Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнекун, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, чукун ҫул ҫинче авари пулнӑ. Канаш районӗнче (680-мӗш ҫухрӑм, Канаш-Энӗшпуҫ перегон) пуйӑс рельс ҫинчен тухса кайнӑ. Юрать, цистерна пушӑ пулнӑ. Пуйӑс мӗншӗн рельс ҫинчен тухса кайни те паллӑ. Вакун юсакансен айӑпӗ ку. Ку ӗҫе унччен «НВК» тулли мар яваплӑ общество пурнӑҫланӑ. Чукун ҫул ӗҫченӗсем нимӗнпе те айӑплӑ мар, ҫулсем нормативпа килӗшӳллӗн пулни паллӑ. Пассажир пуйӑсӗсене ирттерсе янӑ. Цистернӑна аяккала сӗтӗрсе кайнӑ. Ку пӑтӑрмахра никам та шар курман, экологишӗн те нимӗнпе те хӑрушӑ мар вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() Сергей Яргунин Утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫӗмӗрлери депутатсен пухӑвӗ Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ Асхат Махмутов отставкӑна кайнине йышӑннӑ. Вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ. Хулан ҫӗнӗ мэрне Сергей Яргунина суйланӑ. Палӑртмалла: вӑл ку должноҫе иккӗмӗш хут йышӑнать. Вӑл 2010-2015 ҫулсенче Ҫӗмӗрле хулин пуҫлӑхӗ тата депутатсен пухӑвӗн председателӗ пулнӑ. Ҫавӑн пекех Сергей Яргунин Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкул директорӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Транспорт полицийӗ чукун ҫул ҫинче пулнӑ пӑтӑрмаха тӗпчет. Нумаях пулмасть станцӑра ҫамрӑк арҫынна ток ҫапнӑ. Телее, 26-ри арҫын чӗрех юлнӑ. Вӑл суранланнӑ. Арҫынна Ҫӗмӗрлери станцире пынӑ чухне ток ҫапнӑ. Ӑна тӳрех пульницӑна илсе ҫитернӗ. Станцӑра ун чухне планпа килӗшӳллӗн ӗҫсем пынӑ. Пысӑк вольтлӑ линие, ҫӳлтен каяканскере, юсанӑ. Арҫынна лини шар кӑтартнӑ. Унӑн кӗлеткин сулахай пайӗ ҫуннӑ. Полици асӑрхаттарать: чукун ҫул хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан вырӑн. Ҫулсем ҫинче электричество пур. Вӑл 27 пин вольта ҫитет. Вакунсемпе цистернӑсене хӑпарма юрамасть, ку пурнӑҫшӑн хӑрушӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ку Вӑрмар районӗнчи пӗр ялта пулнӑ. Судьяра ӗҫлекен арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хайхискер яла кайсан икӗ ҫынна хур кӑтартнӑ. Следстви материалӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вӑл яла кайнӑ. Хайхискер ӳсӗр пулнӑ, хӑйӗн иномаркинчен тухса ялти 60 ҫулти хӗрарӑмпа ятлаҫма тытӑннӑ. Арҫын ӑна тӗксе янӑ, лешӗ ҫӗр ҫине ӳкнӗ. Кунпа та лӑпланман тӳре — урипе тапнӑ, кайран аллинчен ярса тытнӑ та хуҫнӑ. Ҫакна хӗрарӑмӑн 32 ҫулти ывӑлӗ курнӑ. Вӑл амӑшне хӳтӗлеме тӑнӑ. Анчах тӳре ӑна та хӗнеме тытӑннӑ. Тӳре тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Культура
Яла кайсан Наци радиовне е Тӑван радиона вӗҫӗмех итлетӗп. Ӗҫ пӑрахса, ҫине тӑсӑлса выртса мар-ха. Ӗҫе кӳлӗнсен янӑратать те вӗсене тусӑм. Унпа пӗрле чылай чухне ирӗксӗртен тенӗ пек эпӗ те чӑваш юррисене итлетӗп. Ирӗксӗртен итлетӗп тенинчен хытах тӗлӗнме кирлӗ мар. Сӑлтавӗ — кирек мӗнле ӗҫре те профессионала кӑмӑлланинче. Юрӑҫ, композитор, сӑвӑҫ пирки те ҫавнах каланӑ пулӑттӑм. Теприсем тата хӑйсене ытла та универсал тесе шухӑшланӑран пулӗ, сӑввине те ҫыраҫҫӗ, кӗввине те хываҫҫӗ, хӑйсемех шӑрантараҫҫӗ. Чӑннипех пултаруллисене, хамӑн ҫавӑн йышши талант ҫуккине кура, хӑпартланса та савӑнса йышӑнмалла пек. Анчах пиҫи-пиҫми сӑвӑпа, пиҫи-пиҫми кӗвӗпе, пиҫи-пиҫми сасӑпа сцена ҫине тухакансене хавхаланса йышӑнма чӑтӑмлӑх ҫитменни пӗтерет. Паян вара тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче, «Контактра», «Эсӗ ман хӗвелӗм, эсӗ ман тӗнче» ушкӑнра Ирина Степанова плагиат юрӑсем пирки сӑмах пуҫаранипе тӗл пултӑм. Акӑ еплерех ҫырнӑ вӑл: «Чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем час-часах сцена ҫине Раҫҫей е тӗнче хичӗсемпе (сӑмахӗсене куҫарса е паллӑ кӗвӗ ҫине урӑх текст хурса) тухни никамшӑн та вӑрттӑнлӑх мар. |
Ял пурнӑҫӗ
![]() Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Очӑкасси ялӗ пысӑк уявне паллӑ тунӑ. Яла летопиҫре асӑннӑранпа 421 ҫул ҫитнӗ. Уява паллӑ тума очӑкассисем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Урамсене илемлетнӗ, ҫынсен алӗҫӗсен куравӗсене йӗркеленӗ. Сӑмах май, Очӑкасси ялӗ пулса кайни Хусан ханлӑхӗнченех пырать. Отучевсен йӑхӗ пулнӑ: Отуч тата Кадыш пиччӗшӗпе шӑллӗ. Ял кунне хӑна нумай пухӑннӑ. Елена Пучковӑн ӗҫӗсемпе кӑсӑкланакан нумай пулнӑ. Унӑн вӗтӗ шӑрҫаран тунӑ ӗҫӗсем питӗ илемлӗ курӑннӑ. Григорий Михайлов пробкӑсенчен панно тунӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫинче юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Унта ытти ялсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем те килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Атӑлҫи федераци округӗнче ҫамрӑксен «IВолга-2016» канашлӑвӗ иртет. Унта Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсем те хутшӑнаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ. Пирӗн республикӑри икӗ ҫамрӑк ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ирина Лось тата Анна Симакова хӑйсен проекчӗсене хӳтӗленӗ. Ирина 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ, вӑл 200 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Пике шкула ҫӳремен ачасен кариес аталанас хӑрушлӑха пӗчӗклетес енӗпе проект хатӗрленӗ. Анна Симакова вара «Астӑвӑм страницисем» проектпа ятарлӑ парне ҫӗнсе илнӗ. Вӑл Байконур космодромра пулса курӗ. Канашлӑва Китайри, Францири ҫамрӑксем те хутшӑннӑ. Яш-хӗр хӑйсен опычӗпе паллаштарнӑ. Жюри чи лайӑх проектсене суйланӑ. Чи маттуррисене ӗҫне пурнӑҫа кӗртмешкӗн грант панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Шупашкарта шкулсенчи спорт лапамӗсене ҫӗнетес ӗҫ малалла пырать. Ку ӗҫе тӑватӑ ҫул каялла пуҫланнӑ. Ку тӗлӗшпе хула хыснинчен 40 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Кӑҫал юсав программине пилӗк шкул кӗнӗ. Шупашкарти 57-мӗш шкул лапамне ҫӗнетнӗ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасем чаплӑ спорт лапамӗнче вылӗҫ. Спорт хатӗр-хӗтӗрне тӑвас ӗҫе ачасемпе вӗсен ашшӗ-амӑшне те хутшӑнтараҫҫӗ. 57-мӗш шкул вырнаҫнӑ микрорайонта кунашкал пӗлӳ ҫурчӗ пулман. Ӑна уҫассине ашшӗ-амӑшӗ те чӑтӑмсӑррӑн кӗтет. Кунта ҫемйипех ҫӳресшӗн вӗсем. Баскетбол, волейбол, ҫӑмӑл атлетика лапамӗсӗр пуҫне кунта чӑрмавлӑ йӗрсем пулӗҫ. Ачасем ӑмӑртса вӑй виҫме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ял хуҫалӑх ҫыравӗ пуҫланнӑ. Вӑл 1 уйӑх ҫурӑ тӑсӑлӗ. Ҫырав пур регионта та иртӗ. Ҫапла майпа пирӗн ял хуҫалӑхӗ мӗнле шайра пулнине палӑртӗҫ. Ҫырава харпӑр ҫынсене, ҫӗр арендаторӗсене хутшӑнтарӗҫ. Ҫыравҫӑсене ҫӗр лаптӑкӗ, унпа мӗнле усӑ курни, выльӑх, кайӑк-кӗшӗк шучӗ, ял хуҫалӑх продукцине мӗн чухлӗ туса илни кӑсӑклантарӗ. 2006 ҫулхипе танлаштарсан, кӑҫалхи ҫырава ҫӗнӗ ыйтусем кӗртнӗ. Ҫыравҫӑсене кредит илнипе илменни те интереслентерӗ. Ҫырав вӑхӑтӗнче илнӗ сведенисем конфедициаллӑ пулӗҫ. Вӗсене никама та пӗлтермӗҫ. Ҫыравҫӑсене Росстатӑн символикине ӳкернӗ ҫурӑм ӑшши, кепке, портфель тӑрӑх пӗлме май пур. Паспорт ыйтма та пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑлха илтмен спортсменсен йышӗнче иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче маттурлӑхӗпе палӑрнӑ. Анастасия Мамлина чемпионатра финиша виҫҫӗмӗш ҫитсе пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Ӑмӑрту Болгарири Стара-Загора хулинче иртнӗ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ та утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗччен пырӗ. Анастасия Мамлина спортӑн йӗтре тӗкес енӗпе кӑсӑкланать. Болгарире ӑмӑрту шӑпах ҫак тӗспе иртнӗ. Анастасия хӑлха илтменнипе аптӑрать. Анчах ку ӑна спортра ҫитӗнӳсем тума пӗрре те чӑрмантармасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |