![]() Л. Федотова сайчӗ Авӑнӑн 20-мӗшпе 30-мӗшӗ хушшинче Шупашкарти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденисен хушшинче «Вӗрентекен сайт-портфолио» ӑмӑрту иртрӗ. Пурӗ 39 сайт хутшӑннӑ. Нумай пулмасть конкурса пӗтӗмлетнӗ — пурӗ 6 чи лайӑх сайта палӑртнӑ: 1. Ефимов Дмитрий Владимирович, Шупашкар хулин 61-мӗш шкулӑн ӳнер вӗрентекенӗ. 2. Кузьмина Светлана Ниловна, «1-мӗш гимнази» МВУ хими вӗрентекенӗ. 3. Федотова Людмила Аркадьевна, Шупашкар хулин 60 шкулӑн чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ. 4. Тюлина Елена Владимировна, Шупашкарти 47-мӗш шкулӑн биологи учителӗ. 5. Александрова Екатерина Ивановна, 44-мӗш лицейра хими вӗрентет. 6. Леонтьева Раиса Михайловна, 45-мӗш шкулта ачасене вырӑс челхипе литературине вӗрентет.
Ҫӗнтерӳҫӗсен сайчӗсем рестпулика шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнӗҫ. Ӑнӑҫу сунас вӗсене! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Клуб ҫамрӑкӗсем Камсем-ши вӗсем тетӗр пулӗ? «Автоген-Бабай» — Ҫӗрпӳ хулинчи ҫамрӑксен клубӗ. Ӑна йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине палӑртас тӗлӗшпе пухӑнчӗҫ те ӗнтӗ вӗсем. «Автоген-Бабай» ҫамрӑксем хушшинче сывлӑх, спорт, культура идеисене сарас тӗлӗшпе ӗҫлет — ҫамрӑксем хушшинче КВН ирттереҫҫӗ, ачасемпе яшсене походсене ҫӳретеҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен футбол команди те пур (нумай пулмасть 10 ҫул тултарнине палӑртнӑччӗ вӗсем). Ертӳҫи — Сергей Беккер. Ҫавра сӗтеле «Автоген-Бабай» ҫамрӑксен клубӗн хастарӗсемсӗр пуҫне вӗсен ӗҫне ырлакан ытти ҫамрӑксем те пулчӗҫ. Вӗсем хальхи ҫамрӑксене ӗҫе, спорта, тӗрлӗ мероприятисене явӑҫтарас тӗлӗшпе, вӗсен хастарлӑхне ӳстерессишӗн мӗн тумалли пирки калаҫрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Ачасем курав япалисемпе паллашаҫҫӗ Ӗнер юпан 4-мӗшӗнче, Вӗрентекен кунӗ умӗн, Ҫӗрпӳри 2-мӗш вӑтам шкулта «Асамлӑ шкул вӑхӑчӗ...» ятлӑ куҫса ҫӳрекен курав уҫӑлчӗ. Вӑл унта уйӑх хушши ӗҫлӗ. Курава хатӗрлеме Чӑваш наци музейӗ хутшӑннӑ. Унта ҫитсен сирӗн ума шкулсенче усӑ курнӑ хатӗрсемпе паллашма май пур — пенал, чернил тӑкӑнтарман савӑт, калем, стеклограф-кӑранташ, кӑранташ савӑчӗ. Кунтах — чӗрӗ хулӑ тытмалли катка та. Курав уҫӑлнӑ кун пӑрҫа ҫинче тӑрса пӑхма та май пурччӗ — хӑшӗ-пӗри иртнӗ вӑхӑтра итлемен ачасене епле вӗрентнине туйса илме пултарчӗ. Экспонатсем нумай мар пулин те вӗсемпе паллашма питӗ кӑсӑклӑ. Экскурсие халӑх таврапӗлӳ музейен директорӗ Фёдорова Елена Станиславовна ирттерчӗ. Курава килнисем ахаль кӑранташсене епле тунипе видеофильм урлӑ паллашрӗҫ. Вӗҫӗнче «Филлипок» мультфильм курчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ҫывӑх вӑхӑтра Чӑваш Енре чи лайӑх ӗҫ бригади хӑшӗ пулнине палӑртӗҫ. Фестивальте Шупашкар район чысне Ишекри ҫул ҫитмен ачасен «Рябинка» ӗҫ бригади хатӗрленет. Оксана Гурьянова ертсе пыракан ачасем эмел курӑкӗсем пухассипе, тавралӑха тирпей-илем кӗртессипе ӗҫлеҫҫӗ, палӑксене пӑхса тӑраҫҫӗ. Мали вырӑна йышӑнма вӗсене ӑнӑҫу сунар! Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() В.Г. Родионов Авӑнӑн 29-мӗшӗпе юпан 1-мӗшӗсенче Хусанти патшалӑх университетӗнче «Сопоставительная филология и полилингвизм» ятпа ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртрӗ. Конференци ӗҫне пирӗн факультет ӗҫченӗсем те хутшанчӗҫ. В.Г. Родионов профессор «История национальной литературы в свете компаративистских подходов», А.Ф. Мышкина профессор «Художественно-философское толкование смерти в литературах народов Урало-Поволжья», И.В. Софронова доцент «Саки-наме в чувашской поэзии 20-30-х гг. ХХ в.» темӑсемпе тухса калаҫрӗҫ. Паянхи литература пӗлӗвӗнче литература историне танлаштаруллӑ тата шайлаштаруллӑ аспектсем тӗлӗшӗнчен тишкерни актуаллӑ ыйтусенчен пӗри шутланать. Тутар тата чӑваш тӗпчевҫисем хӑйсен доклачӗсенче ӑслӑлӑхра пӗрле хутшӑнса ӗҫлеме кирлине палӑртрӗҫ, кунашкал конференцисене тата та йӗркелес тесе йышӑну турӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Суту лайӑх пырать Иртнӗ эрнере Мускав районӗнче йӑлана кӗнӗ ял хуҫалӑх пасарӗсем иртрӗҫ. Суту-илӳ, тӗпрен илсен, «Ҫурҫӗрпе», Кӑнтӑр-анӑҫри пасарсенче, тата Элкерпе Чернышевский урамсенче хатӗрленӗ вырӑнсенче пычӗ. Иртнӗ канмалли кунсенче хӑйсен ҫимӗҫӗсене сутма Муркаш районӗнчи хуҫалӑхсем тухнӑччӗ: Муркаш райпойӗ, Ленин ячӗллӗ ЯХПК, Оринино ЯПК, «Васем» ТМЯО, «Аленушка» агрофирма» ТМЯО, «Алексеев В.Н.» УПХ. Хула халӑхӗ вӗсен ҫӗрулмине, купӑстине, кишӗрне, суханне, кӑшманне, ҫӑмартине, пылне кӑмӑлласах туянчӗ — сутӑҫсем эрне хушшинче 188 тонна ҫӗрулми, 24 тонна ытти ҫимӗҫ сутма пултарчӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
![]() Н.И. Ашмарин Юпан 4-мӗшӗнче чӑваш тетелӗнче олимпиада пуҫланать. Ӑна Н. И. Ашмарин ҫуралнӑранпа 140 ҫул, вӑл хатӗрленӗ чӑваш сӑмахӗсен пуххин пӗрремӗш томӗ тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗ ятпа ирттереҫҫӗ. Ӑмӑрту http://inset.chv.su сайтра иртӗ. Йӗркелекенсем: Ҫӗрпӳ район администрацийӗн вӗренӳпе социаллӑ аталану управленийӗ, Чӑваш халӑх сайчӗ (информаци тата техника тӗлӗшӗнчен пулӑшать), Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ. Ӑмӑрту — районсем хушшинчи, унта Ҫӗрпӳ, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Канаш, Красноармейски, Шупашкар районсенчи шкул ачисем хутшанайраҫҫӗ. Вӗсен пӗр сехет хушшинче 10 ыйту хуравне кӑтартмалла пулӗ. Пӗлӳ кӑтартассишӗн укҫа тӳлес ҫук, хуравсене сайт урлӑ ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ (электронлӑ почтӑпа янин усси ҫук). Интернет-ӑмӑрту юпан 14-мӗшӗччен пырӗ. | ||
![]() Конференци хутшӑнаканӗсем «Пулӗҫ аслӑ, ҫивӗч ӑслӑ кӗнекеҫӗсем…» Ҫеҫпӗл кӗтнӗ кӗнекеҫӗсенчен пӗри — филологи наукисен кандидачӗ Геральд Васильевич Лукоянов (1935 – 2001). Вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗччен е урӑх авторсемпе пӗрле 40 яхӑн вӗренӳ кӗнеки ӑсталанӑ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗри 10 ытла кӑларӑмпа тухнӑ. Шкулта унӑн кӗнекисемпе 1965 ҫултанпа вӗренеҫҫӗ. Ҫав йышра «Чӑваш чӗлхи» (3-6 классем валли), «Тӑван литература» (4-5 кл.), «Чӑваш сӑмахӗ» (3-7 кл.), «Савӑнӑҫ кӗнеки», «Тӑван чӗлхе», «Ҫеҫпӗл», «Шевле», «Килти вулав кӗнеки», «Ҫыру тетрачӗ» пур. Вӑл хатӗрленӗ кӗнекесен пӗрлехи тиражӗ икӗ миллиона ҫывхарнӑ! Ҫакӑн чухлӗ кӗнеке калӑплама пултарнӑ ӑста хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра чысне-сумне питех курайман — наградӑсемпе хисеплӗ ятсем илеймен. Геральд Васильевич ача пек уҫӑ кӑмӑллӑ та тӳрӗ чунлӑ ҫынччӗ, хурине «шурӑ» теме пултараймастчӗ. Ҫакӑ ӑна пӗчӗккисем валли кӗнеке хайлама пулӑшнӑ, анчах пуҫлӑхсен умӗнче ырӑ ятлӑ пулма чӑрмантарнӑ. Вӑл пирӗнтен камалсӑр (выр. Скоропостижно) уйрӑлса кайнӑранпа кӗҫех вунӑ ҫул ҫитет ӗнтӗ. Аслӑ пӗлӳ илнӗ, ӑна-кӑна ӑнланакан ҫынсенчен Геральд Лукоянов пирки ыйтса пӑхатӑн та ку ята пӗлекеннине сахал тупатӑн. | ||
![]() Авӑнӑн 19-мӗшӗнче ҫӳлти шайри .su домена никӗсленӗренпе 20 ҫул ҫитрӗ. Шӑп та лап 20 ҫул каялла, иртнӗ ӗмерхи 1990-мӗш ҫулта, ку домена СССР патшалӑхне панӑ. 2009 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче домена Раҫҫей ҫине куҫарнӑ. Раҫҫей Федерацийӗн тепӗр ҫӳллӗ шайри доменне, .ru-на, 1994 ҫулта никӗсленӗ. Малтанхи вӑхӑтра иккӗмӗш шайри доменсене «Релком» тата «Демос» организацисем тытса тӑнӑ. 2010 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗнче административлӑ ӗҫсене «Технический центр интернет» организацине куҫарнӑ. Хальхи вӑхӑтра иккӗмӗш шайри доменсене пурӗ 13 компани регистрацилет.
Авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне .su доменра иккӗмӗш шайрисен шучӗ 88 пинрен иртнӗ пулнӑ. Танлаштарма: .ru доменра — 3 миллион ытла. Хальхи вӑхӑтра, .рф домена хута яма тытӑннӑран, .su доменсен йышӗ ӳсме пӑрахнӑ тет. Пӗлме: .su домен ячӗ «sovet union» сӑмахсемпе вуланать. Ҫавӑн пекех, чӑвашсем ӑна «suvar» (сӑвар) ятпа та вулама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Грот вӑраннӑ![]() Гейзер айлӑмӗ Гейзер айлӑмӗнче чи пысӑк гейзер, Грот ятлӑскерри, вӑраннӑ — шывпа пӑс пӗрӗхтерме пуҫланӑ.
Грот — ҫак айлӑмри чи пысӑк гейзер. Ӑсчахсем шутланӑ тӑрӑх айлӑмри каньонӑн лапамӗ ун вӑйӗпе йӗркеленнӗ. Ӑна айлӑм «патши» теҫҫӗ — ун ванни сарлака — 2х2,5 метр. Пӗрӗхтерме пуҫласан вӑл ҫӗр ҫумӗнчен 45 градус тайӑлса 60 тонна вӗри шыв сирпӗтсе кӑларать. Грот хӑш вӑхӑтра ӗҫленине, ӑна тупнӑранпа 70 ҫул иртнӗ пулин те, ӑсчахсем тӳрремӗн калаймаҫҫӗ. Вӑл темиҫе уйӑхшар, темиҫе ҫул ӗҫлемесӗр выртма пултарать, ҫав вӑхӑтрах кунне темиҫе хут та шыв пӗрӗхтерейрет. Юлашки хут гейзер кӑҫал ака уйӑхӗнче вӑраннӑччӗ. Грот вӑраннӑ самант яланах питӗ кӑсӑклӑ. Вӑл ӗҫлеме пуҫлани шыв пӗвене ҫурса кайнӑ евӗрех — таврара сас янарса тӑрать кӑна. Вырӑнти заповедник ӗҫченӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Грот вӑраннӑ хыҫҫӑн Гейзер ятлӑ юханшыва темиҫе тонна шыв вирхӗнсе тухнӑ — тепӗр самантранах юханшыв пылчӑкланнӑ, ун температури 40 градуса ҫитнӗ. Хальхи вӑхӑтра гейзер каллах лӑпкӑ. Тепӗр хут хӑҫан вӑранасси, каларӑмӑр ӗнтӗ, паллӑ мар.
Гейзер айлӑмӗ Кронотс заповедникӗнче (1934 ҫулта йӗркеленӗ) вырнаҫнӑ, ӑна ЮНЕСКОн пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑк эткерӗн йышне кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |