Сывлӑх
![]() Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртни 14 сехет те 45 минутра, Канашри пӗр предприятире слесарь ӗҫре суранланнӑ. 62 ҫулти арҫын ял хуҫалӑх оборудованийӗ кӑларакан предприятире тӑрӑшнӑ. Преспа ӗҫленӗ чухне вӑл суранланнӑ, сылтӑм аллинчи тӑватӑ пӳрнисӗр юлнӑ. Производствӑри инкек хыҫҫӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Инкек вырӑнне следствипе оперативлӑ ушкӑн пырса ҫитнӗ. Вӗсем инкек вырӑнне тишкернӗ, кӳнтеленсемпе калаҫнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра судпа медицина экспертизи ирттермелле. Инкек сӑлтавне тишкернӗ май ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗшӗн яваплисене палӑртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри шкул ачисем Пӗтӗм Раҫҫейри «Помнить – значит знать» (чӑв. Асра тытни пӗлнине пӗлтерет) уҫӑ урока хутшӑннӑ. Кӑҫалхи урока Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине тата Астӑвӑмпа мухтав ҫулталӑкне халалланӑ. Мероприятие ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин, Раҫҫей ҫутӗҫ министрӗ Сергей Кравцов хутшӑннӑ. Мускаври уҫӑ урока Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑратри Катя тата Ваня Филипповсем кайма тивӗҫ пулнӑ. Ачасем «Добро не уходит на каникулы» (чӑв. Ырӑ каникула каймасть) конкурса хутшӑнса Мускава кайма тивӗҫнӗ. Вӗсем ашшӗ-амӑшӗпе тата тусӗсемпе Милиционерсен палӑкӗ тата Паллӑ мар салтака асӑнса лартнӑ палӑксен патӗнчи территорие тирпейленӗ, курӑк ҫулнӑ, чечек акнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫул-йӗр
![]() Атӑл тӑрӑх пӑрахутсем ҫӳреме чарӑнӗҫ. Ҫакӑн пек йышӑнӑва Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер алӑ пуснӑ, ӑна паян хула администрацийӗн сайтӗнче пичетленӗ. Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, юханшыв навигацине тунтикун, авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чарса лартӗҫ. Пассажирсене пӑрахутпа «Шупашкар – Йӑлӑм – Шупашкар» тата «Шупашкар-Сулахай ҫыранти пляж» маршрутпа турттарма пуҫласси ҫинчен калакан йышӑнура ҫуллахи навигаци ҫӗртме уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пуҫланассине каланӑччӗ. Кӑҫал пляжсене официаллӑ майпа уҫманран пӑрахутсем пӗр вӑхӑтра Сосновкӑна ҫеҫ хутланӑ, каярах юханшыв траснпорчӗ Атӑлӑн сулахай ҫыранне ҫӳреме тытӑннӑ. Халӑха уҫӑлма Атӑл тӑрӑх илсе каякан рейссене Шупашкарти юханшыв порчӗ халех чарса лартмӗ. Вӗсем ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Валем Ахун (Валентин Осипович Максимов) (1930-2007) – чӑваш поэчӗ, писателӗ, куҫаруҫи, фольклорисчӗ, СССР писательсен союзӗн пайташӗ, Митта Ваҫлейӗн премийӗн лауреачӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа паян, авӑн уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитнӗ. Вӑл Тутарстанри Пӑва районӗнчи Кипеккассинче ҫуралнӑ. В. Ахун И.Я. Яковлев Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче (халӗ – уриверситечӗ) вӗреннӗ. 1956 ҫулта ӑна хастар ялкор тесе Пӑвари район хаҫатне ӗҫе илнӗ. Кайран вӑл Елчӗкри район хаҫатӗнче, «Вузовец» хаҫатӑн яваплӑ секретарӗнче, «Трактор» хаҫатра секретарьте, «Пионер сасси» хаҫатра пай пуҫлӑхӗнче, Чӑваш кӗнеке издательствинче аслӑ редакторта ӗҫленӗ. Литература ӗҫӗпе Валем Ахун иртнӗ ӗмӗрӗн 50-мӗш ҫулӗсен пуҫламӑшӗнче аппаланма пуҫланӑ: очерксем, калавсем тата сӑвӑсем ҫырнӑ, чӑваш халӑхӗн сӑмахлӑхне пухнӑ. Вырӑс, беларуҫ, азербайджан, тутар, турккӑ тата ытти чӗлхерен чӑвашла куҫарнӑ. Валем Ахунӑн тӗп кӗнекисен шутӗнче ҫаксем: «Ҫула тухатӑп эп ирех... », «Урхамахӑм чӗнет инҫете», «Чӗвӗл-чӗвӗл чӗкеҫӗм», «Хӑтлӑ ҫурт», «Хӳкле кӗвви», «Шурӑ акӑш» тата ыттисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Ҫитес ҫул Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-26-мӗшӗсенче иртесси пирки пӗлтернеччӗ. Кӑҫал вара унӑн ҫу уйӑхӗн 21-27-мӗшӗсенче иртмеллеччӗ. Анчах пандемие пула ӑна каярах, ҫурлан 19-25-мӗшӗ ҫине, куҫарнӑ. Иртнӗ уйӑхра та тӗнче шайӗнчи мероприятие йӗркелеме май килмен. Кӑҫал, ЧР культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль иртетех. Ӑна юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 5-мӗшӗччен пулӗ. Фестивале паллӑ ҫынсем килмелле: Дмитрий Астрахан, Светлана Немоляева, Светлана Дружинина, Дмитрий Назаров, Александр Домогаров. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() solreg.ru сайтри сӑн Ыран, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, Раҫҫейре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине халалланӑ акци – «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» - иртӗ. Унта кашниех хутшӑнма пултарать. Чӑваш Енре диктанта 34 лапамра ҫырӗҫ. Вӗсенчен 16-шӗ Шупашарта пулӗ. Тӗп лапам – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ҫӗнӗ корпусӗ /Университет урамӗ, 38-мӗш ҫурт/. Акцие хутшӑкансен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫипе ҫыхӑннӑ 25 ыйтӑва хуравламалла. Задание пурнӑҫлама 45 минут уйӑраҫҫӗ. Регистраци 13 сехетре пуҫланать, интруктаж – 13.30 сехетре. 14 сехетре диткант ҫырма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Брянск облаҫӗнче вӑрман касакансен хушшинче уҫӑ чемпионат иртнӗ. Унта Мускав тата Чулхула облаҫӗсенчи, Карелири, Мари Элти, Чӑваш Енри тата Удмурт Республикинчи ҫынсем хутшӑннӑ. Спортсменсем пилӗк хӑнӑхтарӑва пурнӑҫланӑ. Кӑҫал виҫӗ зачет пулнӑ: Брянск облаҫӗн ҫыннисен хушшинче, хӑнасен тата хӗрарӑмсен зачечӗ. Чӑваш Енри ҫынсем чемпионатра темиҫе наградӑна тивӗҫнӗ. Сергей Субботин 203 балл пухса пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Артем Шашков хӑнасен хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Галина Климина хӗрарӑмсен хушшинче иккӗмӗш пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() фотоболезней.рф сайтри сӑн ЧР сывлӑх сыхлавӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ чаксах пырать. Юлашки талӑкра ку йыша 33 ҫын хушӑннӑ. Иртнӗ эрнере ку кӑтарту 30-40 ҫынпа танлашнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 7836 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 6477-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 28 ҫын чире парӑнтарнӑ. Ҫак кун тӗлне 1284 ҫын чиртен сипленет. 71 ҫын инфекцие пула вилнӗ. Ҫак кунсенче 1 ҫын чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 0,96-па танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай салинче пушар пулнӑ. Унта пассажирсене илсе ҫӳрекен автобус ҫуннӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм рабочисен тимсӗрлӗхне пула тухнӑ. Вӗсем усӑ курман техникӑна каснӑ. Пушар юрӑхсӑра тухнӑ ПАЗ автобус ҫине те куҫнӑ. Рабочисем пушара хӑйсем тӗллӗн сӳнтерме хӑтланнӑ, анчах кӑлахах пулнӑ. Пушарнӑйсене чӗнмех тивнӗ. Вӗсем ҫулӑма тӳрех сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Кӑшӑлвируспа чирлесе юсаннисенчен хӑшӗсен сывлӑхӗ самай хавшанӑ. Чӗре, юн тымарӗсен, сывлӑш ҫулӗсен чирӗсемпе тата ытти ҫавӑн пек амакпа нушаланакансен сывлӑхне вирус уйрӑмах халсӑрлатса хӑварнӑ. Кӑшӑлвируспа чирленисене ҫирӗпленсе ҫитме ҫӗршыв шайӗнче ковид хыҫҫӑнхи программа йышӑннӑччӗ. Халӗ пирӗн тӑрӑхри 45 ҫын ку программӑпа усӑ курнӑ та. Тепӗр 52 ҫын малалла сипленет, 77-ӗн хӑйӗн черечӗ ҫитессе кӗтет. Ковид хыҫҫӑнхи программӑна Хулари 1-мӗш клиника тата П.Н. Осипов ячӗллӗ Шупашкарти пӗрремӗш хула пульницисенче, ҫавӑн пекех «Надежда» тата «Чувашиякурорт»а санаторисенче ӗҫлеттерсе янӑ. Сиплев курсӗ 10 куна пырать. Стационарсенче сипленнишӗн медицина страхованийӗн шучӗпе саплаштараҫҫӗ. Санаторие каякансен тӑкакӗн 70 процентне республика хысни хӑй ҫине илнӗ. Пациентсемшӗн ҫӑмӑллӑхлӑ путевка хакӗ 10-11 пин тенке ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ. | ||
| Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |