Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Пуҫтарма — ҫулталӑк, салатма — ҫур талӑк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

КӐР
09

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 09.01.2006 17:35 |

2006 ҫул — Ӑс-хакал ҫутлӑхӗн ҫулталӑкӗ

2005 ҫулхи раштавӑн 28 Н. Федоров "Ӑс-хакал ҫутлӑхӗн ҫулталӑкӗ" ҫинчен указа алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ҫапла 2006 ҫул ӑс-хакал ҫутлӑхне анлӑлатма пулӑшакан ҫул пулӗ.

Аса илмешкӗн: 2003 ҫул Ҫемье ҫулӗ, 2004 — Ҫамрӑксен тата сывӑ пурнӑҫ йӗркин ҫулталӑкӗ, 2005 — Парксен тата садсен ҫулталӑкӗ пулнӑ.

 

КӐР
04

Хыпар
 reflejo | 04.01.2006 19:56 |

Геннадий ИСАЕВ художникӑн 80 ҫулхи юбилейне халалланӑ курав

 

2005 ҫулхи раштавӑн 28-мӗшӗнче Шупашкарта, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче, Геннадий ИСАЕВӐН куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна художникӑн 80 ҫулхи юбилейне халалланӑ.

Выстӑвка уҫма чӑваш интеллигенцийӗн пӗр ушкӑнӗ пухӑнчӗ. Вӗсен хушшинче Атнер Хусанкай чӗлхеҫӗ, Николай Лукианов юрист, Ултияр Цыпленков пайтаҫӑ, художниксен пысӑк ушкӑнӗ, влаҫ представитӗлӗсем те пулчӗ. Выставка пирки каланӑ сӑмахӗнче вӗсем Геннадий Исаев пултарулӑхӗпе ӗҫне пысӑка хурса хакларӗҫ.

Выстӑвкӑна автор сӑрӑпа ӳкернӗ 80 ытла картина тӑратнӑ. Вӗсенче ҫырма-ҫатраллӑ чӑваш ялӗсене, ҫуртне-йӗрне, ҫыннисене курса савӑнатӑн. Портретсем те чылай. Пӗтӗм ӳкерчӗкӗсене вӑл чӑваш халӑхне халалланӑ. Автор тӑван ҫӗр-шыва юратни уҫҫӑн курӑнать.

Ҫак выставкӑна юлашки уйӑхсенче ӳнер искусствинче чӑвашлӑх ыйтӑвӗсене тарӑннӑн хускатнӑ тӗп событисенчен пӗри тесе хакламалла.

 

Ҫӑлкуҫ: Chuvash.ru

 

РАШ
29

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 29.12.2005 12:06 |

Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлатпӑр!

Пурне те ҫитес Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе саламлатпӑр! Пурне те ҫӗнӗ ҫулта сывлӑх, телей, савӑнӑҫ сунатпӑр, ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫарасса, пуҫланисене ӑнӑҫлӑ пӗтерессе шанатпӑр!

 

РАШ
29

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 29.12.2005 12:02 |

Шупашкарта чи пысӑк чӑрӑш пулӗ. Хитре гирляндӑсемпе Шупашкарти РТПЦ 196 метр ҫӳллӗш башнине ерешлетнӗ. Ӑна ерешлетме Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Скрекотень сӗннӗ. Н. Фёдоров унӑн сӗнӗвне пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ӑна пурнӑҫа кӗртме хушнӑ. Ҫапла "Хӑвӑн ҫӑлтӑра ҫут" мегаакци пуҫланнӑ. Гирляндӑсене ҫӳтма кашни пулӑшма пултарнӑ.

Халӗ ӑна Шупашкарти пур вырӑнтан та курма мель пур.

Сӑнӳкерчӗк

 

РАШ
20

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 20.12.2005 16:26 |

Шупашкар хули админитрациӗ 2005 ҫулта ирттернӗ "Парксемпе садсен ҫулӗ" ячӗпе иртернӗ мероприятисене пӗтӗмлетнӗ. Плансене кӗртнӗ ӗҫсене пурне те пурнӑҫланӑ тесе палартнӑ. Ҫул тӑрршӗпе 19 сквер, 3 аллея тата 3 парк никӗслемелле пулнӑ. Ҫавӑн пекех 14828 йывӑҫ, 22548 тӗмӗ лартнӑ, 11970 клумба йӗркеленӗ, 12 340 м2 таран газон тӳрлетнӗ, 4 ҫӗнӗ фонтан никӗсленӗ. Мероприятисене пурӗ 105 246 ҫын хутшӑннӑ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

РАШ
15

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 15.12.2005 18:07 |

Чӑваш Енӗн вӗрентӳ министрӗ Галина Чернова каланӑ тӑрӑх Чӑваш Енӗн шкулӗсенче кашни компьютер ҫине 28 вӗренекен килет. Раҫҫей шайӗпе танлаштарсан ку икӗ хут лайӑхрах (Раҫҫей тӑрӑх пӗр компьютер ҫине 57 вӗренекен килет).

Ҫавӑн пекех министр пӗлтернӗ тӑрах республика шкулӗсенчен 84,2% интернетпа ҫыхӑннӑ, шкулсен 47% хӑйсен сайчӗ пур.

Питӗ интереслӗ, шкул сайчӗсем ӑҫта-ши?

 

Ҫӑлкуҫ: Regnum.ru

 

РАШ
13

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 13.12.2005 17:32 |

Раштавӑн 12 «Аликовский вестник» ячӗллӗ Элӗк районӗн администрациӗн ҫӗнӗ хаҫачӗн пӗрремӗш номерӗ пичӗтленсе тухнӑ. Тиражӗ 900 экземпляр. Ку хаҫатра Элӗк администрациӗ право акчӗсене ҫынсем патне ҫитерӗ.

Хаҫат учредителӗ — Элӗк районӗн депутатсен пухӑвӗ.

 

РАШ
13

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 13.12.2005 17:26 |

Пурне те катока чӗнетпӗр!

Раштавӑн 18 10:00 сехетре Шупашкарӑн тӗп катокне уҫаҫҫӗ. Катока уҫас мероприятине килекенсене Хӗл Мучипе Юрпике кӗтсе илӗҫ. Кайран хӑнасене пӑр ҫинчи шоу кӑтартӗҫ.

Ҫавӑн пекех ку кун катока кӗмелли тата прокатшӑн тӳлемелли хак икӗ хут йӳнӗрех пулӗ.

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

РАШ
10

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 10.12.2005 17:01 |

Трактор тӑвакан культура керменӗнче ыран, раштавӑн 11, 13 сехетре, "Малина йӑмӑкӗсем" вокал ансамблӗн концерчӗ иртӗ. Ансамбль ҫӗнӗ концерт программине кӑтартӗ. Вӑл программӑпа ансамбль кайран чӑвашсем пурӑнакан ытти регионсем тӑрӑх кайса кӑтартма шутлать.

Пурне те концерта чӗнетпӗр!

 

Ҫӑлкуҫ: Cap.ru

 

РАШ
10

Хыпар
 Аçтахар Плотников | 10.12.2005 16:53 |

«Коммерсант. Власть» Раҫҫейӗн аналитикӑллӑ еженедельникӑн «Где на Руси жить хорошо?» ятлӑ рейтинг пичeтленнӗ. Рейтингра хӑш Раҫҫей субъекчӗнче пурнӑҫ лайӑхраххине тишкернӗ. Тишкерес ӗҫ валли 19 параметр усӑ курнӑ. Мускав хулинчи пурнӑҫа тӗпе хурса кашни региона баллсем шутласа кӑларнӑ.

 

Рейтинг тӑрӑх, 10 чи лайӑх регион ҫапла вырнаҫнӑ:

1. Санкт-Петербург (1078);

2. Мускав (1000);

3. Тутарстан Республики (846);

4. Чӑваш Ен (838)

5. Белгород облаҫӗ (800)

6. Ярославль облаҫӗ (779)

7. Мускав облаҫӗ (777)

8. Ҫурҫӗр Осети Республики (775)

9. Новгород облаҫӗ (769)

10. Астрахань облаҫӗ (767)

 

Страницӑсем: 1 ... 3970, 3971, 3972, 3973, 3974, 3975, 3976, 3977, 3978, 3979, [3980], 3981, 3982, 3983, 3984, 3985
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 16

1926
99
Погильдяков Вениамин Васильевич, прозаик, киносценарист ҫуралнӑ.
1937
88
Дмитриева Валентина Дмитриевна, Социаллӑ Ӗҫ Паттӑрӗ ҫуралнӑ.
1946
79
Маслова Вера Николаевна, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1962
63
Казаков Николай Нилович, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1993
32
Вирьял Юрий Петрович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...