Культура
![]() Тӗп рольте - Нина Яковлева. chuvdram.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Арсений Тарасов пьесипе Валерий Яковлев лартнӑ «Хӗрлӗ кӗпеллӗ телей» спектакле кӑтартассине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Театрта хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ ӗҫе курма пӗтӗм республика пуҫтарӑннӑ тейӗн, халӑх лӑк тулли пулнӑ. Асӑннӑ театрта ҫӗнӗ спектакльсене курма халӑх, чӑн та, йышлӑн пуҫтарӑнать. Пьеса авторӗ каланӑ тӑрӑх, пьесӑна ҫырас шухӑшпа вӑл нумай ҫӳренӗ. Унти истори ытла та хӑйсен тесе вӑл тӑхтаса-аптӑраса тӑнӑ. Спектакльти тӗп сӑнарти карчӑк Арсений Тарасов амӑшӗпе ҫыхӑннӑ иккен, унӑн ашшӗн сӑнарне Ҫирахви упӑшки урлӑ сӑнарланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() chuvbook.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш кӗнеке издательствинче Зоя Сывлӑмпи ҫыравҫӑн «Хӑюллӑ пакша. Смелая белка» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмӑн редакторӗ – Ольга Иванова, ӳнерҫи – Наталья Васильева. Кӗнеке тиражӗ – 1000 экземпляр. Ольга Австрийская Чӑваш кӗнеке издательствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑларӑма кӗнӗ сӑвӑсене поэт кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли ҫырнӑ. Вӗсене чӑвашларан вырӑсла автор хӑй тата Людмила Симонова ҫыравҫӑ куҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() Чӑваш Енри профессионал писательсен ушкӑнӗнчи сӑнӳкерчӗк Хӗрӳ чунлӑ Ҫеҫпӗл Мишши ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти унӑн палӑкӗ умӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура пуху иртӗ. Ӑна вилӗмсӗр Ҫеҫпӗлӗмӗре асра тытса йӗркелӗҫ. Мероприяти 9 сехетре пуҫланӗ. Аса илтерер: Канаш районӗнчи (халӗ — муниципаллӑ округ) Касаккасси Шӗкӗр (халӗ Ҫеҫпӗл) ялӗнче ҫуралнӑ чӑваш поэчӗ 1922 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Украинӑри Старогородка салинче вилнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() sport24.ru сайтри сӑн Синоптиксем паян-ыран республикӑра питӗ шӑрӑх ҫанталӑк пулассине систереҫҫӗ. Кӗҫнерникун тата эрнекун термометр 34 градус таранах ӑшӑ кӑтартӗ. Шӑрӑхра ҫутӑ тум тӑхӑнма, эрех-сӑра ӗҫесрен, ытлашши ӗҫлесрен пӑрӑнма сӗнеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех республикӑра пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян 17 сехетре Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Кабаново ялӗнче тӑрук ҫил вӑйланнӑ. Темиҫе пысӑк йывӑҫ хуҫӑлсах ӳкнӗ. Ҫав шутра - хырсем те. Ҫил вӑйланнӑ кӑна мар, унта пӑр та ҫунӑ. Вырӑнти ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑр диаметрӗ 1-3 сантиметр таран пулнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Патӑрьел округӗнчи Ҫӗньялта та пӑр ҫуни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян Шупашкарти «Энергия» стадионта 50х75 калӑпӑшлӑ Раҫҫей ялавне сарса хунӑ. Вӑл пӗтӗмпе 3750 тӑваткал метр пулнӑ. Ҫав вӑхӑра вӑл ҫӗршыври чи пысӑк ялав пулнӑ ахӑртнех. Анчах тепӗр 1,5 сехетрен Краснодар крайӗнчи Сукко поселокӗнче 4374 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ ялав сарса хунӑ. Ӑна Раҫҫейри рекордсен кӗнекине кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Контактри" сӑн Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан Маша Александрова хӑйӗн пултарулӑхӗпе тӗлӗнтернӗ. Маша вырсарни шкулӗнче вӗренет, Сӑнав поселокӗнчи ӳнер шкулне пултарулӑхне туптама ҫӳрет. Машӑн пиччӗшӗ Евгений Алексанров ятарлӑ ҫар операцийӗнче Паттӑрлӑх орденне икӗ хутчен тивӗҫнӗ, паттӑрла пуҫ хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mospolytech.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗнчен Чӑваш Енри студентсен стипендийӗ ӳсӗ. Вӑтам професси илекенсен - 487 тенкӗрен 721 тенке ҫитӗ, аслӑ пӗлӳ илекенсен 1340 тенкӗ вырӑнне 1983 тенкӗ пулӗ. Социаллӑ стипенди те ӳсӗ. Пӗрремӗшӗсен - 1080, иккӗмӗшӗсен 2975 тенкӗ пулӗ. Аспирантсен, ординаторсен, ассистент-стажерсен,аслӑ пӗлӳ программипе вӗренекенсен патшалӑх стипендийӗ 6824 тенкӗпе танлашӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл - 4611 тенкӗ. 100 пинрен сахалрах ҫын пурӑнакан ялсенче вырнаҫнӑ шкулсенче класс ертсе пыракансене уйӑхсерен 10 пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
![]() ЧР Элтеперӗ Олег Николаев бокс енӗпе Европа чемпионӗн ятне илнӗ Валерий Лаптева мӗн виличчен пособи памалла тунӑ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 5 пин тенкӗ илсе тӑма тытӑнӗ. Валерий Лаптев 1959 ҫулта Етӗрне районӗнчи Стрелецки ялӗнче ҫуралнӑ. 12 ҫултанпах спортпа туслӑ пулнӑ. Унӑн Лос-Анджелесра иртнӗ Олимп вӑййисенче ылтӑн медаль илмелле пулнӑ. Анчах ҫӗршыв правительстви политикӑпа ҫыхӑннӑ сӑлтавсене пула байкот панӑ. Лаптевӑн пухматӗнче – 199 ҫапӑҫу, вӗсенчен 182-шӗ ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Дмитрий Захаровӑн телеграм-каналӗнчи сӑн Чӑваш Енри икӗ выпускник Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсенче 200 балл пухнӑ. Вӗсем – Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Екатерина Селезнева тата Шупашкарти 5-мӗш гимназири Илья Капранов. 16 яш-хӗр профильлӗ математикӑпа 100 балл пухнӑ. 11-мӗш класран вӗренсе тухнӑ 27 ҫамрӑк вырӑс чӗлхипе 100 балл илнӗ. Аса илтерер: 8 ҫамрӑк литературӑпа, географипе тата химипе 100 балл пухни пирки пӗлтернӗччӗ. Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре экзаменра 100 балл пухнисем – 51 ҫамрӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |