Спорт
![]() Артем Тихонов Нумаях пулмасть тӗнче шайӗнче шашка енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Пирӗн ентешсем унтан таврӑннӑ. Пушӑ алӑпа килмен вӗсем. Ӑмӑрту Болгарире ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ та авӑнӑн 2-мӗшӗнче вӗҫленнӗ. Унта 17 ҫӗршыври 260 ытла спортсмен хутшӑннӑ. Шашка енӗпе Азербайджан, Беларуҫ, Болгари, Латви, Литва, Эстони, Польша, Германи, Франци, Израиль, Украина, Молдова, Румыни, Казахстан, Узбекистан, Туркменистан тата Раҫҫей спортсменӗсем вӑй виҫнӗ. Чӑваш шашисчӗсем ӑмӑртуран 5 ылтӑн медаль илсе килнӗ. 8 ҫулти Артем Тихонов черетлӗ ҫитӗнӗвӗпе савӑнтарнӑ. Вӑл 1-мӗш вырӑна тухнӑ. Даниил Леонидов та каллех маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Вӑл ылтӑн тата кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре халӑх ҫыравӗ тӗлӗшпе ҫӗнӗлӗхсем кӗртесшӗн. Кун пирки tass.ru порталта пӗлтереҫҫӗ. Малашне ҫынсене ҫырава пурне те йӗркепе килӗшӳллӗн хутшӑнтарасшӑн. Хутшӑнманнисене штраф тӳлеттересшӗн. Унччен Росстат саккуна ҫырав тӗлӗшпе ҫӗнӗлӗхсем кӗртме сӗннӗ. Правительство комиссийӗ ку ыйтӑва пӑхса тухсан ӑна ырланӑ. Саккуна улшӑнусем кӗртсен ҫырава кашни ҫыннӑнах ниме пӑхмасӑр хутшӑнма тивӗ. Хӑйӗн пирки информаци пӗлтерме хирӗҫлесен (хӑш наци пулнисӗр пуҫне) штраф тӳлеттересшӗн. Унӑн виҫи 100-300 тенкӗпе танлашмалла. «Кам ӑҫта пурӑннине, халӑх мӗн чухлӗ пулнине пӗлесси – патшалӑх ӗҫӗ. Унпа социаллӑ экономика пулса пырать», - тенӗ социаллӑ экономика ыйтӑвӗсене тишкерекен ӑслӑлӑхпа тӗпчев центрӗн ертӳҫи Ольга Воробьева. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Шупашкара Мускаври Вырӑс балет театрӗ гастроле килнӗ. Вӗсем сцена ҫинче «Лебединое озеро» (чӑв. Акӑш кӳлли) постановкӑна кӑтартма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Шӑматкун «Ромео и Джельетта» балета курнӑ. Кӑҫалхи гастроль ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ ректорӗ Андрей Александров пулӑшнипе иртнӗ. Вырсарникун гала-концерт пулнӑ. Унта пирӗн артистсем те хутшӑннӑ. Гастрольпе Пысӑк театр солисчӗсем Дина Косырева тата Андрей Меркурьев килнӗ. Вӗсен — тӗп парти. Артистсем Шупашкара пӗрремӗш хут мар килнӗ. Вӗсем балет фестивалӗсене хутшӑннӑ ӗнтӗ. Мускав артисчӗсем Шупашкарта виҫӗ каҫ пулнӑ. Вӗсем кунти симфони оркестрӗпе пӗрле сцена ҫине тухнӑ. Пирӗн симфони оркестрӗ ҫак ушкӑнпа Германире тата Люксембургра 2014 ҫулта пулнӑ. 2015 ҫулта вара Араб Эмиратне ҫитнӗ. Ушкӑн хореографӗ — ҫамрӑк балерина Людмила Титова. Вӑл сцена ҫине тухма та ӗлкӗрет. Людмила «Ромео и Джульетта» постановкӑра тӗп сӑнара калӑплать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре ҫитес ҫул 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫа кӑларасси пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Вӗсем ҫине хӑш хулана сӑнлассине палӑртас тӗллевпе сасӑлав ирттернӗ. Унта Шупашкар хулинчи Анне палӑкӗпе Чапаев палӑкӗ те хутшӑннӑ. Нумаях пулмасть списокри 10 хула финала тухнӑ. Шел те, вӗсен йышӗнче Шупашкар ҫук. Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне «Общество шухӑшӗ» фонд ирттернӗ. Ыйтӑма тӗрлӗ хулара пурӑнакан 6 пин ҫын хутшӑннӑ. Кашнин патне киле килнӗ, хуласен ятне тата унти паллӑ вырӑнсен сӑнӳкерчӗкне кӑтартнӑ. Финала 10 хула тухнисен йышӗнче ҫаксем: Владимир, Волгоград, Инҫет Хӗвелтухӑҫ, Иркутск, Хусан, Чулхула, Петрозаводск, Севастополь, Сергив Посад, Сочи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ялти шкулта вӗрентекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри III съезчӗ иртет. Хальхинче ӑна Чӑваш Енре йӗркелеме палӑртнӑ. Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, унта Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 250 ытла ҫын килӗ. Вӗсен йышӗнче субъектсенчи вӗренӳ управленийӗн органӗсен элчисем, вӗренӳ организацийӗсен ертӳҫисем, ялти вӗрентекенсем пулӗҫ. Съездӑн пленарлӑ пайне РФ Вӗренӳ министерствин ҫӗнӗ ертӳҫи Ольга Васильева тата Рособрнадзорӑн пуҫлӑхӗ Сергей Кравцов килме пултарӗҫ. Кӑҫал съездра «Ял шкулӗнчи вӗрентекен — Раҫҫейри вектор аталанӑвӗнче» тема тавра калаҫӗҫ. Палӑртса хӑварар: Пӗтӗм Раҫҫейри I съезд 2012 ҫулта РФ Патшалӑх Думинче иртнӗ. Иккӗмӗш съезда 2014 ҫулта Тамбов облаҫӗнче йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шкулта ӑс пухакан шӑпӑрлансем ача пахчинчи стенасене илем кӗртнӗ. Ҫакна тумашкӑн вӗсене пӗр эрне ҫеҫ кирлӗ пулнӑ. Шупашкарти 23-мӗш ача пахчинчи тӗксӗм стенасем тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑпа ялкӑшма тытӑннӑ. Ачасем хут ҫинчи ӳкерчӗксене стена ҫине пӗр эрнерех куҫарнӑ. Шупашкар хула администрацийӗн пай пуҫлӑхӗ Эльдар Черкесов кунашкал тӗксӗм стенасем кашни ача пахчинчех пуррине каланӑ. Вӗсем, паллах, ачасене савӑнтармаҫҫӗ. Ӳкерсен вара питӗ кӑмӑллӑ. Шӑпӑрлансем те унта мӗн сӑнланипе кӑсӑкланма пуҫлӗҫ. 5-мӗш гимназире ӑс пухакан Анастасия Васильевӑн «Юратнӑ хула» ӳкерчӗкӗ конкурс ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнӑ. Вӑл халӑх тетелӗнче «лайк» нумай пухнӑ. Шкул ачисем ку проекта малалла пурнӑҫласшӑн. Кирек хӑш ача пахчинче те тӗксӗм стена тупса вӗсем ӑна илемлетесшӗн. Тӗнчене ҫутӑрах тума нумай та кирлӗ мар вӗт. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче чутах ҫемье ҫунса кайман. Ҫав кун нумай ачаллӑ ҫемьере пушар тухнӑ. Канаш хулинчи Гагарин урамӗнче ҫӗрле 52 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче мунча, гараж тата пӳрт тӑрри ҫунма тытӑннӑ. Пушар алхаснине кӳршисем асӑрханӑ. Вӗсем тӳрех кил хуҫисене ҫӑлма чупнӑ. Пӳртре ун чухне 14 ҫын пулнӑ. Ҫӑлавҫӑсем киличчен вӗсенчен 11-шне ҫулӑмран кӑларма ӗлкӗрнӗ. МЧС ӗҫченӗсем килсен тепӗр 3 ҫамрӑка пӳртрен илсе тухнӑ. Пушара 1 сехетрен сӳнтернӗ. Ҫурта тата ун таврашӗнчи хуралтӑсене сыхласа хӑварма май килнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар мунчари кӑмакаран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ ача уйлӑхӗсенчен пӗринче ясарлӑхпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах сиксе тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшенче пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйӗн пӳлӗмӗнче ҫывӑрса выртакан сакӑр ҫулхи хӗрача ҫумне Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти арҫын ҫулӑхнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ. Айӑплӑ тесе шутлакан арҫынна тӗпчев пынӑ вӑхӑтра хупса усрама йышӑннӑ. Ваккат кунпа килӗшмесӗр ЧР Аслӑ судне тавӑҫпа тухнӑ, малтанхи суд йышӑнӑвне пӑрахӑҫлама, арҫынна салукла кӑларма ыйтнӑ. Анчах республикӑн Аслӑ сучӗ йышӑнӑва малтанхиллех хӑварнӑ. Арҫын айӑпне ҫирӗплетсен ӑна 12 ҫултан пуҫласа 20 ҫул таран хупма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Андриян Николаев вилтӑпри ҫинче чӗрӗ чечексем Паян Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта чӑваш кӑйкӑрӗн Андриян Николаевӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунне асра тытса митинг ирттернӗ. Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ, СССР летчик-космонавчӗ Андриян Николаев ҫуралнӑранпа 87 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттерекен уява хутшӑннӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев чӑваш ятне тӗнчене кӑларнӑ космонавтӑн амӑшӗ ҫуралнӑранпа 116 ҫул ҫитнине те аса илнӗ. «Андриян Григорьевич Николаев тӑван ҫӗре юратнӑ, вӗрентекенсене тата аслӑ ӑрурисене хисепленӗ, вӗсен сӑмахне итленӗ», — тенӗ Михаил Игнатьев. Элтепер паян та пиншер арҫын ачапа хӗрача Андриян Николаев пек пулма ӗмӗтленнине палӑртнӑ. Митинга хутшӑннисем летчик-космонавт вил тӑпри ҫине чӗрӗ чечек хунӑ, вырӑнти часовньӑна кӗрсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне депутата суйланасшӑннисем валли «Россия-24» телеканалӑн вырӑнти эфирӗнче уйӑрнӑ телетавлашу вӑхӑтӗнче пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Либерал-демократсен партийӗн пайташӗ Константин Степанов унта хӑйӗн экшн-камерипе пынӑ. Унпа вӑл телетавлашӑва ӳкерсе тата ҫырса илесшӗн пулнӑ. Кандидатсен тупӑшӑвне кӑнтӑрлахи эфирта кӑтартнине пула ҫынсем кураймасӑр юлаҫҫӗ, кайран ӑна тӗнче тетелӗнче сарас тенӗ. Анчах телеканал ӗҫченӗ камерӑпа ӳкерме ирӗк паман. Куншӑн тарӑхнипе кандидат телетавлашуран пӑрахса кайнӑ. Унччен вара вӑл хай калас тенине каласа ӗлкӗрнӗ. Кандидат ӑнлантарнӑ тӑрӑх, камера телекуравра ӗҫлекенсен автор правине пӑсать тесе ӗнентернӗ. Наци телекуравӗ вара маларах Константин Степанова камера сиенлӗ темӗнле хумсем кӑларать тенӗ имӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Исаев Мӗтри, чӑваш ҫыравҫи, критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Шупашкарти урама Марсим Горький проспекчӗ ятне панӑ. | ||
| Розов Анатолий Сидорович, чӑваш художникӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |