Республикӑра
![]() Чӑваш Енре республика историйӗн кӗнекине хатӗрлемешкӗн ЧР грантне тума йышӑннӑ. Ку Хушӑва Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Гранта йышӑнасси ӳсекен ӑрӑва патриотлӑх воспитанийӗ парас, ҫамрӑксене истори тата культура еткерӗпе кӑсӑклантарас тӗллевпе ҫыхӑннӑ. Михаил Игнатьев документа йышӑннӑ чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин Федераци Канашне яна Ҫырӑва тата Шупашкар 550 ҫул тултарнине, Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявлассине шута илнӗ. Грант конкурсӗ 2015 ҫулта пулӗ. ЧР Министрсен Кабинетне грант калӑпӑшне тата унӑн положенине ҫирӗплетме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта Республика тӳремӗнче пирвайхи юмах «ҫурчӗсем» курӑнма пуҫланӑ. Вӗсенче кӗҫех вырӑнти алӗҫ ӑстисен сувенирӗсем сутӑнма пуҫлӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пӗлтернӗ тӑрӑх, «Раштав ярмӑркки» хӗллехи каникулта та — кӑрлачӑн 1–10-мӗшӗсенче — ӗҫлӗ. Ку проект Шупашкарти Республика тӳремӗнче пӗрремӗш хут иртӗ. Унта Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп чӑрӑшне вырнаҫтарнӑ ӗнтӗ. Унтах — наци стилӗпе килӗшӳллӗн тунӑ юмах «ҫурчӗсем». Ярмӑрккӑра пӗтӗмпе 20 ҫурт пулӗ. Хула администрацийӗ вырӑнти тавар кӑларакансенчен, алӗҫ ӑстисенчен, Чӑвашри усламҫӑсенчен заявкӑсем йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елчӗк районӗнче хӗллехи сивӗ кун «шӑрӑх» пулса илнӗ. Ку ҫанталӑкпа ҫыхӑнман. Елчӗксем «От озорства до святости» пысӑк концертра савӑннӑ. Концерта тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем пухӑннӑ. Ытларах — ватӑсем. Пурте Раҫҫейри ылтӑн купӑсҫӑсен пултарулӑхӗпе киленме пултарнӑ. Концерт хыҫҫӑн халӑх фойере чӑваш ташшине ташланӑ. Халӑх кӑмӑлтан савӑннӑ. Ҫынсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем хӑйсене темиҫе ҫул ҫамрӑкланнӑн туйнӑ. «Семеновна», «Играй, гармонь» телекӑларӑма хутшӑннисем концертра халӑх кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Ертсе пыраканӗ Мускав ҫывӑхӗнчи купӑсҫӑсене лидерӗ Сергей Борискин композитор пулнӑ. Сӑнсем (10) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Раштавӑн 4-мӗшӗнче Шупашкарти 10-мӗш шкулта Петров урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра пурӑннӑ ҫынсемпе пуху иртнӗ. Унта хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хутшӑннӑ. Ҫак ҫурта ишсе антарса ҫӗннине тӑвасси унчченех паллӑччӗ. Ун чухне ҫынсен шӑпине татса паманччӗ-ха. Хальхинче халӑха епле вырнаҫтарас ыйтӑва татса панӑ. Алексей Ладыков пухура икӗ вариант сӗннӗ. Пӗрремӗшӗ — ҫынсене кашни тӑваткал метршӑн 40-45 пин тенкӗ компенсаци тӳлесси. Иккӗмӗшӗ — халӑх тата муниципалитет вӑйӗпе ҫурта ишсе антарса ҫӗннине тӑвасси. Кун хыҫҫӑн ҫынсене ҫӗнӗ ҫуртра пӳлӗмсене тӳлевсӗр парӗҫ. Хушма тӑваткал метрсемшӗн вара тӳлеме тивӗ, анчах йӳнӗрех хакпа — 30 пине яхӑн тенкӗ 1 тӑваткал метршӑн. Иккӗмӗш варинта ҫынсем ытларах кӑмӑлланӑ. Ара, халӗ компенсаци тӳленӗ укҫапа пӳлӗм туянма йывӑртарах. Ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫма вара питӗ кӑмӑллӑ. Пухура Лебедев ячӗллӗ лицее вӑхӑтлӑха вырнаҫтарнӑ ҫынсем валли пур услови те туса пани пирки пӗлтернӗ: юсав ӗҫӗсем тунӑ, электросетьсене ҫӗнетнӗ. Унта ҫынсем вӑхӑтлӑха регистрациленме те пултараҫҫӗ-мӗн. Пухӑва пухӑннисем кӑсӑклантаракан ыйтусен хуравне пӗлнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Концерта уҫнӑ самант Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищи хӑйӗн 85 ҫулхине халалласа «Юлташсемпе пӗрле» халӑх инструменчӗсен уйрӑмӗн концертне пухнӑ. Унта баянпа, аккоредонпа вылякансем, хӗлӗхлӗ инструментпа вылякансем калакансем хутшӑннӑ. Халӑх инструменчӗсем, уйрӑмах — баян, Раҫҫейре яланах анлӑ сарӑлнӑ тесе палӑртать Чӑваш Енӗн Культура министерстви. Шупашкарти музыкӑпа театр техникумӗн дирекцийӗ 1930 ҫултах гармоникӑпа халӑх инструменчӗсен класне сарассипе ҫав енӗпе штата анлӑлатасси пирки ыйту хускатнӑ-мӗн. Анчах ун чухне преподавательсене тупайман. Ку енӗпе уйрӑма 1945 ҫулта кӑна уҫайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Енре халӑх инструмент искусствине сарма май килнӗ. Хальхи, юбилей концертӗнче, баянпа, аккордеонпа, тӑмрапа, балалайкӑпа, кӗслепе, гитарӑпа калакансем хӑйсен ӑсталӑхне пур енлӗн кӑтартнӑ. Каҫа Раҫҫейӗн тата Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, баянпа аккоредон уйрӑмӗн ертсе пыракан педагогӗ Александр Белянкин уҫнӑ. Унтан А. Вивальдипе И.С. Бахӑн a-moll концерчӗн финалне янӑратнӑ. Ӑна чуна тивертмелле выляканӗсем — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Баранов ертсе пыракан ансамбль. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ҫутҫанталӑк
![]() Илпешри ҫӳп-ҫап вырӑнӗ ҫак тӗлте Шупашкар районӗнчи Илпешри ҫӳп-ҫап вырӑнӗ ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗр ҫинче вырнаҫнӑ иккен. Ӑна 1979 ҫулта уҫнӑ. Хӑй тӗллӗн никам та турттарма тытӑнман-ха. Йӑлари хытӑ каяша ҫавӑнта турттарма Шупашкар районӗнчи хӑй тытӑмлӑх органӗсем 35 ҫул каяллах ирӗк панӑ. Анчах ҫав ҫӗр ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ пулни халь ҫиеле тухнӑ. Кун пирки республика прокуратурин пресс-служби пӗлтерет. Малтан унта вырӑнти колхоз каяш турттарнӑ, каярах — ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх предприятийӗсем. Юлашки ҫулсенче каяша унта «Чувашское» акционерсен хупӑ обществи район администрацийӗпе тунӑ килӗшӳ тӑрӑх турттарса пурӑннӑ. Ҫӗре урӑх тӗллевпе усӑ курма тытӑннӑ хыҫҫӑн унӑн категорине тепӗр категорие куҫармалла-ҫке. Илпешри ҫӳп-ҫап вырӑнне ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ категорирен никам та куҫарманнине кура вӑл паян кун та кӗтӳ кӗтмелли вырӑн шутланать. Шупашкар район администрацийӗ ҫак енӗпе хӑй вӑхӑтӗнче тивӗҫлӗ мера йышӑнман тесе Шупашкар район прокуратури район администрацийӗн хальхи пуҫлӑхӗн ячӗпе представлени шӑрҫаланӑ. Унта айӑплисене явап тыттарма сӗнни те пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Вырӑс драма театрӗн ҫурчӗ Вырӑс драма театрӗн ҫурчӗ раштавӑн 4-мӗшӗнче «ҫавра» дата паллӑ тунӑ. Ҫук-ха, уявласах ларман. Анчах историпе культура енчен республика пӗлтерӗшлӗ палӑк шутланакан ҫав ҫурт 55 ҫул тултарни пирки Чӑваш Енӗн Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче уйрӑммӑн ҫырсах пӗлтернӗ. Ҫурта шӑп та лӑп 55 ҫул каялла, раштавӑн 4-мӗшӗнче, ӗҫлеттерсе янӑ. Малтан унта Чӑваш патшалӑх филармонийӗ вырнаҫнӑ. Вырӑс драма театрӗ унта 1982 ҫулта куҫса пынӑ. Строительство ӗҫӗсене 1957 ҫулхи ҫӗртмен 17-мӗшӗнче тытӑннӑ. Ҫурт адресӗ ун чухне I-мӗш Кӑнтӑр ҫурмаҫул ҫаври ятлӑ урамра шутланнӑ. Паян ӑна Гагарин урамӗ теҫҫӗ. Республика пӗлтерӗшлӗ историпе культура объекчӗ пулса тӑма пултарнӑ ҫурта Феофан Сергеев чӑваш архитекторӗ проектланӑ. Виҫӗ хутлӑ ҫурта унтанпа темиҫе хутчен те ҫӗнетсе юсанӑ-ха, ҫапах та авторӑн тӗп шухӑшне пӑсман. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Кулагин автобусӗ (ӑна чӗртичченхи ӳкерчӗк) Раштавӑн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗн Андрей Кулагинӑн автобусне чӗртсе яни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, унччен маларах та депутат автобусне куҫ хывакансем пулнӑ имӗш. Вӑрлама мар-ха. Хур тӑвассишӗн. Депутат ӗнентернӗ тӑрӑх, автобуса чӗртсе яриччен икӗ кун маларах техникӑна чулпа персе малти кантӑка ҫӗмӗрнӗ. Кайран, ав, вутпа кӗллентернӗ. Шупашкар районӗн прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫпе ҫийӗнчех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хур тӑвакансене палӑртассине Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкар районӗнчи пайӗн тӗпчевҫисем ӗҫлеҫҫӗ. Инкек пулнӑ вырӑна вӗсем ҫав каҫах тухса кайнӑ, тепӗр кун, тул ҫутӑлсан, тепре ҫитнӗ. Прокурор ҫумӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, усал тӑваканӑн йӗрӗ ҫине ӳкме май килнӗ. |
Хулара
![]() Шупашкарти Хусанкай урамӗ Шупашкар хулинче урамри хунарсем валли кӑҫал 2 миллион тенкӗ таран уйӑрма хатӗр. «Кӗмӗле» тӗп хулари 26 пине яхӑн ҫутӑ объекчӗ валли ямалла. Ҫак ӗҫе кам пурнӑҫласси ятарлӑ аукцион хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Конкурса ырана, раштавӑн 8-мӗшне, палӑртнӑ. Аукционта ҫӗнтернӗ подряд организацийӗн хунарсене тӗрӗслеме, тасатма, юпасене юсама, кирлӗ тӗк ҫӗнетме тивӗ. Мӗнпур ӗҫе ҫӗнтерӳҫӗн раштавӑн 31-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. Шупашкарта пурӑнакансем хула урамӗсене ҫутатассипе ыйту ҫивӗч тӑрать тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсем хунарсене 23 сехетре сӳнтернишӗн кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ. Хӑш-пӗр ялти пирки вара каламӑпӑр та... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Дария. «Про Город» сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан, 15 ҫулти Дария Перевезенева лотерейӑра 857 пин тенкӗ выляса илнӗ. Вӗсем ҫак билета ҫемйипе пӗрле туяннӑ. Лотерея выляттарнӑ кун ҫемье пуҫӗ телевизор умӗнче ларнӑ, тухнӑ хисепсене чӗрсе пынӑ. Ыттисем хӑйсен ӗҫӗсемпе кайнӑ. Ҫемье пуҫӗн мӑшӑрӗ чи малтанах ӗненмен. Тӗнче тетелне кӗрсе хисепсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ӗненме тивнӗ. Унччен ҫемье 50-200 тенкӗ ҫеҫ выляса илме пултарнӑ. Дария киле таврӑнсан ашшӗпе амӑшӗ хӗрне тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтернӗ. Ара, билета вӑл туяннӑ та. Укҫана ашшӗпе амӑшӗ Мускава кайса илнӗ. Перевезенцевсем выляса илнӗ тупӑшпа хваттере лайӑхлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Тутарстанӑн Элмет районне йӗркеленӗ. | ||
| Кипеч Анатолий Ильич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |