Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.4 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

2010 ҫулхи юпа уйӑхӗн вӗҫӗнчен пуҫласа «Хавал» чӑваш обществӑлла пӗрлешӳ тӑрӑшнипе Мускавра тӳлевсӗр чӑваш чӗлхи вӗренме май пулӗ. Курссем хулари поликультура центрӗнче иртӗҫ.

Чӑваш чӗлхи урокӗсем эрнере пӗр хут пулӗҫ. Пуҫару ушкӑнӗ хальхи вӑхӑтра тӗрлӗ ҫулрисене пухса ушкӑнсем йӗркелет — уйрӑмах вӗсем шкул ачисемпе ҫамрӑксене кӗтсе илме хавас.

 

Чӑвашла вӗренес шухӑшлисем йӗркелӳҫӗсемпе ҫак электронлӑ адреспа ҫыхӑнма пултараҫҫӗ: chuvash.haval@gmail.com, е карас телефонӗн номерӗпе: 8-903-187-86-79.

 

Н.И. Ашмарин. Краткий очерк жизни и деятельности
Н.И. Ашмарин. Краткий очерк жизни и деятельности

Кӑҫал, юпан 4-мӗшӗнче, сумлӑ ӑсчах, чӑваш чӗлхе пӗлӗвне никӗслекенсенчен пӗри, Николай Иванович Ашмарин ҫуралнӑранпа 140 ҫул ҫитет. Юбилея халалласа тӗрлӗ мероприятияесм иртрӗҫ, пулаҫҫӗ те. Кӑҫалах, 17 кӗнекеллӗ Чӑваш сӑмахӗсен пуххин 1-мӗш томӗ тухнӑранпа 100 ҫул ҫитнӗччӗ (ӑна чи малтан 1910 ҫулта пичетленӗ, кайран, 1928 ҫулта ҫӗнӗрен кӑларнӑ).

Ҫак икӗ датӑна халалласа 1995 ҫулта тухнӑ М.Р. Федотовӑн «Н.И. Ашмарин. Краткий очерк жизни и деятельности» кӗнекене сканерласа вырнаҫтарас терӗмӗр. Словаре кӑларас ӗҫ ҫӑмӑл пулманнине эпир пӗлетпӗр, анчах та ӗҫ-пуҫ чӑнласах епле пынине пӗтӗмӗшле пӗлекенни сахал. Ку кӗнекере вара Николай Иванович кун-ҫулӗн кукрисене лайӑх сӑнласа панӑ. Вӑл вӑхӑтри лару-тӑрупа та паллашма май пур.

 

Кӗнекене кунтан уҫласа илме май пур — ӑна pdf хурмӑпа калӑпланӑ, калӑпӑшӗ — 4Mb патнелле.

 

Чӑваш наци вулавӑшӗн ҫурчӗ
Чӑваш наци вулавӑшӗн ҫурчӗ

Авӑнӑн 20-мӗшӗнчен пуҫласа раштавӑн 20-мӗшччен Чӑваш наци вулавӑшӗ «Кӗнеке парнеле» ятлӑ ыркӑмӑллӑх мероприятине ирттерет. Ку вӑхӑтра вулавӑш Раҫҫейри е тӗнчери хуть те мӗнле чӗлхеллӗ кӗнеке парнелесен те сире тав пулӗччӗ.

Кӗнекесене (сирӗн вуламан кӗнекесен пурах ӗнтӗ килте) ҫак адреспа йышӑнаҫҫӗ: Шупашкар, Ленин пр., 15 ҫ. (325 пӳлӗм шӑматкунпа вурсарникун пуҫсӑр 8-17 сехетччен ӗҫлет, 212 пӳлӗм — 17-20 сехетччен /вырсарникун — 18 сехетччен/).

 

Segway самокачӗсем. Компани сайтӗнчи сӑн
Segway самокачӗсем. Компани сайтӗнчи сӑн

Ҫурҫӗр Йоркширта Джими Хесельден миллионер вилнӗ тет. Пӑтармахӗ икӗ урапаллӑ электикӑллӑ самокатпа (сӑмах май, ҫак куҫса ҫӳреме май паракан аппарата ун фирми кӑларнӑ) уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра пулса иртнӗ — сӑртран аннӑ чухне 62 ҫулхи миллионер самокатне тытса чарайман, Варф юханшыва персе аннӑ. Ҫӑлма ҫитнисем пӑтӑрмаха лекнӗ Segway хуҫине пулӑшайман. Полици шучӗпе ӗҫ ӑнсӑртран пулса тухнӑ.

Джими Хесельден Segway самокатсене кӑларакан фирмӑна 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче туяннӑ. Ку самоката вара 2002 ҫултанпа кӑлараҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑна Австри, Франци, Греци, Итали, Венгри, Португали, Чехи тата АПШан 44 штатӗнче усӑ курма ирӗк панӑ.

 

Ю. Лужков. Lenta.ru cӑнӗ
Ю. Лужков. Lenta.ru cӑнӗ

Паян, авӑнӑн 28-мӗшӗнче, ир-ирех Мускав мэрне, Ю.М. Лужкова ӗҫрен хӑтарнӑ. «Интерфакс» пӗлтернӗ тӑрӑх Юрий Михайлович паян ӗҫе 10 минутсӑр 8 сехет тӗлне ҫитнӗ. Кунта вара ӑна Дмитрий Медведьев ӑна ӗҫрен хӑтаракан Хушупа (вӑл алӑ пуснӑ вӑхӑтран вӑя кӗнӗ) паллаштарнӑ. Вӑхӑтлӑха унӑн тивӗҫӗсене малалла тӗп хулан вице-мэрӗ Владимир Ресин туса пырӗ.

Дмитрий Медведьев ҫитес вӑхӑтра Юрий Михайловичпа тӗл пулас шухӑш ҫукки пирки пӗлтернӗ.

Юрий Лужковпа президент администрацийӗ хушшинчи тавлашу ҫурла уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Авӑн уйӑхӗнче федераллӑ каналсемпе Мускав мэрӗ пирки критикла передачӑсем тухма пуҫланӑ. Ӗнер кӗске отпускран таврӑнса Юрий Михайлович тӳрех ӗҫе кӳленнӗччӗ, мэр вырӑнне хӑй ирӗкӗпе хӑвармасси пирки пӗлтернӗччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://lenta.ru/news/2010/09/28/luzhkov/
 

Уяв саманчӗ
Уяв саманчӗ

Паян, авӑнӑн 27-мӗшӗнче, чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче уяв иртрӗ. Пӗрремӗш курса вӗренме кӗнӗ студентсене аслӑрах курса ҫитнисем хӑйсен йышне илчӗҫ. Ҫак пулӑма ҫулленех пысӑк уяв пек паллӑ тӑвасси факультетра тахҫанах йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Студентшӑн иккӗмӗш кил вырӑнне пулса тӑнӑ «альма матер» пӗрремӗшсемшӗн те ют ан пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ аслӑ курса ҫитнисем. Лилия Тестова (3 курс) тата Алексей Еразумов (2 курс) ертсе пынипе студенсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрӗҫ. Кунта хаваслӑ юрӑ та янӑрарӗ, тухӑҫ, инди, тутар, чӑваш ташши те тыткӑна илчӗ, сӑвӑ та кӗрлерӗ. Пӗрремӗшсем аслӑ курса ҫитнӗ студентсем пекех маттур пулнине пӗтӗм чун-кӑмӑлтан ӗнентерчӗҫ.

 

Лавккана уҫнӑ самант
Лавккана уҫнӑ самант

Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗнчи лавккасем пӗри хыҫҫӑн тепри уҫӑлаҫҫӗ. Нумай пулмасть Хирти Сӗнтӗрти лавккана ҫӗнетсе уҫнӑччӗ, иртнӗ эрнекун вара, авӑнӑн 24-мӗшӗнче, Нӗркеҫре ҫӗнӗ харпӑр хӑйне тивӗҫтерекен магазин уҫӑлчӗ. Ӑна уҫма Комсомольски районӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Волков, Хирти Сӗнтӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Ефремов, Комсомольски райпо правленийӗн председателӗ Евгений Карпеев хутшӑнчӗҫ.

Лавкка япаласене кашнине хӑй тӗллӗн тивӗҫтерес мелпе ӗҫлет, кунта апат-ҫимӗҫ те, кил-ҫуртра кирлӗ тӗрлӗ япаласем (савӑт-сапа, йӑлари хими тавраш) те туянма май пур.

 

Ушкӑнпа пӗве хӑвӑрт тасалать
Ушкӑнпа пӗве хӑвӑрт тасалать

Тирпейлӗ вырӑн ялан илем кӳрет. Ҫакна асра тытсах ӗнтӗ нумай пулмасть, авӑнӑн 16-мӗшӗнче, Хирти Мӑнтӑр ялта пӗве тасатрӗҫ. Ӗҫе юнашар урамсенчи халӑх тухрӗ. Хирти Мӑнтӑрти тӗп пӗлӳ паракан вӑтам шкул ачисем уйрӑмах хастар ӗҫе кӳлленчӗҫ — пӗрле ӗҫлесе пӗр трактор ӑпӑр-тапӑр пуҫтарчӗҫ.

Хастар ӗҫленисене уйрӑммӑн асӑнса хӑвармалла: класс ертӳҫи Астраханова Елизавета Александровна; Афанасьев Федор Ильичпа Данилов Сергей Александрович кил-йышӗ. Васильева Ольга Павловна, Мордяков Александр Витальевич тата Миронов Алексей Юрьевич та вӗсене самай пулӑшрӗҫ.

 

Ҫӗнтерӳҫӗ
Ҫӗнтерӳҫӗ

Шупашкарӑн 500 ҫуллӑх паркӗнче ку канмалли кунсенче чӑн та питӗ интереслӗччӗ — кунта бензин пӑчкӑпа шӗпсут (скульптура) касакансен регисонсен хушшинчи I фестивалӗ иртрӗ. Икӗ кун тӑрмашрӗҫ — авӑнӑн 25-26-мӗшӗсенче пӑчкӑ сасси кӑна тӑчӗ таврара.

Ӑмӑртӑва Чӑваш Ен, Тутарстан, ҫаван пекех Мускавпа Воронеж облаҫӗсенчи ӑстасем хутшӑнчӗҫ.

Малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ:

Хӑвӑрт касассипе

…… 3-мӗш вырӑн: Мускав облаҫӗнчи Лосино-Петровски хулинчи Николай Гетьман (шӗпсучӗ — «Пингвин»);

…… 2-мӗш вырӑн: Шупашкар хулин ӑсти Андрей Кошкин («Старичок-лесовичок» /Вӑрманҫӑ — шурсухал/);

…… 1-мӗш вырӑн: Алексей Казаков (вӑл та Шупашкартан, шӗпсучӗ — «Асамлӑ кайӑк»);

Пӗтӗмешле

…… 3-мӗш вырӑн: Воронеж облаҫӗнчи Россошь хулин ӑсти Владислав Гудылко (шӗпсучӗ — «Ёлочка» /Чӑрӑш/);

…… 2-мӗш вырӑн: Шупашкар хулин ӑсти Александр Иванов («Олени» /Пӑлансем/);

…… 1-мӗш вырӑн: Алексей Казаков (шӗпсучӗ — «Кашкӑрпа ӳхӗ»);

 

Ку фестивале йӗркелӳҫӗсем малашне те ирттерме палӑртаҫҫӗ.

Малалла...

 

Авӑнӑн 20-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче вӗренекен кӗҫӗн курсри студентсем факультетра нумай ҫул хушши ӗҫленӗ преподавательсемпе, Г.Ф. Юмартпа тата Е.С. Сидорова фольклористсемпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Тӗлпулӑва йӗркеленӗ Г.Г. Ильина доцент вӗренекенсене малтанах хӑнасемпе паллаштарчӗ, чӑваш фольклористикин аталанӑвӗнче вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑк пулни ҫинчен каласа хӑварчӗ.

Е.С. Сидорова фольклора тӗпчес, пуҫтарас ӗҫпе 50 теҫетке енне ӗҫлет. Ӑна чӑваш халӑхӗн такмакӗсем, юмахӗсем, йӑла-йӗрки кӑсӑклантарать. Юрӑ жанрне юратнӑ пулин те вӑл йӑла юмахӗсене тӗпчесе диссертаци ӗҫӗ хӳтӗлет. Малашнехи тӗпчев ӗҫӗсенче фольклорпа ҫыруллӑ литература хушшинчи хутшӑнусене тишкерет.

Халӗ Е.С. Сидорова тивӗҫлӗ канура, Мускавра хӗрӗ патӗнче пурӑнать. Тӑван тӑрӑхран, халӑхран инҫерех пулин те, вӑл юратнӑ ӗҫе алӑран ямасть-ха. Кӑҫал ҫеҫ чӑваш поэзийӗн классикӗ К.В. Иванов юбилейӗ тӗлне Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи чӑвашсем хушшинче вӑл пуҫтарса хатӗрленӗ «Слакпуҫ ҫӑлкуҫӗсем» кӗнеке тухрӗ.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3772, 3773, 3774, 3775, 3776, 3777, 3778, 3779, 3780, 3781, [3782], 3783, 3784, 3785, 3786, 3787, 3788, 3789, 3790, 3791, 3792, ... 3886
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑр сахал мар пӑшӑрхану илсе килӗ, кӑштах йӑнӑшма пултаратӑр. Тен, ҫывӑх ҫын умӗнче айӑпа туятӑр. Ӑнланманлӑх сирӗлтӗр тесен халӗ шӑпах чуна уҫса калаҫмалли вӑхӑт. Ӗҫре йӑнӑшсан яваплӑхран пӑрӑнма ан тӑрӑшӑр. Йӑнӑша йышӑнӑр, вара ҫивӗч ыйтӑва татса паратӑр.

Ҫу, 05

1888
137
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ.
1889
136
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1917
108
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
87
Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1991
34
Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1995
30
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2002
23
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...