чӳк уйӑхӗн 4-8 хушшинче Пензӑра иртнӗ "Созвездие" ятлӑ ача-пӑча пултарулӑхӗн фестивалӗнче Куславвкари интернат шкулӗнчи духовой инструмент ансамблӗн коллективӗ чи лайӑххи тесе палӑртнӑ. Фестивалте 28 регионтан 250 хутшӑнакан пулнӑ. Ачасем Пушкӑрт, Калмыки, Мордови, Чӑваш, Кабардин-Балкари Республикинчен, Краснодар тата Ставрополь енӗсенчен, Белгород, Владимир, Иваново, Кострома, Ленинград, Липецк, Мурманск, Чулхула, Оренбург, Орел, Пенза, Пермь, Рязань, Самара, Саратов, Свердловск, Тамбов, Тверь, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен, Мускавпа Санкт-Петербург хулисенчен хутшӑннӑ. Ҫӑлкуҫ: Culture21.ru |
Чӳк уйӑхӗн 21-28 хушшинче шупашкарти Ленин районӗнчи ҫӗмьепе ачасене социаллӑ пулӑшу паракан центрта "Анне - тӑван хӗвелӗм" ятлӑ курав иртӗ. Халӗ вӑл курав валли ачасем пикенсех ӳкерчӗксем ӳкереҫҫӗ. Ҫӑлкуҫ: cap.ru |
Чӳк уйӑхӗн 12 18 сехетре Чӑваш патшалӑх филармониӗнче «Малин йӑмӑкӗсем» вокал ансамбльӗн концерчӗ иртӗ. Ансамбль 12 ҫул ӗҫлет. Ансамбльте Лидия, Ирина тата Елана тӑван йӑмӑксем юрлаҫҫӗ. Ку ансамбль Чӑваш Енре кӑна мар, тулашӗнче те паллӑ. Ҫӑлкуҫ: cap.ru |
Юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта Чӑваш Республикин патшалӑх суверенитечӗ ҫинчен калакан Декларацине йышӑннӑранпа 15 ҫул ҫитнине чысланӑ. Суверeнитет йышӑннӑ куна чыслакансем чӑваш патшалӑхлӑхне хӳтӗлессишен, Раҫҫейӗн федераци институтне пӑсас марришӗн, демократи йӗркисене хӳтӗлессишӗн митингланӑ, чӑваш халӑхӗ ячӗнчен заявлени ҫырса йышӑннӑ. Ӑна chuvash.ru сайт ҫинче вулама пултаратӑр. |
Шупашкарта тата тепӗр ҫӗнӗ хаҫат тухма пуҫланӑ. Унӑн ячӗ: "Сцена Чувашии". Пӗрремӗш номерӗ юпа уйӑхӗн (октябрь) 29 пичӗтленсе тухнӑ. Хаҫат тиражӗ 20 000 экз. Хаҫатра исскуствопа культура мероприятисене ҫутатӗҫ. Репортажсем, тишкерӳсем, интервьюсем, конкурсем пулӗҫ. Ҫавӑн пекех унта тӗрлӗ культура ҫурчӗсен афиши пичӗтленӗ. Пӗрремӗш номерти статьясем: * "Первый Чапай в истории оперы"; * "И печаль, и радость «отчего дома»"; * "Свежий взгляд на купца Ефремова"; * "На столичных театральных подмостках можно и учиться, и радоваться"; * "Классика актуальна всегда"; * "«Граф Люксембург»: радостные встречи". |
Чӳк уйӑхӗн 1-пе 7-мӗш хушши К. Чуковский ячӗллӗ хулан тӗп ача-пӑча библиотеки «21 ӗмӗрти вулав» ятлӑ акци ирттереть. Пӗтӗм ача-пӑча библиотекисем ку акцине хутшӑнӗҫ. Тӗслӗхрен Л. Кассиль ячӗллӗ библеотекӑна пӗтӗм эрне тӑршшӗпе ача-пӑча сачӗнчен пепкесем килӗҫ. Вӗсене сасӑпа интереслӗ кӗнекесене вуласа парӗҫ, аудиокассетӑсем ҫине ҫырнӑ чи лайӑх авторсен юмахӗсене, калавӗсене итлеттерӗҫ. Сасӑпа вуланине итлеме ҫaк эрнере пурте хутшӑнма пултараҫҫӗ, библиотекӑсем сире кӗтеҫҫӗ. |
Литаратура кӗтесӗнче эсир халӗ вилми Нарспи поэмӑнa тупма пултаратӑр. Шкулта ӑна пурте вуланӑ пулӗ-ха, пурте Нарспишӗн куляннӑ. Халлӗхе сайта чӑвашлине кӑна кӗртме ӗлкӗрнӗ. Кайрантарах вырӑс тата ытти чӗлхесем cинче те кӗртӗпӗр. Ҫавӑн пекех ку уйрӑмра эсир Валери Туктарпа Николай Карай сӑввисене тупма пултаратӑр. |
Глазго (Великобретани) хулинче иртекен пӗтӗм тӗнчен спорт гимнатикин кубокӗнче Анатолий Васильев, пирен республикӑн спортсменӗ, бронза ҫӗнсе илнӗ. 20 ҫулхи спортсмен кӑна перекладина ҫинчи упражнениесемшӗн илме тивӗҫ пулнӑ. Халӗ спортсмен Мельбурн хулинче пулас тӗнче чемпионатне хатӗрленет. Сӑмах май, Анатолий Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗнче вӗренет. Ҫӑлкуҫ, сӑнӳкерчӗксем: Culture21.ru |
Чӑваш чӗлхин латинла алфавичӗ Латинла алфавита акӑлчанла калаҫакан тата кириллицапа усӑ курайман ҫынсен пирӗн сайтри ӗҫне ҫӑмӑллатма йӗркеленӗ. |
Шупашкарта юпа уйӗхӗн 16-мӗшӗпе 23-мӗш хушшинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнче чӗлхисен 10-мӗш фестивалӗ вӗҫленнӗ. Унта 2 пинe яхӑн ҫын пухӑннӑ. Хисеплӗ хӑнисем: Жан-Марк Леклер, Виктория Урбановичуте (Раҫҫейри Литва посольствин атташе), Стивен Кобб (АПШри эсперанто ассоциациӗн членӗ), тата ыттисем тe. Ҫӑлкуҫ: culture21.ru |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Дьяконов Николай Васильевич, космос аппарачӗсене ӗҫлеттерсе пӑхаканӗ, подполковник ҫуралнӑ. | ||
| Абянова Руфия Минетулловна, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |