Тӗн
![]() Муркаш районӗнчи Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗнчисем пирӗнте палӑракан усал-тӗселтен: ӑмсаннинчен, хирӗҫес кӑмӑлтан тата ытти ҫавӑн йышши начар йӑларан — чиркӳ кӑна ҫӑлма пултарать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ку шухӑша Муркаш район администрацийӗнче ирттернӗ Наци ӗҫӗсемшӗн тата Тӗн пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑну тытассишӗн яваплӑ канашсен пӗрлехи ларӑвӗнче Сергий Воронцов иерей асӑнса хӑварнӑ. Чиркӳ ҫынни пӗлтернӗ тӑрӑх, Йӳҫкасси ял тӑрӑхӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ А.Н. Кузьмин чиркӳ ирттерекен мероприятисенчен пӗртте юлмасть. Сергий иерей хӑй те хастар. Ял тӑрӑхӗн территорийӗнче ирттерекен мероприятисене вӗҫӗмех хутшӑнать. Район шайӗнче иртнӗ икӗ канашӑн пӗрлехи ларӑвӗнче ытти ыйтӑва та пӑхса тухнӑ май яваплисем отчет туса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Федерацин налук службин сайтӗнчи «Налук тӳлекенӗн уйрӑм пӳлӗмӗ» фукнципе усӑ куракансем налукпа ҫыхӑннӑ хутсене пуштӑ урлӑ илме пӑрахӗҫ. Ун пек документсем хут ҫинче питех кирлӗ пулсан кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗсен ҫавӑн пирки налукҫӑсене хӑйсен Федерацин налук службин сайтӗнчи «Уйрӑм пӳлӗмсем» урлӑ пӗлтермелле. Капла ҫӗнӗлӗх кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ федераци шайӗнчи саккунпа ҫыхӑннӑ. Асӑннӑ официаллӑ хут Налук кодексне пырса тивет. Тепӗр майлӑ каласан, ҫав саккуна хӑш-пӗр улшӑну кӗнине пӗлтерет. Уйрӑм ҫынсене пурлӑх налукӗ: ҫӗршӗн, транспортшӑн тата пурлӑхшӑн илекенни — ытларах кӑсӑклантарать. Вӗсене кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗччен тӳлесе ӗлкӗрмелле. Уйрӑм усламҫӑсен, нотариуссен тата ытти хӑш-пӗр категорин «Уйрӑм пӳлӗмпе» малашне те усӑ курма юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Йӗпреҫ районӗнчи мӗнпур хуҫалӑх кӗрхи тырра вырма тытӑннӑ. Ку вӑл — ӗнерхи кун тӗлне илсен. Анчах вӗсен хушшинче ҫак ӗҫе вӗҫлеме ӗлкӗрнӗ хуҫалӑх та пур. «Искра» (чӑв. Хӗлхем) колхоз кӗрхисене пӗлтӗр 105 гектар акса хӑварнӑ. Ҫав лаптӑкран унтисем 200 ҫапса тӗшӗленӗ. Тухӑҫ кашни гектартан вӑтамран 22,5 центнера ларнӑ. Ку вӑл районти вӑтам тухӑҫран кӑштах пӗчӗкрех-ха, мӗншӗн тесен ытти хуҫалӑхсене илсен кӗрхисем вӑтамран 25-шар центнер тухаҫҫӗ. Ӗҫе хӑвӑрт вӗҫленӗ «Искра» пирки каласан, кӗрхи тулла «Палессе» тата «Нива» комбайнсемпе вырнӑ. Алексей Кузьмин ҫамрӑк комбайнер «Палессе»-пе 164 тонн ҫапса тӗшӗленӗ. Ҫуртрисене вырма тухичченех хуҫалӑх механизаторӗсем нумай ҫул ӳсекен курӑксене иккӗмӗш хут ҫулса пуҫтарӗҫ. Районӗпе вара кӗрхисене паянхи куна 1000 гектар ытларах вырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑмӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче кадет класне уҫма хатӗрленеҫҫӗ. Кадет класне уҫма, шкул директорӗ Зоя Васильева пӗлтернӗ тӑрӑх, хай Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче ӗҫленӗ чухнех шухӑшланӑ. «Кӳршӗ районсенче ун пек классем пур-ҫке. Эпир вара мӗнрен кая?», — пуҫ ватнӑ вӑл. 2006 ҫулта районта Чӑваш Сурӑм шкулӗн бази ҫинче «Ҫамрӑк космонавтсем» юхӑм уҫнӑ. Вӗсен ятарлӑ кӑвак тӗслӗ тум пулнӑ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем унта хаваспах ҫӳренӗ. Анчах ҫак юхӑм нумаях пыман. Ырӑ пуҫарӑва шута шкулта кадет класӗ уҫма палӑртнӑ. Районта, сӑмах май каласан, ун пек класс ҫук. Ашшӗ-амӑшӗ кадет класне уҫассине ырласа йышӑннӑ. Кадет класне ҫӳрекенсем ҫар енӗпе университет-института е училищене вӗренме кайма пултараҫҫӗ-ҫке тата ҫар службине хатӗрленсе ҫитеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Раҫҫей вице-премьерӗ Дмитрий Козак Чӑваш Енӗн Элтеперне Михаил Игнатьева ҫӗршывӑн регионӗсене аталантарассипе ӗҫлекен правительство комиссийӗн йышне кӗртнӗ. Ун пирки РФ Правительстви кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшенчех йышӑну кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ тӑрӑх, йыша федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсенче тӑрӑшакансем, регионсен ертӳҫисем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем, Федераци Канашӗн пайташӗсем кӗнӗ. Правительство комиссийӗ туса хуни федерацин тата регионсенчи ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене тата ытти организацие вырӑнти ыйтусене татса пама пулӑшмалла. Михаил Игнатьев правительство комиссийӗн ларӑвне хутшӑннӑ та ӗнтӗ. Мероприятие Раҫҫейӗн вице-премьерӗ Дмитрий Козак ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Илпеш патӗнчи ҫӳп-ҫап вырӑнӗ ҫапла ҫуннӑ Шупашкар районӗнчи Илпеш ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ каяш вырӑнӗ ҫак уйӑхӑн 26-мӗшӗн каҫхине ҫунма тытӑннине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Паянхи кӑнтӑрла тӗлне илсен, пушара тӗппипех сӳнтерсе пӗтереймен пулнӑ-мӗн-ха. Ҫиелте ҫулӑмпа ҫунмасть-мӗн, анчах тӗтӗмленсе тӑрать. Тӗтӗм-сӗрӗм вӑл тӑрӑхри ялсенче пурӑнакансене канӑҫсӑрлантарнине ӑнланма йывӑр мар. Ял ҫыннисенчен хӑшӗ-пӗри тӑванӗсем патне куҫнӑ тесе те калаҫҫӗ. Официаллӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернипе те паллашма кӑсӑклӑ. Пушар пирки илтсен вырӑнти, Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи, тӳре-шара ҫийӗнчех ҫанӑ тавӑрса тар тӑкма тытӑннӑ-мӗн. Кун пирки Чӑваш Енӗн гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ ӗҫсем енӗпе ӗҫлекен комитет пӗлтерни тӑрӑх ӑнланма пулать. Хушма вӑйсене явӑҫтарма Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Димитриев хӑй хушнӑ-мӗн. Маларах асӑннӑ комитет ертӳҫи В.И. Петров та ӗнер вырӑна ҫитнӗ. Вӑл вара техника шутне вунна, пулӑшакансен йышне вара ҫирӗме ҫитерме хушнӑ. Ҫӳп-ҫап вырӑнӗнчен инҫе мар вырнаҫнӑ ялсенче пурӑнакансене свалка енне пули-пулми каймалла маррине асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() «Ҫӗнӗ вӑхӑт» кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче Вячеслав Александровпа Галина Зотова хатӗрленӗ «Кукшумский колос» (чӑв. Кӑкшӑм пучахӗ) ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курчӗ. Ӑна Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалланӑ. Кӗнеке тиражӗ 200 экземпляр. Кӗнекери статьясем вырӑсла тата чӑвашла. Вячеслав Александрович Александров (1929–2005) ӗмӗр тӑршшӗпех агроном, унтан колхоз ертӳҫи пулса ӗҫлесе чылай награда илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Чӑваш АССРӗн тата РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ агрономӗ Етӗрне районӗнчи «Заветы Ильича» (чӑв. Ильич халалӗ) колхоз историне тӗпченӗ, кӗнеке кӑларма ӗмӗтленнӗ. Чире пула вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнипе кӗнекене кун ҫути кӑтартайман. 2015 ҫулта Галина Зотова унӑн алҫырӑвӗсен пӗр пайне тупнӑ, кӗнекене кун ҫути кӑтартма шут тытнӑ. Кӗнеке 8 сыпӑкран тӑрать. Пӗр сыпӑкӗ «Краткая энциклопедия Кукшумского поселения» (чӑв. Кӑкшӑм тӑрӑхӗн кӗске экциклопедийӗ), кунта ҫак тӑрӑхра пурӑннӑ 500 ҫын ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кӑкшӑм тӑрӑхӗнче паллӑ ҫынсем чылай: Леонид Агаков, Моисей Федоров ҫыравҫӑсем, Зоя Лисицина юрӑҫ, Олимпиада Агакова артистка, Всеволод Агаков, Николай Федоров профессорсем, Яков Евграфов ҫӗр айӗнче ҫӳрекен карапсем ӑсталакан инженер-конструктор, Арсений Изоркин историк, паллӑ ҫӗр ӗҫченӗсем. |
Хулара
![]() Шупашкарти 131-мӗш ача пахчинче завхозра тӑрӑшакан Лидия Васильева хулари 132-мӗш пахчара бассейн ҫуккишӗн питӗ пӑшӑрханса ҫӳренӗ. Шухӑшпа шур пӳрт лартаймӑн та, чунне ыраттарса ывӑннӑ хӗрарӑм Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патне вӗҫтернӗ. Пысӑк пуҫлӑх патӗнче завхоз Элтепер ҫынсене ятарласа йышӑннӑ кун, утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пулнӑ. Лидия Васильева 132-мӗш ача пахчинче бассейн ҫуккине хӑйӗн мӑнукӗ Мария унта ҫӳренӗрен пӗлет-мӗн. «Ӗҫлемен ҫав бассейна юсама эсир пулӑшасса питӗ шанас килет. Халӗ ача пахчинче юсав пырать. Унти коллектив питӗ лайӑх, эпир пуринпе те кӑмӑллӑ», — йӑлт ӑнлантарнӑ йышӑнӑва пынӑ хӗрарӑм. Элтепер хула администрацине бассейна юсассипе ҫыхӑннӑ хутсене хатӗрлеме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамри тӗп стадионта ӗнер Республикӑри ача-пӑча сабантуйӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Енри мӑсӑльмансен тӗн управленийӗ йӗркеленӗ. Уяв ячӗпе саламлакансен хушшинче Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов, Альбир хазрат Крганов муфти тата ыттисем пулнӑ. Уява республикӑри культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов та ҫитнӗ. Республика кунне тата Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалласа Шупашкарта «Ача-пӑча Акатуйӗ» фестиваль-конкурс иртессине эпир пӗлтернӗччӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра йӗркеленӗччӗ. Уяв программине чӑваш юррин тата ташшин конкурсне, «Ӗҫ ҫыннине мухтатпӑр» ӳкерчӗксен конкурссене, «Шупашкар хула паттӑрӗ» ятпа 9–10 ҫулти арҫын ачасем хушшинче вӑй виҫмелли ӑмӑртӑва тата ыттине кӗртнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Атӑл урлӑ ишсе каҫасси енӗпе ӑмӑрту иртӗ. Ӑна сумлӑ ентеше Андриян Николаев космонавта халаллӗҫ. Ку ӑмӑрту вӑй-хал культурин кунӗ ячӗпе те иртӗ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, старт Атӑл леш енче пулӗ. Ишевҫӗсен финишӗ — Сӗнтӗрвӑрри хулинчи пляжра. Ӑмӑртура ҫӑлавҫӑсем, васкавлӑ медпулӑшу пулӗҫ, тем пулас тӑк пулӑшӗҫ. Тупӑшӑва ятарласа хатӗрленнӗ спортсменсем хутшӑнӗҫ. Терапевт ишме ирӗк панӑ справка пулсан лайӑхрах. Ҫавӑн пекех вӗсен инҫе дистанцисене ишнӗ опыт та пулмалла. Сӑмах май, Андриян Николаев космонавт Атӑла пӗрре мар ишсе каҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.06.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чернышова Юлия Тимофеевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воронова Зинаида Ивановна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, паллӑ алӗҫ ӑсти ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |