Персона
![]() Паян чӑвашсен паллӑ артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Паян вӑл 93 ҫул тултарнӑ. Вера Кузьминичнӑна халӑх юратать, вӑл калӑпланӑ рольсем чылай ҫынна макӑртнӑ, култарнӑ. Вӑл чӑваш культуришӗн сахал мар ӗҫ тунӑ. Пултарулӑхра артистка 70 ҫул ӗҫленӗ. «Хура ҫӑкӑр» спектакльти амӑшӗн ролӗ чылайӑшӗн асӗнче. «Юнлӑ туй», «Ҫӗпӗр дивизийӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Нарспи», «Айдар»… Вун-вун спектакльти сӑнара калӑпланӑ вӑл. Вера Кузьминична Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫӗпех парӑннӑ, халӑха савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнче тетелӗ
![]() Дмитрий Семенов Чӑваш Енре «Открытая Россия» (чӑв. Уҫӑ Раҫҫей) обществӑпа политика юхӑмӗн хастарне Дмитрий Семенова тӗнче тетелӗнчи репостшӑн штрафланӑ. Ҫӗрпӳри суд ӑна «П... или смерть» футболка тӑхӑннӑ Питӗрти депутата Виталий Милонова репост тунӑшӑн айӑпланӑ. Чӑвашри политика иртнӗ эрнере полици уйрӑмне илсе кайнӑ, унта ӑна РФ Административлӑ правонарушени ҫинчен калакан кодексӑн 20.29 статйипе айӑплассине пӗлтернӗ. Тӗнче тетелӗнчи страницӑсене пӑхса ларнӑ чух Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри ӗҫченӗсем Дмитрий Семенов православипе ҫыхӑннӑ экстремизмла сӑнӳкерчӗке репост тунӑ тесе палӑртнӑ. Ку тӗслӗх пӗли-пӗлми тата пули-пулми «класс!» пусса лариччен е репостличчен ҫиччӗ виҫсе пӗрре касмаллине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Остерта Ҫеҫпӗле манмаҫҫӗ Ҫеҫпӗл Мишшин черетлӗ 117-мӗш ҫуралнӑ кунӗ ячӗпе пирӗн республикӑра тӗрлӗ мероприяти иртрӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, поэтӑн Шупашкарти палӑкӗ патӗнче митинг иртнӗ. Вӑл ирхи тӑхӑр сехетре пуҫланнӑ. Унта ытти ҫулсенчи пекех тӑван культурӑна, чӗлхене, Ҫеҫпӗле сума сӑвакансем: ҫыравҫӑсем, культура ӗҫченӗсем, вӗренекенсем — пуҫтарӑннӑ. Ӗнер Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулинче те Ҫеҫпӗл Мишшине сума сунӑ. Кун пирки Лидия Филиппова журналист тата поэт «Одноклассники» (чӑв. Пӗр класрисем) халӑх сетӗнчи хӑйӗн страницинче хыпарланӑ. Ҫулӑм чӗреллӗ классикӑмӑра пытарнӑ вырӑна унти хастарсем чӑвашсен Украинӑри обществин пайташӗсем Н. Лисовая тата М. Люллина ертсе пынипе чечек хунӑ, сӑвӑсем вуланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗ Етӗрне район администрацине Андрей Софронов ертсе пырӗ. Ахӑртнех, вӑл. Ятарлӑ комисси ырланӑ кандидатурӑна ҫывӑх вӑхӑтра вырӑнти Депутатсен пухӑвӗнче пӑхса тухӗҫ. Аса илтеретпӗр, Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин иртнӗ уйӑхра ӗҫрен кайнӑ, ку тивӗҫе вӑхӑтлӑха Владимир Семенов пурнӑҫлама тытӑннӑ. Пуҫлӑх пулмалли ҫынна палӑртакан комиссие ЧР Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин пӗрремӗш ҫумне — Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхне Лариса Арсентьевана, ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫин ҫумне — Патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этики енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫине Николай Малова; чӑваш парламенчӗн тепӗр депутатне, Чӑвашпотребсоюз канашӗн ертӳҫине Валерий Павлова; Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗн ӗҫ тӑвакан директорне Станислав Николаева кӗртнӗччӗ. Виҫӗмкун комисси Андрей Софронов кандидатурине ырланӑ. «Правда ПФО» пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫын асӑннӑ районта социаллӑ пулӑшу кӳрессипе ӗҫленӗ, маларах вӑл газ участокӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Владимир Доброхотов Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ пулнӑ Владимир Доброхотова республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. «Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Доброхотова транспорт ведомствине ертсе пыма иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Министр пуканне тивӗҫнӗ ҫав ҫын «Дорэкса» ертсе пыма тытӑниччен тӳре-шарара ӗҫлесе пӑхнӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ҫумӗнче тимленӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ку должноҫе Михаил Резникова лартрӗҫ. Ӗнертенпе Владимир Анатольевич республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшма тытӑннӑ. Унта вӑл Сергей Артамонов министра ҫум должноҫӗнче пулӑшӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Александр Яковлев орнитолог Шупашкар районӗнчи Ҫӗньялта ҫуралса ӳснӗ Александр Яковлев орнитолог ӗнер хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче: утравсемпе тинӗссем хӗрринче — кайӑк-кӗшӗк тӗнчине тӗпчекен маттур ҫак ҫынна ҫутӑ тӗнчене килнӗ ятпа Лӑпкӑ океан (Чукотка, Сахалин, Курил утравӗсем) хӗрринче пурӑнакансенчен пуҫласа Атлантика (Германи, Англи, Франци, Израиль...) таранах саламланӑ. Ӑшӑ сӑмахӗсем Раҫҫей, Казахстан, Украина, Беларуҫ урлӑ вӗҫнӗ. Шупашкар район ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗскере юлташӗсем, ӗҫтешӗсем, вӗренекенӗсем, студентсем, фотографсем, ҫулҫӳревӗҫсем, кайӑк-кӗшӗке юратакансем, биологсем, ҫутҫанталӑкӑн уйрӑмах хӳтӗлемелли вырӑнӗсенче ӗҫлекенсем ырӑ суннӑ. Фейсбукри хӑйӗн страницинче пурне те тав тунӑ май Саша Яковлев малашне те хӑйӗн сӑнӳкерчӗкӗсемпе савӑнтарма тата ҫутҫанталӑк ҫинчен каласа кӑтартма шантарать. Юлашки ҫулсенче Саша тӗрлӗ тӑрӑха кайса унти кайӑк-кӗшӗке тӗпчет. Пурне те хут ҫине куҫарать вӑл, ӳкерсе те илет. Аякри ҫӗрсенчи кайӑк-кӗшӗк тӗнчине ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пек тӗпчессине Александр Яковлев 2013 ҫулта Курил утравӗ ҫинчи пысӑк сӑмсаллӑ ула кураксенчен пуҫланӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫӗнче вырнаҫнӑ «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) ҫывӑх вӑхӑтра ӗҫлесе каймалла. Предприяти ертӳҫисем унта ӗҫлекенсене каланӑ тӑрӑх, хапрӑк бройлерсен ҫӗнӗ ӑратне ӳстерме тытӑнмалла. Хальхи вӑхӑтра унта рабочисем ҫине тӑрсах тирпейлесе тасатаҫҫӗ. Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче инкубаторсене ҫӑмарта хумалла. Хапрӑка панкрута кӑларас шутпа «Ваша марка» тулли мар общество Чӑваш Енӗн Арбитраж судне тухнӑччӗ, анчах унӑн тавӑҫне тивӗҫтерменнине кура Улатимӗр хулинчи Арбитраж судне ҫитнӗ. Унта ӗҫе чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухнӑ. Анчах тавӑҫа унтисем те тивӗҫтерме килӗшмен. Суд чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пулнӑ. Тавӑҫ тӑратаканӗ — «Ваша марка» тулли мар яваплӑ общество. Вӑл «Чӑваш бройлерне» панкрута кӑларма ыйтнӑ. Анчах суд тавӑҫа тивӗҫтермен. |
Политика
![]() Хула пуҫлӑхӗн ӗҫ укҫине пӗтермелле-и е ҫук-и? Шупашкарти депутатсем ҫак ыйтӑва сӳтсе явнӑ, сасӑлав ирттернӗ. Кун пирки тин кӑна пӗлтернӗччӗ. Ку ыйтӑва унччен халӑх итлевӗнче сӳтсе явнӑ ӗнтӗ. Хӑш-пӗр депутат интереслӗ сӗнӳсем панӑ. Вӗсенчен пӗри чӑннипех те хӑйне евӗрлӗ. Ӑна ыттисем шӳт вырӑнне йышӑннӑ-и е ҫук-и — калама хӗн. Нихӑш партие те кӗмен депутат Александр Андреев хула пуҫлӑхне кушак аҫине суйлама сӗннӗ. Кунашкал практика АПШра пур ӗнтӗ. «Хула пуҫлӑхӗпе» паллашма нумай турист килет-мӗн. Тен, пирӗн те ҫапла тумалла? Ҫакнашкал ыйту панӑ Александр Андреев. «Акӑ манӑн ӗҫре Васька аҫа пур. Унпа пурте селфи ӳкерӗнеҫҫӗ. Ун чухне, иккӗленместӗп, эпир инвестици илӗртес енӗпе Раҫҫейре пӗрремӗш пулӑпӑр», — тенӗ вӑл. Кулӑшла пулӗ те, анчах депутатсем хальлӗхе ку шухӑша пурнӑҫа кӗртме тӑхтанӑ. Вӗсем хула пуҫлӑхӗ тӳлевсӗр ӗҫлесси пирки йышӑну тунине пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкар хула депутачӗсен пухӑвӗн ларӑвӗнче «Ҫеҫпӗл» кинотеатр пулнӑ ҫурт шӑпине сӳтсе явнӑ. Депутатсем ӑна Ҫамрӑксен театрне парас тесе пӗр саслӑн пулнӑ. Кинотеатр 2014 ҫултанпа ӗҫлемест. Республика влаҫӗ ӑна ахаль лартасшӑн пулман, ҫавӑнпа аукциона тӑратнӑ. Анчах никам та ӑна илмен. Ун хыҫҫӑн ЧР Минстрсен Кабинечӗ ӑна хула балансӗ ҫине куҫарнӑ. Малтанах мэри савӑнса кайнӑ темелле. Чиновниксем ҫак шухӑш патне ҫитнӗ: вӑл ҫамрӑксем валли хальхи пултарулӑх центрӗ пулӗ. Ӑна юсама, ҫӗнетме, ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Анчах ӑна тытса тӑмашкӑн хула хыснинче укҫа тупӑнман. Юсама кӑна 70 миллион тенкӗ кирлӗ. Хатӗр-хӗтӗр туянма вара – 50 миллион тенкӗ. Ҫавна май ҫурта республика шучӗ ҫине тавӑрма шухӑшланӑ. Малашне унта Ҫамрӑксен театрӗ пулӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Раҫҫейри биатлонистсен пӗрлӗхӗ пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусене хутшӑнакан спортсменсене ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командине кӗртнӗ. Ку чыса камсем тивӗҫнӗ-ха? Йыша Мускаври политехника институчӗн Шупашкарти филиалӗнче вӗренекен Татьяна Акимова та кӗнӗ. Тӗменри тренировкӑра вӑл спринт чупса финиша иккӗмӗш ҫитнӗ. Пӗтӗм тӗнчери биатлонистсен пӗрлӗхӗ Татьяа Акимова сезонра чи лайӑх ҫын тесе йышӑннӑ. Пӗрлӗхӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн чӳкӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 3-мӗшӗччен кӗрешӗҫ. Тӗнче кубокӗ Швецире ҫав тапхӑртах иртӗ, анчах пӗр кун маларах вӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 26 - 28 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |