Республикӑра
![]() Иртнӗ эрнере Чӑваш Енре тӗлӗнмелле чӗрчуна тупнӑ. Мӗншӗн тӗлӗнмелле-ха? Ара, унашкаллине пирӗн республикӑра кашни кун кураймӑн та. Вӑрманта хир качаки путекне тупнӑ. Иртнӗ эрнере Шупашкар ҫыннисем хурӑн ҫырли пуҫтармашкӑн Муркаш районӗнчи вӑрмана кайнӑ. Ӑнсӑртран вӗсем путеке, амӑшӗсӗр, юлнӑскере, асӑрханӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ирхине вӗсем кун пирки Госохотрыбслужбӑна пӗлтернӗ. Ведомство инспекторӗсем вӑрмана ҫитсе чӗрчуна тупнӑ. Специалистсем пӗр вӑхӑт чӗрчуна сӑнанӑ. Анчах унӑн амӑшӗ каялла таврӑнман. Ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хир качаки путекки выҫса кайнӑ, нӑйкӑшма тытӑннӑ, вӑйсӑрланнӑ. Амӑшӗ ун патне таврӑнманран инспекторсем чӗрчуна Шупашкарти А.Г.Николаев ячӗллӗ паркри зоокӗтесе пама шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Нумаях пулмасть Мускавра йӑлана кӗнӗ «Мускав халӑхӗсем» культура фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «Каҫхи Мускав» хаҫат йӗркеленӗ. Фестивале Мускавра пурӑнакан халӑхсен культурисемпе паллаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Унта тӗрлӗ халӑх ҫынни хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Тутарсен «Мирас» ансамблӗ, «Казачий дюк» ансамбль, Сербири «Коло» юрӑпа ташӑ ансамблӗ тата ыттисем пулнӑ. Чӑваш халӑхӗ те сцена ҫине тухса тӗлӗнтернӗ. Вӗсене халӑх ӑшшӑн йышӑннӑ. Концертра Мускаври «Атӑл» халӑх хорӗ те пулнӑ. Вӗсем «Мачу-Пусси» тата «Савнӑ Шупашкарӑм» вальс юрланӑ. Хорӑн наци тумӗ пурне те илемӗпе илӗртнӗ. Тепӗр кун «Каҫхи Мускав», 1 миллион та 300 экземплярпа тухаканскер, пӗрремӗш страницӑра фестивале ҫутатнӑ. Унта «Атӑл» хора палӑртнӑ. Фестиваль сцени ҫине наци ушкӑнӗсем кӑна мар, республикӑсен официаллӑ элчисем, ертӳҫисем, диаспорӑсен элчисем тухнӑ. Юлашкинчен фестивале хутшӑннӑ мӗнпур ушкӑн тухнӑ. Вӗсем тӳпене Раҫҫей ялавӗ тӗслӗ сывлӑш хӑмписем вӗҫтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Сергей Агафонкин Ҫак кунсенче тухтӑрсен пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне пӗтӗмлетнӗ. Унтан Чӑваш Ене лайӑх хыпар ҫитнӗ. Чи лайӑх онколог тухтӑр Чӑваш Енре пурӑнать-мӗн. ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сергей Агафонкин чи лайӑх онколог ятне тивӗҫнӗ. Конкурс виҫӗ тапхӑрпа иртнӗ. Пӗрремӗшӗнче ӗҫ коллективӗсенчи ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. Иккӗмӗш тапхӑра ирттерме конкурс комиссине йӗркеленӗ. Виҫҫӗмӗш тапхӑрта иккӗмӗшӗнче ҫӗнтернӗ 577 ӗҫ тупӑшнӑ. Вӗсем Раҫҫейӗн 43 субъектӗнчен тата патшалӑх влаҫӗн ултӑ федераци органӗ хутшӑннӑ. Чи лайӑх онколог ятне тивӗҫнӗ Сергей Агафонкин республикӑри клиника онкологи диспансерӗнче пай заведеующийӗнче ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() Республика кунне уявланӑ май Канаш районӗнче «Уй-хир кунӗ» иртет. Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприятие республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви йӗркелет. Республикӑри курав-кӑтартӑва ҫӗршывӑн 7 регионӗнчен килсе ҫитмелле. Вӗсен хушшинче ял хуҫалӑх техникине, вӑрлӑх туса илекенсем, ӳсентӑрана хӳтӗлемелли хатӗр, минераллӑ кӑларакансем хутшӑнмалла. Курава ҫӗнӗ йышши 100 ытла ял хуҫалӑх техники илсе пымалла. Ял хуҫалӑхӗнчи ҫӗнӗ йышши таварпа район пуҫлӑхӗсене, ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисемпе специалисчӗсене, фермерсемпе уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансене чӗннӗ. «Уй-хир кунӗ» вӑхӑтӗнче утӑ ҫулакансен конкурсне тата ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисен хушшинче мини-футбол енӗпе ӑмӑрту ирттерме палӑртса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Политика
![]() «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти хӳттипе Элтепере суйланас ӗмӗтлисем Чӑваш Ен Элтеперӗн пуканӗшӗн кӗрешӗве кӑлармалли кандидата палӑртма «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти пилӗк муниципалитетра праймериз ирттересси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫӗртмен 20-мӗшӗнче асӑннӑ парти ячӗпе праймериза хутшӑнакан кандидидатсем Патӑрьел, Канаш, Ҫӗрпӳ районӗнчи суйлавҫӑсемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Элтепер пулас шухӑшлӑ ҫичӗ кандидат пырса ҫитнӗ: ЧР Патшалӑх Канашӗн социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Николаева, гуманитари ӑслӑлӑхӗсен пуҫлӑхӗ Юрий Исаев, «Дентамед» обществӑн тӗп врачӗ Юрий Зорин, Шупашкарти 5-мӗш гимназин пуҫлӑхӗ Инна Исаева, «Базис» тулли мар яваплӑ общество управляющийӗ Алексей Львов, Афганистан вӑрҫин сусӑрӗсен общество организацийӗн регионти ертӳҫи Геннадий Матвеев, республикӑн Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев. Саккӑрмӗш кандидачӗ, Игорь Поручиков, суйлавҫӑсемпе тӗл пулма пыман. Элтепер пуканӗшӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти хӳттипе тухас ӗмӗтлисем хӑйсен программипе паллаштарнӑ. Сӑмах май каласан, ҫӗртмен 20-мӗшӗнче иртнӗ парти хушшинчи сасӑлавра патӑрьелсенчен 97 проценчӗ Михаил Игнатьевшӑн пулнӑ, ҫӗрпӳсенчен — 93,9 проценчӗ, канашсенчен — 92 проценчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Пуҫлӑх ывӑл-хӗрӗ пулма лайӑхах пуль ҫав. Йӗпреҫ районӗнчи Андреевка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫын хӑй ывӑлне ҫӗр лаптӑкӗллӗ тунӑ. 2009 ҫулта вӑл хӑй ертсе пыракан ял тӑрӑхӗн хуҫалӑх кӗнекинчен суя выписка илнӗ. Унта хӑйӗн ывӑлӗн ҫӗр пайӗ пурри ҫинчен калани пирки ӗнентернӗ. Ашшӗ ҫырса панӑ выпискӑна йӑтса ывӑлӗ регистраци службине вӗҫтернӗ, унта ҫӗр лаптӑкне хӑй ячӗпе шута илтерттернӗ. Ҫав хутпа килӗшӳллӗн пуҫлӑх ывӑлӗ ҫӗрӗн саккунлӑ хуҫи пулса тӑнӑ. Анчах... асӑннӑ ҫӗр лаптӑкӗ тепӗр ҫыннӑн пулнӑ. Унпа вӑл тара илсе усӑ курнӑ. Ултава РФ Следстви комитечӗн Канашри районсем хушшинчи тӗпчевҫисем ҫиеле кӑларнӑ. Экс-пуҫлӑх хӑй вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнишӗн вӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Аэропорт пуҫлӑхӗ пулнӑ Александр Жирнов Шупашкар аэропорчӗн тӗп директорне Александр Жирнова должноҫрен хӑтарнӑ. Аэропорт Чӑваш Енӗн хысна предприятийӗ шутланать, ҫавна май пуҫлӑха республикӑн правительствин пуҫлӑхӗ лартать тата ӗҫрен хӑтарать. Александр Николаевича аэропорт пуҫлӑхӗнчен кӑларасси пирки йышӑнӑва паян Иван Моторин премьер-министр хушу кӑларнӑ. Отсавкӑна ӑна мӗншӗн яни пирки ӗҫлӗ хутра нимӗн те асӑнман. А. Жирнов хӑйне пуҫлӑх пуканӗсӗр хӑварни пирки нимӗн те пӗлмест имӗш. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫат ҫырать. Кӑларӑм экс-пуҫлӑхпа ҫыхӑннӑ пулать те лешӗ ун пек йышӑну пирки илтменнине пӗлтернӗ тата йышӑнӑва комментарилеме тӑхтанӑ имӗш. Александр Жирнов 1965 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 1982 ҫулта Шупашкарти 34-мӗш вӑтам шкула вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн Сызраньти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренме кӗнӗ. 1986 ҫулта ӑна ылтӑн медальпе пӗтернӗ. 1993–1996-мӗш ҫулсенче Ю.А. Гагарин ячӗллӗ Ҫар академийӗнче вӗреннӗ. 2004–2010-мӗш ҫулсенче 490-мӗш уйрӑм вертолет полкне ертсе пынӑ. 2010 ҫулта ӑна Шупашкар аэропортне ертсе пыма шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Комосольски район администрацине вӑхӑтлӑх ертсе пыракан Илдус Миннетуллин Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев отставкӑна кайнӑ. Кун пек йышӑнӑва асӑннӑ районти Депутатсен пухӑвӗн ҫӗртмен 19-мӗшӗнче йышӑннӑ иртнӗ черетлӗ ларӑвӗнче тунӑ. Ӗҫрен хӑй ирӗкӗпе пӑрахасси пирки М. Афанасьев хӑй ыйтса ҫырнӑ иккен. Ҫав кунах депутатсем район администрацине вӑхӑтлӑх ертсе пыракан ҫынна палӑртнӑ. Пуҫлӑх пуканне район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче — ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Илдус Миннетуллина вӑхӑтлӑх шанса панӑ. Илдус Хадзятович 1954 ҫулта ҫуралнӑ. Ларура район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссийӗ йӗркелеме йышӑннӑ. Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ Комсомольски район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Михаил Афанасьев руль умне ӳсӗрле ларса йӗрке хуралҫисен аллине ҫакланни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр шкулта ашшӗ-амӑшне шкулсене ирӗксӗр пулӑштарма йышӑннӑ. Ҫакна унти прокуратура тӗрӗслевӗ тупса палӑртнӑ. Прокуратура шкулсем «Ашшӗ-амӑшӗн пӗтӗмӗшле пухӑвӗ ҫинчен» йышӑнура мӗн ҫырса хунине хакланӑ. Вырӑнти норматив актӗнчи хӑш-пӗр пункт «Вӗренӳ ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшсе тӑман. Асӑннӑ саккун ачасене федерацин вӗренӳ стандарчӗсемпе килӗшӳллӗн тӳлевсӗр вӗрентмелле. Патӑрьел районӗнчи хӑш-пӗр шкулта вара «Ашшӗ-амӑшӗн пӗтӗмӗшле пухӑвӗ ҫинчен» йышӑнусенче ашшӗ-амӑшӗн вӗренӳ учрежденийӗсен пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетме, шкула хӑтлӑх кӳме тата юсама май килнӗ таран пулӑшасси пирки ҫырса хунӑ. Ашшӗ-амӑшӗн тӗлӗшпе ҫирӗплетнӗ тӗллевпе ӗҫе пурнӑҫлассишӗн вӗсем явапли пирки те кӑтартса хӑварнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, ашшӗ-амӑшне шкула ирӗксӗр пулӑштармалла туса хунӑ темелле. Федераци саккунӗпе килӗшсе тӑман хутсене йӗркене кӗртмелли пирки прокуратура 9 хирӗҫлев ҫырса панӑ. |
Вӗренӳ
![]() Улатӑрта вырнаҫнӑ юсанмалли 2-мӗш колонире айӑплав вӑхӑтне хӗрарӑмсем ирттереҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле режимлӑскер ытти ҫавӑн йышши учреждени евӗрех унта ларакансене вӗрентет те. Шкулта вӗренни ҫинчен калакан аттестат ҫуккисене вӑтам пӗлӳ параҫҫӗ, пӗлӳ ҫуккисене алла пӗлӳ илме пулӑшаҫҫӗ. Ҫак кунсенче 2-мӗш колони 34 хӗрарӑма вӑтам пӗлӳ илни ҫинчен калакан аттестат тыттарнӑ. Ахаль кӑна мар, савӑнӑҫлӑ лару-тӑрурах. Чи лайӑх вӗреннисене Хисеп хучӗсемпех палӑртнӑ. 4 ҫул тӑрӑшса вӗренсе ӑна ӑнӑҫлӑ пӗтернисене пылак парнепе те хавхалантарнӑ. Алла аттестат илнисем сӑвӑсем вуланӑ, вӗрентекенсем валли хатӗрленӗ открыткӑсене парнеленӗ. Савӑнӑҫлӑ уяв ячӗпе «Рада» художество пултарулӑх кружокне ҫӳрекенсем икӗ ташӑ лартса панӑ. Колонири шкул класӗпе сывпуллашакансене О. Хайам, О. Уальд каланӑ ӑслӑ сӑмахсемпе ырӑ суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 739 - 741 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |