Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Ӳнер

Чӑваш Енри художниксем «ФормАРТ» Аталҫи федераци округӗнчи урамри ӳнер фестивальне хутшӑнӗҫ.

Унта хутшӑнма Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи ултӑ регионтан 300 ытла ҫамрӑк художникран заявка пырса ҫитнӗ. Пирӗн республикӑран виҫӗ та художниксем хутшӑнӗҫ.

Урамри ӳнер фестивалӗ кӑҫалхипе улттӑмӗш хут иртет.

Ҫӗнтерӳҫӗсене укҫа парса хавхалантарӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 55 ҫулти арҫын мотоцикл туянма ӗмӗтленнӗ. Тӗнче тетелӗнче ҫӑвӑн пек пӗлтерӳ курсан унта кӑтартнӑ номерпе васкасах шӑнкӑравланӑ.

Телефонпа шӑнкӑравласан сутуҫӑ мессенджерпа сӳтсе явма сӗннӗ. Мотоцикл туянас ӗмӗтлӗ арҫын документсене тишкернӗ. Унтан лешӗ ӑна укҫа куҫарса пама ыйтнӑ. Шупашкар ҫынни 72 пин тенке куҫарса та панӑ.

Калаҫса татӑлнӑ вӑхӑтра тавар килменрен арҫын йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.

 

Раҫҫейре

Ленинград облаҫӗнчи Кировск хулинче «Ленинграда хӳтӗленӗ чухне пуҫ хунӑ Чӑваш Енри совет салтакӗсене» ятлӑ стела уҫнӑ.

Ҫав хӑрушӑ ҫапӑҫура Чӑваш Енрен нумаййӑн хутшӑннӑ. Ленинграда хӳтӗлеме пирӗн регионтан 15 пин ытла салтак кайнӑ. Вӗсенчен 5 пин ытларахӑшӗ тӑшманпа ҫапӑҫса пуҫ хунӑ. Чӑваш Енри 1800 ытла салтака «Ленинграда хӳтӗленӗшӗн» медальпе чысланӑ.

 

Сывлӑх
ural.tsargrad.tv сайтри сӑн
ural.tsargrad.tv сайтри сӑн

Ҫӗмӗрлери 9-мӗш гимназире вӗренекенсене тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Вӗсен пыршӑлӑх инфекцийӗн симптомӗсем пулнӑ.

Пӗр ачана пульницӑна вырттарма тивнӗ. Ыттисем килте педиатр сӑнаса тӑнипе сипленеҫҫӗ. Ку ыйтӑва республикӑри Сывлӑх сыхлавӗн министерстви те куҫран вӗҫертмест.

 

Раҫҫейре
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Питӗрте историре йӗр хӑварнӑ Радио ҫуртне ҫӗнетнӗ чухне 1942 ҫулта ҫырнӑ икӗ ҫыру тупнӑ. Вӗсенчен пӗрине Ленинград блокадинчи ҫын патне ҫырнӑ. Авторӗсем – Чӑваш Енри тӑванӗсем.

Ҫырӑва 1942 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫырнӑ. Унта тылри пурнӑҫ пирки каласа кӑтартнӑ, блокадӑри ҫынна сӑмахпа хавхалантарнӑ.

Тепӗр ҫырӑвӗ – ҫав ҫулах утӑ уйӑхӗнче ҫырнӑскер. Анчах вӑл япӑхрах упранса юлнӑ, текста хальлӗхе вулайман. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫырусем радиора ӗҫленӗ ҫынсем патне килнӗ. Ҫав йывӑр вӑхӑтра вӗсенчен чылайӑшӗ ӗҫрех пурӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21332
 

Республикӑра
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Йӗпреҫ округӗнчи Ҫирӗклӗ ялӗнче пурӑнакансем Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалласа улма-ҫырла садне ҫӗнӗрен чӗртме шухӑшланӑ.

Ҫавна май ҫимӗҫ паракан 80 йывӑҫ лартма йышӑннӑ. Ку хисеп ҫавра юбилейпе кӑна ҫыхӑнман. Ҫирӗклӗ ялӗнчен Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ 80 салтак киле таврӑнман.

Акцие аслисем пӗрле ачасем те хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-163599942_13824
 

Персона
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Ҫӗрпӳ пульницинчи пайӑрка диагностикин уйрӑмӗн заведующийӗ Татьяна Смирнова опытлӑ рентгенолог кӑна мар. Вӑл – спортсмен та.

Татьяна 1996 ҫултах пӗрремӗш хут парашютпа сикнӗ. Ун чухне вӑл шкул ачи кӑна пулнӑ. Темиҫе ҫултан вӑл пушшех те хавхаланнӑ: машӑрӗ десантник-ҫке-ха. Ку таранччен вӑл парашютпа 27 хут сикнӗ.

Амансан та унӑн ӗмӗчӗ сӳнмен. Мӑшӑрӗ унӑн чун киленӗҫне ырлать кӑна. Вӗсем иккӗшӗ те парашют спорчӗн федерацийӗн пайташӗсем. Татьяна Смирновӑн тепӗр тӗллев пур: ҫитес ҫул вӑл татах парашютпа сикесшӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21319
 

Раҫҫейре
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Чӑваш Енри Улатӑр хули пирки Мускавра та каласа кӑтартаҫҫӗ. Ун пирки общество транспортӗнчи информаци хӑми ҫинче курма пулать.

«Чӑваш Республикинчи ҫак хула 1552 ҫулта никӗсленнӗ. Унта — 90 ытла ҫурт-палӑк. Ҫав шутра – чукун ҫул деповӗ, ӗлӗкхи чиркӳсем», - ҫапла паллаштараҫҫӗ Мускаври общество транспортӗнче.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_76254
 

Культура
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакан Иван Веденеев «Кустӑрма» ятлӑ музей уҫнӑ. Ӑна вӑл ӗлӗкхи хула уесӗнчи хуҫалӑха халалланӑ.

Экспозицире – хӑйне евӗр япаласем. Пӗтӗмпе – 100 ытла. Ӗлӗкхи савӑт-сапа, урапапа ҫуна пайӗсем… –тӗрлӗ япала пур унта. Вӗсем XIX–XX ӗмӗрсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче усӑ курнӑскерсем. Вӗсене вӑл хӑйсен таврашӗнче пухнӑ.

Иван Веденеев хӑй экскурсисем ирттерет, ватӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ информацисемпе паллаштарать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_21315
 

Пӑтӑрмахсем

Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗмӗрле ялӗнче пурӑнакан арҫын эрех ӗҫсен руль умне ларма юратать. Нумаях пулмасть ӑна патшалӑх автоинспекцийӗн экипажӗ асӑрханӑ. Вӑл мотоблокпа пынӑ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗсленме вӑл килӗшмен, унӑн водитель прави те нихӑҫан та пулман-мӗн.

45-ри арҫын унччен те ӳсӗрле руль умне ларнӑ. Маларах ӑна мопедпа пынӑ чухне тытса чарнӑ. Ун чухне ӑна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупса хунӑ. Хальхинче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 388, 389, 390, 391, 392, 393, 394, 395, 396, 397, [398], 399, 400, 401, 402, 403, 404, 405, 406, 407, 408, ... 4290
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ан васкӑр, кашни шухӑша практикӑра тӗрӗслӗр. Финанс ыйтӑвӗсемпе, иккӗленӳллӗ сӗнӳсемпе питӗ асӑрханӑр. Юратнӑ ҫынпа пӗлтерӗшлӗ калаҫу пулма пултарӗ, ӑна ӑнланма тӑрӑшӑр.

Чӳк, 01

1896
130
Элле Кузьма Васильевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуралнӑ.
1930
96
Баранова Сарра Леонтьевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1930
96
«Социализм ҫулӗпе» (халӗ «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1933
93
Сапожников Геннадий Игнатьевич, чӑваш ӑсчахӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Абрамов Яков Абрамович, пӗрремӗш чӑваш депутачӗ вилнӗ.
1958
68
Абрамов Валентин Александрович, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2012
14
Петров Пётр Варфоломеевич, чӑваш сӑрӑ ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...