Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Мигрантсене экономикӑн пур отраслӗнче ӗҫлеме чаракан саккунсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтӗсӗнче йышӑннӑ-ха. Ун пеккине пирӗн тӑрӑхра та йышӑнма палартаҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑн Правительство ҫуртӗнчи канашлура сӳтсе явнӑ.

Канашлӑва йӗрке хуралҫисем те хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче РФ Следстви комитечӗн Следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Максим Федоров тата Чӑван Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Миграци ыйтӑвӗпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Иванова.

Мигрантисене экономикӑн хӑш-пӗр отрасленче ӗҫлеме чаракан нормӑна паянхи кун тӗлне ҫӗршывӑн 89 регионӗнчен 41-шӗнче йышӑннӑ. Вӗсенчен пирӗн тарах та юласшӑн мар.

 

Спорт
Телеграмри chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкӗрчӗк
Телеграмри chuv_kray каналтан илнӗ сӑнӳкӗрчӗк

Чӑваш Енри маттур пике Анастасия Лоренц Бишкекра пауэрлифтинг енпе иртнӗ Ази чемпионатӗнче чи маттурри пулнӑ. Вӑл 57 килограмчченхи виҫере ӑмӑртакансем хушшинче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Выртса Анастасия 150 кг виҫене ҫӗкленӗ.

Чӑваш Енӗн спорт министрӗ Василий Петров Анастасийана тата унан тренерне Вячеслав Кострюкова ҫӗнтерӳпе саламланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_kray/3808
 

Республикӑра
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Пирӗн республикӑра пурӑнакансем юлашки вӑхӑтра сахалтарах уйрӑлнӑ. Кӑҫалхи сакар уйӑхра уйралнисен шучӗ пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртинчен 6,5 % сахалтарах.

ЗАГС органӗсенче ӗҫлекенсем пӗлтернӗ тӑрӑх, тин ҫеҫ ҫемье ҫавӑракансем мӑшӑрпа епле пурӑнмаллине пӗлех каймаҫҫӗ. Ҫавӑнпа «Ӗмӗрлӗх пӗрле – ҫемье пурнӑҫӗн чи пысӑк пӗлтерӗшӗ» проект пурнӑҫа кӗнӗ май Марина Назарова психолог пулас мӑшӑрсемпе калаҫу ирттерет. Кӑмӑлсӑр лару-тӑрура епле тытмаллине сӳтсе явнӑ май пӗрне-пӗри ӳпкелемесӗр калаҫма вӗренеҫҫӗ.

 

Спорт
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Пирӗн ентеш Марат Шарипов тӗнчери теннисистсен рейтингӗнче самай ҫӳле хӑварнӑ. Пӗр эрне хушшинче вӑл 43 йӗрке парӑнтарнӑ. Халӗ вӑл – 282-мӗш йӗркере.

Палӑртмалла: кӑҫал Марат Шарипов темиҫе пӗлтерӗшлӗ ят ҫӗнсе илнӗ. Ку вӑл пултаруллӑ тата тӗллев патне таплӑнакан спортсмен пулнине тепӗр хутчен ҫирӗплетет. Марат – маттур теннисист, Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ.

 

Ҫул-йӗр
catcher.fish сайтри сӑн
catcher.fish сайтри сӑн

Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнче Кире юханшывӗ урлӑ хывнӑ кӗпере юсаса пӗтернӗ. Ӑна «Хӑрушсӑр тата пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн тунӑ.

Кӗпер ҫине плита хунӑ, гидроизоляцие улӑштарнӑ, ҫӗнӗ хӳтӗлев сийӗ тунӑ, диформациленнӗ ҫӗвӗсене ҫӗнетнӗ.

Кунсӑр пуҫне кӗперпе ҫӳреме хӑрушсӑр пултӑр тесе перилӑсем лартнӑ.

 

Вӗренӳ
alikovo.ucoz.ru сайтри сӑн
alikovo.ucoz.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри 8 шкул вӗренӳ тытӑмӗнчи инноваци пултарулӑхне аталантарма 500 пин тенкӗлӗх грант илӗ. Кунашкал гранта ҫулсеренех параҫҫӗ.

Кӑҫал ку укҫана Шупашкрати 65-мӗш тата 47-мӗш шкулсем, Шупашкарти 1-мӗш гимнази, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази, Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкул тивӗҫнӗ.

Чӑвашла вӗрентес чи лайӑх практикӑшӑн Ҫӗмӗрле округӗнчи Хутар шкулӗ, Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫ округӗнчи Пучинке шкулӗ грант илнӗ.

 

Ӳнер
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти ватӑсем мамӑкпа ӳкерме вӗреннӗ. Ӳнерӗн XIX ӗмӗрте пуҫланса кайнӑ ҫак енне хрантсус чӗлхипе пуантилизм теҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, пӑнчӑпа ӳкерни пулать.

Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплеслӑ центрӗнчи специалистсем кинемейсене хут ҫине мамӑк патакпа ӳкерме вӗрентнӗ.

Асӑннӑ центрти «Забота» (чӑв. Пулӑшу) мини-клубра Анастасия Васильева тата Наталия Евграфова специалистсем заняти ирттернӗ. Ҫӗнӗ пуҫарӑва Лилия Чупрунова ватӑ кӑмӑлласах йышӑннӑ. Специалистсем кӑтартса пынипе вӑл кӗрхи йывӑҫ ӳкернӗ.

 

Культура
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Аван уйӑхӗн 19-21-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх пукане театрӗн артисчӗсем Кӑнтӑр Сахалинск хулинче гастрольпе пулнӑ. Унта вӗсем Росконцерт хатӗрленӗ гастрольпе концерт планӗпе килӗшӳллӗн тухса кайнӑ.

Сахалинта артистсем «Мишкина каша», «Спящая КАРсавица» тата «Сказка о Ёжике, волшебном лесе и ещё кое о чем...» ӗҫсене кӑтартнӑ. Кунсерен виҫшер спектакль кӑтартма тивнӗ. Артистсем ӗнентернӗ тӑрӑх, куракансем тӑвӑллан алӑ ҫупса хавхалантарнӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Авӑнӑн 20-мӗшӗнче кӗркуннехи ҫанталӑк хуҫаланма тытӑннӑ – сывлӑш температури 15 градусран пӗчӗкрех. Каҫсерен те палӑрмаллах сивӗ.

Ҫитес кунсенче ҫил лӑпланӗ. Ыран кӑнтӑрла уҫӑрах ҫанталӑк пулӗ-ха. Эрне варринче вара ӑшӑ килме тытӑнӗ, 20 градус таран ӑшӑтӗ. Ку –«карчӑк ӑшши». Канмалли кунсене термометр 25 градус таранах катартӗ, каҫхине 8-13 градус. Ҫил кӑнтӑр енчен ҫеккунтра 16-метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫанталӑк юпа уйӑхӗн варричченех тӑма пултарать. Ҫумӑр тепӗр икӗ эрнерен кӑна пулмалла.

 

Спорт
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Республикӑра кӗрешӳ енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ пуҫланнӑ. Кун пеккки историре - пӗрремӗш хут.

Чемпионата республикӑри мӗнпур муниципалитетри спортсменсем хутшӑнаҫҫӗ. Пӗтӗмпе - 360 ытла. Вӗсен хушшинче - хӗрсемпе каччӑсем, аслӑ ӳсӗмри ҫынсем.

Спортсменсем 16 виҫе категорийӗнче вӑй виҫӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 216, 217, 218, 219, 220, 221, 222, 223, 224, 225, [226], 227, 228, 229, 230, 231, 232, 233, 234, 235, 236, ... 3956
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 08

1888
137
Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1919
106
«Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1994
31
Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...