Республикӑра
![]() «Клуб ГАЗ-21» «Ретро» общество организацийӗн машинисем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 69 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш Республикин «ГАЗ-21 клубӗ» «Ретро» (ятне ҫырни ҫыпӑҫуллах мар пек те, пӗлеҫҫӗ пуль — ӑна йӗркелекенсем ятне ҫавӑн пек шухӑшласа кӑларнӑ) общество организацийӗ «Шупашкар — Муркаш — Элӗк — Вӑрнар — Хӗрлӗ Чутай — Етӗрне — Шупашкар» маршрутпа авточупу йӗркелеме шут тытнӑ. Ҫула вӗсем ӗнер тухнӑ. Элӗкри пирки вырӑнтисем пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ сала тӑрӑх ГАЗ-67, ГАЗ-69, ГАЗ-21, М-20 «Победа», ГАЗ-14 «Чайка», DODGE-WC61 машинӑсем колоннӑпа тӗп урам тӑрӑх иртнӗ. Унтан машинӑсем Культурӑпа кану паркӗ патне ыпрса чарӑннӑ. Авточупӑва хутшӑнакансене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов саламланӑ. Клуб историйӗ пирки калас тӑк, ӑна 2009 ҫулхи ака уйӑхӗнче пуҫарнӑ иккен. Ун чухне пӗр шухӑшлӑ виҫӗ ҫын пӗр шухӑшлӑ пулнӑ. Ик ҫулта йыш 25 ҫынна ҫитнӗ. Клуб пайташӗсем хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ машинӑпа мотоциклсен историне упраса хӑварасшӑн-мӗн. Хастарсем Шупашкарта тата республика шайӗнче иртекен мероприятисене хутшӑнаҫҫӗ. Сӑнсем (6) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ӗнер Шупашкарта пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене машинӑна лартса хула кӑтартса ҫӳренӗ. Акцие «Автомоболистсен ассоциацийӗ» общество организацийӗ йӗркеленӗ. Хула тӑрӑх ватӑсене икӗ сехет хушши ярӑнтарса ҫӳренӗ. Хисеплӗ ватӑсене Шупашкарти чи илемлӗ вырӑнсене илсе ҫитернӗ.Ҫулҫӳрев Ҫӗнтерӳ лапамӗнчен пуҫӑннӑ. Унта ветерансемпе автомобилистсем чечек хунӑ та малалла хускалнӑ. Ҫула экскурсовода та лартса тухнӑ, вӑл хула историйӗпе паллаштарса ҫӳренӗ. Хула курса ҫӳреме пур ветеран те килӗшмен иккен. Теприсем сывлӑх хавшаккине пула тухайман. Машинӑна ларса ярӑнас кӑмӑллисем саккӑрӑн тупӑннӑ. Сӑнсем (18) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫапла шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта пурӑннӑ 45 ҫулти арҫын пирки тӗпчевҫӗсем. Тӑванӗсем вӑл вилнӗ тесе шухӑшламан иккен, ҫухалнӑ тесе пурӑннӑ. Арҫын Шупашкарти автомастерскойсенчен пӗринче ӗҫленӗ иккен. Унӑн айӑпне пула унта пушар хыпса илнӗ, машина чӗрӗлсе кайнӑ, мастерской та кӑштах шар курнӑ. 12-ри тата 14-ри ачасен, иккӗшӗ те — хӗр иккен, ашшӗ вӑрмана кӗрсе ҫакӑннӑ пулать. Ӗҫре ӑна лайӑхпа хакланӑ имӗш, ӗҫекен ҫын тесе те каламан, виҫеллӗ сыпкаланӑ-мӗн. Ҫакӑннӑ арҫын тӑхӑннӑ капюшонлӑ куртка кӗсйинче парӑма кӗрсе кайни ҫинчен калакан хут пулнӑ иккен. Чылай вӑхӑт ҫакӑнса тӑнипе арҫыннӑн аял пайӗ пулман — ҫӗрме ӗлкӗрнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗнтерӳ кунӗ умӗн, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Куславккара хирӗҫтӑрусенче пуҫ хунӑ ентешсене халалласа палӑк уҫнӑ. Историксем шутланӑ тӑрӑх, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн Раҫҫейри ҫар ҫыннисем 33 хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ. Палӑка Афганистанра, Чечняра, ытти хирӗҫтӑрура вилнӗ салтаксене халалланӑ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре паттӑрла вилнӑ салтаксен тӑванӗсене, общество организацийӗсен председателӗсене, Куславккара пурӑнакансене чӗннӗ. Куславкка хула тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ, хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ Гофман А.В. пухӑннисене Ҫӗнтерӳ кнӗпе саламланӑ, палӑка уҫма пулӑшнӑшӑн тав тунӑ. Ҫавӑн пекех «ЧР Афганистан ветеранӗсен союзӗ» общество организацийӗн председателӗ Кашаев И.М., сумлӑ ытти хӑнасем хутшӑннӑ. Сӑнсем (28) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Спорт
![]() Чӑваш Ен велосипедисчӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе «Спица ҫинчи хӗвел» акци ирттереҫҫӗ. Ҫамрӑк ӑрун ҫарпа патриотлӑх воспитанине парас тӗллевпе велочупу иртнӗ. Юбилейлӑ чупӑва, кӑҫалхипе 10-мӗш хут иртнӗскере, Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 69 ҫул ҫитнине халалланӑ. Элӗк район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипедҫӑсем «Ҫӗнӗ Шупашкар — Шупашкар — Элӗк» ҫула парӑнтанӑ. «Боевая» команда Элӗк ял тӑрӑхне паян ҫитнӗ. Ыран вӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалланӑ уява хутшӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Шупашкарта ача-пӑча клиника больницинче «беби бокс» лартасшӑн. Хӑш-пӗр хӗрарӑм ача ҫуратсан унран тискер мелпе хӑтӑлать: урамра хӑварать, ҫӳп-ҫап витрине хурать… Ҫакнашкал амӑшӗсем валли ятарласа «беби бокс» лартасшӑн. Ҫапла майпа ачан сывлӑхӗ сиенленмӗ. ЧР Сывлӑх министерстви «Шанчӑк сӑпки» ыркӑмӑллӑх фондне пулӑшма йышӑннӑ. «Беби бокса» (е ӑна «пурнӑҫ чӳречи» теҫҫӗ) проектпа килӗшӳллӗн лартӗҫ. «Беби бокс» — кравать, унта ачине пӑрахма шухӑшланӑ амӑшӗсем пепкине ҫавӑнта хӑварма пултараҫҫӗ. Унта пӗчӗкскере сивӗ пулмӗ. Ачана «беби бокса» хурсан сасӑ сигналӗ пулӗ, ҫавӑнпа тухтӑрсем кун пирки ҫийӗнчех пӗлӗҫ. Пепке ҫинче суран йӗрӗсем ҫук-тӑк ача хӑварнӑ хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫармӗҫ. Пур-тӑк амӑшне шырама пуҫлӗҫ. «Беби боксра» сигнал пулсанах тухтӑрсем ача патне пырӗҫ, ӑна специалистсем патне илсе кайӗҫ, вӗсем анализсем илӗҫ. Хӑварнӑ ача пирки полицие тата опека органне пӗлтерӗҫ. «Беби бокссене» кӑҫал вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ку хӗрарӑм хӑйӗн тин ҫуралнӑ ачине вӗлересрен сыхласса шанаҫҫӗ. Ара, ҫулсерен кунашкал пӑтӑрмах 130 хут ытла пулать-ҫке. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Ӗпхӳри чӑвашсен вырсарни шкулӗн ҫуртне юсама тытӑннӑ Ӗпхӳ хулинче Чӑвашсен вырсарни шкулне юсама тытӑннӑ. Асӑннӑ заведени вырнаҫнӑ ҫурт архитектура палӑкӗ статусӗллӗ шутланать. Асӑннӑ ҫурт уйрӑм ҫын укҫа-тенкӗ хывнипе юсакан пӗртен-пӗр объект иккен. Ӑна Нефтекамскри Марат Хафизимов усламҫӑна усӑ курма панӑ. Ҫурта юсама пуян ҫӑмӑллатнӑ условипе ӑна тара илессишӗн килӗшнӗ темелле. Хафизимова пӗр тӑваткал метршӑн пӗр тенкӗпе тара парӗҫ. Ҫуртӑн 187,7 тӑваткал метрне Чӑвашсен вырсарни шкулне парӗҫ. Ҫурта юсама тытӑниччен шкул ҫуртпа пӗччен усӑ курнӑ. Ӗпхӳри чӑвашсен шучӗпе пӗр пая кӑна пани вӗсене пӑшӑрхантарать. Ҫапла вара ҫурта хула влаҫӗсем пуяна юсаттарни ытла хакла лармасть-ши тесе аптӑракансем те пур иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Тӗнчере
![]() Швецире «Putins Folk» (Путин халӑхӗ) кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна Раҫҫей Президентне ырлакансене халалланӑ. Кӗнекере ҫуррине яхӑн Чӑваш Республикинче пурӑнакансемпе хатӗрленӗ интервью кӗнӗ. Кӗнеке авторӗ — финн юнӗллӗ Швед журналисчӗ Калле Книивиля. Вӑл Раҫҫей тематикипе унччен те ҫырнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра автор Путин майлисене тӗпчев лартнӑ. «Ку кӗнеке Владимир Путин ҫинчен мар. Ун пирки малтан та сахал мар кӗнеке кӑларнӑ», — тенӗ вӑл кӗнеке аннотацийӗнче. Ҫапла автор «Путина ӑнланас, ахаль Раҫҫей ҫыннисене унра мӗн килӗшнине пӗлес» тенӗ имӗш. Калле Книивиля 2013 ҫулти авӑн уйӑхӗнче пулнӑ Раҫҫейри пилӗк хула хушшинче Шупашкарпа Ҫӗмӗрле иккен. Вӑл ҫав ҫулҫӳрев унра иккӗлле кӑмӑл-туйӑм хӑварнине пӗлтернӗ. Пӗр енчен, СССР арканнӑ хыҫҫӑн ҫынсене пурнӑҫ шайне лайӑхлатма тата чикӗ леш енне кайма пултарни имӗш. Япӑх кӑмӑл-туйӑм ҫуратасси демократи сӑмах ҫынсенчен чылайӑшӗшӗн пӗлтерӗше ҫухатни-мӗн. Хайхи журналист ҫынсенчен пӗр пайӗ ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлесен тата вӗсене тӗкӗнмесен те ҫырлахнине асӑрханӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине ачасем хушшинче патриотла мар информацие сарма чаракан саккун проекчӗ тӑратнӑ. Унӑн пуҫаруҫи — Патшалӑх Думин оборона енӗпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ Аркадий Пономарев. Саккун проектне ӑнлантарса панинче ку тема ҫӗршывра патриотизм шайӗ чакнипе ҫыхӑнтарнӑ. Пономарев Халӑх шухӑшне пӗтӗм Раҫҫейри центр пӗлтернине илсе панӑ. Хӑйсене патриот тесе 2008 ҫулта ыйтса пӗлнисенчен 88 проценчӗ каланӑ иккен, 2012 ҫул тӗлне ҫавсен йышӗ 80 процента ҫитсе ларнӑ. 2001 ҫултанпа ҫӗршывра патриотизма сарас енӗпе программа ӗҫлет-ха, анчах депутат ку кӑна ҫителӗксӗр тесе шухӑшлать иккен. Шкулта тата ҫемьере вӗрентмен информацие те ачасем ҫӑмӑллӑнах ӑша хывма пултарнине асӑннӑ проекта хатӗрлекенсем ырламаҫҫӗ. Маларах каланӑ Пономарев массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, тӗнче тетелӗнче патриотизм, национализм тата нацизм ӑнлавсене пӑтратнине палӑртнӑ. Патриотизма хирӗҫле космополитизм теорине сарнине те асӑнса хӑварнӑ вӑл. Патриотизм ӑнлава арпаштаракан тата тӗрӗс мар пӗлтерекен информацие ачасенчен сирмелле тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Пӗтӗм Раҫҫей ял хуҫалӑх ҫыравӗ 2016 ҫулта иртмелле. Вӑл утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗпе ҫурлан 15-мӗшӗсенче иртмелле. Аякра вырнаҫнӑ тата ҫитме кансӗррисенче — авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен тытӑнса чӳкӗн 15-мӗшӗсенче. Ҫырав пирки ҫӗршыв Правительстви иртнӗ уйӑхра йышӑну тунӑ. Раҫҫейӗн статистика комитечӗ мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ ӗнтӗ. Асӑннӑ хутра правительство РФ субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн органӗсене тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене ҫырав ирттермешкӗн комиссисем йӗркелеме, ҫырава ҫынсене хутшӑнтарас енӗпе статистика службине пулӑшма, администраципе территори тата муниципалитет йӗркелӗвӗсен, ҫавӑн пекех географи объекчӗсен ячӗсене 2016 ҫулта улӑштармасӑр хӑварма сӗннӗ. Аса илтеретпӗр, ял хуҫалӑх ҫыравӗ пирӗн ҫӗршывра 2006 ҫулта пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ. | ||
| Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ. | ||
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |