Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Пӑтӑрмахсем

Выртан каска мӑкланӑ, ҫӳрен каска якалнӑ теме кӑмӑллатчӗ кукамай. Паян ку каларӑша темле йышӑнмалла ӗнтӗ?.. Ҫичӗ ҫӗре тухса каймасӑр та май ҫук теҫҫӗ те хӑшӗсем — аптӑравлӑ. Таса-сывӑ таврӑнсан тем мар-ха, анчах инкек-синкек курса ларасси те пулать-ҫке хӑш чух. Сарӑмсӑрлӑхран кунта та никам та шантарса калаймассине ӑнланатпӑр-ха, ҫапах та укҫа тума кайнӑ ҫын ют ҫӗртен тупӑкпа килни питех те кулянтарать-ҫке.

Ӗнер, акӑ, Коми Республикинче вӑй хуракан арҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унта вӑл кранпа ӗҫленӗ. Сыктывкар хулине кӗрекен Човью текен тӑрӑхра вӑл «КомиЭкспоТрейд» компанире тӑрӑшнӑ. Инкек пирки тӗпчевҫӑсем ӗҫсыхлавӗн правилисене пӑснине пула ҫын вилнӗ тесе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Ют ҫӗре ӗҫлеме тухса кайнӑ ҫынсем инкек курни унччен те пулкаланине аса илтерет «Ирӗклӗ сӑмах» интернет-хаҫат. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче Чулхулари стройкӑра каменщик вилнӗ. Сочири Олимп стройкинчен таврӑнакан арҫынсем Пенза облаҫӗнче ҫул ҫинчи инкекре куҫ хупни те чылайӑшӗн асӗнче. Омск облаҫӗнче вӑрман касакан арҫын хурт-кӑпшанкӑ сӑхнипе кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче вилнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1560.html
 

Ӑслӑлӑх «Око» уҫлӑхташ
«Око» уҫлӑхташ

Виҫмине, раштавӑн 18-мӗшӗнче, Ҫӗр ҫине Совет Союзӗ вӑхӑтенчех вӗҫтерсе янӑ «Око» ҫар уҫлӑхташӗ (спутникӗ) ӳкмелле иккен.

«Вымпел» патшалӑхпа акционерсен корпорацинче пӗлтернӗ тӑрӑх вӑл Инди океанӗ таврашӗнче персе анмалла. Хальхи вӑхӑтра ун перегей ҫӳллӗшӗ 90 ҫухрӑмпа танлашать — тепӗр май каласан вӑл атмосферӑна перӗнме пуҫланипе танах.

«Око» уҫлӑхташа хӑй вӑхӑтӗнче Плесецкран «Молния-М» ракетӑпа вӗҫтерсе янӑ, унӑн баллистика ракетисене ярсан систермелле пулнӑ. Ҫак уҫлӑхташсен орбитисем ҫуллӗ эллипслӑ та ҫурматалӑклӑ. Унашкал космос аппарачӗсем тӗнче уҫлӑхӗнче вуншар ҫул та вӗҫме пултараҫҫӗ, ҫав хушӑрах темиҫе уйӑхран та персе анайраҫҫӗ. «Око» йышши аппарата пирӗн патшалӑх пурӗ 86 штук вӗҫтерсе янӑ иккен, юлашкинчен — 2010 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнче. Вӗсен йывӑрӑшӗ — 1250 кг.

2014 ҫулӑн малтанхи кунӗсенче тепӗр уҫлӑхташ ӳкмелле иккен — ку хутенче «Молния-3-45» ятлӑскер. «Вымпел» ӗҫченӗсем унӑн кунне кӑрлачӑн 1-3-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.

 

Раҫҫейре

Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри тӑрӑмпа хастарсене паллашма халӗ те чармаҫҫӗ-ха. Ӳлӗмрен вара ҫакна саккун йышӑнсах ҫирӗплетесшӗн. Асӑннӑ отрасльте халӑх тӗрӗслевӗ туса хурасси ҫинчен калакан саккун проектне Раҫҫейӗн патшалӑх Думин депутачӗсем пӗрремӗш вулавпа йышӑннӑ та ӗнтӗ.

Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем ассоциацисене пухӑнсах ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен управляющи компанисен ӗҫне хаклама тата тӗрӗслеме пултарӗҫ. Вӗсене надзор органӗсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлеме ҫул уҫса парасшӑн. Халӑх пӗрлешӗвӗсен управляющи компанисен кашни утӑмне тӗрӗслеме тата вӗсем кашни пус ӑҫта яни пирки сметӑпа отчет ыйтма ирӗк пулӗ.

 

Ҫул-йӗр

Кунта сӑмах Олимп ҫулӑмӗ пирки пырать. Ӑна ҫӗршыв тӑрӑх илсе ҫӳренине тӗрлӗрен йышӑнакансем пур та. Ҫак темӑна кунта та хускатнӑшӑн вулакансем кӑмӑлсӑрланмасса шанатӑп. Олимп вӑййи, мӗн тесен те, тӑтӑш пирӗн ҫӗршывра иртекен мероприяти мар та, ҫапла чыса тивӗҫнин савӑнӑҫне ҫапла палӑртма шухӑшланине ӑнланма пулать те пулӗ. Юрӗ, ку вӑл ум сӑмах вырӑнне пултӑр тейӗпӗр.

Олимп ҫулӑмӗ Шупашкара ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗнче килсе ҫитмелле. Ӑна епле ирттерессине паян республикӑн Правительство ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Ҫулӑма йӑтма 163 ҫынна явӑҫтармалла. Вӗсенчен кашнине 200-е яхӑн метр лекӗ. Трассӑн пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ — 33 километр. Ҫулӑм Чӑваш Ене ҫитсен ӑна илсе каяс ҫул ҫинче транспорт чупассине вӑхӑтлӑха чарма тивӗ. Шупашкарта хӑш-пӗр вырӑнта ҫула ирхи вунӑ сехетрен пуҫласа каҫхи вуннӑччен пӳлӗҫ. Тӗплӗнрех пӗлес тесен ҫак каҫӑпа пӑхма пулать: gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2671565

 

Республикӑра

Ҫапла юраманни пирки калаҫнӑ республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ирттернӗ канашлусенчен пӗринче. Унта Шупашкарти аэропортӑн кӑҫалхи ӗҫ-хӗлне тишкернӗ.

Предприятин директорӗ Александр Жирнов каласа панӑ тӑрӑх аэропорта тата унтан пурӗ 2 601 рейс тунӑ. Ҫав вӑхӑтра 36 пин ытла пассажир ҫула тухнине шута илнӗ. Шупашкартан Мускава самолётсем эрнере ултӑ хут вӗҫнӗ. Ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен тытӑнса вунӑ кунта Анталие вӗҫме тытӑннӑ. Кунсӑр пуҫне Сочи, Питӗр, Сургут тата Ӗпхӳ хулисене хутланӑ-мӗн. Самолётсем ҫула тухманни е каярах хускални пулкаланӑ иккен. Анчах аэропорт директорӗ «пирӗн айӑппа мар» тесе ӗнентернӗ. Рейсем йӗркелекен тепӗр предприяти хутшӑннӑ хыҫҫӑн хаксем чӗрӗк пай чухлӗ йӳнелнӗ-мӗн.

Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев рейссем пулмасси пирки малтанах пӗлтерме тата ҫакӑн сӑлтавне уҫӑмлатма чӗнсе каланӑ. Мускавра пӗр рейса тытса чарнӑ чух самолёта Шупашкарта йышӑнманнипе сӑлтавланӑ имӗш. Тӳррипе вара самолёт тата экипаж сывлӑша ҫӗкленме хатӗр пулман.

 

Персона

Пултаруллӑ тепӗр ҫынна, тӗлӗнмелле пек те, хӑш чухне тӑван кӗтесӗнчинчен ытларах ют ҫӗрте пӗлеҫҫӗ. Муркаш районӗнчи Ҫӗнӗ Кӑрмӑш ялӗнче 1957 ҫулта ҫуралнӑ писателе тата журналиста Валерий Петровские Чӑвашринчен ытла Америкӑра вулаҫҫӗ тесен те ытлашши йӑнӑшмастпӑр пулӗ. Ӑна унта «Вырӑс америка писателӗ» тени пирки унӑн тӑванӗ пӗр ик-виҫ ҫул каялла каланине ас тӑватӑп-ха. Акӑлчан чӗлхипе пӗчӗк калавсем ҫыракан автор ӗҫӗсене Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тата Австралинче пичетлеҫҫӗ.

Халӗ Валерий Петровский «Nazar Look» литература журналӗн премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ. Ҫав журнала акӑлчанла тата крым тутар чӗлхипе кӑлараҫҫӗ иккен. Асӑннӑ кӑларӑмӑн акӑлчанла версийӗнче Валерий Петровскин ӗҫӗ пуҫласа пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче кун ҫути курнӑ. Ҫав журнала пичетлекен Румынири издательствӑра кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче авторӑн «Tomcat Tale» ятпа кӗнеке пичетленнӗ. Маларах Петровский ӗҫӗсем асӑннӑ издательствӑн икӗ антологине кӗнӗ.

Хӑй вӑхӑтӗнче Валерий Петровский Чӑваш патшалӑх университетӗнче «истори» специальноҫа алла илнӗ, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче ют чӗлхесен факультетӗнче ӑс пухнӑ.

Малалла...

 

Ӑслӑлӑх ЧНК сайтӗнчи сӑн
ЧНК сайтӗнчи сӑн

ЧНК сайчӗ Хусанта «Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗсенчи халӑхсен историллӗ шӑпи (XVI ӗм.-XVIII ӗм. пуҫл.)» конференци иртни пирки пӗлтерет. Пӗтӗм Раҫҫей шайӗнчи ӑслӑлӑх конференцине Тутарстан ӑсчахӗсемсӗр пуҫне, Чӑваш Енрен те хутшӑннӑ. Ҫавӑн пекех Мускав, Челепи, Тобольск, Ӗремпур, Волгоград облаҫӗнчен те килнӗ.

Сӳтсе явнӑ ыйтусенчен пӗри «XVI–XVIII ӗмӗрсенчи ҫырулӑх ҫӑлкуҫӗсенче тӗл пулакан «чюваш» тата «ясачная чюваша» сӑмахсен этникӑпа социаллӑ пурнӑҫри пӗлтерӗшӗсем» тема пулнӑ. Ыйтӑва тишкернӗ «ҫавра сӗтеле» Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх тӗп ӗҫченӗ, этнологипе социологи пайӗн пуҫлӑхӗ Виталий Петрович Иванов ертсе пынӑ. Доклад калаканни вара асӑннӑ институтӑн филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Николай Иванович Егоров пулнӑ. Ыйту чылайӑшне кӑсӑклантарнӑ курӑнать — ӑна сӳтсе явма тутарсем те, чӑвашсем те хӗрӳллӗ хутшӑннӑ.

Шел те, мӗнле пӗтӗмлетӳ патне тухнине ЧНК сайчӗ пӗлтермест.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/34.html
 

Тӗнчере

Сицилин (Итали) тухӑҫ енчи ҫыранӗнче вырнаҫнӑ Этна вулкан каллех вут-хӗм кӑларма пуҫланӑ. Иртнӗ уйӑхсемпе танлаштарсан вӑл самай хӗрӳлленнӗ иккен. Италири геофизикӑпа вулканологин наци институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх кратертан тухакан лава ҫухрӑм тӑршшӗ таран тӑсӑлнӑ.

Этна лава пӗрӗхтерме пуҫлас умӗн иртнӗ уйӑхра икӗ хутччен «вӑранса» пӑхнӑ — вӑл ӗҫлеме пуҫланине сӑнавҫӑсем чӳкӗн 17-мӗшӗнче тата 28-мӗшӗнче асӑрханӑ.

Этна вут-хӗм кӑларнине хальхи вӑхӑтра Катанипе Таориминӑран сӑнама пулать теҫҫӗ.

 

Пӗлтерӳ Екатеринбург чӑвашӗсем «Уральские самоцветы» наци культурисен фестивалӗнче
Екатеринбург чӑвашӗсем «Уральские самоцветы» наци культурисен фестивалӗнче

Аякри чӑвашсем пӗр-пӗринпе тӗл пулнине, тӗрлӗ уяв ирттернине пӗлтерме яланах кӑмӑллӑ. Екатеринбургри чӑвашсем те пухӑнасшӑн. Хальхинче вӗсем ун пек тӗлпулӑва раштавӑн 23-мӗшне палӑртса хунӑ.

Ун чухне вӑл тӑрӑхри чӑвашсем «Сурхури–2013» уяв ирттерме шухӑшланӑ. Ӑна йӗркелекенни — «Екатеринбургри чӑвашсен автономийӗ» обществӑлла пӗрлешӳ.

Уяв 12 сехетре пуҫӑнмалла. Тӗплӗнрех ыйтса пӗлес тата уяв вырӑнне уҫӑмлатас тесен Вероника Александровна Филиппова (Павлова) ятлӑ хастар чӑвашпа 8-904-386-74-73 номерпе ҫыхӑнмалла.

 

Культура

Вӗсене кӑна мар, ытти ӗҫре тӑрӑшакана та, тивӗҫлӗ канурисене те. Ара, Вӑрнар районӗнче хӑй тӗллӗн вӗреннӗ авторсен «Виҫ Ҫавал ҫаврисем» районти фестивалӗ иртнӗ-ҫке. Ӑна кӑҫал пуҫласа йӗркеленӗ. Фестивале пуҫаракансем ун чухлӗ ҫын хутшӑнасса малтанласа шутламаннине пытармаҫҫӗ.

Конкурса хӑй тӗллӗн вӗреннӗ 24 поэтпа композитор пухӑннӑ. Маларах вӗсенчен чылайӑшӗн хайлавӗ район хаҫатӗнче пичетленнӗ иккен. Культура ҫурчӗсемпе вулавӑшсенче вӗсен пултарулӑх каҫӗсем иртнӗ. Ҫапах та пурне те пухса район шайӗнче унччен йӗркелемен.

Конкурса хутшӑннисен хушшинче Вӑрнар район администрацийӗ тӗслӗх вырӑнне Ярмушкӑри ял тӑрӑхӗн специалистне Лиана Григорьевӑна илсе кӑтартнӑ. Вӑл кӑҫал пуҫласа сӑвӑ ҫырма тытӑннӑ. Упнер ял тӑрӑхӗн специалисчӗ Нина Тикинева вара хӑй сӑввисене юрра хывать иккен. Вӑрнар почтамчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче чылай ҫул тӑрӑшнӑ Раиса Малышева та сӑвӑсем ҫырать, хитре юрлать теҫҫӗ.

Санарпуҫӗнчи выльӑх тухтӑрӗ Борис Леонтьев та сӑвӑ ҫырать.

Кайри Тукай ялӗнче пурӑнакан, кӑҫал «Вӑранр пики» ята тивӗҫнӗ 20 ҫулти Татьяна Степанова республикӑри «Кӗмӗл сасӑ» фестивальте куракансене килӗшнӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3521, 3522, 3523, 3524, 3525, 3526, 3527, 3528, 3529, 3530, [3531], 3532, 3533, 3534, 3535, 3536, 3537, 3538, 3539, 3540, 3541, ... 3957
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.