Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Ӗҫ министерствин видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкарта «Семья – это счастье» (чӑв. Ҫемье — вӑл телей) регионти форму иртӗ. Унта Чӑваш Енре пурӑнакан, общество пурнӑҫӗнче хастар, пултаруллӑ та талпӑнуллӑ, ҫав шутра ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемьесенче пуӑнакансем те, хутшӑнӗҫ. Шупашкарти форума пурӗ 300 ҫемье килсе ҫитмелле. Асӑннӑ 300 ҫемье шутӗнче Мускавра иртнӗ «Родные — Любимые» форума хутшӑнма тивӗҫ пулнӑ Семёновсем те пулӗҫ. Нумай ачаллӑ ҫак ҫемье чӑвашлӑха упрассипе те ҫине тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() bryansktoday.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 46 ҫулти арҫын тупнӑ телефона пӗлӗшне парнеленӗ. Халӗ унӑн куншӑн явап тытмалла. Ҫак арҫын кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче лавккана кӗнӗ те 10 ҫулти ача манса хӑварнӑ телефона йӑтса тухнӑ. Кайран 46-ри арҫын ҫак телефона пӗлӗшне парнеленӗ. Ӑна вӑл эрех ӗҫтернӗшӗн ҫапла тав тунӑ. Арҫын айӑпне йышӑннӑ, телефона тавӑрса панӑ. Анчах унӑн пурпӗрех явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() sportishka.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре автотуризма аталантарасшӑн. Кун валли пирӗн тӑрӑхра йӑлтах пур. Ҫакӑн пек палӑртса хӑварнӑ республика Элтеперӗ Олег Николаев. Чӑн та, республика урлӑ федераци пӗлтерӗшлӗ тӑватӑ ҫул иртет: М-7 «Атӑл» ҫулпа ҫӳрекенсем Мускавран Ӗпхӗве каяҫҫӗ, А-151 ҫулпа — Ҫӗрпӳрен Чӗмпӗре, М-12 «Хӗвелтухӑҫ» ҫулпа — «Европа — Хӗвеланӑҫ Китай», Р-176 «Вятка» — Шупашкартан Сыктывкара. Федераци автоҫулӗсем хӗрринче сервисӑн 102 объекчӗ пур, ҫав шутран 44-шӗ — заправка станцийӗсем. Элтепер шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкарпа Комсомольски хушшинче — туризма аталантарма чи меллӗ вырӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци музейӗн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паллӑ чӑваш поэчӗ Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине халалласа «Поэзи ҫеҫпӗлӗ» конкурс иртӗ. Унта чӑвашла сӑвӑсене илемлӗ вулакансем хутшӑнӗҫ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне Чӑваш наци музейӗпе Чӑваш наци конгресӗ ирттерӗҫ. Регионсем хушшинчи конкурса икӗ номинаципе йӗркелӗҫ: «Ҫеҫпӗл Мишшин чӑвашла хайлавӗсем» тата «Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа ҫырнӑ сӑвӑсем». Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Синоптиксем ыран асӑрханма ыйтаҫҫӗ. Уйрӑмах - ҫула тухакансене. Ыран кӑнтӑрла республикӑра ҫил-тӑман вӗҫтерӗ, ҫил вӑйланса ҫеккунтра 15-17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ, ҫул ҫинче 500 метр аякри курӑнмӗ. Ҫил-тӑман ҫӗрле те чарӑнмӗ. Ҫавна май хӑрушсӑрлӑхӑн «сарӑ» шайӗ пулӗ. Ҫанталӑк япӑхланнӑ май электропралуксем татӑлас, ҫул ҫинче авари пулас, хавшак конструкцисем персе анас хӑрушлӑх пулӗ. «Асӑрханаллӑ тата тимлӗ пулӑр!» - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Патшалӑх Канашӗн председателӗ Леонид Черкесов иртнӗ эрнере массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ертӳҫисемпе тӗл пулнӑ.«Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ журналисчӗ» ят кирлӗ-и? Ҫакна сӳтсе явнӑ вӗсем. «Паллах, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫченӗсем общество шухӑшлавне йӗркелесе тата пулӑмсене профессионал пек ҫутатса пысӑк ӗҫ тӑваҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсен хӑйсен хисеплӗ ят ҫук. Лайӑххисенчен чи лайӑххисене «ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят параҫҫӗ», - тесе ҫырнӑ Леонид Черкесов телеграм-каналӗнче. Тӗлпулура тӗп редакторсен ку тӗлӗшпе пӗр шухӑш ҫукки палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Выҫли ялӗ ҫывӑхӗнче Кӗтне юханшывӗ хӗрринче электрокӗтӳҫ вырнаҫтарнӑ. Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, суд ӑна унтан илмелле тесе йышӑннӑ. Электрокӗтӳҫ ҫынсене ирӗклӗн ҫӳреме чӑрмантарнине палӑртнӑ. Ӑна шыв ҫывӑхӗнче вырнаҫтарни саккуна та пӑсать тесе прокуратура суда тавӑҫ тӑратнӑ. Йӗпреҫ районӗн сучӗ ӑна тивӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Раҫҫей почти» акционер обществин Феерацин почта ҫыхӑнӑвӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхне Максим Ладилова Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Асӑннӑ хутра каланӑ тӑрӑх, Максим Эдуардович ку хисепе «ӗҫре тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн тата нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ. Аса илтерер: Чӑваш Енре почтӑна Ладилов 2020 ҫулхи юпа уйӑхӗнченпе ертсе пырать. Почта тытӑмӗнче вӑл чылай ҫул ӗҫленӗ иккен. 2006 ҫултанпа Раҫҫей почтин Чӑваш Енри управленийӗнче директорӑн операци управленийӗ енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() toplogos.ru сайтри сӑн Тӗнче тетелӗнчи «МК в Чебоксарах» хаҫата малашне Владимир Васильев ертсе пырӗ. Вӑлах - «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп директорӗ-тӗп редакторӗ. Ҫапла «МК»-на «Советская Чувашия» хаҫат редакцийӗ кӑларса тӑрӗ. «МК» Чӑваш Енре иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенченпе тухса тӑрать. Унтанпа ӑна темиҫе тӗрлӗ редакци кӑларса тӑнӑ. Темиҫе ҫул каялла хаҫата кӑларассишӗн Йошкар-Олари компани яваплӑ пулса тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Иртнӗ эрне вӗҫӗнче ШӖМӗн коллегийӗ иртнӗ. Унта ултавҫӑсем пирки те калаҫнӑ. ЧР прокурорӗ Эдуард Гиматов тӗнче тетелӗ урлӑ тата телефонпа усӑ курса укҫа вӑрланипе ҫыхӑннӑ преступленисене уҫӑмлатасси ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Вӑл республикӑри ҫынсене ултавҫӑсенчен мӗнле хӳтӗленмеллине те каланӑ. «Палламан номертен шӑнкӑравлакансемпе чӑвашла калаҫмалла», - тенӗ вӑл. Прокурор палӑртнӑ тӑрӑх, ултавҫӑсем ӑнланмалла мар чӗлхепе калаҫнине илтсен чылай чухне телефона сӳнтереҫҫӗ. Сӑмах май, Эдуард Гиматов Курган облаҫӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |