗрсем ҫӗршыва апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерме самай пулӑшнӑ. Кӗске вӑхӑтра 43 миллион гектар ҫӗре сухаласа акса-лартма тытӑннӑ. Ҫӗнӗ ҫӗре уҫма Чӑваш Ен ҫыннисем те хутшӑннӑ.

Савӑнӑҫлӑ пухура вӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ, «ҫӗре чунтан юратнӑшӑн» тав тунӑ. Ҫав вӑхӑтрах Михаил Васильевич паян та ҫӗр ыйтӑвӗ ҫивӗч тӑнине, унпа тӗллевлӗ усӑ курмаллине палӑртса хӑварнӑ.

 

Республикӑра

Куславккара ветерансем Пӗтӗм тӗнчери поэзи кунне паллӑ тунӑ. «Вулаканран тав сӑмахне йышӑн» ятпа иртнӗ мероприятие ятарлса ҫак куна халалланӑ.

Ҫак мероприятире вулакансен тав сӑмахне Людмила Алексеевна Васильева йышӑннӑ. Вӑл — «Чӑваш Ен литератури: чи нумай вуланакан кӗнеке — 2011» конкурс лауреачӗ. Кунсӑр пуҫне Людмила Алексеевна психолог тата медик специальноҫне вӗреннӗ, вӑл РФ сывлӑх сыхлавӗн отличникӗ те. Людмила Васильева хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Вӑл тахҫантанпах ҫырать. «Комсомольская правда» хаҫатра, «Лик Чувашии» журналта пичетленнӗ, чӑваш радиовӗнче калаҫнӑ. Вӑл ачасем, аслисем валли ҫырать. 2011 ҫултанпа кӗнекесем кӑларма тытӑннӑ. Халӗ унӑн 6 кӗнеке. Анчах вӑл хӑйӗн чи пӗрремӗш кӑларӑмне — «Когда цвела сирень» (чӑв. «Сирень ҫеҫке ҫурнӑ чух») кӗнекине — ытларах килӗштерет.

Тӗлпулу ӑшӑ кӑмӑллӑн иртнӗ. Мероприятие хутшӑнакансем кӗнекесем пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ.

 

Республикӑра Фольклор конкурсӗн саманчӗ
Фольклор конкурсӗн саманчӗ

Йӗпреҫри этнографи музейӗн комплексӗнче республика фестивалӗсен иккӗмӗш тапхӑрӗ иртнӗ. Пӗр вӑхӑтрах ачасен пилӗк фестивалӗ старт илнӗ:

◇ чӑваш тӗррин «Ҫӗр пин тӗрӗ тӗнчинче» конкурсӗ;

◇ «Пӗчӗк ҫеҫ путене» фольклор конкурсӗ;

◇ хореографи ушкӑнӗсен «Здравствуй, Мир!» конкурсӗ;

◇ «Черчен чечексем» ӳнер пултарулӑхӗн конкурсӗ;

◇ «Уҫӑ саслӑ ачалӑх» юрӑ пултарулӑхӗн конкурсӗ.

Ачасен пултарулӑхӗ, вӗсем хӑйсене сцена ҫинче тытма пӗлни ҫулран-ҫул ӳснине палӑртма кӑмӑллӑ.

«Здравствуй, Мир!» фестивале Йӗпреҫри ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем, Пучинкери «Девчата» тата «Васильки» ташӑ ушкӑнӗсем, Хурамалти «Непоседы» тата «Энергия» ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑннӑ.

«Уҫӑ саслӑ ачалӑх» конкурс фестивале Кӗлӗмкассинчи культурӑпа кану центрӗн воспитанникӗсем Клава Егоровӑпа Данил Анисимов, Хурамалти Лев Плотников, Пучинкери Юлия Васильева, Йӗпреҫри Диляра Вахитова тата Карина Васильева пултарулӑхӗсене кӑтартнӑ.

«Черчен чечексем» фестивале хутшӑнкан та сахал пулман: Пучинкери Илья Шибаев, Ясмин Ермолаев, Йӗпреҫри Маргарита Трофимова, «Лошкари» инструментпа вокал ансамблӗ, Эйпеҫри Кристина Иванова.

Малалла...

 

Республикӑра

Вӑрнарти тӗп вулавӑшра пултаруллӑ ачасемпе тӗлпулу иртнӗ. «Культурӑна сыхласа Чӑваш Ене аталантарар» темӑпа йӗркеленӗ мероприятие Культура ҫулталӑкне халалланӑ.

Уява Вӑрнар районӗнчи пултаруллӑ ҫамрӑксене чӗннӗ. Вӗсем пурте — Олимпиада ҫӗнтерӳҫисем, сӑвӑ-калав, юмах ҫыракансем. Ачасем хӑйсем пирки, пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ, малашлӑхра мӗн тӑвассипе паллаштарнӑ. Ҫак мероприятире кашниех хӑйӗн литературӑри пултарулӑхне кӑтартма пултарнӑ.

Уява Вӑрнар районӗнчи общество деятелӗ, журналисчӗ, поэчӗ Михаил Васильева чӗннӗ. Вӑл ачасене хӑйсен пултарулӑхне малалла аталантарма ӑнӑҫу суннӑ. Тӗлпулу вӗҫӗнче Юрий Ялавин сӑввисем янӑранӑ. Вӗсем кӑҫал «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулхи кӗнеке» конкурса хутшӑнмашкӑн списока кӗнӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем ачасене «Чӑваш Ен литератури: 2012 ҫулхи кӗнеке» куравпа паллаштарнӑ, ҫак конкурсри «Вулав лидерӗ», «Чи лайӑх буктрейлер» номинацисенче хутшӑнма чӗнсе каланӑ.

 

Республикӑра

Ӗнер, пушӑн 21-мӗшӗнче, Шупашкартан Мускава кайма тухнӑ пуйӑса чарса лартнӑ. Тепловозӑн иккӗмӗш секцийӗ шал енчен чӗрӗлсе кайнине Горьковски чукун ҫулӑн 9-мӗш посчӗ тӗлӗнче 18 сехет те 8 минутра асӑрханӑ та пуйӑса часрах чарса лартнӑ.

Вут хыпса илнине кура пӗрремӗш вакунти 25 пассажира тепӗр вакуна куҫарнӑ иккен. Ҫынсем шар курман, вӗсен хушшинче хӑранипе хуйханман тесе пӗлтереҫҫӗ. Ҫулӑма 40 минутра сӳнтернӗ. Юсавсӑр тепловоза йӗркеллипе ылмаштарнӑ хыҫҫӑн 19 сехет те 24 минутра пуйӑс хускалнӑ.

Инкек пулнӑ вырӑна Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пырса ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1769.html
 

Страницӑсем: 1 ... 610, 611, 612, 613, 614, 615, 616, 617, 618, 619, [620], 621, 622, 623, 624, 625, 626, 627, 628, 629, 630, ...632
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 03

1950
75
Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
2004
21
Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ