Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ял пурнӑҫӗ

Чӑваш Енре чи хӑтлӑ кил хуҫалӑхӗсене палӑртнӑ. Ку конкурс 10-мӗш ҫул иртет. Ҫак тапхӑрта пӗчӗк ялсем те илемленме тытӑннӑ. Конкурса хутшӑнакансен йышӗ ҫулсерен ӳсет. Хальхинче 70-ӗн хутшӑнма кӑмӑл тунӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене пилӗк номинацире палӑртнӑ. Жюрин конкурс ӗҫӗсене пӑхса тухнисӗр пуҫне кил хуҫалӑхӗсене ҫитме тивнӗ. Социаллӑ тытӑмри учрежденисен хушшинче Куславккари «Атӑл» вӑй-хал культурипе спорт комплексӗ ҫӗнтернӗ. Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмарта пурӑнакан Еньковсен килӗнче чи нумай чечек ӳсет-мӗн.

Урамсен хушшинче Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Шкул урамне чи хӑтли тесе палӑртнӑ. Канаш районӗнчи Николаевсен кил хуҫалӑхне чи илемлисен йышне кӗртнӗ.

Конкурс ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене укҫан хавхалантарӗҫ. Кӑҫал вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче 583 пине яхӑн тенке пайлӗҫ.

 

Хулара Ача пахчинчи автохула
Ача пахчинчи автохула

Шупашкарти 112-мӗш ача пахчинче «зебрӑсем», автомобильсем, светофорсем тупӑннӑ. Вӗсем — чӑн-чӑннисем мар. Анчах ачасем унпа усӑ курса ҫул-йӗр правилисене вӗренеҫҫӗ.

Кунашкалли Шупашкарта хальлӗхе пӗрре ҫеҫ. Статистика палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫалхи 8 уйӑхра ҫул ҫинче ачасемпе 66 пӑтӑрмах пулнӑ. 16 тӗслӗхре ачасем суранланнӑ. Ытларах — 7 ҫула ҫитменнисем.

Ача пахчинчи пӗчӗк светофор чӑн-чӑнни пекех ӗҫлет. Кунтисем ҫул-йӗр правилисене лайӑх пӗлеҫҫӗ. Ачасем инспектор вырӑнӗнче те пулса кураҫҫӗ. Ача сачӗ пӗлтӗр грант ҫӗнсе илнӗ, ҫав укҫапа ҫак проекта хута янӑ. Кун валли ЧР Вӗренӳ министерстви те, ашшӗ-амӑшӗ те укҫан пулӑшнӑ. Автохулана тумашкӑн ҪҪХПИ ӗҫченӗсем те хутшӑннӑ.

Малашне кунашкал автохулана ытти ача пахчинче те тума палӑртнӑ. Анчах ку хӑҫан пурнӑҫа кӗресси паллӑ мар-ха.

 

Спорт

24 ҫула ҫитмен ҫамрӑк штангистсем Улатимӗр хулинче иртекен Раҫҫей ӑмӑртӑвне хутшӑннӑ.

77 килограмлӑ атлетсенчен Елчӗк районӗнче ҫуралса ỹснӗ, халӗ Ардалион Игнатьев ячӗллӗ спортсменсем хатӗрлекен республикӑри центрта ӑсталӑха туптакан П. Портнов икӗ енлӗ кӗрешỹре 295 килограмм пухса бронза медаль ҫӗнсе илнӗ. Кӑҫал маларах вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта иртнӗ Раҫҫейри ҫамрӑксен спартакиадинче те «бронзӑна» тивӗҫни пирки хыпарлать асӑннӑ район хаҫачӗ.

 

Хулара Фильмри самант
Фильмри самант

Шӑп та лӑп эрнерен Ҫӗнӗ Шупашкарта «Куратор» фильма кӑтартӗҫ.

Ӑна Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта ӳкернӗ. Ҫитес уйӑхра фильма Шупашкарти кинотеатрсенче кӑтартма палӑртаҫҫӗ.

2 сехет те 4 минут пыракан фильма ҫулталӑкран кӑшт сахалтарах ӳкернӗ. Унпа ӗҫлессине пӗлтӗрхи авӑнӑн 13-мӗшӗнче тытӑннӑ. Кинора культура институтне вӗренсе пӗтернисем тата Шупашкарти механикӑпа технологи техникумӗнче ӑс пухакансемпе преподавательсем, алӑ вӑйӗпе кӗрешекен Шупашкарти спортсменсем тата Чӑваш Енпе Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем ӳкернӗннине пӗлтернӗ кино ӳкерес шухӑша тытнӑ Владимир Синяев.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/72925
 

Ял пурнӑҫӗ

Паян Елчӗк хӑйӗн черетлӗ ҫуралнӑ кунне палӑртнӑ. Халӗ чылай ҫӗрте зарядка тума тытӑнчӗҫ те, елчӗксем те хӑйсен ҫуралнӑ кунне ирхи хускануран пуҫланӑ. Вырӑнти «Улӑп» вӑй-хал культурипе сывлӑх комплексӗн территорине Елчӗкри вӑтам шкулта вӗренекенсем, унта ӗҫлекенсем тата ыттисем пухӑннӑ. Уяв ячӗпе район пуҫлӑхӗ Роза Молодова, Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владислав Сайкин тата ыттисем саламланӑ. Хусканӑва йывӑр атлетика енӗпе спорт маҫтӑрӗ Илья Ишмуратов тата эстрада юрӑҫи Тамара Ишмуратова ертсе пынӑ. Хускану 500 ытла ҫынна кун каҫмалӑх хӑват панӑ.

Хусканӑва хутшӑннисем тата Елчӗк хӑнисем валли вырӑнти вӑтам шкулта «Елчӗке эпӗ юрататӑп» курав йӗркеленӗ. Унта тӑван тӑрӑха ачасем тӗрлӗ енчен ӳкернӗ сӑнӳкерчӗксене пухнӑ.

Сӑнсем (36)

 

Ӳнер

Ӗнер Тӑвай районӗнчи хушма пӗлӳ паракан педагогсемпе ӳкерме вӗрентекен учительсем Шупашкарта хӑйсен ентешӗпе, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗпе Геннадий Козловпа, тӗл пулнӑ. Вӑл чӑн пурнӑҫри пейзажсене ӳкерме кӑмӑллать. Ҫутҫанталӑк ӑна хӑват парать.

Курнӑҫу Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче иртнӗ. Геннадий Васильевич шӑпах унта пуҫлӑхра ӗҫлет те. Курав залӗсем тӑрӑх Геннадий Козлов хӑй ертсе ҫӳренӗ. Художник ӑсталӑх лаҫҫине те кӗртсе кӑтартнӑ.

Тӗлпулӑва кайнӑ тӑвайсем хӑйсен ентешӗ пултаруллӑ художник, лайӑх йӗркелӳҫӗ кӑна мар, уҫӑ чунлӑ та кӑмӑллӑ ҫын тесе пӗтӗмлетнӗ.

 

Сывлӑх Тухтӑрсен канашлӑвӗнче
Тухтӑрсен канашлӑвӗнче

Республикӑри клиника пульницинче Терапевтсен республикӑри ӑслӑлӑхӗн обществипе Раҫҫейри эндокринологсен ассоциацийӗн регионти уйрӑмӗ ӗнер пӗрлехи лару ирттернӗ. Унта Мускаври хӑнасем тата Шупашкарти тухтӑрсем — терапевтсем, пӗтӗмӗшле практика врачӗсем, эндокринологсем пухӑннӑ.

Конференцинче мӑнтӑрланни, диабет умӗнхи тӑрӑм, сахӑр диабечӗ пирки калаҫнӑ. Асӑннӑ чирсем йывӑра кайсан ҫамрӑклах сусӑрлатаҫҫӗ, кун-ҫула кӗскетеҫҫӗ, пурнӑҫ пахалӑхне начарлатаҫҫӗ. Сахӑр диабетне пула юн тымарӗсен йывӑра кайнӑ амакӗсем — ретинопати, пӳре чирӗ, чӗрен ишеми чирӗ, инсульт, артери гипертензийӗ пуҫланма, ал-уран перифери тымарӗсем сиенленме пултараҫҫӗ.

Терапевтпа эндокринологӑн практикинчи тӗслӗхсене тишкернӗ май сахӑр диабетне ирех палӑртсан ӑна шала каясран асӑрхама май пур тесе пӗтӗмлетнӗ канашлури тухтӑрсем.

Сӑнсем (5)

 

Республикӑра Конкурса хушӑннӑ ачасем
Конкурса хушӑннӑ ачасем

Тӗнчере, Раҫҫейре, регионсенче «Илем мисӗ» конкурса ирттереҫҫӗ. Куславккари «Пчелка» (чӑв. «Пыл хурчӗ») ача пахчинче те ҫакнашкал конкус йӗркеленӗ. Воспитательсем тата пӗчӗкскерсем ҫапла майпа Илем кунӗ паллӑ тунӑ.

Конкурса 5 ача хутшӑннӑ. Куракансем вырӑнӗнче ашшӗ-амӑшӗ, ачасем, вӗрентекенсем пулнӑ.

Хӗрачасем хӑйсем пирки, ҫемье, киленӗҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. «Эпӗ ӳссе ҫитӗнсен» тема тавра калаҫнӑ. Ачасем пурте илемлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа жюрие ҫӗнтерӳҫе палӑртма йывӑр пулнӑ. «Граци мисӗ» ята Екатерина Калинина ҫӗнсе илнӗ. Елизавета Ефимова — «Ҫепӗҫ сасӑ мисӗ». Анна Цирулна «Мисс фантази» номинацире ҫӗнтернӗ. Тӗп парнене — «Ача пахчин мисӗ» — ята Гульназ Искандарова тивӗҫнӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ

Пахчара ӗҫлесси чылайӑшне киленӳ кӳрет. «Ҫурхи кун хӗл хырӑмне тӑрантарать», — тенӗ ваттисем. Кӗркунне — пахча ҫимӗҫе пухмалли вӑхӑт.

Вӑрнар районӗнчи кӑмпалсем темӗн те пӗр ӳстереҫҫӗ: помидор, тӑрӑхла кавӑн, кавӑн… Иуулитӑпа Владимир Афанасьевсен хуҫалӑхӗнче 28 килограмм таякан кавӑн ҫитӗннӗ. Галинӑпа Валерий Ефимовсен кавӑнӗ вара 22 килограмм тайнӑ. Иринӑпа Сергей Федоровсен — 14 килограмм.

Венера Сергеева ҫынсене хӑй ӳстернӗ арпуспа, дыньӑпа хӑналанӑ. Сергеевсен баклажан ӑнса пулнӑ. Надеждӑпа Валерий Кураковсем вара иҫӗм ҫырлипе сӑйланаҫҫӗ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Кашни ҫын кил хуҫалӑхне илем кӗртме тӑрӑшать. Вӑрнар районӗнчи Хӑмӑш ялӗнче пурӑнакан Ровенна Васильева чӑн-чӑн ӑста. Вӑл кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ.

Картишре клумбӑсем, чечексем куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Кивӗ савӑтсем те вырӑн тупнӑ. Пахчара — тӗлӗнмелле «ҫынсем». Кивӗ калушсенчен тата атӑсенчен чечексем валли савӑт ӑсталанӑ. Ларса канмалли вырӑна — хӳмме — те хӑйне евӗр тунӑ. Унта аист «йӑва ҫавӑрнӑ».

Сӑнсем (22)

 

Страницӑсем: 1 ... 3299, 3300, 3301, 3302, 3303, 3304, 3305, 3306, 3307, 3308, [3309], 3310, 3311, 3312, 3313, 3314, 3315, 3316, 3317, 3318, 3319, ... 3958
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ вӗренӗве тарӑнлатассипе, юридици тата ют ҫӗршыв ыйтӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене тумалли пӗлтерӗшлӗ самант. Пӗрисем унчечнхи чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем экзамен ӑнӑҫлӑ тытӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем вара килӗшнӗ ҫыннӑн чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе тума хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр те вӗсемпе хӑвӑра кирлӗ пек усӑ курӑр.

Ҫурла, 11

1977
48
Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...