Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Самар облаҫӗн порталӗ
Самар облаҫӗн порталӗ

Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр ҫӗнӗ портал ӗҫлесе кайӗ. Вӑл социаллӑ пулӑшу кӳрекенсене пӗр ҫӗре пӗрлештерекенскер пулӗ. Кун пирки республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ Ирина Ефимова паянхи брифингра пӗлтернӗ.

Ҫӗнӗ портала Республика кунӗ тӗлӗнче йӗркелекен «Регионсем — чикӗсӗр ҫыхӑну» курав вӑхӑтӗнче уҫма шухӑшлаҫҫӗ. Тӗнче тетелӗ пулӑшнипе республикӑри социаллӑ учрежденийӗсем пӗр тӗвве ҫыхӑнӗҫ. Пӗр тытӑмри учрежденисене, тӗрӗсрех, сывлӑх сыхлавӗн хуралӗнче тӑракансене, пӗтӗҫтерекен медицина порталӗ пур-ха. Апла тӑк, ку вӑл ҫавӑн йышширехскер пулӗ тесен те йӑнӑш мар. Раҫҫейре вара апла проект ҫук-мӗн. Тӗрӗссипе вара — шыравҫӑсенчен ыйтсан — темиҫе таранах тупса параҫҫӗ: тӗслӗхрен, Самар тӑрӑхӗнче, Тинӗҫҫум енӗнче ҫавнашкал сайтсем ӗҫлеҫҫӗ те ӗнтӗ.

 

Патӑрьел районӗн администраци йышӑнӑвӗпе ҫӗртмен 17-мӗшӗнчен 16:00 сехетре районта йывӑр лару-тӑру режимне ҫирӗплетнӗ ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Патӑрьел районӗ юлашки кунсенче шӑрӑх та хӗвеллӗ тӑракан ҫанталӑкран аптӑрать, ҫумӑр ҫуни те кунта тахҫанах пулнӑ.

Чӑваш Енри ИӖМ пайӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗртме уйӑхӗнче Патӑрьел районӗненче ытти ҫулсенчи кӑтартусемпе танлаштарсан ҫанталӑк ӑшшипе 3-4 градус таран ирттерет. Ҫумӑр ҫӑвать пулсан та ҫӗре лайӑх йӗпетмеллех ҫумасть. Ҫакна пула тӑпрара нӳрӗк самай ҫителӗксӗр иккен. Шӑрӑх кунсене пула 7,093 пин гектар лаптӑкра ял-хуҫалӑх акнӑ тыр-пулӑ аманнӑ.

Йывӑр лару-тӑру пуҫланни пирки пӗлтерни пулас шырлӑхран хӑтӑлма пулӑшӗ. Ҫапла май ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсене, организаципе преприятисен ертӳҫисене ҫутҫанталӑк малалла епле пулассине тӗплӗн сӑнама ыйтаҫҫӗ.

 

Куллен хыпарсемпе паллашнӑ чух, шел пулин те, нумай чухне вӗсенче хӑрушӑ, тискер ӗҫ-пуҫсене сӑнама лекет. «Ҫул-йӗрте инкек сиксе тухнӑ», «Пушар ҫын пурлӑхне тӗпипе пӗтернӗ», «Эрех пула ҫын пурнӑҫне татнӑ» кун йышши хыпарсем масаллӑ информаци хатӗрсенче тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсемпе паллашса ҫынӑн кӑмӑлӗ те хуҫалать пуль. Анчах тискер лару-туру вӑл кулленхи пурнӑҫӑн уйрӑлми пайӗ. Ыррипе юнашар яланах усалли ҫӳрет. Ҫавӑнпа тискер ӗҫ-пуҫсене сӑнанӑ май этемӗн «вӗсенчен мӗнле майпа хӑтӑлас-ши? Мана ку инкек пырса ан тивтӗр» тесе шанма пурӑнмалла.

Чи хӑрушӑ хыпар вӑл — тӗрлӗ сӑлтавесне пула ҫын пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлни. Йӗрлев пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗртмен 11-мӗшӗнче эмеле йышӑннӑ виҫерен ытларах ӗҫнипе 20 ҫулхи хӗр пурнӑҫӗ татӑлнӑ пулнӑ. Асӑннӑ хӗр вӑл кун аптекӑна кайса килнӗ иккен, ун хыҫҫӑн 16:00 сехет тӗлнелле хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ, вара унпа пӗрлӗ пурӑнакан тантӑшӗсем тӳрӗх васкавлӑ пулӑшу пульницине шӑнкӑравланӑ. Килсе ҫитнӗ тухтӑрсем шел пулин те хӗре ҫӑлса ӗлкереймен.

Чӑваш Енӗн йӗрлев комитечӗн ертӳҫӗ пулӑшӑҫи Олег Дмитриев палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх вилнӗ хӗрен юлташӗсем каларӑшӗпе вӗсен тантӑшӗ пӳклӗм вилем ҫинчен сӑмах хускатни пӗрре те асӑрхаман, кӑмӑлӗнче тата тыткалӑшӗнче те пӗлтерӗшлӗ сӑнавсем сисӗнмен.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63341.html
 

Шӑматкун, ҫӗртмен 14-мӗшӗнче, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ӑслӑлӑх канашлӑвӗ йышӑннӑ тӑрӑх филологи факультетне, чӑваш филологийӗпе культура факультетне тата журналистика факультетне утӑн 1-мӗшӗнчен пӗрлештерме йышӑнни ҫинчен хыпар тухнӑ пулнӑ.

ЧПУ студентсен канашлӑвӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх ҫӗнӗ факультетӑн декан ӗҫ-хӗлне филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор Корнилов Геннадий Емельянович тытса пырӗ.

Виҫӗ кафедрӑна пӗрлештернӗ майпа йӗркеленнӗ «Журналистика» ҫӗнӗ кафедрӑн ертсе пыраканӗ вара Данилов Анатолий Порфирьевич пулӗ. Вӑлах университетӑн пресс-центр ӗртӳҫи ӗҫне пурнӑҫласа пырӗ.

Ҫӗнӗ хыпар факультет ӑсчахӗсемпе пӗрлех студентсене те самай тӗлӗнтернӗ. Нумайӑшӗ факультетсене пӗрлештернӗ йышӑнӑва ырласа каймаҫҫӗ. Студентсен канашлӑвӗнче ӑнлантарса панӑ тӑрӑх университетра вӗренсе тухнине ҫирӗплетекен диплом ҫинче факультет ятне палӑртмалла мар тесе йышӑннӑ, алла илнӗ специальноҫе ҫеҫ ҫырса парӗҫ.

Ҫӗнӗ факультет мӗнле ятпа ҫӳрессине паянхи куна никам та ҫирӗплетсе параймасть.

Малалла...

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/63339.html
 

Ҫак ҫурта кӗҫех юсаса ҫӗнетӗҫ
Ҫак ҫурта кӗҫех юсаса ҫӗнетӗҫ

Вӑл пачах ҫӗнӗрен ҫӗкленекенскер мар-ха. Шупашкарти Мир проспектӗнче вырнаҫнӑскер хӑй вӑхӑтӗнче «Атӑлҫин пир-авӑр компанийӗ» общество аллинче пулнӑ. Предприяти панкурта тухнӑ хыҫҫӑн уйрӑм алӑри ача-пӑча учрежденине хупса хунӑ. Пӗлтӗрхи кӗркунне ӑна Шупашкар хула администрацийӗ туяннӑ.

Садика юсамаллине кура ӑна пӗр вӑхӑтлӑха хупса лартнӑ. Халӗ вара ӑна хӗрсех юсаҫҫӗ. Ӗҫе вӗҫе ҫитерсен садикра 11 ушкӑн уҫӑлмалла, пурӗ 236 ачана йышӑнмалла. Проектпа пӑхсан, вырӑнӗ 12 ушкӑнлӑх-ха. Анчах пӗринче физкультура залӗ йӗркелеме шут тытнӑ. Ача пахчине кӗркунне валли юсаса пӗтерме палӑртаҫҫӗ-мӗн.

 

Ҫул-йӗрте пулакан инкексем тупӑнсах пыраҫҫӗ. Ҫак канмалли кунсенче кӑна тӗп хулара тӑватӑ инкек пулнӑ. Аманнисен хушшинче велосипедпа ярӑнакан ҫичӗ ҫулхи хӗрачана асӑнмалла. Вӑл нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин картишне кӗнӗ чух унта ларакан автомашинӑна пырса тӑрӑннӑ. Анчах вӑл ытлашши суранланман, пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн тухтӑрсем ӑна киле кайма ирӗк панӑ.

Тепӗр тӗслӗхре вара 22-ри водитель шар курнӑ. «Вятка-Шупашкар» ҫулпа пыраканскер вӑл… пӑшине пырса ҫапнӑ. Ун чух вӑхӑт ҫурҫӗр иртни 30 минут пулнӑ. Чӗлхесӗр янавара тӗттӗмре асӑрхаса илеймен-тӗр ҫав — машина чӗрчунпа ҫапӑннӑ хыҫҫӑн водителӗн ҫурӑм шӑмми мӑй патӗнчи пайӗ хуҫӑлнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ.

 

Элмет районӗнчи Учукра
Элмет районӗнчи Учукра

Ҫак уйӑхра Тутар Республикинче харӑсах темиҫе районта чӑваш уявӗсем иртмелле. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри ентешӗмӗрсен «Сувар» хаҫачӗ халӑх тетелӗсенчен пӗринче хыпарланӑ.

Ҫак вырсарникун, ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, Павлӑ районӗнче Ҫимӗк уявне палӑртӗҫ. Тепӗр 5 кунтан, 28-мӗшӗнче, Аксу районӗнчи Сӗнчелӗнче авалхи праҫниксенчен пӗрне — Уяв — йӗркелӗҫ. Тепӗр кунхине Элмет районӗнчи Суркинӑра Учук фестивалӗ иртмелле. Ҫав кунах Пӑва районӗнчи Пӳркелӗнче те ҫынсене савӑнӑҫлӑ мероприяти — Хӑят уявӗ — пухӗ. Уйӑхӑн юлашки кунӗнче вара Нӑрлатра Уяв иртӗ.

 

Математикӑпа пӗрлехи патшалӑх экзаменӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвне пӗлтернӗ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви Regnum информаци агентствине хыпарланӑ тӑрӑх, тӗрӗслеве кӑҫал хутшӑннӑ 7874 ҫамрӑкран 6,68 проценчӗ «иккӗ» илнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, вӗсем 24 баллран сахалрах пухайнӑ. Пӗлтӗр экзамена хутшӑннисенчен 5,16 проценчӗ чи пӗчӗк бала ҫитереймен иккен, виҫӗм ҫул — 3,9 проценчӗ.

Кӑҫал экзамен тытнисем вӑтамран 54,6 балл пухнӑ иккен. 80 балтан иртме пултарнисем — 466-ӑн, ҫав шутран 46-шӗ 100 балл илнӗ. Пӗлтӗр ун чухлӗ пухакансем пулман, виҫӗм ҫул виҫҫӗн мӗнпур ыйтӑва тӗп-тӗрӗс хуравласа чи пысӑк балла тивӗҫнӗ.

 

Ял халӑхӗ уява хатӗрленет
Ял халӑхӗ уява хатӗрленет

Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре пурӑнакансем ял уявне ирттерме хатӗрленеҫҫӗ. Район администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, асӑннӑ ял 303 ҫул тултарать. Ӑна ҫӗртмен 23-мӗшӗнче, Ҫимӗкре, палӑртасшӑн. Йӗркелӳҫӗсем ҫав куна ытахальтен суйласа илмен — леш тӗнчене ӑсаннӑ тӑванӗсене асӑнма ун чух халӑх та та килсе ҫитет-ҫке.

Уява хатӗрленсе вырӑнти парка халӗ тимлесех хӑтлӑх кӗртеҫҫӗ.

 

Эдуард Мочаловӑн ҫӗнӗ плакачӗ
Эдуард Мочаловӑн ҫӗнӗ плакачӗ

Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Муркашра «Сӗтев» хаҫатри статьяпа ҫыхӑннӑ судӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Илле Иванов айӑплав хутне татах та чӑвашла вулама ыйтнӑ пулин те ку хутӗнче те судьяна хӑй май ҫавӑрайман.

Ку ларура йӗрлев материалӗсен 1-мӗш томне пӑхса тухма пуҫӑннӑ иккен. Чи малтанах Чулхула облаҫри университет асӑннӑ хаҫатри статьяна хак панине вуласа панӑ тата Роскомнадзор пӗтӗмлетӗвне. Столбов хӳтӗлевҫӗ Чулхула облаҫри Чуприков экспертпа Роскомнадзор ӗҫченӗсене ларӑва чӗнме ыйтнӑ, кунпа судья килӗшнӗ.

Чӗрӗтле ларӑва ҫӗртмен 17-мӗшӗнче ирттермелле пулнӑ та, анчах Илле Иванов чирлесе ӳкнине пула вӑл хӑҫан иртесси хальлӗхе паллӑ мар-ха.

Ҫак ӗҫ-пуҫа сӑнанӑ май тӗлӗнсе хытса кайма та хатӗр. Пӗр енчен пӑхсан пӗлтерӗшсӗр ыйтӑва ҫапла трагедилеме кирлехччӗ-ши? Демократилле ҫӗршывра пурӑнатпӑр пуль, вара ҫын ирӗкнӗ, сӑмахӑн ирӗкне шута хумаллах пуль. Нивушлӗ асӑрхаттарупа ӗҫ вӗҫленме пултарман? Тӳре тыткаларӑшне сӑнасах паллӑ — ку ӗҫ-пуҫӑн пӗтӗмлетӗвӗ Ивановшӑн ӑна хирӗҫ вӗҫленни такама хытах кирлӗ.

Ҫав-ҫавах суд тӗрӗс йышӑну тупасса шанас килет.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1 ... 3839, 3840, 3841, 3842, 3843, 3844, 3845, 3846, 3847, 3848, [3849], 3850, 3851, 3852, 3853, 3854, 3855, 3856, 3857, 3858, 3859, ... 4133
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 04

1882
144
Васильев Иван Васильевич, ятарлӑ вӗреннӗ пӗрремӗш чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1963
63
Пӑртта Александр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...