Ял хуҫалӑхӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хуҫалӑхсем вырмана тухнӑ. Ку ӗҫе пӗрремӗш Елчӗк тата Улатӑр муниципаллӑ округӗсем пуҫӑннӑ. Улатӑр тӑрӑхӗнчи «КиПиАй» кӗрхи тулла вырма тухнӑ. Хальлӗхе 50 гектар ҫинчи тырра пухса кӗртнӗ. Елчӗк округӗнчи «Прогресс» хуҫалӑхра пӑрҫа выраҫҫӗ. 20 гектар ҫинче ӗҫ вӗҫленнӗ ӗнтӗ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнче сивӗ пулчӗ, юр ҫурӗ пулсан та республикӑра вырмана ытти чухнехи пекех вӑхӑтра тухнӑ. Пӗлтӗр вырмана утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Сӑнавлӑ театр хӑйӗн 29-мӗш сезонне хупнӑ. Иртсе кайнӑ сезонта театр ҫӗнӗрен тӑватӑ спектакль лартнӑ, пурӗ 241 спектакль кӑтартнӑ. Вӗсене курма 23 пин ытла ҫын пынӑ. Артистсене тӗрлӗ наградӑпа чыслани те вӗсен ҫӳллӗ шарйи пултарулӑхне ҫирӗплетсе парать. Театр историйӗ 1986 ҫулта пуҫланнӑ. Ленинградри Культура аслӑ профсоюз шкулти режиссёр уйрӑменчен вӗренсе тухнӑ Валерий Проворов Агрегат заводӗнчи клубра пантомима шкулне йӗркеленӗ. Унтан вӗренсе тухнисем «Дождь» мим-театр труппин тӗп йышне кӗнӗ. 1996 ҫулта мим-театр ҫулталӑк маларах уҫӑлнӑ Чӑваш патшалӑх сӑнавлӑ театрӗн йышӗпе пӗрлешнӗ. Актерсен пӗрремӗш йышӗ Питӗрти театр ӳнерӗн патшалӑх академийӗнчен тата Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчи эстрадӑпа джаз уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнисем пулнӑ. Театр пантомимима клоунади жанрӗпе ӗҫленӗ май пантомимӑна, клоунадӑна, дель арте камите, драмӑпа балета пӗрлештерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкартан Турциех вӗҫме май килӗ. Ҫапла шантарнӑ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Анчах рейссене Шупашкарти аэропорта реконструкцилесен кӑна уҫма май килнине каланӑ вӑл. Сӑмах май унччен пирӗн патран Антальйӑна самолетсем вӗҫнӗ. Анчах 2020 ҫулта пандемие пула рейссем хупӑннӑ. Кайран та вӗҫмен - аэропортра реконструкци пуҫланнӑ. Паян Олег Николаев Турцин Хусанти тӗп консулӗпе Угур Йылмазпа тӗл пулса Турцие самолетсен рейсне уҫассине сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Ольга Иванова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа кӑҫал 125 ҫул ҫитнӗ май Чӑваш кӗнеке издательствинче икӗ кӗнеке кӑларма хатӗрлеҫҫӗ иккен. Кун пирки издательствӑн редакторӗ Ольга Иванова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Вӑл хыпарланӑ тӑрӑх, «Ольга Федорова вӗсене пичете хатӗрлессишӗн ырми-канми тӑрӑшать». «Ӑна кура пуль, эпӗ те кӑвар чӗреллӗ сӑвӑҫӑмӑр ҫинчен ҫырнӑ кӑларӑмсемпе паллашма пуҫларӑм. Сергей Павлов чӑваш халӑх ҫыравҫи те кӑсӑклантарса яма пӗлет. «Пиччем ҫинчен» кӗнекене шӑпах вӑл вулама пачӗ. Брошюри самай кивӗ, 1973 ҫулта тухнӑ. Ку темех мар, чи пӗлтерӗшли – содержанийӗ. Вӑл вара чӑннипех те пуян, интереслӗ. Хамшӑн ҫӗнни пайтах пӗлтӗм», — хыпарланӑ пултаруллӑ пике тата ҫыравҫӑ. Хулӑнах мар асаилӳ пуххин авторӗ – Ҫеҫпӗл Мишшин шӑллӗ Гурий Кузьмин иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр карчӑк лавккаран укҫа шыраса илме пултарнӑ. Ӑна ҫав енӗпе Шупашкарти Калинин районӗн прокуратури хӳтӗленӗ. Пӗлтӗрхи хӗлле 67 ҫулти хӗрарӑм хулари Калинин урамӗнчи лавккаран тухнӑ чухне пӑрланса ларнӑ картлашка ҫинче шуҫса ӳкнӗ. Хӗрарӑм пуҫӗпе ҫапӑннӑ, урине хуҫнӑ. Судра прокуратура ҫав картлашкана лавккан тытса тӑмаллине ҫирӗплетсе панӑ. Суд лавккана хӗрарӑма кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 150 пин тенкӗ тӳлеттермелле, эмел тавраш туянса пӗтернӗ 12 пин тенке саплаштарма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Шӑмӑршӑ округӗнчи Шамкай ялӗнчи пӗвере ҫын путса вилнӗ. Унта 1975 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ятарласа хатӗрлемен вырӑнта шыва кӗнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Муркаш, Патӑрьел округӗсенче арҫынсем путса вилнӗ. Шупашкарта, Атӑл леш енче, 19-ти тата 21 ҫулти каччӑсем шыва кӗрсе пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче «Единый день фольклора» (чӑв. Фольклорӑн пӗрлехи кунӗ) пӗтӗм Раҫҫейри акци пуҫланӗ. Чӑваш Енре ҫавна май «Манӑҫми аваллӑх» ҫамрӑксен республикӑри фольклор уявне ирттерме палӑртса хунӑ. Фольклор уявне утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи ХIХ ӗмӗрти чӑваш хресчен хуҫалӑхӗн музейӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Хальхи саманара цифрӑсен чӗлхипе калаҫма юратаҫҫӗ те, маларах асӑннӑ акци вӑхӑтӗнче республикӑри культурӑпа кану учрежденийӗсенче 100 ытла тематика мероприятийӗ иртмелле, вӗсене 3 пине яхӑн ҫын хутшӑнмалла тесе ӗнентерет Культура министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарти Артур Михайлов таксистсен конкурсӗнче яланах палӑрнӑ-ха. Кӑҫал вара вӑл Раҫҫей шайӗнче мала тухса тӗп парнене – «Лада Веста» машинӑна – тивӗҫнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Илья Скурихин тухнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑна вара пӗлтӗрхи ҫӗнтерӳҫӗ Лаиза Бадреева йышӑннӑ. Палӑртмалла: ҫӗнтерӳҫӗсене виҫӗ турпа палӑртнӑ: теори, практика тата пултарулӑх. Кӑҫал ҫӗршыв шайӗнчи конкурса Раҫҫейри 32 таксист хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче «Шупашкар ҫемйи» фествиаль иртӗ. Вӑл Хӗрлӗ тӳремре 14 сехетре пуҫланӗ те 22 сехетре вӗҫленӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче тӗп сцена ӗҫленисӗр пуҫне спорт зони пулӗ, тӗрлӗ вӑйӑ вырӑнӗсем, батут парк, ӗҫлӗ вӑйӑсен лапамӗсем, ӑсталӑх лаҫҫисем, интерактивлӑ фотозонӑсем, крафт-маркетсем пулӗҫ. Фестиваль пултарулӑх, спорт, ӑс-тӑн вӑййисем иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() poreckoe.bezformata.com сайтри сӑн Чӑваш Республикин Патшалӑх премине, 75 пин тенке, камсем тивӗҫни паллӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Литература тата ӳнер тытӑмӗнче ӑна «Сӑр чикки» опера лартнӑшӑн Питӗрти «Арт-Петербург» ыркӑмӑллӑх фончӗн президенчӗ Ирина Гаудасинская, Питӗрти патшалӑх консерваторийӗн доценчӗ Екатерина Иванова, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗ Алексей Рюмин, Карина Шебелян усламҫӑ, Питӗрти режиссер-постановщик Елисей Шепелев тивӗҫнӗ. Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен тытӑмӗнче премие И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ вӗрентекенӗсем Алевтина Зыкина, Татьяна Иванова, Елена Минеева, лаборатори заведующийӗ Алексей Минеев, Урал патшалӑх университечӗн вӗрентекенӗ Алексей Старостин «Наркомнац РСФСР и реализация национальной политики в 1917-1920-е годы» монографишӗн илнӗ. Техника ӑслӑлӑхӗсен тытӑмӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ вӗрентекенӗсем Борис Алексеев, Николай Кольцов, Владислав Федотов кинетикӑна тата хими реакцийӗсене тӗпченӗшӗн премие тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |