Республикӑра
![]() Тӗп суйлав комиссийӗн ларӑвӗнче Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине Александр Цветоквах ертсе пырӗ. Ҫӗнӗрен суйланнӑ ушкӑн ӗнер пӗрремӗш ларӑва пуҫтарӑннӑ. ТСКн улттӑмӗш йышӗн ларӑвне ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ. «Чӑваш Енӗн ТСК лайӑххисен шутӗнче. Эпир ку комиссие тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартатпӑр», — тенӗ Раҫҫей Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ Антон Лопатин ларура. Вӑл малтанхи 5 ҫул ӗҫленӗ йыша тав тунӑ. Чӑваш Енӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Лопатин Михаил Игнатьева та ырӑпа палӑртнӑ. РФ ТСК пайташӗ шучӗпе пирӗн регион ертӳҫи обществӑна «консолидацилессипе, мӗнпур политика партийӗпе тата общественноҫпа ҫыхӑну тытассипе» нумай ӗҫлет. ЧР ТСКне республика Элтеперӗ тата чӑваш парламенчӗ 12 ҫынтан йӗркеленӗ, вӗсенчен улттӑшӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», РФКП, ЛДПР, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей», «Патриоты России» (чӑв. Раҫҫей патриочӗсем), «Народ против коррупции» (чӑв. Халӑх коррупцие хирӗҫ) партисен регионти уйрӑмӗсен пайташӗсем, икӗ ҫынна Раҫҫей ТСК сӗннӗ, тӑваттӑшӗ — общество организацийӗсен пайташӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян ЧР Элтеперӗ патне 7-мӗш класра вӗренекен Глеб Статкевич йышӑнӑва килнӗ. Вӑл Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренет. Глеб Михаил Игнатьевпа тӗл пулма ӗмӗтленнӗ. Ӑна Чӑваш Енре кӗҫех уҫӑлакан ача-пӑча технопаркӗ кӑсӑкланатарть-мӗн. Ҫавӑнпа вӑл Михаил Васильевичпа тӗл пулма шухӑшланӑ. Михаил Игнатьев шкул ачине ачасем валли инноваци вӗренӳ лапамӗ кӑҫалах хута каяссине пӗлтернӗ. Вӑл Шупашкарти ача-пӑча тата ҫамрӑксен керменӗ ҫумӗнче уҫӑлӗ. Унта 5-11-мӗш классене ҫӳрекенсем вӗренӗҫ. Унти технологисем тата станоксем ӗмӗтсене пурнӑҫлама пулӑшӗҫ. Ҫапла майпа ачасене ӑслӑлӑх тата техника пултарулӑхӗпе ытларах кӑсӑклантарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри икӗ районта кашкӑрсене пеме пуҫлӗҫ. Ҫапла майпа вӗсен йышне йӗркене кӗртесшӗн. Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ял тӑрӑхӗнче тата Йӗпреҫ районӗнчи Киров ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем кашкӑрсем нумайланни пирки ҫӑхавланӑ. Ҫавна май ЧР Ҫут ҫанталӑк министерстви хушу алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн, раштавӑн 5-мӗшӗнчен пуҫласа 2017 ҫулхи ака уйӑхӗччен ҫӳлерех асӑннӑ тӑрӑхсенче кашкӑрсен шутне йӗркелесе тӑчӗҫ. Пӗр сӑмахпа, вӗсене персе вӗлерӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Израильти Эйлат хулинче йывӑр атлетика енӗпе Европа ӑмартӑвӗ иртнӗ. Унта Ирина Баймулкина ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Ирина 53 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командин пухмачне ылтӑн медальпе пуянлатнӑ. Ку пухмачра пӗрремӗш медаль пулнӑ. Ирина икӗ хӑнӑхтару туса 188 килограмм пухнӑ. Вӑл штангӑна тӗртсе 84 килограмм пухнӑ. Тепӗр хӑнӑхтарура – 104 килограмм. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Доброволецсен пӗтӗм тӗнчери кунӗнче, раштавӑн 5-мӗшӗнче, Э.Э. Феизов ячӗллӗ Шӑнкӑртамри шкулта «Лучший волонтерский отряд – 2016» (чӑв. Нимелле ӗҫлекен чи лайӑх отряд — 2016) «Мирлӗ пӗлӗт айӗнче!» девизпа районти конкурс иртнӗ. Ӑна «Хӑв хыҫҫӑн йӗр хӑвар…» конкурсла шоу евӗр хатӗрленӗ. Конкурса районти вӗренӳ учрежденийӗсенчи чи хастар 10 нимеҫӗ (волонтер) отрячӗ хутшӑннӑ. Вӗсен пайташӗсем — 14 ҫултан пуҫласа 18 ҫулчченхи ҫамрӑксем. Ҫавсем кӑҫал «Волонтеры Победы» (чӑв. Ҫӗнтерӳ нимеҫисем) Пӗтӗм Раҫҫейри общество юхӑмӗн мероприятийӗсене питӗ хастар хутшӑннӑ. Районти конкурсра малти вырӑна Хирти Пикшикри ушкӑн тухнӑ, Ҫӗньялти тата Шӑнкӑртамри 1-мӗш шкулти нимеҫӗсем, виҫҫӗмӗшне Тутар Сӑкӑтрисем ҫӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ӳнер
![]() Юрий Притиск фотограф Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Юрий Притиск фотограф «Чи илемлӗ ҫӗршыв» пултарулӑх конкурсӗнче авӑн уйӑхӗнчех финала тухнӑ. Халӗ вара унӑн «Берег шакалов» (чӑв. Шакалсен ҫыранӗ) фотоӗҫӗ «Мир в наших руках» (чӑв. Тӗнче пирӗн алӑра) номинацире чи провокацилле фотоӗҫ евӗр мала тухнӑ. Сӑнӳкерчӗке вӑл анлӑ Атӑлӑн сулахай ҫыранӗнче ӳкерсе илнӗ. Конкурса 110 пине яхӑн ӗҫ тӑратнӑ. Малтанласа 13 номинаципе ҫирӗмшер ӗҫе суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен ӗҫӗсем, ҫав шутра Ҫӗнӗ Шупашкарти фотографӑн та, Мускав урамне илем кӳрӗҫ — ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшенчен пуҫласа нарӑсӑн 25-мӗшӗччен ҫӗршывӑн тӗп хулинчи бульварсене капӑрлатӗҫ. Унта Атӑлӑн сулахай ҫыранӗ те тивӗҫлӗ вырӑн тупӗ, Шупашкарпа мӑнаҫлӑн паллаштарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Дмитрий Воробьев доцент Ҫак кунсенче Мускавра иртнӗ Non/Fiction ӑс-тӑн литературин 18-мӗш ярмӑрккинче кӑҫалхи преми лауреачӗсене палӑртнӑ. Ҫавсен хушшинче И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн философи тата право кафедрин доценчӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Дмитрий Воробьев та ҫӗнтернӗ. Ӑна «Куҫару» номинацире Швеци тата Норвегин хальхи вӑхӑтри прозипе поэзине куҫарнӑшӑн палӑртнӑ. 1978 ҫулта ҫирӗплетнӗ премипе литературӑра палӑрнисене хавхалантараҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна Ленинградри самиздатӑн «Часы» литература журналӗ ҫирӗплетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ултӑ номинацире: «Поэзи», «Проза», «Гуманитари тӗпчевӗ», «Литература умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн», «Литература проекчӗсем/Критика», «Куҫару». Преми виҫи 1 тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Алексей Яковлев текех спорт министрӗн ҫумӗ мар Чӑваш Енӗн спорт министрӗн ҫумне Алексей Яковлева Шупашкарти Пӑр керменне тунӑ чухне хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран иртнӗ уйӑхӑн 3-мӗшӗнче суд килте икӗ уйӑх хупса усрама йышӑннӑччӗ. Паян Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин министерствӑра ӗҫленӗ Алексей Яковлева должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Аса илтеретпӗр, Пӑр керменне хӑпартнӑ чух проекта темиҫе хут ылмаштарнӑ. Тӗп хуламӑрти «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗ пӗлтӗр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнине, ӑна ҫӗкленӗ подрядчике ЧР Спорт министерстви те укҫа тӳлеменнине, «Голицын» строительство компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнӑччӗ, министерствӑн 487 миллион тенкӗ тӳлемелле пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Анатолий Пукки Паян, раштавӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Общество палатин пайташӗ, 65 ҫулти Анатолий Пукки вилнӗ. Анатолий Ялмарович Красноярск тӑрӑхӗнче 1952 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Красноярскри политехника институтӗнче «Машинӑсем тата шӑратас производствӑн технологийӗ» специальноҫа алла илнӗ хыҫҫӑн Енисейри механика савутӗнче слесарьте ӗҫлеме тытӑннӑ. 1975–1986 ҫулсенче Анатолий Пукки Шупашкарти трактор савутӗнче инженер-конструкторта, участок мастерӗнче, формовка участокӗн пуҫлӑхӗнче, цех пуҫлӑхӗ ҫумӗнче, цех пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Кайран унтах партком тытӑмӗнче, каярах КПССӑн Шупашкар хула комитетӗнче тата ӗҫтӑвкомӗнче тимленӗ. 1990-мӗш ҫулсенче вӑл «Волганефтехиммонтаж», «СТРОМОН-КИТР», «Стройдорзапчасть», «Монолитстрой» предприятисенче коммерци пуҫлӑхӗнче, «НЕРУДСТРОМра» тӗп директорта тата ытти вырӑнта пуҫлӑх пуканӗсенче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() «Ирӗклӗх» Шупашкарти аэропорт ертӳлӗхӗнчен пассажирсене рейссем пирки чӑвашла та пӗлтерме ыйтнӑ. Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Халӗ пассажирсене чӑвашла та хыпарлаҫҫӗ. Ку ҫӗнӗлӗхе нумаях пулмасть кӗртнӗ. Унтанпа пӗр эрне те иртмен. Малтан рейссем пирки вырӑсла, унтан чӑвашла пӗлтереҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери рейссене вара акӑлчанла та хыпарлаҫҫӗ. Аса илтерер: «Ирӗклӗх» общество организацийӗ Шупашкарти аэропортӑн тӗп директорӗ патне утӑ уйӑхӗн варринчех ҫыру янӑ. Вӗсем ун чухне аэропорта информаци хӑмисемпе тивӗҫтерме те ыйтнӑ. Унта вара, вӗсен шухӑшӗпе, вырӑсла тата чӑвашла ҫырмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |