Пӑтӑрмахсем
![]() Ку пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, ҫӗрле, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Туктамӑш ялӗнче пулнӑ. ВАЗ–21140 машинӑпа пыракан полицин участокри уполномоченнӑйӗ ҫулпа пыракан 24-ри каччӑна ҫапса кайнӑ. Ҫапла, кайнӑ. Инкеке лекнӗ ҫамрӑка пулӑшма васкаман вӑл, хӑвӑртрах тапса сикнӗ. Тарма сӑлтавӗ те пулнӑ ҫав — 38 ҫулти полицейски руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Машина ҫапса хӑварнипе ҫуран ҫӳрекен сылтӑм урине хуҫнӑ. Ҫакӑ вӑл сывлӑха йывӑр сиен кӳни шутланать. Ку ӗҫре кӑсӑклӑ пӗр самант та пур-ха. Малтанласа ку инкекшӗн айӑпа йӗрке хуралҫин арӑмӗ хӑй ҫине илнӗ иккен. Ӳсӗрле руль умне ларнӑ тесе ӑна вырӑнти йӗрке хуралҫисем администратвилӑ майпа явап та тыттарнӑ. Анчах прокуратура тата Шалти ӗҫсен министерствин органӗсем ҫине тӑнипе айӑплине тупса палӑртма май килнӗ иккен. Кун пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет. Следстви управленийӗн тӗпчевҫи хӗрарӑма административлӑ майпа сӑлтавсӑр айӑпланӑ фактпа яваплисене тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнма, шалти ӗҫсен пайӗн яваплӑ ӗҫченӗсене вара явап тыттарма сӗннӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн Куславкка хулинче, Атӑл юханшывӗ хӗрринче, декарбадер тунӑ. Ку халлӑхшӑн питӗ меллӗ. Уйрӑмах — Куславккасемшӗн. Ара, хуларан тӳрех Атӑл леш енчи Волжск хулине ҫитме май пур-ҫке халӗ. Ӑна хута ямашкӑн Шупашкар юханшыв порчӗн ертӳлӗхӗпе калаҫса татӑлнӑ. Унӑн ҫулӗ: Куславкка — Волжск. Декабардера тытса тӑмашкӑн тата эксплуатацилемешкӗн Куславкка район хыснинчен тӑкаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑҫалхи кӑрлач–ака уйӑхӗсенче Чӑваш Енре тӗрлӗ хыснана 11,8 миллиард тенкӗ налук пухнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи тӑватӑ уйӑхпа танлаштарсан ку вӑл 4,3 процент нумайрах иккенне пӗлтерет. Пухӑннӑ налукран пӗрре-виҫҫӗмӗш пайӗ ытларах, е 4 миллиард тенки, федераци хыснине куҫнӑ. Ку вӑл налук саккунӗпе килӗшӳллӗн пулса пырать. Республика бюджетӗнче 6,2 миллиард тенкӗ юлнӑ, вырӑнтинче — 1,7 миллиард тенкӗ. Хыснана налук евӗр пухӑнакан тупран самай пайӗ хушма хакран илекен налукпа кӗрет иккен. Ҫакӑн тӳпи — 30,4 процент. Уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен илекен налук 26,6 процент йышӑнать, тупӑшран илекенни — 18,6 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пуҫласа ҫу уйӑхӗн 5-мӗшӗччен республикӑра 460 яхӑн шӑматкунлӑх тата экологи акцийӗсем иртнӗ. Унта 24 пин ҫын хутшӑннӑ. Ҫак тапхӑрта 220 ҫӳп-ҫап купине тӗп тунӑ, 36 пин йывӑҫ, 6 пин ытла тӗм лартнӑ. Ку кӑна мар. Вӑрмар районӗнчи Келкеш ялӗнче парк тунӑ. Унӑн лаптӑкӗ 38 пин тӑваткал метрпа танлашнӑ. Ҫав районти Ҫӗнӗ Вӗренер ялӗнче, Ҫӗрпӳ районӗнчи Чурачӑк ялӗнче парксене ҫӗнетнӗ. Ял-салара палӑксене сӑрланӑ, ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Ҫимӗк валли масар-ҫӑвасене тасатнӑ. Акӑ ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Элӗк районӗнчи Тавӑт ялӗнче те ҫӑвана тирпейленӗ. Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн ял-саласенче палӑксем умӗнче ҫӳп-ҫапран тасатнӑ. Акӑ Канаш районӗнчи Хыҫалкас Энтрияль ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ салтаксене халалласа лартнӑ палӑк умӗнче тирпейленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта «Диабет — сипленме вӑхӑт!» акци иртет. Мероприяти ҫу уйӑхӗн 12–14-мӗшӗсенче, ирхи 9 сехетрен пуҫласа 15:00 сехетчен Республика тӳремӗнче пулӗ. Палӑртнӑ вӑхатра диабет-центр ӗҫлӗ. Кашниех юнри сахӑр шайне тӗрӗслеме, эндокринолог тухтӑрпа канашлама пултарӗ. Чи малтанах тулли кӗлеткеллӗ, хускану нумай туман, стреспа аптӑракан, тӗрӗс мар апатланакан ҫынсене тӗрӗсленме сӗнеҫҫӗ. Акцие «Профилактика — сывӑ наци тӗпӗ» проектпа килӗшӳллӗн ирттереҫҫӗ. Йӗркелӳҫи — сусӑрсен «ДиаС» общество организацийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Паян республикӑра Ҫӗнтерӳ кунне халалласа мероприятисем иртнӗ. Шупашкарта Хӗрлӗ тӳремре шӑп кӑнтӑрла Ӑслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 69 ҫул ҫитнине халалласа митинг пуҫланнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев халӑха уяв ячӗпе саламланӑ май ветерансене сывлӑх, телей, хавхалану суннӑ. Митинг хыҫҫӑн Хӗрлӗ тӳремре Шупашкар гарнизонӗн подразделенийӗсен полкӗсем тата ҫар техники парада тухнӑ. Ҫакна курма пин-пин ҫын пухӑннӑ: Шупашкарта пурӑнакансем те, хӑнасем те. Уяв стройӗнче 1 200 ытла ҫын утнӑ, 60 яхӑн ҫар техники пулнӑ. Парада хутшӑннисен йышӗнче — вӑй ведомствисен представителӗсем, Афганистан вӑрҫин ветеранӗсем. Кадет шкулӗн, ачасен полицейски академийӗн тата ҫарпа спорт клубӗсен вӗренекенӗсем те парада тухнӑ. Уяв колоннисем хыҫҫӑн ҫар техники — «Катюша», Т-34 танк, ЗИСсем тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи ытти техника — кайнӑ. Авиаци тата парашютистсем уява тата илем кӳнӗ. Шупашкар гарнизонӗн подразделенийӗсен полкӗсем тата ҫар техники парада тухнӑ хыҫҫӑн Хӗрлӗ тӳремре вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тӗпеле уҫӑлнӑ. Унта ветерансем ҫулсерен тӗл пулаҫҫӗ. Менюра салтак пӑтти, улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ, какай тата фронтри «100 грамм» пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Анастасия Рыжкова (малти ретре, сулахайра пӗрремӗшӗ) Илемлӗх конкурсӗсем вӗҫӗмех иртеҫҫӗ. Тӗрлӗ шайра йӗркелеҫҫӗ вӗсене. Ӗнер Шупашкарти клубсенчен пӗринче «Чӑваш Ен мисӗ 2014» илемлӗх конкурсӗ пулнӑ. Унччен хӗрсем икӗ уйӑх хушши конкурса ҫине тӑрса хатӗрленнӗ. Пӗри тепринчен чипер пикесене (яш чух пурте хитре теме пӑхӗ те тепӗр вулакан, ун пек ҫирӗплетни тӗрӗсех мар-тӑр) палӑртма тӳресене ҫӑмӑл пулман имӗш. Вӑрӑм та ҫинҫе хӗрсен илемӗпе киленекен тӳресем Анастасия Рыжкова ыттисенчен хитререх тесе йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ-пикен каярах Раҫҫей шайӗнчи илем конкурсӗнче Чӑваш Ен чысне хӳтӗлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗн тӗпчев управленийӗн Ҫӗрпӳ районӗнчи пайӗ вӑл тӑрӑхри сиплев учрежденийӗсенчен пӗринче тӑрӑшакан тухтӑр тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Шур халатлисене тӗпчевҫӗсем сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Тухтӑр ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче районта пурӑнакан пӗр хӗрарӑмран 2 пин тенкӗ укҫа илнӗ имӗш. Тупрана лешӗ хӑй чирлине ӗнентерекен хут ҫырса панишӗн тухтӑра сӗннӗ. Больница хучӗ илме шухӑшланӑ хӗрарӑм таса сывах пулнӑ иккен. Ӗҫ-пуҫ ҫиеле епле тухнине следстви управленийӗн сайтӗнче вырнаҫтарнӑ кӗске информацире ӑнлантарса паман. Халӗ ку ӗҫпе тӗпчев малалла пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Экономика
![]() Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта Чӑваш Енри вӑтам ӗҫ укҫи 19,1 пин тенке ҫитнӗ. Пӗлтӗрхи кӑрлач–пуш уйӑхӗсенчипе танлаштарсан шалу 10,4 процент ӳснӗ. Цифрӑсене Чӑвашстат пӗлтернӗ. Чи нумай ӗҫлесе илекенсем ӑслӑлӑхпа укҫа-тенкӗ сферисенче тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсенче шалу 41,7 тата 32,2 пиншер тенке ларнӑ. Социаллӑ страхованире те аван укҫа тума пулать — уйӑхри вӑтам шалу 29 пине ларнӑ. Чи пӗчӗк ӗҫ укҫи — пир-авӑр тата ҫӗвӗ производствинче: унта уйӑхне — 9,8 пин. Хам енчен калас тӑк, юлашкинчен каланине ӗненесех килмест. Ара, паллакан ҫӗвӗҫсем укҫа аван, страхованиринчен кая мар, илнине пӗлтереҫҫӗ. Тен, шалӑвӑн пӗр пайне вӗсене «конвертра» тӳлеҫҫӗ пулинех. Официаллӑ ҫӑлкуҫ пӗлтерни тӑрӑх, тупӑш пулӑ тытассин тата пулӑ ӗрчетессин сферинче уйрӑмах ӳснӗ. Унта вӑй хуракансем пӗлтӗрхи пӗрремӗш кварталтинчен кӑҫал 58 процент ытларах илеҫҫӗ иккен. Тимӗр-тӑмӑр туса илекенсен ӗҫ укҫийӗ вара 2,7 прцент чакнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
![]() РФ Ял хуҫалӑх министерствинчен килнӗ Петр Чекмарев, республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов Чӑваш Ене Раҫҫейӗн Ял хуҫалӑх министерствин ӳсентӑран департаменчӗн директорӗ Петр Чекмарев ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче килсен республикӑна ял хуҫалӑх енӗпе хытах критикленӗ пулать. Федераци ведомствин тӳре-шари Чӑваш Ен юлашки вӑхӑтра ака лаптӑкне 247 пин гектар ҫухатнӑ, пӗрчӗллисене туса илессине икӗ хута яхӑн чакарнӑ тенӗ имӗш. Республикӑра пулнӑ май вӑл Шӑмӑршӑ, Патӑрьел, Комсомольски тата Ҫӗрпӳ районӗсенче пулнӑ. Унти хуҫалӑхсем ӗҫе аван йӗркеленине палӑртнӑ. Тепрехинче вӑл маршрута хӑй йӗркелеме, кая юлса пыракан районсене ҫитме, акаламан-сухаламан ҫӗрсене пӑхса ҫаврӑнма шантарнӑ-мӗн. Кайран Чекмарев Ҫӗрпӳре иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ. Унта республикӑн правительствин вице-премьерӗ — ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов тата республикӑн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем Николай Маловпа Олег Мешков, хӑш-пӗр район администрацийӗн пуҫлӑхӗсем, фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем пулнӑ. «Атӑлҫи тӑрӑхӗнче пулнӑ виҫӗ регионтан пуринчен ытла мана Мӑкшӑ республики килӗшрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |