Персона
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче полици сержанчӗсем Сергей Савушкин тата Алексей Крючков дежурствӑра пулнӑ. Вӑхӑт нумай та иртмен – Ҫӗмӗрлери полици уйрӑмне шӑнкӑрав ҫитнӗ. Хайхискер кӳршин хваттерӗнчен тӗтӗм тухнине пӗлтернӗ. Ун чухне ҫур ҫӗр ҫитнӗ ӗнтӗ. Полици сержанчӗсем темиҫе минутранах унта ҫитнӗ. Арҫыни каланӑ тӑрӑх, кӳрши килтех пулмалла, анчах шаккасан уҫман. Йӗрке хуралҫисем строительство монтировки пулӑшнипе алӑка уҫса шала кӗнӗ, унта ҫӑра тӗтӗм пулнӑ. Кил хуҫи ҫывӑрнӑ. Тӗпелте вара плита ҫинче кастрюль ларнӑ, унти апат ҫунса ларнӑ. Полицейскисем ҫулӑма сӳнтернӗ, арҫынна вӑратса урама тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри управленине ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — Смоленскра ҫуралнӑ Денис Борисов. Маларах ҫак тивӗҫе вӑл вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑччӗ, халӗ тилхепене ӑна шанса пама йышӑннӑ. Денис Борисов суд приставӗсен тытӑмӗнче 2002 ҫултанпа ӗҫлет. Маларах вӑл Мускавра тӑрӑшнӑ, суд приставӗсен Савелов районӗнчи пайӗнче аслӑ пристав пулнӑ. Денис Борисова «Ҫӗршыв умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» II степеньлӗ орден медалӗпе чысланӑ тата «ПМ-9-мм» пистолет парса хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() kazan.bezformata.com сайтри сӑн Кӑҫал «Тутарстан мисӗ» ята Чаваш Енре ҫуралнӑ хӗр ҫӗнсе илнӗ. Халӗ вӑл «Раҫҫей мисӗ» конкурса хутшӑнма хатӗрленет. Сумлӑ ята ҫӗнсе илекен хӗр Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче ҫуралнӑ. Диана Юнусова халӗ 18 ҫулта. Вӑл Хусан федераци университетӗнче юридици факультетӗнче 1-мӗш курсра вӗренет. Хӑй Хусантах пурӑнать. Диана Юнусовӑна сумлӑ ята тивӗҫнӗ ятпа корона тӑхӑнтартнӑ тата кӗрӗк парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑвашсен пӗрремӗш киноактрисине Тани Юна Чӑваш Енре асра тытаҫҫӗ. Кӑҫал та кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, паллӑ ҫын ҫуралнӑ кун, Етӗрне районӗнчи Палтайӗнчи вӑтам шкулта митинг иртнӗ. Унта «Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗн ӗҫченӗ А. Галкин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ В. Офаринов, районти тӗп клуб тытӑмӗн директорӗ Н. Степанова, Пӗрҫырлан ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А. Никифоров, Палтай шкулӗн директорӗ Т. Андреева тата ыттисем сӑмах каланӑ. «Татьяна Степановна Максимова-Кошкинская — чӑваш наци культурин паллӑ ӗҫченӗ. Чӑваш киновӗпе театр ӳнерне аталантарма пысӑк тӳпе хывнӑ, вӑл 7 фильм хатӗрлеме хутшӑннӑ, 5 спектакльте вылянӑ. Тӗнче литературин чи лайӑх тӗслӗхсене чӑвашла куҫарнӑ. Мӑшӑрӗпе, И. Максимов-Кошкинскийпе, темиҫе пьесе ҫырнӑ», — ҫапла палӑртнӑ тухса калаҫакансем. Тани Юна хисеплесе шкул ҫине ҫакнӑ астӑвӑм хӑми патне чечек хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Николай Сергеев ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 60 ҫул тултарнӑ. Пулас артист 1961 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑйӗн пурнӑҫне чӑваш театрӗпе ҫыхӑнтарнӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Николай Сергеевӑн юбилей каҫне ирттерӗҫ. Уяв 18 сехетре пуҫланӗ. Юбилей каҫӗн программинче – тӑванӗсен, ӗҫтешӗсен, ентешӗсен саламӗсем. А. Тарасов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Юратӑва ҫул парӑр» спектакль пӑхса та савӑнма май килӗ. Унта юбиляр Граф сӑнарне вылять. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енри паллӑ чӗлхеҫӗ, чӑваш диалектологине тӗпчес ӗҫӗн пысӑк ӑсти, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, РФ тата ЧР ӑслӑлӑхӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, К.В.Иванов ячӗллӗ Патшалӑх премийӗн лауреачӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Леонид Сергеев (03.06.1929-29.01.2021) ӗнер вилсе кайнӑ. Кун пирки Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ паян пӗлтернӗ. Ӑсчахпа тунтикун, нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 11 сехет те 30 минутра, Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 9В ҫуртри хула моргӗнче сывпуллашӗҫ. Ӑсчаха Явӑш масарӗнче пытарма палӑртнӑ. Ӑсчах 1984 ҫултанпа И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (халӗ — университет) ӗҫленӗ. Вӑл гуманииари институтӗнче те вӑй хунӑ: 1964-1972 ҫулсенче чӗлхе пӗлӗвӗ секторӗн ӑслӑлӑх аслӑ ӗҫтешӗнче, пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӑваш Енри икӗ полицейские ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлнӑшӑн медальпе чысланӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗнче полици прапорщикӗ Артем Петров патруль вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Терешкова урамӗнче хваттер ҫунни пирки хыпар илнӗ. Хуҫи сас паман. Ҫӑлавҫӑсем картлашка тунӑ вӑхӑтра хваттер хуҫин амӑшӗ ҫитнӗ те алӑка уҫнӑ. Артем Петров вӑхӑта ҫухатаман – ҫунакан хваттере кӗрсе арҫынна коридора кӑларнӑ. Лешӗ утайман та. Пӗлтӗр ака уйӑхӗнче полици лейтенанчӗ Владимир Паргеев ҫӑлавҫӑсем пӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр хваттерти пушартан ҫынсене эвакуациленӗ. Вӑл чӳречерен кӗрсе виҫӗ хӗрачана урама кӑларнӑ. Ачасем хваттерте пӗчченех пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Василий Кузьмин сӑнӳкерчӗкӗ Питӗр хулинче Чӑваш Енре ҫуралнӑ Петр Егоров зодчи скверӗ пулӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Питӗрти Топоним комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Чӑвашра ҫуралса ӳснӗ, Питӗрте ӗҫлесе ят-сум илнӗ Петр Егоров ятне хулари пӗр-пӗр вырӑна парас ыйтӑва тишкернӗ. Ҫапла тума ыйтса Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев хула кӗпӗрнаттӑрӗ Александр Беглов патне Культурӑпа истори эткерлӗхӗн «Ӑрусен астӑвӑмӗ» П.Е. Егоров ячӗллӗ фончӗ сӗннипе ҫыру янине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Питӗрти 6-мӗш Совет урамӗнчи ятсӑр бульвара Петр Егоров зодчи ячӗллӗ сквер туса хума килӗшнӗ. Топоним комиссийӗ ырланӑ хыҫҫӑн ыйтӑва Питӗр хулин Тӗп районӗн администрацийӗнче ырлани кирлӗ. Аса илтерер: Петр Егоров ҫуралнӑранпа кӑҫал 290 ҫул ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Геннадий Иванов-Орков сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енри паллӑ тӗрӗ ӑсти Мария Симакова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки паян Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ. Мария Васильевна 1934 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра, Шупашкарти стройкӑсенче ӗҫленӗ. 1955—1959 ҫулсенче мӑшӑрӗпе Казахстанра ҫерем ватнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнса геологи разведкинче 1965 ҫулччен тимленӗ. Унтан вӑл «Паха тӗрӗ» хапрӑка ӗҫе вырнаҫнӑ. Шӑпах ҫавӑнта ентешӗмӗр хӑйӗн Турӑ панӑ пултарулӑхне туллин кӑтартма пултарнӑ. Унран, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗнчен, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗнчен, РСФСР халӑх ӑстинчен, ыттисем вӗреннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе усӑ курс Кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисткин, Чӑваш Республикин халӑх артисткин Любовь Федорован пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Аса илтерер: Шупашкар районӗнчи Лапсар ялӗнче ҫуралнӑ артистка кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче 70 ҫул тултарнӑ. Сцена ӑстине саламлама Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫи Вячеслав Рафинов, ЧНК хастарӗ Владимир Тяпкин, культура учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем юбиляра ӑшшӑн саламланӑ. Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Геннадий Медведев союз грамотипе чысланӑ. Пултарулӑх каҫне Игорь Муренкон пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ай, мӑнтарӑн ҫил-тӑманӗ» спектакль малалла тӑснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |